Çуркуннелле çанталăк
Сулăннăçем сулăнчĕ.
Йăл-йăл пăхса, ăшăтса,
Çутă хĕвел кулнипе
Юрă-пăрĕ ирĕлчĕ.
Ку яхăнта самана
Питех çăмăл пулмарĕ,
Вăрçи-вăрçи яланах
Халăх ăшне хыптарчĕ.
Сивĕ хĕлле иртсессĕн,
Çурхи куна çитсессĕн,
Хура халăх шухăшĕ:
«Тырă-пулă пулĕ-ши?»
Акни шута килĕ-ши?» —
Тесе шухăш шухăшлать.
Шурă юр та ирĕлчĕ,
Çĕрĕн пĕвĕ курăнчĕ.
Çĕр акасси-тăвасси
Ĕмĕр-ĕмĕр хăнăхнă
Ĕçе эпир кăçал та
Ĕçлемешкĕн тытăннă.
Суха пуçне-таврашне,
Пăяв-шыва малтанах,
Ака тухас умĕнех,
Хатĕрлесе хутăмăр.
Çĕр ĕçлекен этемĕн,
Пирĕн йышши мĕскĕнĕн,
Пулнă-пулман тырăран
Пару-илӳ татмалла,
Выльăх-чĕрлĕх тăрантма,
Пуçна-пырна усрама,
Хура çĕре шуратма
Татах кирлĕ тырă-пул.
Кĕмессерен кĕлете
Пӳлменелле пăхатăн —
Ай-хай, пӳлме, ай, пӳлме,
Революци тӳсекен,
Хура çĕре хуратма
Пӳлме тĕпне юлман-ши?
Хушка пуçлă лашам пур,
Çăмарта пек çӳретчĕ.
Ака тухас тенĕ чух
Выля-выля çӳретчĕ,
Суха пуçне кӳлсессĕн
Пуçне ухса тăратчĕ.
Хушка пуçлă лашам пур,
Утă-улăм сахалран,
Тырă-пулă хĕсĕкрен,
Кăçал ака тухнă чух
Аран-аран уткалать,
Пуçне усса вăл тăрать.
Вăхăчĕпе акана
Хура халăх пуçларĕ.
«Хăмăль пултăр хăмăш пек,
Тăрри пултăр пăрçа пек», —
Тесе тырра акрăмăр.
Ыраш калчи ешерсе
Юр айĕнчен тухнăччĕ.
«Кăçал тырă пулĕ-ха,
Хуйхă-суйхă иртĕ-ха»,—
Тесе çынсем калаçрĕç.
Çанталăкăн майĕпе,
Юртан юлнă нӳрпеле,
Çутă хĕвел ăшшипе
Йывăç курăк чĕрĕлсе
Симĕсленме пуçларĕ.
Юр айĕнчен тухсассăн,
Ыраш калчи юсанма,
Çур тыррине шăтарма
Ăшă çумăр кирлĕччĕ
Тесе çынсем çумăра
Куллен-кунах кĕтеççĕ.
Хĕвел пăхать, çунтарать,
Çĕре-шыва типĕтет.
Йывăç-курăк вĕрипе
Ĕнсе кая пуçларĕ,
Ыраш калчи симĕсскер
Уярпала сарăхрĕ.
Пит шăрăх тăнипе
Çур тырри те шăтмарĕ,
Шăтнă пекки ăшăпа
Вĕтеленсе лараççĕ.
Çумăр çăвас тенĕ пек
Хура пĕлĕт килет те
Иртсе каять таçталла,
Пĕр тумлам та çумăр çук.
Уйăх тулать, катăлать,
Халăх чĕри кулянать:
Ĕнтĕ тырă пулмасть-çке,
Выçлăх-пуçлăх çитет-çке.
Кивĕ саппас тырăсем
Никамăн та пĕртте çук.
Ай-яай, ай-яай — мĕн тăвас.
Симĕс курăк пĕçерсе,
Çăка çулçи тĕвнинчен
Çăмах туса çиетпĕр.
Капла мĕнле пурăнас.
Ах, турах та мĕн тăвас?
Пупа укçа тӳлесе,
Пуп таврашне иккунпа
Уя илсе тухаççĕ...
«Эсир Турра маннăран
Сире çумăр Тур ямасть», —
Тесе пупĕ вĕрентет.
Çак таранччен çапах та
Пĕр тумлам та çумăр çук.
Юмăç тавраш, карчăксем:
«Ватă çынсен йăлине
Тума халĕ пăрахнă,
Çумăр пулмасть çавăнпа», —
Тесе мăкăртатаççĕ.
