Раççей-аннемĕр! Аслă сăвăç
Миçе ӳстертĕн юп курса?
Ĕмĕрлĕхе вĕсем çул хыврĕç
Кашни хăйне йĕр хăварса.
Ума тухса тăрать Есенин,
Çĕршыв мухтавĕ, куç кĕрет
Тĕтре яр-уçăлчĕ ял çийĕн,
Хумханчĕ тырă уй-хирте!
Кăвак тӳпе сан куçу евĕр,
Сап-сар ыраш - чат çӳçӳ пек...
Хăçан çав евĕклĕ яш ĕмĕр
Иртсе çухалчĕ чуппипе?
Эппин, иртни халь чун-чĕрешĕн
Асра çеç юлчĕ. Çут тĕнче
Ытла ир, вăхăтсăр мĕскершĕн
Сана уйăрчĕ хăйĕнчен?
Тăван çĕршывсăр урăх саншăн
Пулман хакли те çывăххи.
Пĕр унăн туртăмĕ - çут шанчăк
Сана сунатчĕ кун çути.
Раççей ирĕкĕпе çĕршывшăн
Сассу, чăн, юхрĕ шăранса!
Кама-ха ал парар сан хыççăн
Поэзи çӳл тӳпинчен пăхсан?
Тулли, хĕрӳллĕ çут талант,
Çак çут çанталăк пек виçесĕр
Мухтавлă сăвăç çак самант
Аçта кайса çухалтăн эсĕ?
Каллех, ак, килтĕн куç умнех
Хĕвел пек çуттăн, чун пек çывăх.
Анчах çăвар уçса чёнме
Сана ытла та халĕ йывăр.
Салхуллă кăмăл-туйăмран
Хальхи кунсен çул-йĕрĕ урлă,
Çĕн кĕвĕ шăратан тăмра
Хускатрĕ чĕрере сатурлăх.
Çĕкленӳпе уй-хир куç хыврĕ,
Хум пек ăрша сиксе ташлать.
Ĕç кĕввипе пĕрлешрĕ юрă —
Сассу янрарĕ чăвашла!
Эппин, юх çепĕççĕн, асамлăн
Поэт кĕвви вĕçрен-вĕçе.
Пур халăха эс тус-тăваннăн
Юп куртăн аслă çĕр çинче!