Кĕркунне. Çĕрле. Тĕттĕм.
Пĕр ял. Сас-хура çук. Ял-йыш çывăрнă.
Майпе, майпе, урам хапхине уçса, пĕр килтен урама тухрĕ йăпшăнса пĕр çын.
* * *
Унталла-кунталла пăхкаларĕ. Карта çуммипе утса пырать ку.
* * *
Пĕр кил тĕлне çитрĕ. Пӳрт çумне пычĕ. Хапхи енчи кĕтесе, пĕр пĕрене пуçне, шак-шак, шаккарĕ виçĕ хут.
* * *
Пăртак тăнласа тăчĕ. Хапха патне пычĕ. Пĕчĕк калинккене, хăлăпĕнчен çĕклерех уçса, ку киле картишне кĕчĕ. Ура вĕççĕнтерех утса, ик аллипе хыпашлакаларах пырса, алкумне ухрĕ вăл.
* * *
Пӳрт алăкне виç хут шаккарĕ. Каллех пăртак тăнласа тăчĕ. Сас мĕн илтĕнмерĕ. Алăка тĕртсе пăхрĕ кăшт. Алăк уçăлчĕ. Пӳрте кĕчĕ ку çын. Алăка хупрĕ майпе.
* * *
Пӳртре тĕттĕм. Пăртак кăна кантăксем курăнаççĕ.
Ерипе чĕнет ку çын: — Ман килес, Улю кин. Кин, Улю кин! Эп килтĕм те-ха... Çывран пулĕ эс; ан хăра-ха çĕрле килнĕрен, — тет пӳрте кĕнĕ çын.
Анчах ку çын сассине хирĕç тĕттĕм пӳртре никам та чĕнекен çук.
Çак вăхăтра, те сентре çинчен, те кăмака çинчен, тӳп! сиксе анчĕ урайне шурă кушак; мăр, мăр, мăрлатса пӳрте кĕнĕ ют çын урисене сĕркеленсе çаврăнать кушак.
— Кăс-кăс, кăс-кăс! — тесе, пĕшкĕнсе кушака ачашлать аллипе.
— Мăр-р, мăр-р, — майпе мăрлатать кушак, хӳрине тăратса.
— Санăн хуçу килтех-и-ха? — тесе, шурă кушака сулахай аллипе тытса çĕклерĕ те хай çын каллех: — Улю кин! Эс вылямалла пытаннă пуль те-ха манран, — тесе, сылтăм аллине малалла тăсса, хыпашласа пăхрĕ путмар çине.
Сарса хунă вырăн; çемçе тӳшек; пуçне-пуçне мамăк минтер, икшер минтер хунă.
— Ыр пурнăçлă çынсен вырăн та сирĕн, сар кайăк йăви пек-çке ĕнтĕ, — тесе, каллех ачашларĕ шурă кушака пуçне шăлса.
— Мăр-р, мăр-р, — мăрлатать кун аллинчи кушак. — Тĕпеле те пырса çаврăнас, шырас тĕплĕрех, — тесе, шухăшланăччĕ вăл.Çав вăхăтра шăлтăрт, кăлтăрт, турĕ калинке сасси. Мăкăл-мăкăл, шăкăл-шăкăл, — ерипе шăкăлтатса кĕреççĕ.
— Сĕм тĕттĕм-çке; куç курмас; çакăнтарахăн ух алкумне, — тет Улю, кулюкка кăвăлтатнă пек.
«Ак тамаша! Пĕччен мар-çке Улю кин; ак ĕнтĕ. Мĕн тăвас ман! Ăçта кайса кĕрес! Пĕтрĕ пуç!» — тесе, ку çын шухăшланă хушăра хăлтăрт, туса, алкум алăкĕ уçăлчĕ те. Шурă кушак çак çын аллинчен тӳп, сикрĕ урайне; кăмака хыçнелле кĕрсе кайрĕ. Кушак хыççăн ку çын та хай кăмака хыçне, ура вĕççĕн пускаласа, кĕрсе кайрĕ. Йăпшăнса тăчĕ кăмака кĕтесси çумне; тăрать итлесе.
* * *
Алăк уçăлчĕ.
— Ман хыçран ирт кунталла. Ак çакăнта, сĕтел хушшинех, кĕрсе лар, — тет Улю ерипе, илемлĕ, çемçе сасăпа.
«Ах, çав Улю кин кăмăлĕ — ăшă кăмăл; хăйĕн çыпăçуллă чĕлхи-çăварĕпе такама та хăй енне çавăрĕ çав», — тесе шухăшлать кăмака хыçне пытаннă çын.
— Ак, ĕнтĕ, сана çĕр-хута чăрмантарса çӳреп, — тет Улюпа кĕни, уçă саслăскер.
«Ара, чăрмантарасси пулать у; çынпа çын пурнать ку тĕнчере», — тет хăй ăшĕнче кăмака хыçне пытанни; вара, майпе пĕшкĕнсе, тăват уран тăчĕ; лапчăнса ларчĕ пĕрене çумне сĕвĕнсе.
— Краçын çутма, краçын пĕтнĕччĕ; кооперативран кайса илменчĕ те-ха. Сана пăртак апат çитерес пуль. Çул çӳрекен çынăн та хырăм выçать. Кваспа холодный пекки тунăччĕ-ха эпĕ, помидор, хăяр, çăмарта, паранкă, сухан, салат тураса. Çисе пăх пăртак çакна. Сирĕн пек çын умне кунашкал начар апат лартни килĕшмес те-ха вăл, — тет Улю.
— Помидор, хăяр, паранкă, пахча çимĕç таврашĕ питĕ лайăх, ăш-чике вырнаçуллă, этеме пит усăллă апат вăл. Хăв та çи-ха эс, Улю, — тет сĕтел хушшинчи хăна. Кăмăрт, кăмăрт, тутарса çиме пуçларĕç иккĕш те.
