Туссем, туссем каяççĕ ăнсăртран...
Каяççĕ те — калла тек таврăнмаççĕ.
Тек таврăнмаççĕ — чун çути таçтан,
Çӳл тӳперен çитсессĕн пăрлă каçăн,
Тин тĕшмĕртен: виçесĕр Уçлăхран,
Элле — ăнкарайми тарăнлăхран
Çак çĕр çине туссем тек таврăнмаççĕ.
Мĕн чухлĕ ырлăх, ăшăлăх çути
Çумран çухалнине туйсан — хăратăп...
Пин çăлтăрлă тӳпе — Галактика çурти —
Сӳнмин-пĕтмин темле шартламара та!
Тĕнче — Чиркӳ пек... Шăпланса тăратăп —
Чун витĕр сăрхăнать çурта çути...
Каллех сисчевлĕн, çивĕччĕн туятăп:
Туссем, туссем каяççĕ таврăнми!..