Малтанхи çавра
Пурнăçа юратса
Ялйыша юратса,
Аннене макăртса.
Эпĕ кайрам вăрçа.
Хурăнсем хурланса,
Çĕмĕртсем çурăлса,
Сар хĕрсем ал сулса
Пăхса юлчĕç тăрса.
— Ан хĕрхен тăшмана, — терĕ кӳршĕ çынни,
— Хĕрхенсемччĕ хăвна, — терĕ ватă анне.
— Эп сахал-и тӳсни, эп сахал-и çунни, —
Терĕ вăйсăр атте, çавăрса сывлăшне.
Эс ан ман çĕршыва,
Эс ан ман халăхна,
Хăв аннӳ кăкăрне,
Хăв аçу çăкăрне.
Вăл çуратнă сана,
Вăл ӳстернĕ сана,
Çăлтăрсен çутинче,
Сар хĕвел ăшшинче;
Вăл ӳстернă сана,
Вăл вĕрентнĕ сана
Сыхлама-юратма Советсен çĕршывне.
Те сасси çĕтнĕрен,
Те ватти çитнĕрен,
Калаймарĕ атте хăй калас сăмахне.
Унтан вăл тăп! тăрса,
Кăкăрне каçăртса,
Куçĕпе тинкерсе инçете-инçете,
Çул кăтартрĕ мана вĕренте-вĕренте:
— Паттăр пул,
Çирĕп пул,
Чăх чĕриллĕ ан пул!
Аçуна çакакан нимĕçсен умĕнче,
Аçу панă кунçул,
Аннӳ панă кунçул
Иртес çук ун чухне саламат айĕнче.
Тыткăнра,
Тамăкра
Эп тӳссе курнине
Тепĕр хут,
Тен, пин хут
Кăтартасшăн тăшман.
Аçу курчĕ пулсан пӳрнине-çырнине,
Эс аçу сăмахне ĕмĕрне те ан ман.
Сухана кӳлĕнсе,
Туртана перĕнсен,
Юнпала пӳлĕнсе
Юнпала кӳлленсен,
Чышкăпа-чукмарпа çаптаратчĕç пире,
Пĕр пăхсан тарăхса, пер пăхран йĕрĕнсе,
Вут çинчи тимĕрпе ăшалатчĕç тире.
Тыткăнри аçуна шомполпа çаптарса,
Юр çинче вырттарса,
Юр çинчен уттарса,
Антарса пăр айне,
Каялла кăларса,
Вĕренпе-вилĕмпе йăлмакларĕç мăйне.
Пит тӳсме йывăртан,
Калама йывăртан
Калаймастăп, ачам, мĕн вĕçнĕ çитиччен.
Çак асап тухас çук чĕререн-кăкăртан,
Эс кайса — эс килсе,
Хам вилсе выртиччен.
Аттене йăпатма,
Шантарса калама,
Тупăнмарĕ сăмах,
Çаврăнмарĕ чĕлхем.
Тăшмана ылханма,
Ват çын пек вырханма,
Чĕремре-чунăмра çĕкленмерĕ хĕлхем.
Çĕмĕртсен çеçкине çупăрлать çурхи çил,
Те манпа калаçать урамри ват йăмра.
Умăмра тăван ял, тăван кас, тăван кил,
Ман ялйыш, ман пускил, ман килйыш — умăмра.
Ваттисен йăлипе,
Паттăрсен йăлипе
Çĕр çулхи Упамсар кĕç ак илчĕ сăмах,
Сăмахне-шухăшне тăваймарăм юмах:
«Пирĕн ял — Пĕчĕк ял,
Çут тĕнче пĕчĕк мар.
Çут тĕнче
Умĕнче
Пирĕн ял ятсăр мар.
Пирĕн ял çыннисем тăшмана парăнман,
Çĕнтермесĕр нихçан каялла таврăнман.
Ят ан ярччĕ, ачам, хамăр ялăн ятне,
Сӳнтерсемччĕ, ачам, çичĕ ютăн вутнĕ,
Хуса ярччĕ, ачам, урнă йытă йăхне,
Паттăр çын манас çук хăй тăван халăхне.
Аркатсамччĕ, ачам, çав тăшман эшкерне,
Тек ан çитĕр çĕлен çын пуçне, çын кунне,
Ют мула сан аçу ĕмĕрне хапсăнман,
Ют яла ялйышу ĕмĕрне тапăнман,
Тапăнсан, мĕн калас, тавăрмасăр тăман.
Авалхи йăлампа эп калатăп сăмах:
Таврăнсамччĕ, ачам, хăвăртрах, хăвартрах.
Таврăнсан, авланма, хĕр-пики — хамăртах.