Халăхпала шут туса,
Кĕрпе-çăвсем пуçтарса,
Кĕлел-тăва пухăнса
Така тытса пусаççĕ,
Çумăр чӳкĕ тăваççĕ.
Хĕрлĕ Хветĕр кукша пуç
Кĕлел-тăва халăха
Пуха-пуха чӳк турĕ,
Çумăр çавах çумарĕ.
Пирĕн ялта чаплă çын
Çитук-Ваçук пурăнать.
Ялти халăх Ваçукран
Нихăçан та иртмеççĕ.
Çитук-Ваçук мĕн калать,
Çавăн майлă ĕç пулать.
Çакă килчĕ салтакран
Тăна-пуçа пуçтарса,
Ĕçкĕ-çикĕ хушшинче
Кӳше-арша кайсассăн
Куштан Ваçук калатчĕ:
«Аслатине авăтма,
Çиçĕмсене çиçтерме
Ăспа-тăнпа тумалла,
Çумăра та çутарма
Машинăпа пулать вăл».
«Çитук-Ваçук, ан пăрах,
Халăх хутне эс кĕрех.
Тархаслатпăр халь сана —
Аслатине авăттар,
Çиçĕмне те çиçтерсем.
Ваçук питĕ пысăк ăс,
Тăнупа та ăсупа,
Хура пĕлĕт илсе кил,
Ваçук мучи, ан пăрах,
Типнĕ çĕре çумăр пар».
Хура халăх, итлĕр-ха,
Киремете пăрахăр,
Йĕрĕхсене ан тытăр,
Суя пупа ан итлĕр.
Чĕркуçленсе ларăр та
Йĕрĕх турă вырăнне
Куштан тете Ваçука
Ӳке-ӳке пуç çапăр:
«Çитук-Ваçук хăвачĕ
Тырра-пулла ӳстерме
Ăшă çумăр патăрччĕ!»
* * *
Ĕнтет ĕнтĕ çанталăк,
Тырра-пулла пĕçертет.
Унта-кунта пĕр пĕрчĕ
Ӳссе ларнă ырашĕ.
Ака тырри пуссинче
Хăшĕ шăтнă, хăш шăтман.
Пуян Сатур Сантăри
Тахшин çине çилленсе:
«Кăçал тырă ан пултăр», —
Тесе пĕр кун каланă.
«Ик çул тырă пулмасан,
Эпĕ çапах вилес çук», —
Тесе Сантăр мухтаннă.
Ялсем-йышсем, итлĕр
Сатур Сантăр сăмахне,
Вăл çын сире ыр сунать.
Кăçал эсир ан манăр,
Тырă-пулă пулмасан,
Сантăрăн сăмахĕпе
Хырăмсене тăрантăр.
* * *
Çитук-Ваçук мухтанчăк
Машинăпа çумăра
Çутарăпăр-ха тесе,
Ахаль кăна мухтанчĕ.
Куллен-кунах çак çулла
Çанталăка кăнтăрла
Кăвак тĕтĕм сарăлать.
Тĕтĕм витĕр хĕвелĕ
Хĕрлĕ, тискер курăнать.
Ахăр самана тухнă пек,
Пĕтĕм тĕнче çуннă пек,
Таçтан килет сывлăшран
Çунăк шăрши яланах.
Хĕвел анăç тĕлĕнчен
Хура пĕлĕт килинччĕ,
Типнĕ çĕре шĕвтерсе
Ăшă çумăр çăвинччĕ.
Çӳреме те тăвăр пек,
Сывлама та ирĕк мар.
Темĕн кирлĕ ăш-чике,
Кăмăл тăрать йӳçĕхсе…
Ырлăх-пурлăх çулсенче
Вăхăт иртни сисĕнмест,
Ир пулать те каç пулать,
Мĕне тытнă çав пулать.
Çут тĕнчери чĕрĕ чун
Кăнтăрлапа савăнать,
Хăшĕ-пĕри каçхине
Кӳртет тĕнче илемне.
Кăçалхи çул апла мар,
Аххăн-аххăн сывласа,
Этем тени çакă çул
Яра куна ирттерет.
Хĕвел анса каç пулсан,
Пĕтĕм тĕнче лăплансан,
Ипчак шăпчăк юрламасть.
Илем кӳрсе, ешерсе
Тĕнче сăнне кĕртекен
Йывăç-курăк сарăхнă.
Пусă тулли тырă-пулă
Çанталăкпа выляса
Лараканччĕ çав кăна.