«Шăл-çăвар лайăх çав çамрăк çыннăн апат çине. Ах, ку Улю кин хăни сăнне-пуçне, пĕвне-сийне курасчĕ. Холоднăя, апата капла, кăмăрт, кăмăрт тутарса, лайăх чăмласа, апата вĕтетсе çиекенскер, паттăр, кĕрнеклĕ çын пуль ку. Ун шăлĕсем те пит вăйлă пуль çав. Выльăх-чĕрлĕх те, кайăк-кĕшĕк те, шăлĕ вăйли хăй те пит маттур пулать. Унашкалли никама та парăнмасть, пурне те çĕнтерет; никама та пăхăнмасть шăл-çăвар вăйли; çиеле тухать вара вăл нихçанах; çӳреме те ун урам аслă, çул такăр; ним хуйхи те çук. Ак, ман шăлсем, аялти те, çӳлти те, мăка çав. Ним тума та çук, начар çын эпĕ. Çакнашкал пытанкаласа, хĕсĕнкелесе ларсах, ĕмĕр иртет ĕнтĕ ман, — тесе, хăй ăшĕнче шухăшлать кăмака хыçĕнчи. Çăварне пăртак каркаласа, сылтăм алли пуç пӳрнипе хăйĕн шăлĕсене сăтăркаласа пăхать; чĕлхипе шалти шăл хушшине хурса, майпе çырткаласа пăхать. — Начар, мăкалнă япалана ним тума та çук ĕнтĕ çав», — тесе, хăйпе хăй шухăшлать каллех.
— Çи-ха эс, тăранах çи; çул çинче çӳрекен çыннăн хырăм выçать, — тет Улю хăй хăнине.
— Халь те пит лайăх çиетĕп-ха. Помидорпа тунă апата, помидора пит килĕштеретĕп эп ăна. Помидор çисе пурăнсан, этем сывă пулать. Этеме çамрăклатать вăл апат, сăн кӳртет, сыватать, — тет хăна.
«Ара, сывă пулмасăр помидор çисен; Улю кин помидорĕ пекки ăçта пултăр ĕнтĕ вăл. Çапла çав, тĕрĕс, пĕр апат, тутлă апат, какай яшки, çуллă пăтă çисенех вăй кĕрет; апла çамрăкланатпăр ăна кирек кам та», — тесе, шухăшлать кăмака хыçĕнчи.
Улю хăни сăмахлать.
Помидор пирĕн çĕр-шывра ӳснĕ япала мар. Хурăн çырли, çĕр çырли, хăмла çырли кунта тĕп авалтан ӳснĕ; вĕсем кунта мĕн вăхăтранпа пула пуçлани çинчен никам та çырса хăварман пулас, — тет хăна.
«Ха, ку çын пит пĕлекенскер иккен, сăмах майĕн каласа памĕ-ши-ха вăл кикен, тилпĕрен, этем тăн-пуçне анратакан япала, пуринчен малтан ӳсме тапратнă пуль вĕсем çĕр çинче», — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнчи.
— Паранкă, помидор Европа килни ĕнтĕ 440 çул ытла иртнĕ. Атлантик океанĕ хĕрĕнче, Португали патшалăхĕнче пĕр Христоф ятлă питĕ тăнлă çын пурăннă. Фамили Колон пулнă унăн. Христоф Колон вăл вăхăтра тинĕс, океанра караппа таçта-таçта та çитсе курнă çын пулнă. Акăлчансем, испани, португалисем, дани, голланди, французсем ун чухне чей, пăрăç, кофе, какао, рис таврашĕ килме тие-тие килме Индие, Индо-Китая, Цейлона Португали çуммипе, Африка тавра çаврăнса, Мадагаскар çуммипе çӳренĕ. Апла çӳресси чылай тавра, вăрăм çул пулнă; апла кайма-килме темиçе уйăх иртнĕ. Индие, Индо-Китая, Цейлона шывпа, океанпа кайса килме тӳрĕрех, çывăхрах çул пулмалла, — тесе каланă Христоф хăй тĕпчесе, ыйта-ыйта, вуласа, сăнаса чухланă тăрăх. Анчах ун сăмахне вăл вăхăтра никамах та ĕненмен. Çапах та Христоф хăй шухăшне пăрахман. Вăл малтан Португали хуçисенчен, Португали патшинчен карап туянма, кирлĕ-кирлĕ хатĕрсене хатĕрлеме, пĕрле илсе кайма матруссем тытма укçа, пулăшу ыйтнă. Никам та Христофа пулăшман, вăл ыйтнине паман. Вара вăл Испание кайнă. Испани патши, майра патша, Изабелла мĕн-мĕн кирлине Христофа пама хушнă. Вара Христоф, виçĕ карап хатĕрлесе, хăйпе пĕрле кайма матруссем тупса, çул тытма кампассем илсе, карап çине ларса, Испани полуостровĕнчен хĕвел анăç еннелле, Атлантик океанне кĕрсе кайнă 1492 çулта, Индие тӳрĕрен тухас, — тесе.«Мĕн тăвас тен, кукăр-макăр çӳрени ыр япала мар та вăл; тӳрĕ çӳрени аван-çке те, — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнче лараканни; майпе ассăн сывласа илет хăй. — Тавар тиеме, тавара Индире йӳнĕ илме; кунта илсе килсен, хакла сутса, пуйма, чапа тухма шутласа кайнă пуль те-ха ĕнтĕ вăл, Христоф тенĕскер. Эп те çав хам çамрăкрах чухне, Сĕмĕл пасарĕнче пушăт пит йӳнĕ, — тенине илтнĕчĕ те; кайнăчĕ Сĕмĕле, тесе, çăварни умĕн, пушăт тиесе килĕп-ха, тесе. Лаша апачĕ çуна туллиех хунăччĕ. Сĕмĕл пасарĕнчен йӳнĕ хакпа пушăт илсе килес. Хĕлĕ-çăвĕ çăпата хуçас, çăпатине лайăхрах тăвас та, хаклăрах сутас. Çапла майпа та пулин пурнăç туса пулмĕ-ши, тесе шутласа, çула тухса карăм та тур лаша кӳлсе. (Пит лайăх пăхаттăмччĕ те уна, пит утлĕ çӳретчĕ те вăл. Çынсем çавăнпа пит кĕвĕçрĕç пулмалла та лайăх лаша усранăшăн. Вăрра кайрĕ вара вăл ман тур лаша).
