Арман пĕви е çутă Энĕш,
Е улăх çумĕнчи ката —
Вĕсем ачалăхри киленĕш,
Вĕсем асамлă маншăн та.
Çӳреттĕмĕр, шутне пĕлмесĕр,
Шыва кĕме эпир çулла,
Пулман-тăр шуххăн иртĕхмесĕр
Хăпарнă чух та ялалла.
Çарран чупма чĕнетчĕ улăх...
Еплеччĕ выртмари каçсем!
Вăлтапала хам тытнă пулă
Ĕнетчĕ вут çинче пиçсе.
Ыттисенни пек мар сас панă
Çӳрен лашамăн хăнкăрми,
Куçа хупмасăр тек тăнланă
Ун кĕввине эп çухатми.
Пуçланчĕ, çутăлчĕ çĕн вăхăт
Шкула уй урлă çул тытсан,
Пăхмасăр калама сăвва ху
Ăшра ĕнерĕшсе утсан.
Атте тăратчĕ илĕм-тилĕм
Хĕлле çуна кӳлме, кайма;
Тăман, çил витĕрех çĕмиллĕн
Лавсем шăватчĕç йăлăма.
Атте вут турттарса килӳçĕн
Шăп таврăнаттăм эпĕ те.
Çуртри-мĕнри çемьемĕр ĕçĕ
Туллин пайланнă пирĕнте.
Çапла халь куç умне ӳкеççĕ
Чечен ачалăх çулĕсем,
Е сала кайăк, е чĕкеçĕ
Арпалăх çийĕн вĕçнисем.
Çитетчĕç янкăс уявсем те,
Килетчĕ савăш утăçи;
Сухалани, тыр вырнисем те
Хирте хăвал уçмастчĕç-им?
Ӳсен пĕлевлĕх пил-кăвар-тăр
Яшсем кĕтен тивлет валли.
Мĕн пултăр-ха, тата мĕн пултăр
Çуралнă çĕршывран хакли?