Çук çав ĕнтĕ çав кăçал,
Уйри тырă-пулăсем,
Çаран çинчи курăксем
Пурте ĕнсе лараççĕ.
Вĕçен кайăк темле-çке,
Çулленхи пек савăнса
Кăвак пĕлĕт айĕнче
Хитре вĕçни курăнмасть.
Пĕр урапа кĕлтерен
Мĕн чул тырă тухасса
Ыйтакана каласа
Путене те авăтмасть.
Сарă ыраш хушшинчен
Вĕçсе тухса, савăнса,
Çӳле-çӳле хăпарса
Темме тăри тĕрлемест.
Хĕвел анса каç пулсан,
Шурăмпуçĕ килес чух,
Ипчак шăпчăк юрламасть.
Лĕпĕшсене выляма,
Хурт-хăмăра вĕçмешкĕн
Ешĕл çаран çийĕнчен
Кăвак, кĕрен, сар чечек
Питĕ сайра çак кăçал.
Пĕр кайăкăн хуйăх çук.
Çуначĕпе вăшлатса,
Темме сиссе чĕннĕ пек,
Илемсĕрле сассипе
Кăранкласа-кăшкăрса
Вĕçе-вĕçе çӳреççĕ
Çăхан тенĕ кайăксем.
Тырă-пулă пулнă çул
Ĕçкĕ-çикĕ шыраса,
Урам тăрăх уттарса
Ăслă-пуçлă куштансем
Мăн кăмăлпала çӳретчĕç.
Çакă çулта, куштансем,
Апла-капла тытмастра?
Пĕççе явса лармастра?
Ара-вара, куштансем,
Сирĕн вăйлă кăмăлпа,
Пултăр тенĕ сăмахпа,
Ултă кунта тырă-пул
Ӳссе-пулса лармĕ-ши?
«Уя пăхсан, уй симĕс,
Йăмхас та çук хăй симĕс», —
Тесе çырнă пĕр поэт,
Кăçал ĕнтĕ апла мар.
Уя пăхсан, уй хура,
Юхса тулĕ пĕр тинĕс
Халăх вĕри куççулĕ
Выçлăх çулта макăрса.
Масар карти çакă çул
Аслăланĕ-ха чылай.
Кăранклатса-савăнса
Усал çăхан çакă çул
Тискер, хаяр сăмсипе
Виле какай ӳт-тирне
Лара-лара чавĕ-çке.
Пулнă-пулман тыр-пула
Иртнĕ хĕлле Советсем
Хăвармарĕç нормине,
Отряд салтак ярса пуçтарчĕç.
Пирĕн ялти Пĕликкан
Сĕлĕ-ыраш пĕр çĕрте,
Мĕнпур тырри вăтăр пăт
Тĕрĕссипех пулнă пуль.
Мĕнпур тырă-пулăран
Ырашне те акнă вăл;
Отряд салтак килнĕ те
Пĕликканне вунă пăт
Тухса кайнă тиесе.
Çулталăка çимешкĕн,
Сакăр чуна тăранма,
Юлнă хăта Пĕликкана
Ултă пăта яхăн тет.
Пĕликка матки Укахйе
Пĕр суймасăр калаçать:
«Çăварнирен пуçласа
Çакă куна çитиччен,
Ыраш çăнăх пĕр савук
Çисе курман çав эпир.
Сĕрен эрниренпеле
Пăрçа хăмăль типĕтсе,
Тӳсе, çисе пурăннă.
Вĕлтрен, пултран, сертене
Çăва тухсан кулленех
Пысăк хутаç татнă та
Йĕлме хуппи тӳнипе
Яшка туса пурăннă.
Вăйăм ĕнтĕ пĕтрĕ, - тет,
Типсе кайрĕ ӳт-тирĕм.
Ачасене выçлăхпа
Виле сăнĕ çапрĕ, - тет,
Ман упăшка Пĕликка
Тем чул вăйлă ар çынччĕ;
Ун пек ялта çын пулман —
Сăнĕ пуçĕ илемлĕ,
Пĕвĕ пурччĕ пăхмалăх,
Вăйĕ-халĕ упа пек.
Халĕ манăн Пĕликка
Симĕс шӳрпе хвачĕпе
Утнă çĕртех ӳкет те
Тăнсăр пулса тăраймасть.
Сăнĕ кайнă хуралса
Халех тытса тупата,
Вилне çыннăн мĕлки пек
Çӳрет кăна сулланса
Тепĕр тӳнсе кайиччен.
Иртнĕ çулла Пĕликка
Тухса кайнă Çĕпĕре,
Ик ачипе ун матки
Таçта юлнă çухалса.