Ют яла çӳресе çăпата çĕтес çук,
Утсене юрттарса,
Кăпăка кăларса,
Конюха вăрçтарса,
Усал ят илес çук».
Йĕрес тенĕ çĕртен халăх ячĕ кулса.
Анне тăчĕ йĕрсе, саппунпа пит шăлса.
«Юн çинче ишнĕ чух вăйпитти арçынсем,
Ал усса ларас çук çĕр çулхи ватăсем.
Кăвак пултăр сухал, çухалман-ха сăнсем —
Ахальтен çуталман урари атăсем.
Виçĕ вăрçă вăрçса тăшмана култарман,
Çĕлене-калтана пит-куçран суртарман:
Шăп çĕр çул пурăнса
Пĕр кун ӳсĕр пулман,
Ĕçкĕрен те тарман,
Юрăран та юлман.
Чир-чĕре парăнса
Хĕн-асап эп курман.
Ял çинче мухтанма
Виç хĕресĕм пур ман:
Виç хут килтĕм яла вăрçăра çӳресе, —
Генерал хăй парса ик ылтăн хĕресе.
Выртаймастăп пулсан окопра паян кун,
Вут çинче манăм чун, вăрçăра манăн юн,
Çавăнпа салтака хам каятăп леçме.
Сар хĕрсем, инкесем, кирлех мар кĕвĕçме»
Пăр! тусан тустарса,
Вĕçтерсе-кустарса,
Ут чупать,
Ут юртать.
Тăван ялăм юлать.
Сыв пулсам, тăван ял, тăван кас, тăван кил
Çӳçĕме турасам, çурхи çил, ачаш çил.
Каясси пит инçе,
Килесси — темĕнле,
Çавăнпа тек пăхап
Тăван ял еннелле.
Эп пăхап ямшăка — лашана çавăрать,
Умăмра хĕр тăрать,
Чун савни хăй тăрать.
«Йăли пур авалтан салтака ăсатма,
Чĕрине пусарма, — тет старик, — ăшатма.
Юрататăн пулсан,
Ан шиклен, ан вăтан,
Салтак сывă юлсан,
Туйĕ тухмĕ ялтан.
Çĕр çулхи ман чĕре
Тĕрĕсне калакан,
Эп сисни,
Эп пĕлни
Тĕрĕсе тухакан,
Мăшăр савнă чĕре,
Эп пĕлетĕп сире...»
Яш çын лек калаçать çĕр çулхи Упамсар,
Вăтанса çеç ларать хĕр-пике юнашар.
Ут чупать,
Ут юртать,
Пăр-р! тусан тустарса,
Хĕр ларать юнашар чĕрене çунтарса.
Куçĕ — çĕмĕрт çырли,
Çĕр çырли — хĕр тути.
Хуп-хура куç харши —
Икĕ мăшăр çунат.
Çумăмра — ман варли,
Асăмра — ун утти.
Уйрăлсан савнирен çут тĕнче тем сунать,
Ма, тăванăм, чăнах, тĕнче тăнăç мар-ши?
Çавăнпа ăш вĕрет, çавăнпа чун çунăть.
Пăхаймасть ман çине чун савни, хĕр-пике,
Юратсан, çамрăк чух, вăтанатăн иккен.
Çĕр çулхи Упамсар йăлт пĕлет, йăлт чухлать,
Ик чуна ăс пама калаçмашкăн пуçлать:
«Эсир тăнлăр мана, ват çынна, ват ăса,
Ваттине итлекен кĕрес çук намăса.
Чи малтан салтака вĕрентем, ăс парам,
Хамăр пек çын пулма ăс парса ăсатам:
Кашкăр пулчĕ тăшман, эсĕ пул арăслан,
Кашкăрсен умĕнче эсĕ ан намăслан,
Çăхан пулчĕ тăшман, ăмăрткайăк эс пул,
Вĕсене эс ан ларччĕ кунçул.
Çĕлен пулчĕ тăшман, аçа-çиçĕм эс пул,
Çĕлене-калтана çунтарса янă пул.
Шăпчăкпа — шăпчăк пул,
Тăшманпа — тăшман пул,
Ялйыш пек, хамăр пек, ĕмĕрне маттур пул.
Хăв хĕрне, савнине, хăв вилсен те ан ман,
Юратма пĕлене çĕнеймен-ха тăшман.
Эс каймастăн вилме,
Эс каятăн килме,
Ун валли,
ху валли
Ырă пурнăç илме,
Хăвăртрах тăшмана эс пĕçерт,
Эс пĕтер.
Çуманти шăпчăкна ан вĕçерт
Ан вăçерт.
Авалхи йăлапа
Халĕ тăвăр тупа,
Пĕр-пĕрне манмасса,
Пĕр çын пек пуласса.