Тăман тухрĕ. Çил вĕçтерет; çула шăлать. Карăм, карăм, аташса карăм. Энтри пасар çуммипе иртсе каймаллаччĕ ман Сĕмĕл пасарне. Энтри пасарĕ те, Сĕмĕлĕ те таçта. Лашана ыртарас мар тесе, — лаша ырсан, кунашкал çанталăкра пĕтрĕ пуç вара, тесе лашана темиçе хут çитертĕм. Çапла аташса çӳресе, вăхăт та тем чулах иртрĕ; лаша та апатне çисе пĕтере пуçларĕ темиçе те çитернипе. Ир-ирех тухса кайнăскер, таçта-таçта çӳресе, кун иртрĕ, каç пулчĕ. Çил-тăман айăн-çийĕн вĕçтерет, ниçта кайса кĕме çук; те малалла, те каялла; те сылтăма, те сулахая каймалла. Ним те паллă мар. Лаша та анрарĕ çӳресе; хам та аптрарăм. Ытла аташса çӳресен, лашан та пуç çаврăнĕ; хам та таçта ухмаха ерĕп, анра сурăх пек, ниçта кайма пĕлмесĕр мĕн пулин пулать, — тесе, лашана тăвартăм, çуна çумне кăкартăм. Тилхепе вĕçĕпе çуна турти пуçне пĕр чăмакка улăм чӳркесе çыхрăм. Туртана çӳлелле тăратса, çуна пуçĕнчен çыхрăм. Христоф та, аякран курăнтăр тесе, Индие кайнă чухне, карап çине флаг çакса янă пуль-ха вăл, — терĕм хам ăшра.
Лаша ытла пит шăнасран, кутлăхпа йĕнерчĕк айне çыхса, ашăк витрĕм лаша çине.
Чаплă çын вилсен, памятник лартаççĕ, вĕсене юратса, хисеплесе. Манăн та çакă çуна турти, улăм чăмакки памятник майлă пултăр; хама хам хисепленине кăтартса тăтăр; хам тур лашана эпĕ юратнине пĕлтерекен памятник пултăр ку çуна турти, тесе шухăшлап хам ăшра; лаша та йăвăррăн сывлать, хуйхăрнă пек; хамăн та кăкăр уçă мар; пыр та тăкăскă; куç шывланать. Çын пек, сăмахламасть те ман тур лаша; кулянать ман лаша, хаш сывлать хуйхăрса. Мĕн пур пек апатне лаша умнерех пуçтарса патăм. Хам, аçампа чӳркенсе, тутарла урана хам ая туса, аçам çухипе лайăх чçркенсе лапчăнса лартăм çуна пуçне, пăчăр юр айне варăнса выртнă пек. Çил тăман хăтсăр вĕçтерет. Мĕн пулин пулать ĕнтĕ. Çунана, лашана, мана юр хĕвсе кайсан та, турта пуçне юр хĕвеймĕ-ха. Шăнса, кӳтсе вилсен те, юр айĕнчен çапах чавса кăларĕç. Йыт вилли мар-çке, çын вилли-çке, — тесе, кайса пытарĕç масар çинех. Тур лашапа иксĕмĕре пĕр шăтăка, юнашар вырттарсан лайăхчĕ те тесе, çуна пуçĕнче çапла шухăшласа, тĕлĕрсе ларнă вăхăтра ыйхăланă, çывăрнă пек пулнă эпĕ.
Те чылай ларнă, ас тумастăп. Лаша тулхăрса ячĕ. Аçам çухине уçса пăхатăп; тăман лăпланать мĕн. Кăвак çутă килет; арпалăхсем, йĕтемсенче хурăн, улăм урисем курăнаççĕ пĕртак.
— Ак тамаша! Хамăр йĕтем хыçĕ мĕн. Хамăр арпалăхран инçех те мар, лара парап çуна çинче хамăр тирĕс ани пуçĕнчех. Ман тур лаша çапах тăн çухатман çав; хамăр тирĕс ани тĕлне чухласа, хамăр ана çине илсе çитернĕ, тесе шухăшласа, тухрăм çуна пуçĕнчен, хам çине ларнă юра силлесе. — Çын мĕн ан куртăрччĕ, — тесе, часрах лаша кӳлетĕп те тухатăп çула. Кăвак çутпах яла çитетĕп.
— Тăман тухнăран пасара пушăт тухман çав; пушăт сутма Сĕмĕл пасарне çармăссем Атăл урлă каçайман. Унталла çил-тăман тата вăйлăрах пулни теп, — тесе килте те, ялта та суйрăм вара. Аташса çӳренине, йĕтем хыçнех пырса ларнине, мăшкăлĕç мĕн тесе, никама та каламан вара. Çак Улю кине пăртак пуплесе кăтартас шухăш пурччĕ те-ха ман ун çинчен. Тинĕс çинче çӳресси çĕр çинче çӳресси мар та-ха вăл. Çулта-йĕрте çын аташма, шăнса вилме пултарать хĕлле. Тинĕсре этем шыва та путма пултарать, тăвăл мĕн тухсассăн. Христофа майра патша, Изабелла, пулăшнă тет те-ха ăна Индие тӳрĕрен кайма. Изабелла тенĕ, вăл пуян пулнă пуль те; ун хысна хăй аллинче пулнă та, çавăнпа, пăртак мухтава тухас шухăшпа та, Христоф тупнă çĕрсене те хăй аллине çавăрса илес шухăшпа пулăшнă пуль çав ĕнтĕ вăл Христофа.
