Тăванăм, ай, тăванăм,
Салтак-артиллерист.
Çул уçнă, ăнтăланă
Вут-çулăм витĕр эс!
Туппу миçе пин çухрăм
Кусмарĕ-ши фронтра?
Таçта та пырса тухрăн
Çав чăрсăр вăхăтра.
Тăванăм, ай, тăванăм,
Салтак-артиллерист.
Хăш уйăн, хăш вăрманăн
Хăни пулман-ши эс?
Эс çутнă вут ытамĕ,
Хаяр сассипеле,
Тăшманшăн кӳнĕ тамăк,
Тăвансене — телей.
Хумханчĕ Одер шывĕ
Эс вăйкăнса çитсен...
Е Атăл, е Мускавĕ
Юрлаççĕ сан çинчен!