Пирĕн ял хĕрĕсем,
Пирĕн ял кинĕсем
Савнине-мĕшăрне салтака ăсатсан
Ят яман алхасса,
Пурăнаç ăс тытса,
Арçын пек ĕçлесе,
Килйышне тăрантса.
Эп шанатăп, ачам, ват çынна итлессе
Аннӳ пек,
инкӳ пек
Салтакна кĕтессе».
Упамсар умĕнче,
Хăй каччи çумĕнче,
Сар хĕвел умĕнче
Сар хĕр пачĕ сăмах.
Вăрçă çук пек чăнах,
Илемленчĕ тĕнче,
Хĕвел пăхрĕ кулса тӳперен пуç çинче.
Хĕр-пике сăмахне,
Шухăшне-ĕмĕтне.
Хут çине ӳкерем,
Юрăпа систерем:
«Эс ан манччĕ мана,
Эпĕ манмăп сана.
Çĕмĕрт пек хура çӳç кăлкан пек пуличчен,
Эп вăййа тухас çук эс кайса киличчен».
...Эп çӳрерĕм вутра,
Эп çӳрерĕм ютра,
Тăшмансен умĕнче,
Тăшмансен хыçĕнче.
Пăшалпа-тупăпа,
Вилĕмпе-тупăкпа
Ахăрса-çухăрса килекен кунсенче.
Эп юрларăм юрра,
Пурнăç патăм юрра,
Сĕм вăрман варринче,
Çапăçу хирĕнче:
Çулăмпа-тĕтĕмпе,
Вилĕмпе-сĕрĕмпе
Чыхăна-чыхăна иртекен каçсенче.
Миçе хут аманман,
Миçе хут сывалман,
Вилĕмпе вилĕме миçе хут тĕл пулман.
Вилĕмпе кĕрешсе,
Вилĕме çĕнтерсе
Тăшмансен хыçĕнчен
Миçе хут-ши тухман!..
Мĕн курни,
Мĕн тӳсни,
Паян кун асăмра:
Чĕремре-чунăмра,
Сăввăмра-юррăмра.
Иккĕмĕш çавра
Юханшыв юппинче,
Çӳллă ту тӳпинче,
Çӳллĕ ту тӳпинче,
Çӳллĕ ту айĕнче,
Пысăк мар,
Пĕчĕк мар,
Курăнать пĕр сала
Çав сала вĕçĕнче,
Чугун çул çумĕнче,
Пысăк çурт — йывăçран,
Калпакки — калайран,
Çав çурта-вокзала
Каялла илмелле.
Илмесен каялла,
Çапăçса вилмелле.
Юр çăвать,
Пăр çăвать,
Вутлă çумăр çăвать.
Пирĕн çар,
Хĕрлĕ Çар
Тăшмана хăвалать.
Калаçать пулемет,
Ятлаçать миномет,
Автомат-хăямат
Хăй ĕçне хăй тăвать.
Пĕр ӳксе,
Пĕр тăрса,
Пĕр чупса,
Пĕшкĕнсе,
Тăшманпа тытăçса,
Вилмелле çапăçса,
Йышăнатпăр эпир салана, вокзала.
Ыткăнаççĕ туссем малалла,
малалла.
Эп илетĕп приказ: вокзалта пулмалла,
Пулăшу киличчен ман унтах юлмалла.
Кĕрхи кун —
хаяр кун,
Куç тулли — куççулли.
Ăçта пыр — чĕрĕ юн,
Ăçта пыр — çын вилли.
Çапăçу халь таçта
Аякра... Аякра...
Эпĕр ак вокзалта:
Кантăкра, алăкра.
Кашни кантăк тĕлне
Пĕр салтак, ик салтак.
Ыйтса пурнăç пĕлме
Сас-чӳ çуккă ялта.
Ял пушах,
Пуш-пушах.
Ниçта çук чĕрĕ чун.
Урамра — пĕр кушак,
Кушак çеç тупнă кун.
Кам пĕлет ун тĕсне:
Те хура, те кăвак.
Эп, пĕлсе ун ăсне,
Ун патне çул тăвап.
Эп тытап мĕскĕне,
Ачашлап аллăмпа.
Сывалса тĕс кĕме
Хăналап НЗăпа.
Курăнать кантăкран
Урамра мĕн пурри.
Кантăкки ванчăкран
Хăлхара — çил юрри.
Ак утать урампа,
Кăвак карчăк утать.
Хурланан хурăнпа
Сăмахне вăл тупать:
«Хурланан хурăнсем,
Хурлантарчĕç сире.
Ăçтахха-çăхансем
Тăрмаларĕç çĕре.