Эп Сĕмĕл пасарне тухса кайнă чухне, мана арăм çăкăр та касса памарĕ; хам касса, çăкăра кушеле чикрĕм. Лашине те хам пĕчченех кӳлтĕм. — Мĕн асапланса, сĕтĕрĕнсе çӳремелле кун пек пурнăçпа; мĕн пуйма шутламалла капла тесе шухăшланăччĕ лаша кӳлнĕ чухнех, чӳлĕк туртса çыхнă чухне. Ман арăм хапха уçма та тухмарĕ. Çывăрсах юлчĕ, те çывăрнă пек туса выртрĕ. Вырăн çинчен тăмарĕ те мана пасара ăсатма.
Хапха уçса, — япала мĕн ан çухатса хăвар; чипер, ас туса çӳре хăвна ху, — тесе, ăсатса янă пулсанччĕ хуть.
Христофа Изабелла патша укçа та панă; апат çитерсе, эрех, сăра ĕçтерсе (Испанире вăл вăхăтра сăра тунă пулсан), лайăх пăхса янă пуль-ха ăна. Пĕччен кайман тата вăл, эртел тупса кайнă. Тĕнче çав; пĕри апла; тепри капла; тавра кайсан çул вăрăм ĕнтĕ. Таçтан-таçтан çаврăнмалла тет-çке-ха ун, тавра каяс пулсан. Тӳрĕрен каяс тесе тухса кайнă та-ха вăл, Христоф текенскер. Те час çитет-ха вăл Индие, те час çитместь-ха вăл. Ман ăна кĕтсе лар-ха кунта, кăмака хыçĕнче.
Ах, Улю кин! Аçтан тупса килтĕн эс ку юмах яракан çынна. Ку çынна ертсе килмен пулсан, сан помидора та иксĕмĕр çиеттĕмĕрчĕ пулмалла та ăна. Ай, тамаша; пулать мĕн япала. Кĕрсе ӳкрĕм тыткăна, кермань вăрçине кайман пулсан та. Ни тухса кайма çук ĕнтĕ ман, ним тума та май килмес», — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнчи.
Çăварне карса майпе анаслать, сулахай аллипе çăварне пăртак тытса.
Сылтăм аллипе çамкине, питне сăтăрса илчĕ. Вара ик аллине те çӳлелле тăсса, каркаланса, анасласа илчĕ, тепре, каллех майпе анасларĕ вăрăммăн сывласа, сулахай урине тăсса, сулахай аллине пăртак çĕклесе, йăванарах выртса. Анасласа шывланнă куçне сулахай алли тӳртĕшпе шăлса илчĕ пăртак.
— Пур çав тĕнчере нимрен те хăраман этем, Кристоф йышшисем. Индие халиччен çын çӳренĕ çулпа мар, океанпа, урăх тĕлтен кайнă вăл, тӳрĕрен çӳреме çул тупас çĕнĕрен, тесе. Изабелла патша та ăна çавăншăн юратса, мĕн кирлĕ таран укçа парса янă Христофа, — тет Улю илемлĕ сасăпа, хăни каласа панăшăн хĕпĕртенĕ пек.
«Ах, Улю кин! Ĕлĕкхи вăхăтра пулсан, хăвăн тăн-пуçпа эс те çав, патша майри мар пулсан та, питех майра пулса, виç лашапа çӳремелле мĕн те, ярăнчăклă кӳме çинче стришнапа юнашар ларса; сан апла пурăнма та тăн çитмелле те. Пĕлес çук, таçта патшасем, Изабелла çинчен калаçаканскер, сан ку хăну та çемски начальник тавраш пулнăскер мар-ши-ха. Тивесси, сан сăмахху, Улю кин, манах тивет. Ара, чăн ĕнтĕ сан сăмах, Улю кин! Çын çӳресе такăрлатнă çулпа çӳресси мĕнех вăл. Вăл ним те мар, çын çулĕпе çӳресси. Хăйне валли çĕнĕ çул уçайман çын, манашкалли, пит начар çын ĕнтĕ вăл. Çапла та вăл, Улю кин! Мĕн тăвас тен! Пурнас пулать çуралнă япала», — тесе шухăшлать кăмака хыçне пытанни.
— Çĕр çавракине вăл вăхăтрах чухланă Христоф. Океанпа хĕвел тухăçнелле кайса, Индие çитеççĕ пулсан, океанпа хĕвел ăнăçнелле кайсан та, Индиех пырса тухма пулать тепĕр енчен, çĕр çаврака пулсассăн, — тесе шанса, малалла пынă Христоф океанпа. Виçĕ карап Атлантик океанĕпе эрне, виç эрне, уйăх ишсе пынă хĕвел анăçнелле. Йĕри-тавра шыв кăна, океан хумханнă. Çĕр курасшăн Христоф пăхса пынă. Унăн матрусĕсем те питĕ пăхса пынă çĕр çине тухасшăн.