Пĕр хĕрĕпе Пĕликки
Çитнĕ теççĕ Омскине.
Аслă ачи Çимунĕ,
Пĕликкинчен çухалса
Челябска юлнă тет.
Челябина станцинче
Ĕсĕклесе, макăрса
Çимун çапла юрлать тет.
«Машин пичче, аттене,
Хаяр саслă машина,
Ăçта хутăн аттене.
Ман аннене ăçталла
Эсĕ илсе кайрăн-ха?»
Юрла-юрла çӳресен,
Пĕликка ачи Çимунĕ
Вун ик çула çитнĕскер,
Ернĕ теççĕ ухмаха.
* * *
Барнаула куçмашкăн
Сакăр килĕ Нăврашсем
Тутарнă тет пропуска.
Пӳрте-çурта сутиччен,
Кайма хатĕр çитиччен,
Иртнĕ тенĕ пропускăн
Лартса хунă вăхăчĕ.
Япалипе пĕтĕмпе
Сакăр килĕ Нăврашран
Куçса пынă Шăхрана.
Станцăрисем Шăхранта
Вакунсене ямаççĕ:
«Эсир илнĕ пропускăн
Иртнĕ ĕнтĕ вăхăчĕ.
Кунпа сире вакуна
Памастпăр çав», — теççĕ тет.
Çапла вара Нăврашсен
Тинке тухнă пĕтĕмпех.
Кайнă вĕсем хулана
Пропускине çĕнетме.
Унта пырсан ĕç пулман,
Кайнă вара оплаçе.
Шупашкарта ĕç татман,
Пропускине çĕнетмен.
Саккăрсемпе Шăхранта
Хушу туса ларнă тет.
Вара кайнă Мускава
Çакă ĕçе кăларма.
«Кунта эсир мĕн тума
Пирĕн пата килтĕр-ха?
Эпир сире пропуска
Туса парса ямастпăр», —
Тесе çапла Мускавра
Калаççĕ тет вĕсене.
«Выç вилетĕп, çавăнпа
Кайма тухнă Çĕпĕре,
Христа ради, тархасшăн,
Пире парăр пропуска», —
Тенĕ тетĕ Нăврашсем.
Темле-темле хăтланса,
Аран илсе пропуска
Уйăх çуртан Нăврашсем
Канаш ятлă станцăран
Аран ларса кайнă тет.
Нăвраш матки кайнă чух:
«Çакă Шăхран станцинче,
Эпир ларнă вырăнта
Йывăç тымар ан ятăр.
Пире кун пек макăртса,
Тарăхтарса йĕртекен
Çынсене те йăх тĕппе
Пирĕн вĕри куççулĕ
Ăш-чиккине çунтартăр», —
Тесе сăвă каласа
Нăвраш матки юрлать тет.
* * *
Полуостров Скандинав,
Христиани хулийĕ,
Норвегия çĕрĕнче
Пĕр астроном тахçанах
Çăлтăр çулне сăнанă.
Çилсем епле вĕрнине
Чухла-чухла тăнă тет.
Кайăк хурăн çулĕсем
Мĕнле енне пынине
Çултан çула сăнаса
Пин те тăхăр çĕр çултан
Икĕ вунлă пĕр çула
Ирттермешкĕн халăха
Йывăр пулать тенĕ тет.
Атăл тăрăх пурнакан
Пур этем те выçлăхпа
Аптăрать тет çавă çул, —
Тесе çырнă астроном
Выçлăх умĕн маларах.
Скандинаври астроном
Чăнах пулнă сăмахĕ.
Выçлăх çĕрти çынсене
Пулăшмашкăн «эрнесем»
Тăваç терĕç Мускавра.
Çакă эрне ячĕпе
Аслă Мускав хусканчĕ:
Япалапа укçапа
Пулăшусем пухаççĕ,
Концерт-митинг таврашĕ
Тĕрлĕ çĕрте тăваççĕ.
Акă пысăк театр.
Автомобиль хартлатать,
Рысак лаши хашлатать.
Ку театра каякан
Тĕрлĕ аслă вырăнти
Комиссарсем пыраççĕ.
Çуран утса пыракан
Никамах та çук кунта.
Ĕнтĕ паян çакăнта
Выçлăх çĕрти çынсене
Пулăшмашкăн спектакль
Пысăк пулать тет имĕш.
Автомобиль кантăксем
Йăлтăр-ялтăр курăнса
Уçлаççĕ те хупнаççĕ.