Ман ӳсетчеç атьсем
Хурăн пек яштака.
Халь ăçта-ши вĕсем —
Кам пĕлет салтака.
Тен, кĕлленчĕç вутра
Хурланан хурăнла.
Тен, пуç хучĕç ютра
Çапăçса паттăрла».
Карчăкпа юнашар
Ытарми хĕр утать.
Калаçар, паллашар, —
Калаçма чун хушать.
Çакă сарă пике
Унăн хĕрĕ иккен.
Ашшĕ пек, амăш пек
Партизанка иккен.
Вокзала хĕр кĕрет,
Хĕрĕн амăш кĕрет.
Те суран сурнипе,
Те шăрша сиснипе
Тус-кушакăм «йĕрет».
Çын тавра çеç çӳрет.
Кăвак карчăк пире
Сĕтпеле хăналать.
Эпир савнă хĕре
Шăппăнрах тем калать.
Хĕрĕ кайрĕ тухса,
Амăш юлчĕ пăхса,
Çулăмри яшсене,
Туссене-йышсене
Сĕтпеле сăйласа,
Ăш сăмах каласа:
«Хăна пулăр, атьсем,
Çакă ăшă сĕтпе.
Таврăнсан тăшмансем,
Турасамăр хĕçпе.
Эсрелсем — усалсем
Кĕç-вĕçех çитмелле.
Аллăрти пăшалсем
Çапăçу кĕтмелле.
Лăс вăрман варринче
Урнă кашкăр урать.
Ăçта-мĕн пуррине
Манăн хĕрĕм курать.
Пĕлннне-курнине
Тус-йыша пĕлтерет.
Чун-чĕре хушнине
Мускава çитерет.
Чăн радистка вăл ман,
Çарпала çыхăнать.
Вăл каларĕ — тăшман
Юнпала чыхăнать.
Çавăн пекчĕ ĕнер,
Ак паян темĕнле.
Хĕрĕме халь кĕтер,
Хыпарне пĕлмелле.
Вăл пĕлтерчĕ ирпе
Пит харушă хыпар.
Хыпар килнĕ йĕрпе
Вăрмана çул хывар.
Вăрманта нимĕçсем
Çĕрлесе-пинлесе.
Халь выртаç пуль вĕсем
Тупăран тĕллесе.
Вăрманти нимĕçсем
Ялăма кĕмелле.
Ăнăçсан ĕçĕсем,
Чунăма илмелле.
Тăшмана тăн кĕртме
Ал-урам çук-и ман?
Тĕл пулсассăн пеме
Гранатсем çук-и ман?
Хĕçлăшалăм пайтах
Çак мачча çийĕнче.
Хатĕрлерĕм йăлтах,
Куç хупман каçсенче».
Çапла çеç калама
Ĕлкĕрет асанне.
Эп пăхап салана.
Вăл путать вут айне.
Курăнать кантăкран
Урамра мĕн пурри.
Кантăкки- ванчăкран
Хăлхара — çил юрри.
Эп тухап урама.
Хĕр ӳкет ман ума.
Хĕр çинчи сурана
Эп пуçлатăп çыхма.
Суранланнă хĕре
Эп кĕретĕп йăтса.
Эпир тăнă çĕре
Нимĕç çитрĕ чупса.
Пăр çăвать, юр çавать,
Вутлă çумăр çăвать.
Манăн йыш, паттăр йыш,
Çĕленпе çапăçать.
Калаçать пулемет,
Ятлаçать миномет,
Çавапа çулнă пек
Автоматăм çулать.
Тĕк тăмасть асанне,
Гранатсем вăл йăтать.
Хĕр, тӳссе асапне,
Ахлатмасĕр чăтать.
Ют илет салана,
Вокзала илеймест.
Çунтарас йăлана
Ют манма пĕлеймест.
Çунтаратпăр! тесе
Юнăхаççĕ ютсем.
Вут хыпса, юн ĕçсе
Тĕп пулаççĕ хăйсем.
Салтака-и, пире,
Хурçăран шăратман.
Пуля лекнĕ чĕре
Вилĕмрен хăтăлман.
Чăтма пулнă — чăтан,
Йăтма пулнă -— йăтан
Çут тăнче нушине,
Вăрçăсен асапне.
Çĕршывна юратсан,
Амансан та утан,
Тăшмана аркатан,
Ĕмер сывă юлан.
Ак пĕри аманать,
Ак тепри, халь — тепри...
Çулăмра кам çунать,
Унăн çук вилтăпри.
Çапăçу сирĕлсен,
Эп ларап хĕр çумне:
«Сар пикем,
Вăй илсем,
Ну, пăхсам ман çине.