Тем чул кайса та, ниçта та çĕр таврашĕ курăнман пирки Христофа матруссем ӳпкелеме тытăннă. — Мĕншĕн эсĕ пире çак халиччен çын çӳремен çулпа, вĕçĕ хĕррисĕр океанпа илсе килтĕн. Темиçе уйăх кайсан та, çĕр çине тухас çук эпир капла. Хум çапса, тăвăлпа кимĕсене йăвантарсан, çак океанах путса вилетпĕр ĕнтĕ эпир, — тесе хытăрах та хытăрах шавланă матруссем.
— Кайсан-кайсан, çĕр курмаллах эпир. Çитсе тухатпăрах çĕр çине, — тенĕ Кристобаль, пĕр шикленмесĕр малалла пăхса.— Çил-тăвăл тухса, хумсем карапа йăвантарса океана путиччен, пурсăмăр та тискер пулăсен çăварне пуличчен, Кристабале тытса ывăтас шыва; иштĕр вăл Индие çитиччен пĕчченех; хамăр каялла çаврăнса, каяс Лиссабона, çитес киле, — тесе пăтранакансем те пулнă хăш-хăш матрус, — тет Улю хăни.
«Ара, çынна шыва путарма хатĕр этем Кристобаль вăхăтĕнче те пулнă мĕн вăл. Ах çырлах! Хăйсем тинĕс çинче; унта та, кунта та, кайра-малта та, йĕри-тавра шыв кăна, пĕлĕт. Мĕн тери хăюллă вĕсем. Пĕр-пĕринпе вăрçма епле тахат çитет вĕсен. Эпĕ пур, тинĕс çинче те мар, кăмака хыçĕнче кăна пулин те, ман чĕре, чăх чĕри пек, картлатса тапать. Ним тума аптраса, çăвар уçма хăраса, шăла çыртса çех ларап-çке ĕнтĕ. Тĕнчере мĕне кирлĕ манашкал этем», — тесе татах шухăшлать, кăмака хыçĕнчи çын, сулахай аллипе хăлхи тĕлнерех пуçне майпе хыçса.
— Çын та çын, тивĕçлĕ çын Кристобаль йышши кайтăм-килтĕм ним те çук. Хăй шухăшланă çĕре те каять Кристобаль йышши этем. Тĕлĕнмелле герой-çке унашкаллисем, — тет Улю, кулюкка майлă кăвăлтатса калаçса.
«Ырă кăмăллă, тетте кин, Улю кин! Вырнаçман сăмах çукпа пĕрех сан. Маттур ĕнтĕ Кристобаль йышши этемсем. Вутра та çунмаççĕ, шывра та путмаççĕ вĕсем. Эс пур килте те, кӳршĕре те, ялта та, тĕпеле иртме хăяймасăр çӳрен. Кушак кайăк евĕрлĕ, кăмака хыçĕнче пурнан çав пурнăçа», — тесе шухăшлать кăмака хыçĕнче лараканни; анаслать хăй, ыйăх пуснă майлă.
— Кайсан-кайсан, пĕр лăпкă, уяр кун кăнтăрла умĕн, кимĕсем çинчен пăхса пынă чух, Кристобаль, матруссем аякра, океан шывĕ çинче тем хуралса, тăсăлса тăнă пекле курнă. Çывхарнăçемĕн вăл хура курăнарах панă.
— Çĕр пирĕн умра, — тенĕ Кристобаль. — Авă, акă, хайхи çĕр курăнать, — тенĕ матруссем те хавасланса.
— Çав терин асапланса çӳренине кура, асапланни, тӳсни харама кайманни мĕн калас ĕнтĕ, мухтав сана чаплă Кристобаль, — тесе, виç-тăват хут ал çупса илчĕ Улю.
«Ара, Улю кин! Таçта, океанра хумханса çӳриччен, çĕр çине тухни аван-ха та вăл. Çапах та, Кристобальшĕн ал çупма пирĕн ялсем мар-çке вăл. Председатель пирĕн уншăн ал çупма те хушать-ха, те хушмасть-ха. Кристобаль, сан хăну сăмаххи тăрăх, авалхи çын пулать те-ха вăл. Ал çупни харам ан пултăрччĕ. Ку ют çын сăмаххи те чăн-ха, те суя-ха тата. Тепри суеç те пулатьу», — тесе шухăшлать кăмака хыçне пытанни.
— Чăнах та вĕсен умĕнче çĕр, утрав пулнă. Малтан вĕсем Багам утравне аннă, унтан Гаити, Ямайка, Куба утравне анса, çитсе курнă. Унтан вара Кристобаль кăнтăр енчи Америке пынă. Вăл çитнĕ çĕрсенче вăл вăхăтра шурă ӳтлĕ çынсем пулман; тĕксĕм, хура ӳтлĕ çынсем кăна пурăннă унта ун чухне. Кристобальрен кайран Америка ытти çынсем те кая-кая курнă.Табака, помидора, паранка Америкрен исе килнĕ, — тет Улю хăни.
«Ара, исе килмесĕр. Исе килни лайăх япала. — Кучченеç килех тăтăр; эпир çисех тăрар, — тенĕ ваттисем», — тесе шухăшлать те, татах анаслать, ыйăхлать, пуçне усать; ларнă çĕртех, ыйăх пуснипе, çывăрса каять кăмака хыçĕнчи, пĕрене çумне сĕвенсе.
— Апла çĕнĕ çĕр-шыв тупнăскер, кайран пит чапла тухнă пуль вара Кристобаль; пит пуян пурăннă пуль вăл пурнăçа, — тесе ыйтать Улю.
— Вăл çитнĕ çĕр Инди мар, Америк пулнă. Мухтава тухнăшăн, çĕр çаврака тенĕшĕн, пупсем вĕрентнине ĕненменшĕн, католик пупĕсем курайман Кристобале. Тура ĕненмес тесе, айăпланă уна. Пуясса та пуяйман вăл. Католик пупĕсем хĕснипе, пуçлăхсем курайманнипе вăл пит чухăнланса, хурлăхлă вилнĕ.