(Комиссарсем аслисем)
Çамка çинче çăлтăрлă,
Çанни тавраш хĕп-хĕрлĕ,
Пĕрер майра çавăтса
Театра кĕреççĕ.
Рысак çинчен йăлт та йăлт
Çавнашкалли этемех
Сике-сике анаççĕ,
Майрисене çавăтса
Театра кĕреççĕ.
Ĕнтĕ çакă çак этем
Паянхи кун асăнса
Выç ларакан халăха
Кăмăл тунă пулăшма.
Çавăнпа та çакăнта
Спектакле килеççĕ.
Театральнăй площадьри,
Большой тенĕ театра
Пысăк Мускав хулинчен
Пырса тулнă аслисем.
Партерта та ложере,
Галерея, беллетаж,
Ярус-ярус туллирех
Ларса тулнă мускавсем.
Электрица ламписем
Театрăн тӳпинче
Йăлтăр-ялтăр курăнса
Çутатаççĕ театра.
Мускав çынни тум-тирсем,
Хаклă пустав тум-тирсем,
Эрешлесе ылтăнпа
Çурлапала мăлатук,
Хĕрлĕ çăлтăр кăкăра
Çака-çака тухни пур.
Ылтăн-кĕмĕл сехетсем,
Йăлтăр-йăлтăр шăрçисем,
Хăшĕ çыхнă аллине,
Хăшĕ çакнă кăкăрне.
Ылтăн çĕрĕ пӳрнере,
Ахах, алмаз, бриллиант
Алран алра çутăлать.
Çинçе хитре кунчаллă
Хаклă шевро атăсем
Йăмăх хура курнаççĕ.
Тĕрлĕ главнăй пуçĕсем
Политики, мудрецы
Çӳçне-пуçне якатнă
Хитре чĕкеç евĕрлĕ.
Ар çын тенĕ юлташсем
Çинчен пулать ку сăмах.
Çакă ар çын граждансен
Пĕрер-пĕрер майра пур.
Çакă майра юлташсем
Хăшĕ каччи çумнелле
Пăру майлă сĕвĕннĕ.
Хăшин çине каччисем
Хăйсем пăхса лараççĕ.
Майра тесен майра мар,
Çӳçне шакла касни пур.
Хăшĕ каснă çĕвĕçле,
Тепри хăйĕн çӳçне
Кайăк йăви манерлĕ
Кăтралатса пĕтернĕ.
Ар çын тесен ар çын мар,
Сараппансем тăхăннă.
Çӳллĕ келлĕ пушмакпа,
Чаплă пурçăн чăлхапа
Çав майрасем лараççĕ.
Кунта тухнă йăли-шăпи,
Çав майрисем ар çын пек,
Пируссене тĕртеççĕ;
Çӳхе тута вĕçĕпе
Пируссене ĕмеççĕ,
Сăмсаран та çăвартан
Пирус кăвак тĕтĕмне
Куçа хупса çӳлелле
Вĕре-вĕре параççĕ.
Ылтăн браслет, сулăсем
Аллисене тăхăннă.
Хаклă йышши жемчугсем
Хăлхисене çакнă-çке.
Кĕпе, тум-тир чăн пахи,
Тĕрлĕ хаклă пурçăнсем,
Таçтан тупса илнĕскер,
Çак майрасем тăхăннă.
Театрăн стенисем
Çине çапнă плакатсем:
«Помогите братьям рабочим».
Революци тăшманĕ
Атăл çинчи выçлăх пур.
Занавесĕ уçăлчĕ
Мускав пысăк театрĕн,
Чаплă-ятлă артистсем
Вылямашкăн тытăнчĕç:
Театрта пĕтĕмпе
Хаклă йышши шăршăсем —
Одеколон, Варьете —
Паха шăршă сарăлнă.
Пĕрре ячĕç юрласа
Пĕтĕм хăйсен ушкăньпе,
Государство театрин
Пĕтĕм сывлăш чĕтренет,
Тепре лăпкăн юрлаççĕ.
Калать ĕнтĕ музыка
Тĕрлĕ струмент оркестр,
Пĕрре калать вăйлăрах,
Вара калать ерипе.
Плакат çинчи сăмахсем:
«Помощь ваша голодных
Из рук смерти отымет».
Хорĕ пĕрле юрласан,
Пĕччен-пĕччен артистсем
Хăйсем тĕллĕн юрлаççĕ.
Апла-капла хăтлансан,
Публикăсем шавласа
Алă çупса артиста
Хисеплесе лараççĕ.
