Эп пыраттăм санпа юр çинчи йĕрпеле,
Чун-чĕре асапне кулăпа пытарса.
«Пурпĕрех нихăçан пулаймастăп пĕрле», —
Чăтаймасăр каларăм сана хурланса.
Ĕненмерĕн пулас эсĕ ман сăмаха
«Шутламан-тăр çапла ăнсăртран пуласса».
Ма тĕл пултăм ун чух санпала кăлăхах?
Ăнлансам: юрату çăлкуç евĕр таса.
Ăсататтăн кулса, калаçаттăн тунса.
Чăтаймарăм. Каçар. Уйрăлатпăр паян.
Пĕр-пĕрне малашне ырă пулăм сунса
Уйрăлар ĕмĕре. Маншăн эс ан кулян.