Кристобале Христоф тенĕ. Хушамачĕ ун Колон пулнă. Вырăсла ăна Христофор Колумб тесе калама хăнăхнă.
Тавтапуç Христофор Колумба Америке авал тупса панăшăн, унтан паранкă, помидор илсе килме пулăшнăшăн. Тавтапуç сана та мана тутлă апат çитернĕшĕн, каçар, чăрмантарнăшăн ан ятла. Ку тери ырă кăмăллăскер, эсĕ ĕнтĕ çак сăмахшăн та ан ятла мана; хăна пултăм та сан патра кĕçĕр; çĕр тĕттĕм, çĕр хута каясси, сан патнах çывăрас тенĕшĕн те ан ятласам,— тет Улю хăни.
— Ятлаççи вара сан пек çынна. Чăрманни те ним те çук. Эс сăмахласа кăтартнинчен тĕлĕнсе кайрăм-ха эпĕ. Кулленех итлесе ларасчĕ кунашкал каланине. Ара, хам пантах выртан, — тет Улю пит çемçе, ăшă саспа.
Улю вырăн хатĕрлерĕ пулмалла. Салтăнса выртрĕç пулас.
Кăмака çинче шăрчăк сасси, икĕ сас. Чĕрик-чĕрик чĕриклетет пĕри; чирик-чирик чĕриклетет тепри, пĕчĕкрех сасли; аçипе ами пек вĕсем.
Пĕри те пĕри, ылмаш-ылмаш чĕриклетеççĕ тата, чĕриклетсе пĕр-пĕринпе сăмахланă пек, пĕр-пĕрне чĕннĕ пек.
Чĕрик-чĕрик чĕриклетеççĕ майĕпе. Васкарах-хăвăртрах чĕриклетеççĕ шăрчăксем. Хăвăрт та хăвăрт чĕрик, чирик, чĕрик, чирик туса илеççĕ шăрчăксем. Вара майĕперех чĕрик-чĕрик тет пĕри; тата майĕперех чирик-чирик тет тепри. Кăлт тата чĕрик, чирик, чĕрик, чирик илтĕнкелерĕ те, лăпланчĕç шăрчăксем те. Ыйха кайрĕç-и, тен, пурте, канса çывраççĕ пулас.
* * *
Пит тĕттĕмччĕ те тулта; пăртак уçăла пуçларĕ; пĕлĕтсем сирĕлеççĕ; çăлтăрсем йăлтăртатса пăхаççĕ пĕри те пĕри. Çĕр çинче этем епле пурăннине курса чухласшăн пуль те ĕнтĕ вĕсем. Уйăх та тухать; тинкерсе, çутатса пăхать çĕр çине. Ял хушшине те, урамсене те ӳкет ун çути. Кантăкран ӳксе, пӳрте те пăхать тата уйăх çути. Улю кантăкĕнчен те пăхрĕ те.
— Ойда-а еще,
Еще-о сильней
Разом еще-о,
Ойда-а сильней!
Тата-а çакна,
Тата-а куна,
Тыт та-а ывăт
Шыва-а ывăт!
Çапла кăшкăрса, юрласа, харăс тыта-тыта, сулла-сулла матруссем, пит паттăрскерсем, сап-сарă çынсем хăйсем, прахут çинчен çăпаталлисене, шур йĕмлисене шыва вăркăнтараççĕ. Атăл тесен Атăл мар, Атăлтан сарлака. Ик айкки те питĕ пысăк, аслă вăрман. Йывăç тăршшĕ улт-çич юман çӳллĕш. Йывăç вуллисем ик-виç пӳрт хапи пек.
Сĕм-тĕттĕм пулчĕ çанталăк. Тухрĕ тăвăл. Айккăн-майккăн силленет, чӳхенет кимĕ. Йăл-ял, йăл-ял çиçĕм çиçет. Уяртрĕ вара, çанталăк çутă.
* * *
Çывăрса çапла тĕлленет-мĕн кăмака хыçне пытанни. Тĕлĕкре хăранипе усăннă пуçне силлентерет вăл. Ун ури пуç çинех кăмака çинчен тӳп! сикрĕ хайхи, шур кушак. Шартах сиксе вăранчĕ ку.
Пăхать — пӳрт çутă. Уйăх ухнă-мĕн. «Ак ĕнтĕ уйăх ухиччен киле таврăнас тесе шутланăччĕ. Пӳртрен мĕнле тухса вĕçернес! Кунтан тухсан, урамра та уйăх çути; çын курма пултарать, çынсем арăма каласа кăтартĕç эпĕ Улю патĕнчен тухни çнчен. Ак вара хайхи арпашса каять самана; тăлланса, çыхланса ӳкеп вара хама хам», — тесе, сулахай алли ывăç тупанĕпе çамкине шăла-шăла шухăшлать кăмака хыçне пытаннă çын. Аса килет ăна,
Ой-яр ай-яр, ай-ай-яй.
Иван! — теп, Иван! — теп,—
Улюк патне ма каян?
Темрен тем пулас;
Те серепе лартас.
Хурчка тĕке çăлнă пек,
Çӳçне-пуçа çăлĕç.
Иван! — теп, Иван! — теп, —
Улюн патне ма каян?
Апла-капла çӳресен,
Патакпала хĕнесен,
Уксах-чăлах пулмăн-а,
Ялта намăс курмăн-а?
А-яр, а-яр, ай-яй-яй, — тесе яш чухне юрлани.
* * *
Шур кушак, хӳрине çӳлелле тăратса, майĕпе мăрлатса, ун урине сĕркеленет; пăртак утса каять пӳрт алăк еннелле; каллех пыра-пыра сĕртĕнет ун урине мррр! мăрлатса, «Атя, алăк уç! Кăлар мана, тула тухас килчĕ ман», — тенĕ пек.
