1
Вăл кун эпĕ ялти хуçалăха аркатиччен пуйса юлнă «хĕрлĕ» директор керменĕ умĕпе иртсе пыраттăм.
Ăнсăртран хапха айĕнчен директорăн Аматор ятлă юратнă юсĕ тĕнкĕлтетсе тухрĕ те мана асăрхасан сăмсипе шак! тутарчĕ.
— Эсĕ мĕн, пирĕн тырра вăрлама килтĕн-и? — кăшкăрса тăкрĕ юс.
— Аматор тусăм, — сăмах хушрăм эпĕ сăпайлăн, — санран тырă пĕрчи мар, хĕлле юр та ыйтса илеймĕн! Хуçунтан кая мар!
— Мĕ-ĕн! — мăйне тăсрĕ Аматор юс. — Пирĕнтен кулма сан сăмсу кĕске!
Ку сăмахсене илтсен эпĕ тӳрех ăнлантăм: тармалла! (Калас пулать, çак юса директор йытă вырăнне усраса пурăнать, тутлă çитерет. Лешĕ кунĕн-çĕрĕн хуçин пурлăхне сыхласа кил карти тавра чупать).
Яра патăм вара аяккалла.
2
Юсĕ, шыçмакскер, аран-аран тайкаланса — ман хыççăн!
Çул хĕррине çитрĕм — тепĕр мыскара…
Чаплă автомобильсемпе çеç тĕнче касса çӳрекен чăнкă тӳре-шарасен патшалăхĕнче çул урлă та вăй хумасăр каçма йывăр иккен.
Эх, ярăнтараççĕ никама та асăрхамасăр!
Юрĕ ĕнтĕ, каякан — кайтăр, çулĕ такăр пултăр. Манăн хамăн ĕç — çул урлă каçса тармалла. Хыçра — хаяр Аматор юс. Ăçтан тĕл пулчĕ?!
Автомобильсем вĕçтерсе иртсе кайрĕç çеç, çул тăрăх пĕрин хыççăн тепри карталанса утакан ушкăн сиксе тухрĕ.
Ак тамаша! Кусем — Полкан ятлă йытăпа ун хуçи Уркаган иккен. Хитре утаççĕ. Ӳсĕр Уркаган пуçне усса, атă сăмсине тимлĕн сăнаса, хăйне хăй тем вуласа — юрласа пырать. «Стройбат паровозĕ» мелĕпе утаççĕ. Пĕр утăм малалла, вырăнта — иккĕ, кайран татах çапла… Йытти те çавăн пекех. Тĕлĕнмелле!
Çак «паровоз» иртсе каясса кĕтсе сăнаса тăма интереслĕ те, анчах ман васкамалла.
3
Аматор юс хăваласа çитрĕ. Ăçта пытанас? Тăратăп чĕкеç курăкĕ хыçĕнче чĕтресе. Е Полкан çисе ярĕ, е Уркаган аттипе таптаса кайĕ, е Аматор юс сăмсипе хĕстерĕ. Шăрчăк пулнă пулсан — пĕрин çинчен теприн çине сиксе тарăттăм.
Çак колонна иртсе кайнă çĕре Аматор юс мана çул хĕррипе хăвалама пуçларĕ. Сăмсипе шак! шак! тутарать. Пĕтрĕм — çисе ярать!
Çав вăхăтра темĕнле пуçлăхăн хĕп-хĕрлĕ тĕслĕ пы-ысăк (космос карапĕ пек!) автомашини мана бамперпа çаклатрĕ…
Самантрах (хам та сиссе юлаймарăм) темĕнле вăй мана çӳлелле çĕклерĕ те машинăн малти кантăкĕ çумне çыпăçтарса лартрĕ. Кайрăм вара — хам та пĕлместĕп ăçта?
Аматор юс сăмсипе шаклаттарнине çеç илтсе юлма ĕлкĕртĕм.
«Эх, хăйне пан улмипе ăшаласчĕ!» — вĕлтлетсе илчĕ шухăш ман пуçра.
Пĕчĕк çуралнăшăн каçарăр, тӳре-шарасем!