Пĕр ложера юлташсем
Майрисемпе пухăнса
Çапла сăмах тăваççĕ:
«На занятие сегодня
Пришли ко мне с Поволжья,
Из Чувашской области.
Вĕсен кăçал пит выçлăх,
Халăх вилет выçăпа
Тесе мана каларĕç.
Хăвăр ĕнтĕ пĕлетĕр
Иртнĕ хĕлле чăвашсем
Вăсстанисем турĕçĕ.
Коммунăра тăракан
Пирĕн парти çынсене
Тĕрлĕ-тĕрлĕ вырăнта
Пере-пере вĕлерчĕç —
Вĕлериччен юр çинче
Пирĕн парти çынсене
Çара пакка уттарнă.
Тата хăшĕн ӳт-тирне
Хĕреслетсе çĕçĕпе,
Сысна тирне каснă пек,
Каса-каса тухнă тет.
Чăваш оплаç çыннисем
Вĕлериччен çавăн пек
Парти членĕ çынсене
Мăшкăлласа пĕтернĕ.
Коммуниста кĕнисем
Кăна пулман вĕлернисем,
Кама лекнĕ çавсенех
Вĕсем персе вĕлернĕ тет.
Пĕр учитле чăвашсем
Эсĕ коммун майлă çын
Тесе, çичĕ çухрăма
Кăçаттине хывтарса
Çаран шурă юр çинче
Хĕне-хĕне уттарнă.
Ак, юлташсем, хăвăрах
Пĕлĕр ĕнтĕ çакăнтан,
Чăваш оплаç валлийĕ
Тырă тавраш парас чух
Сахалтарах памалла.
Эпĕ паян çавăнпа
Вĕсен оплаç çыннине
Виçĕ пăт та памарăм.
Çынна вĕлерме пĕлекен,
Чăваш оплаç çыннисем
Тырă тупма пĕлччĕр-ха.
Вăсстание тумашкăн
Кам вĕсене вĕрентнĕ,
Çав çынсенчен илччĕр-и
Карланкине тăрантма.
Чăваш оплаç куштансем
Пĕлтĕр ĕçрĕç çын юнне,
Этем юнĕ тут тытать
Тенĕ сăмах пур-çке вăл,
Йăваш чăваш çыннисем
Çав тутлăхпа пурăнччăр».
«Ах Тур-Турах, апла-и,
Чăвашĕсем хăтланнă-и?» —
Тесе калать пĕр майри
Ылтăн ларнет тытнăскер.
«Ара вĕсем людоед,
Дикарь халăх пулĕ вăл —
Пĕрне-пĕри вĕлерсе,
Пусса вĕсем çиеç-и?» —
Тесе ыйтать çамрăкрах
Вăрăм чипер майрийĕ.
«Ăна пĕлнĕ пулсассăн,
Кĕçĕр çакă концерта
Килместĕмчĕ çакăнта.
Ара аплах пулсассăн,
Çак спектакль укçине
Чăваш оплаçĕ валли
Пĕр тенкĕ те парас мар.
Эпĕ пĕр кун ахалех
Хамăн соболь кĕрĕке
Выçлăх енчи çынсене
Пултăр пĕртак пулăшу
Тесе кайса патăм-çке
Комиссия хам алпах».
Çапла тенĕ çамрăкскер,
Сăнне пăхсан çирĕмре
Пулĕ çакă майрийĕ.
«Апла вĕсем этем мар —
Шуйттанпала çĕлентен
Пулса кайнă ăру пуль», —
Тенĕ тепĕр майрийĕ.
Ун пек, кун пек калаçса
Çак ушкăнта лăпланчĕç.
Сцена çинче артистсем
Юлашкине юрлаççĕ:
Темле хаяр сасăллă,
Çил кашласа килнĕ пек,
Хура вăрман кĕрлени
Юрланинче илтĕнет.
Курма килнĕ публика
Вырăнĕнчен тăчĕ те
Театртан тухаççĕ,
Рысак çине лараççĕ,
Извозчиксем тытаççĕ.
Автомобиль çавăнтах
Тем чуль кĕтсе тăраççĕ,
Лараççĕ те каяççĕ.
Ыйăх лайăх килет-çке,
Вăрăм çĕр те кĕскелет,
Çĕр каçни те сисĕнмест.
* * *
Икĕ рысак юнашар
Тверской, Ямской урампа,
Садовая еннелле
Яртлаттарса чупаççĕ.
Мускав хушши лăпланнă
Унта-кунта пĕр-ик çын
Анчах пыни курăнать,
Лаша шакать, чул çине
Хытă пырса тивет те
Таканпала хыт чултан
Йăлтăр-ялтăр вут тухать.