* * *
Пуçне чиксе çывăрнă чух хăй умне хывăнса ӳкнĕ çĕлĕкне илсе ик аллипех пусса тăхăнать ку çын çĕлĕке. Майĕпе тăват уран тăрать. Кушак алăк патнелле утать. Ку та ун хыççăн тăват уран упаленет майĕпе-майĕпе. Шур кушак, алăк тĕлне çитсе, алăк уçасса кĕтнĕ вăхăтра ку кăмака хыçĕнчен тухиччен купарчине усса лăпчăнса ларчĕ те ик аллине те чĕркуççи хушшинчен урайне тытса, ĕнсине, пуçне малалла тăсса пăхать кăмака хыçĕнчен. Уйăх çути аван çутатать пӳрте. Кравать çумĕнче вĕр-çĕнĕ мăшăр атă, шур чăлха урайĕнче, Пукан çинчен çĕнĕ тăха усăнса тăрать, вульвер çакки майлăскер. Ăна курсан лăшах калла туртăнса лăпчăнчĕ ку çын. Татах пăртак кармашса пăхать. Уйăх çути кравате пĕтĕмпех çутатать. Кравать çинче пысăк, тĕреклĕ арçын. Ун çумне Улю йăпшăнса выртнă, ыталаса, пуçне вăл çын кăкăрĕ çине хурса, ĕмĕрне иккĕш уйрăлас çук пек; Улю çӳçĕ, хура çӳç, сапаланса витнĕ вăл арçынна. Иккĕшĕ, те пĕв-сийĕ витĕнменпе пĕрех, çывраççĕ иккĕш те, уçă, вăрăммăн, вĕçе-вĕçĕн сывласа.
Ку çын, тутине чăмăртаса, сулахай янах çинелле туртса илчĕ пĕрре. Шур кушак, каллех мăрлатса, ун умне пычĕ те алăк патне кайрĕ. Ку та лăпчăнкаласах утса пырса алăк хăлăпне тытрĕ, питĕркĕчне майĕпе шутарса илчĕ, хăлăпĕнчен çĕклерех, майĕпе уçрĕ алăка. Хăй те тухрĕ, шурă кушак та тухрĕ, алăк каллех майĕпе хупрĕ. Алкум калинкки уçах выртать. Кушак васкаса анчĕ, картишне тула тухма тăчĕ кукăрăлса.
Уйăх çутипе урама тухма хăраса, ку çын йĕтеме карта урлă каçать, йĕтем хыçĕпе килне кайма. Шур кушак та унтан юлмасть, якăлт! сиксе каçрĕ карта урлă.
«Ай, кушак тус! Эс пулăшман пулсан лекетчĕ пулмалла мана кĕçĕр. Атя хамăр арпалăха. Унта шăши нумай. Апат çисен этем кăмăлĕ уçăлать; шăши тытсан кушак чунĕ савăнать», — тесе, хăйне хăй шухăшлать вăл, шурă кушака пăхса.
* * *
Кӳршисен йĕтем хыçĕнчен çаврăнса, хăй йĕтемне кĕрет. Шурă кушак та юлмасть унтан, хыçалтанах пырать.
* * *
Ку çыннăн хапхасăр арпалăх, лупасай майлăскер.
«Кушак тус! Атя-ха арпалăха. Эс шăши асту, ман шухăшламалли нумай; пуç çаврăнать шухăшпа, ăш вăркать, — тенĕ пекле пăхать шур кушак çине; арпалăха кĕрет. Пĕр каска пуканĕ çине ларать, хӳме çумне таянса. Кушак çĕре ларчĕ, хăлхине тăратса.
* * *
Шухăшлать ку çын çапла шухйшлать, «Улю кине шаннăччĕ эпĕ. Ун патне киле кĕрес шухăш пурчче ман, хам арăмран уйрăлса, — арăмпа килĕштермесĕр пурнаттăмăр та. Улюпа та ман пурăнма май килес çук, хам арăмпах килĕшме тăрăшмалла пулать пуль. Ачасене те пăрахас килмест». Пăртак татах ларать. Пăхать шур кушака. «Эс кунта килсе шăшисене тыткала, хамăрăн пирĕн кушак çук. Сирĕн патра эп текех пыраймăп ĕнтĕ», — тенĕ пекле. Кушак арпалăха юлчĕ, çын вара арпалăхран тухса утрĕ килнелле; йĕтем хапхинчен кĕчĕ хăй килне.
* * *
Уй куçлă, вăрман хăлхаллă, тенĕ авалхи çын. Çынран, ял-йышран пытарма çук унта-кунта, ялта мĕн-мĕн пулса пынине; пĕлеççех пулни-иртнине; чухпа та пулин чухласа пĕлеççĕ. Ашкассинчи Ашак Иванĕ арăмĕпе килĕштерменнине, хăйсен кӳршинчи тăлăх арăм Улю патне Иван иленнине те ял-йыш сиснĕ, пĕлнĕ, анчах шарламасăр тăнă, пĕлмиш пулса.
* * *
Колхоз тусанах тăлăх Улю хăйсен колхозне кĕнĕ. Пур ĕçе те пит лайăх, сатур ĕçленĕ.
Помидор лартса тума ăста пулнă вăл, Пахча-çимĕç бригадине уйăрсан Улюта унта ĕçленĕ, тем пекех тăрăшса.
Хут пĕлекенскер, ку ĕçе кĕнеке тăрăх, курса кайса, ыйтса пĕлсе вĕреннĕ тата вăл.
