Ухсай Яккăвне асăнса
Çак аслă вăрманта
Вăрман пек асланатăп.
Çак ăслă вăрманта
Эп хам та ăсланатăп.
Куратăп пек кунта пур курăка,
Илтетĕп пек чи чĕмсĕр кайăка.
Юман юмах ярать —
Вăл ман асаттеçĕм.
Çăка çыру çырать —
Вăл ман мăн асаннеçĕм.
Тӳпе пекех ларать ав хурама —
Асилтерет кĕреш пек хуньăма.
Чиркӳ пуль терĕм те —
Шур хурăна пуç тайрăм,
Пуçа çĕклерĕм те —
Куратăп: хамăн арăм.
Хунавĕ хун пек — хамăр ачасем...
Вĕлтрен те лĕпĕш — пурăннă кунсем...
Çак ăслă вăрманта
Вăрман пек ăсланатăп.
Çак аслă вăрманта
Эп хам та асланатăп.