«Шур хут тăкакĕ кайĕ-ши усса?» —
ку шухăш çекĕлĕ нихçан çĕклемĕ
графомана халь çухаран йăтса:
унпа сăмахăн хакĕ пĕчĕкленнĕ.
Çырас сăлтав нумай ун — васкасах
çумкурăк пек ӳссе тухать вăл йăшăл.
Кулуарта вăл тăрĕ час-часах,
элек пăтти пĕçерĕ пăшăл-пăшăл.
Сана нумай пĕлтерĕшлĕн пăхса,
вăл классика çинчен те ăнлантарĕ.
Талант курсан, çухалĕ тарăхса,
пытанĕ тĕттĕм кĕтессе, мăнтарăн.
Ак графоман сăн-пичĕ! Пĕрех хут
сăлтавсăр варланмарĕ манăн хут.