Икĕ хутлă особняк
Тĕлне çитрĕç рысаксем,
Арăсланлă параднăй
Патне пырса тăратрĕç.
Çакă икĕ рысакпа
Килнĕ икĕ мăшăрсем
Пурăнаççĕ çакăнта,
Пуян чаплă мăн çуртра.
Электрица лампийĕ
Параднăя çутатать.
Пусма çине кавирсем
Хаклă йышши сарнă-çке.
Тӳшек çине пуснă пек
Ура пусать кавире.
Прислугийĕ алăка
Уçса кĕртнĕ çаксене.
«Тепло у нас, хорошо», —
Тесе калать пĕр майри.
Горничнăйне хушрĕçĕ
Каçхи апат памашкăн.
Майрисене хывăнма
Ар çыннисем пулăшаç.
Одеколон, духине
Сапнă хаклă тум-тире
Вешалкана çакрĕçĕ.
Вара апла пулсассăн
Икĕ майра, ик ар çын
Столовăя кĕчĕçĕ.
Пысăк аслă столовăй,
Сăран çапнă мебелĕ.
Мĕне пăхнă, вăл паха.
Виçшер хутлă люстрăсем,
Фарфор, ылтăн посуда
Сĕтел çине горничнăй
Пырса лартрĕ васкаса.
Кулюкка пек ик мăшăр
Шăкăлтатса калаçаç,
Кулкалаççĕ майрисем
Апатпала вăйланнă.
Мăшăрĕсем çинелле
Куç айăнчен пăхаççĕ.
Кĕскен каснă çӳçсене,
Тулли ӳтлĕ мăйсене,
Кăкăр тавраш çап-çара,
Чавса таран çаннисем.
Мăнтăр-самăр горничнăй
Сĕтел çине апатсем
Часах лартса тултарчĕ.
Хура çăкăр, шур кулач
Купаланă тӳпеми.
Турилккепе булкăсем
Тĕслĕ-тĕслĕ хунă-çке.
Чăх ашĕсем, ветчина,
Хур какайĕ — закуска,
Çичĕ тĕслĕ кăлпасси
Сĕтел çине лартнă-çке.
Тата акă кленчепе
Ĕçмелли те пур пулас.
Горничнăйĕ апата
Парса кăна тăрать-çке.
Çакă Мускав çыннисем
Хăйсен икĕ майрипе
Пĕтĕреççĕ ужина
Авăн çапса килнĕ пек.
Тĕслĕ-тĕслĕ апата
Çинĕ таран çирĕç те
Çинчен пăртак çуттине
Виçшер черкке ĕçрĕçĕ.
Ир пулчĕ те каç пулчĕ,
Паян хырăм тăранчĕ.
Электрица çутине
Особнякра сӳнтерчĕç.
Ыйăх турри Морфей пур,
Çакă икĕ мăшăра
Хăйĕн ырă кăмăлпе
Çемçе вырăн çийĕнче
Канлĕ ыйăх пачĕ-çке.
* * *
Кĕркуннехи çанталăк
Çĕрле пулнă, сĕм тĕттĕм,
Лăнки-ланки хăй çути.
Асламас ку — çакă ял.
Хăма витнĕ çĕнĕ пӳрт
Çĕнĕ уйрăм çыннăн пуль.
Пĕчĕк краççын трубасăр
Çутса çакнă маччаран.
Пăртак анчах хăй çути
Шурă пӳрте çутатать.
Урай варне сăпкине
Çакса янă сентререн.
Сăпка кантри виççĕлле
Явса хунă пушăтран.
Ултă çулхи хĕр ача
Ларать пукан çийĕнче.
Сăпка кантри урине
Тăхăнтарнă вăл ача.
Сăпка çинчи йăмăкне
Сиктерет çак ерипе.
Кайăк чĕппи сассипе
Çапла юрлать çав ача:
«Ня-ня-ня-ня, Нянюкка,
Ан макăр-ха, çывăр-ха.
Анне кайрĕ шыв кӳме,
Шывне кӳрсе килет те
Яшка пçерсе парас тет.
Мекекекне сăвать те
Шурă тюттю яшкана
Ярса парас тетчĕ-ха.
Анне шывран килет те,
Мекекекне сăвать те
Сĕтлĕ яшка пĕçерет,
Шĕшкĕ кăчки çăмахне
Нянюккана çитерет».
Алăк яри уçăлчĕ,
Шыв çĕклемпе амăшĕ
Витрепе кĕчĕ те.
Амăшĕ:
— Марье, Нянюк çыврать-и?