Пурăнни пит сахал,
Курасси пит нумай.
Тăшмана тĕп туме
Хăвăртрах эс сывал».
— «Сывалсамччĕ, теме
Йывăр мар, пит ансат.
Çăмăл мар вăй илме,
Вилесле амансан.
Çуниччен тамăкра,
Çапăçар та вилер.
Çĕршывра, халăхра
Ырă ят çеç илер», —
Çак хĕрӳ сăмахпа
Хĕр-пике вăй илет.
Калаçать «Юманпа»,
Калаçать те итлет.
Эп «Ромашка» тесе
Пĕлтерет «Юмана».
Таçтан тупă персе
Тустарать тăшмана.
Рацие хĕр тытать,
Калаçать, хыпарлать.
Çапăçма чун ыйтать,
Ал пăшал аварлать:
«Ан кулянăр, атьсем,
Ункăра юлнипе.
Кĕçех килĕç туссем
Çĕнтерӳ çулĕпе.
Инçех мар пирĕнтен
Партизан юлташсем.
Партизан çĕрĕнчен
Тухса тарĕç ютсем.
Çук, эиир пĕччен мар,
Пирĕнпе пирĕн çар».
Рацие хĕр тытать,
Калаçать, хыпарлать.
Çапăçма чун ыйтать,
Ал пăшал авăрлать:
«Тăшмансем ăçтине
Пĕлтерем-систерем.
Эсрелсен эшкерне
Тустарам, вĕçтерем».
Çапла çеç калама
Ĕлкĕрет хĕр-пике.
Кĕç-вĕçех вутама
Ахăрать те ӳкет.
Ял куçать виçĕ хут
Алăран та алла.
Илеймест юнлă ют
Пĕчĕк çеç вокзала.
Аманать асанне
Гранатсем йăтнă май.
Тухма çук ун патне,
Чарма çук çулăма.
Кам-ши, кам макăрать
Пăлтăрта ачалла?
Кам-ши, кам кăшкăрать,
Кĕреймест вокзала?
Ку — кушак, тус-кушак,
Ачалла макăрса,
Çын пекех çухăрса
Пĕлтерет инкекне,
Асанне çуннине,
Хăй, кушак, тус-кушак,
Çулăмра пĕтнине.
Ют перет, пĕтерет
Тусăма-йышăма,
Хăй ӳкет, хăй вилет
Çапăçса антăхса.
Вăй пухать вăл, пухать
Вут тăкса, юн тăкса.
Вăл шутлать, шухăшлать:
Кĕл туса, тĕп туса
Вокзала йышăнма,
Кĕрхи каç, сивĕ каç
Вутпала ăшăнма.
Ак пĕри аманать,
Ак тепри.
Халь — тепри.
Çулăмра кам çунать,
Унăн çук вилтăпри.
Кам хăтартăр пире
Вилĕмрен-тамăкран...
Пăрахатăп хĕре
Çулăмри кантăкран.
Сар пикем хыçĕнчен
Эп сикеп тулалла.
Эп пике çумĕнче,
Çумĕнчех пулмалла;
Е пĕрле пĕтмелле,
Е телей кĕтмелле.
Эп хĕре сĕтĕрсе,
Тăнăма çĕтерсе,
Тăн илетĕп таçта:
Те уйра, те ялта.
Тупăсем тулашса
Кисретеç таврана.
Шăл çыртса, тăрăшса
Эп çыхап сурана.
Эп, аманнă пулин,
Çул тытап вăрмана.
Çын сасси, çын кулли
Илтĕнет пек мана.
Хĕр кулать, калаçать
Те манпа? Такампа.
Калаçать, ятлаçать
Те ăспа, те тăнпа:
«Эп — «Ромашка», «Юман»,
Эп — «Ромашка», «Юман».
Эп — вăрман,
Çывăрман».
Калаçать ăспала,
Ăçтине пĕлтерет.
Ăçтахха — ăçталла,
Çавăнта пертерет.
Хăй хуçа вăрçăра —
Вăрçăсен вут турри.
Ун çилли пит кăра,
Пит хаяр ун юрри.
Ун юрри — кам юрри?
Хамăр вырăс юрри.
Вырăссем вăйлăран,
Вырăсла туслăран,
Пулас çук халăхсем
Тыткăнри чурасем.
Юрласам!
Калаçсам!
Вут турри!
Чун юрри!
Пирентен инçех мар
Хамăр çар,
Вутлă çар,
Çар калать: çапăçар!
Тăшмана аркатар!
Сар хăвел тухиччен,
Хамăр çар çитиччен,
Çакăнтах каç тăвар,
Вăй пухса çĕр каçар.
Мĕн тери вăл аван
Инкекре тус пурри.