1932 çулччен Ашкассинчи Ашак Иванĕ, лăпрах пурăнаканскер, вăтам шучĕпе шутланса тăнăскер, вăл çулччен колхоза кĕмесĕр, калла-малла шутлакаласа тăнă. Çемьере арăмĕпе килĕшӳ пулман унăн. Арăмĕнчен уйрăлас шухăшпа иленнĕ вăл Улю патне.
* * *
Кăмака хыçĕнче тыткăнра ларсан Иван шухăшĕ-кăмăлĕ çаврăнса ӳкнĕ урăхла. Хăй арăмĕпе килĕштернĕ вăл, унта-кунта çӳресрен хăйне чарнă; колхоза кĕме килте сăмах татнă, единоличник пурнăçĕ ниçталла маррине кура.
* * *
Пĕрре колхоз пуххине пынă та Иван сăмах илсе,
– Колхозник юлташсем! Кăмăл, шухăш колхоз енне çаврăннă ĕнтĕ ман, мĕншĕн тесен колхозран пуçне çĕр ĕç йĕрки, тухучĕ çук. Хăвăрах пĕлсе тăратăр, каламасăрах паллă, ман кил-йышра, çемьере, хам айăплă пирки, вăл-ку япаласем пулнă, вырнаçусăр ĕçсем — унталла та, кунталла та пăркаланнă эпĕ, чăн çул тупаймасăр. Кил-йыш ĕçĕпе халь эпĕ пĕр çулпа, çирĕп çулпа пыратăп; арăмпа иксĕмĕр килĕшнĕ, йĕркеллĕ пурнатпăр; ачапчана та аванах пăхса ӳстерме шухăшлатпăр; пирĕн йыш татах хутшăнасса кĕтетпĕр-ха; хуçалăх ĕçĕпе те колхоз ĕçне чăн-чăнах килĕштеретĕп эпĕ, — илĕр, хаклă юлташсем, мана та колхоза, — тесе çапла каланă вăл.
Варă, чăнах та, Ивана колхоз çемйине кӳртнĕ.
* * *
Ашкассинчи Улю та халь хăна тавраш кӳртме пăрахнă. Апла-капла пурнассине маннă, çав çулах пĕр анатри чăваша хăй патне киле кĕртнĕ. Вĕсен те халь пĕр ача çуралнă. Хитре вара, ачи пит хитре, ытармалла мар.
* * *
Улю та, Иван та ударниксен шутĕнче, малта пыраççĕ пур ĕçре те. Ĕлĕкхи çинчен асăну-тăву пĕртте çук; ĕçне çĕç çĕмĕреççĕ, колхоз ĕçне тĕплĕ, тухăçлă, вăйлă туса, ĕçкунне çирĕплетсе, ӳстерсе.
* * *
Пахча-çимĕç, паранкă, помидор тăвас ĕçпе тата хытă ăмăртмалла ĕçлесе пит мала тухнă-ха вĕсем халь. Иван та вăл ĕç йĕркине вĕреннĕ, татах вĕренсе пырать. Аллăшар, утмăлшар пин тенкĕлĕх, çуллен тенĕ пек, вăл колхоз халĕ пахча-çимĕç сутать. Улю çемйи, Иван çемйи пит вăйланнă, ытти колхозниксем те çирĕпленсех пыраççĕ — çăкăр-тăвартан, пур пурнăçран, выльăх-чĕрлĕхрен.
Премисем илнĕ вăхăтра, акатуйсенче, парне çакса, алра тутăр вĕçтерсе, Иван атăпа, арăмĕ пушмакпа ташлаççĕ пулать иккĕш, пĕтĕм халăха тĕлĕнтерсе.
Иванăн вара хăйĕн сăвви пур пулать. Ăна вăл ташă кĕвви майăн каласа ташлать пулать,
Тĕнкĕл-тĕнкĕл кĕслене,
Ники-ники купăсне
Ăста вăйăç каласан,
Кĕвĕ лайăх çаврăнсан,
Ташламашкăн пит çăмăл.
Ырă çемĕ — ман кăмăл.
Пултăр, пултăр помидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Помидора лартмашкăн
Кирек кам та пултарать.
Агротехник хушнине
Кирлĕ вара тумашкăн.
Пултăр, пултăр помидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Помидорăн анине
Çемçе-кăпăш тытмалла
Çум тухсассăн, çумсене
Çумлах-çумлах тăмала
Пултăр-пултăр пмидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Çум ӳстерсе çĕр вăйне
Ахаль сая ярасран
Çум тухиччен малтанах
Помидорăн йăранне
Катмакпала катмакла.
Пултăр, пултăр помидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Америкре пулнăскер,
Пирĕн çĕре килнĕскер
Пултăр, пултăр помидор —
Тата вăйлă пултăр вăл.
Ăнса пулсан помидор
Сăра курки пысăкĕш,
Кренке-кило йывăрĕш
Хăшĕ-хăшĕ пулать вăл,
Йăмăх хĕрлĕ пиçет вăл.
Пултăр, пултăр помидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Вар-хырăма, ăш-чике
Помидор та пит сиплĕ;
Пахча-çимĕç таврашĕ —
Витаминлă апат, тет;
Ăна çини усă, тет.
Пултăр, пултăр помидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Тринти-тринти çăм тапать;
Кĕрхи-çурхи тиркемест.
Помидор та çавнашкал
Çĕре-мĕне тиркемест,
Ăçта лартнă çавăнта
Пăхнă майăн пулать вăл.
Пултăр, пултăр помидор —
Пăлтăр-пăлтăр ташлăпăр.
Çапла сăвă каласа ташланине тĕлĕнсе пăхса,
— Ара, ку Ашак Иванĕ ăçтан пурне те вĕренсе çитнĕ çав, — тесе, акатуйĕнче калаççĕ пулать вара хăшĕ-хăшĕ, Иванпа арăмĕ ташланă майăн ал çупса, савăнса.