Виççĕн лавкка патĕнче
Эрех лĕрккеç ир çинче.
Пăх та кур — милиционер
Тăрать вĕсен умĕнче:
— Эй, кунта юрамасть!
Килне таврăнсан, килне таврăнсан...
Хутлă-хутлă сăмахпа
Услап юрлать çухăрса.
Пăх та кур — милиционер
Чупрĕ çитрĕ васкаса:
— Эй, кунта юрамасть!
Килне таврăнсан, килне таврăнсан...
Намăс-симĕссĕр тӳрккес
Хĕнет-çапать арăмне.
Пăх та кур — милиционер
Çитрĕ тăчĕ ун умне:
— Эй, кунта юрамасть!
Килне таврăнсан, килне таврăнсан...