Вăратать ыйхăмран
Хĕр сасси, хĕр юрри:
«Тӳпере çăлтăрсем,
Çĕр çинче çăлтăрсем,
Çывăхри çăлтăра
Пĕлĕтре ан шыра.
Эп санпа юнашар,
Эс манпа юнашар.
Паллашар, туслашар,
Юратса, йăпанса
Пĕр çын пек пурăнар.
Çăлтăроем çуннă чух,
Çурхи каç çутă чух,
Юратассăм килет,
Пурăнассăм килет...»
Юлташа тăнласа
Тинкереп тухăçа:
Инçетри чун савни
Куçăмран чăл! пăхать.
Таврăн, тет, хăвăртрах
Фашиста тĕп туса.
Ман юратăвăм, тет,
Çав-çавах тап-таса.
Ман юратăвăм, тет,
Нихăçан сӳнес çук.
Çĕнес çук выç тăшман
Юрату вутлă чух.
Йыхăрать савнă тус,
Йыхăрать вăл киле.
Таврăнассăм килет,
Юратассăм килет.
Таврăнассăм килет,
Юр юрлассăм килет,
Сăвăлассăм килет,
Пурăнассăм килет...
Виççĕмĕш çавра
Пурнăçа юратса,
Çĕршыва юратса,
Ют çĕрте юн тăкса,
Эпĕ тухрăм вутран.
Аннене макăртма,
Тăванпа тĕл пулма,
Савнирен уйрăлма
Эпĕ килтĕм ютран.
Пĕр сăмах, пĕр юмах
Хушаймарĕ анне.
Атте пăхрĕ пĕрмай ман енне, ман çине.
— Ан кулянччĕ, атте, ан йĕрсемччĕ, анне,
Вăрçăран эп çапла тухнипе-килнипе,
Суранланнă эпир çĕршыва савнипе,
Кĕç сыватĕ çĕршыв хăй ачин суранне.
«Сыватаймĕ, ачам, сан çинчи сурана,
Сан аçу суранне, сан аннӳ чĕрине.
Эс çухатрăн пулсан аллуна-уруна,
Ал-ура шăтас çук ал-ура вырăнне.
Тӳрĕрен калакан — тăванне юрайман,
Тӳррипе тӳсекен — тамакран хăраман.
Калаçар-ха, эппин, чĕре çуннă енне,
Тăнласам-итлесем ваттисен сăмахне.
Çавасем туптаса, çынсене вăратса,
Ялйыш кайĕ çуллен улăха ут çулма,
Килйышна ăсатса, кас-йышна ăсатса,
Эсĕ юлăн пĕччен кил хуралĕ пулма.
Çул çитсен, кĕр килсен,
Машинпа кĕрлесе,
Ялйыш тухĕ çуллен тыр акма, тыр вырма.
Эсĕ ларăн килте кунласа-çĕрлесе,—
Аллу çуккă халь сан ни вырма, ни çырма.
Юр ӳксен, хĕл ларсан, çуна çулĕ пулсан,
Ялйыш кайĕ каллех вăрмана-армана,
Вут пĕтсен, сивĕтсен, çиме çăкăр пĕтсен,
Ăшăтма-тăрантма. эс пĕлеймĕн мана».
Те ватти çитнĕрен, те сасси çĕтнĕрен,
Калаймарĕ атте хăй калас сăмахне;
Те ытла кĕтнĕрен, те салтак çитнĕрен,
Кас-йыш пăхрĕ пĕрмай ман çине, ман енне.
Аттене йăпатма, кас-йыша йăпатма,
Тупăнмарĕ сăмах, çаврăнмарĕ чĕлхем.
Эп çын пулăп, тесе шантарса калама
Чĕремре-чунăмра çĕкленмерĕ хĕлхем.
Ураран пуçласа çамкана çитиччен
Бинтсемле чĕркесен, чăтнине-тӳснине,
Чăтаймарăм пулать, тӳсеймерĕм пулать
Хам аттем сăмахне, хам аннем хуйăхне.
Килйыша макăртса, кас-йыша хуйхăртса,
Тухса вĕçрĕм пӳртрен, куç ан куртăр тесе,
Суранланнă куçа куçсульпе шăварса,
Сар хĕрсен-шăпчăксен сассине итлесе,
Эп çӳрерĕм хирте, эп çӳрерĕм ирччен,
Шурăмпуç киличчен, сар хĕвел тухиччен.
Аллăма çухатса, куçăма хăварса,
Çĕршыва, пурнăçа вилĕмрен хăтарса,
Эпĕ килтĕм киле, тăшмана çĕнтерсе,
Вилĕме çĕнтерсе, хам куна пĕтерсе.
Пĕчĕкрен-ачаран, çум çумланă чухне,
Çумути-талпиçен аллăма чĕпĕтсен,
Эп тăраттăм кĕрсе аппасен çывăхне,
Умăмри пиçене çумламашкан кĕтсе.
Аппасем-йăмăксем, эс пĕр ывăл тесе,
Ачаша-йăваша вĕрентмерĕç мана.
Хăйсем пек вăрентсе, ĕçлесе, ӳстерсе,
Сывлăх сунчĕç мана — çĕнтерме тăшмана.
— Вĕренсен-çитĕнсен, кам пулатăн, Валя? —
Теейсе вĕçĕмрен вăрçтаратчăç вĕсем,
Çитĕнмесĕр ăна кам пĕлет, кам калать, —
Ун чухне çуралман çапăнас сăвăсем.
Юрласа-калаçса,
каçма урлă каçса,
Çырлана каякан, çырларан килекен,
Чĕрене-чунăма тыткăна илекен
Пикесен уттине-тĕррине тĕрлеме,
Шухăшпа-ĕмĕтпе инçете йĕрлеме,
Çут тĕнче илемне пир çине ӳкерме,
Шухăшлаттăмччĕ эп чăн художник пулма.
Халь художник пулма
куç хăвачĕ юлман.
Чуптарса-юрттарса
(ывăнсан — уттарса),
Кĕлтене каякан, кĕлтерен килекен,
Вăйăра-улахра ашкăнма пĕлекен,
Тантăшсен-йĕкĕтсен,
Çĕмĕрт куçлă хĕрсен,
Ăрасна шухăшсем,
Ăрасна ĕмĕтсем.
Вĕренсен-çитĕнсен, шухăш пулнă пирте
Тракторист, агроном е профессор пулма,
Тантăшсем-пĕлĕшсем çулăм çунă çĕрте.
Кас-йышран, тус-йышран пĕр юлташ та çук ман.
Инçетре-инçетре çĕр çунать, çĕр йĕрет,
Тăшмана-Çĕлене Совет Çарĕ йĕрлет.
Ман ларас-и вара килĕмре пуç усса,
Пулаймасть-ши, чăнах, çынсем пек ĕç тупса?
Сывлăм сыпнă ирпе тĕл пулатпăр хĕрпе.
Вăл килет вĕçтерсе, лашине ĕçтерсе.
«Эс арçын, арçын мар — халĕ эсĕ çур çын»,
Теейсе калэс пек, хурлас пек туйăнать.
«Пĕр çын мар халь — çĕр çын,
Пултăр кашни арçын,
Ун чухне тин кăна çĕнтерӳ тупăнать...»
Суранланнă питпе, суранланнă куçпа
Пăхаймастăн, тăван, хĕр çине, çын çине.
Каччă пулнă пуçпа, салтак пулнă пуçпа
Çапла юлтăм иккен пурăнма тĕнчене.
Çав асаплă ирпе калаçмарăм хĕрпе,
Тухаймарăм вăййа, юрлаймарăм юрра.
Курнăçмарăм кайран: ни ялта, ни уйра.
Тухса кайрăм килтен, тухса кайрăм ялтан,
Таврăнатăп ак халь шăп вунçичĕ çултан.
Кайкалаттăм яла,
Тухкалаттăм хире,
Шухăшлаттăм ялан
Тĕл пуласшăн хĕре.
Хĕрĕ кайнă юта,
Эпĕ юлнă ватта,
Хĕрĕн хĕрĕ ӳссе
Кайнă, теççĕ, качча.
Тантăшсем-тунтăшсем, тăвансем-пелĕшсем
Туй тапса, кин кĕртсе,
Кил тулли, çурт тулли ӳстереççĕ ача.
Кун иртет, каç килет,
Каç иртет, кун килет,
Атте панă кунçул, анне панă кунçул
Тем тесен те, тăван, питĕ хăвăрт иртет.
Килйышпа, кас-йышпа, ялйышпа йăпанма
Ĕçкĕре-çикĕре юрласа савăнма
Каçарсамăр, тăван,
Çавăрмарăм йăва.
Пĕлеймерĕм, куран,
Пĕр çĕрте пуранма.
Аннене хĕрхенсе,
Пурăнма вĕренсе,
Эп çӳрерĕм ялтан инçетре-инçетре.
Юррăма юрласа савăнса-хурпанса,
Кун ирттертĕм, тăван, çĕр çинче, пĕлĕтре.
Эп уксах, эп чăлах,
Тахçанхи ват хусах, —
Эп хусах пулнипе пĕтес çук çут тĕнче.
Шăпчăксем вăрансан, юррăмсем шăрансан,
Çĕмĕртсем-çеçкесем пĕр-пĕрне чуптусан,
Эп телейлĕ, тăван, чăлах мар эп, тăван,
Паттăр çын эп, тăван, çут тĕнче умĕнче.
Эп нихçан, çук, нихçан,
Ялйышран ютшăнман.
Тăванран, тус-йышран,
Эп тарман, уйрăлман.
Ютсене парăнман, ютсемпе хутшăнман.
Асапа парăнса, пуç усса пурăнса,
Ялйышсен, тăвансен,
Паттăрсен, тусăмсен,
Ялав пек ыр ятне çĕр çине ӳкермен, —
Инвалид эп тесе макăрса çӳремен.
Эп ялан çул çинче,
Çул çинче — çын çинче.
Юррăмсем-сăввăмсем
Тус-йышсен килĕнче.
Эп çитмен вырăнсем
Чăвашра пит сахал,
Ăçта пыр — тăван хир, ăçта пыр — тăван ял.
Каç пулсан каç выртма манăн çук-им туссем,
Ир тăрсан çăвăнма шăнкăрти çăлкуçсем,
Юрласа йăпанма уй-хирсем, улăхсем,
Шăрăхра уçăлма — вăрмансем-чăтлăхсем!
Çав-çавах тăван ял пуринчен хаклăрах.
Аппасен сăрисем ютринчен тутлăрах.
Çĕмĕртсен çеçкине çупăрлать çурхи çил.
Умăмра тăван ял, ăçтарах-ши ман кил?
Вăтанатăп пăхма тăван ялăм çине:
Улăштарнă ман ял хăй сăнне, хăй питне.
Палласа илме çук аппамсен урамне.
Чул çуртсем-керменсем тăм пӳртсем вырăнне.
Калаçса вырăсла,
Чăвашла калаçса,
Саламлаççĕ мана тантăшсем-пĕлĕшсем.
Те чăнах пĕлменрен,
Кайманран-килменрен,
Паллаймаççĕ иккен ваттисем-вĕттисем.
Халь туртса çурасла
Туллашса-ятлаçса
Кĕтсе илчĕç мана хамăр ял йыттисем.
Йытсемпе çапăçса,
Урам урлă каçса,
Эп шаккатăп хуллен хам аппам алăкне,
Курнипе шăллĕне
Сывлаймасть, пӳлĕнет,
Ним тума пĕлменрен тӳрлетет явлăкне.
Калаçать ман аппа макăрса-хурланса,
Юмаххи ун юхать шăранса-юрланса.
Эсă килтĕн, Валя, ман хăçан килĕ-ши?
Е чăнах, чăн-чăнах, çулăмрах çунчĕ-ши?
Кăмрăкланчĕ пулсан вăрçăра, çулăмра,
Кĕл пулса-çĕкленсе ăçталла вĕçрĕ-ши?
Эсĕ килтĕн, Валя, ман хăçан килĕ-ши?
Тĕл пулса, чуптуса, ытамне илĕ-ши?
Пурăнасчĕ тесе, çынсем пек ăшăра
Çамрăк чух курманне,
Çут тĕнче ыррине,
Кураясчĕ тесе, мăшăрпа ватлăхра,
Минтере йĕпетсе,
Чĕрене типĕтсе,
Эп кĕтетĕп çаплах йыснуна, мăшăра.
Ну, кĕрер-ха пӳрте,
Сăра çук-и пирте,
Тет аппа, хытарса, çемçетсе кăмăлне.
Пĕр кĕрет чăлана,
Пĕр сикет сакайне —
Хăналас йăлана
Вĕрентсеччĕ анне.
Эпĕ чирлĕ, аппа,
Ĕçейместĕп, аппа,
Эс, аппа, ман валли «аншарли» ан шыра.
Чир-чĕрпе кĕрешсе,
Вилеме çĕнтерсе,
Астивместĕп эрех, тутанмастăп сăра.
Курма çеç, савма çеç килтăм эпĕ яла, —
Те пулать, те пулмасть тепер хут килесси.
Суранлантăм пулсан, çамрăкла-ачалла,
Çăмăл мар пуль, аппам, çĕр çинче çӳресси, —
Улăпла сывлăха каялла илесси.
Эпĕ çырнă сăвва, эп хайланă юрра
Ан тирке, вулакан, ытлашши салхуран.
Мана лекнĕ суран, сана лекнĕ сурэн —
Сăввăма-юррăма суранлатрĕ, куран.
Эп ларап пĕр-пĕччен,
Сар хĕвел аниччен,
Хам аппам кил-çуртне хăнасем киличчен.
Юррама хайласа,
Чăвашла юрласа,
Шăпчăксем вăранса юррине пуçличчен.