Марье:
— Ахаль выртать, çывăрмасть.
Сăпки çинчен Нянюкĕ:
«Анне, тютю пайатна».
Амăшĕ:
— Парас, хĕрĕм, лар халĕ,
Яшка çакса ярар-ха.
Марье:
— Анне, паян яшкана
Шĕшкĕ çăмах яр халĕ.
Амăшĕ:
— Юрĕ, хĕрĕм, тăвăпăр
Çăмах шĕшкĕ кăчкинчен.
Марье:
— Йĕкел çăмах тутлă мар,
Манăн пуçа анратать,
Тата хăш чух хăстарать.
Амăшĕ:
— Темле ĕнтĕ, ачамсем,
Тем те кăçал çиетпĕр.
Пăрçа-улăм, çăвăлçа,
Хура тулăн хăмăлĕ,
Йĕкелпеле кăчкăсем
Этем çимĕç мар ĕнтĕ,
Чун тухасран çех вĕсем.
Ах-тур, хĕрĕм Марье,
Сăну пĕртте юлман-çке,
Шурса кайнă шап-шурă,
Аллу туни, мăйусем
Хăрса кайнă çак, ачам.
Марье:
— Анне, эпĕ хăш чухне
Аран ухап алкумне.
Амăшĕ:
— Нянюкран та пулмас пуль,
Петĕр пекех вилет пуль.
Нянюкăн та, Марьен те,
Иккĕшĕн те хырăмсем
Шыçса кайнă кӳпĕнсе.
Ĕнтĕ манăн хамăн та
Сăнăм-пуçăм кăн-кăвак,
Вăйăм-халăм юлмарĕ.
Манăн савнă упăшка
Хăрах уран салтакран
Килчĕ аран шеремет.
Килсен виçĕ уйăхран
Çĕре кĕчĕ апăрша.
Çапах çакă нушана
Курмарĕ вăл, мăнтарăн.
Эпĕ юлтăм тăр пĕччен,
Çулла вилчĕ ывăлăм,
Тăхăр çула çитнĕскер, —
Выçăпала ма вилмес.
Ним тума та пĕлместĕп.
Çĕпĕре те каяççĕ.
Хăшĕ таçта аякран
Тырă илсе килеççĕ.
Лаша сутрăм, ĕне çук,
Мĕн пур выльăх — качака.
Алкумĕнче ырчара
Çăнăх юлнă пăт пулĕ.
Марье:
— Анне, эсĕ яшкине
Пĕçер халĕ хăвăртрах,
Çиес килет тахçанах.
Нянюкĕ:
— Анне, мемме пай мана.
* * *
Асламассем виçĕ çын —
Хветĕр, Макçăм, Левентей —
Таçта кайса вакунпа
Тырă илсе килнĕ тет.
Макçăм патĕнче пыл сăра
Ĕçсе вĕсем лараççĕ.
Макçăм:
— Ытти çынсем вилсен те
Эпир кăçал вилес çук.
Эпĕ халĕ лашана
Куллен сĕлĕ çитереп.
Макçăм:
— Ĕçĕр халĕ çуттине
Тупрăм кăна пĕр четвĕрт.
Левентей:
—Эпĕ пĕр кун Рамвитан,
Тырă илме кайнă чух,
Сарă кĕрĕк илнĕччĕ.
Вăл кĕрĕкшĕн халь ăна
Пĕр пăт ыраш патăм-ха.
Хветĕр:
— Апла ытла сахал-çке,
Вăл кĕрĕке эсĕ хăв
Лере илтĕн çичĕ пăтпа.
Левентей:
— Эпĕ илни хамра вăл.
Ăна çитет пĕр пăт та,
Ним тăваймĕ вал мана.
Макçăм:
— Ара çапла пулмасăр,
Пире пултăр хамăра,
Вĕсем пăртак выçчĕр-ха.
Ĕçĕр, ĕçĕр, праçник вĕт,
Тырă алра пулсассăн.
Кил, хĕрарăм, ĕç эс те.
* * *
Асламасăн çăл вăйлă,
Çӳллĕ чуллă сăрт айĕн
Юхса тухать палкаса
Вăрăм лартнă валакне.
Выльăх-чĕрлĕх шăварма
Пысăк юман такана
Лартнă валак пĕр пуçне.
Шăнкăлтатса валака
Таканапа çăл шывĕ
Юхса выртать калаçса.
Кăвак çути килчĕ те
Шыв ăсмашкăн арăмсем
Витре çакса анаççĕ.
Витре часах тулмасть те,
Çынсем пăртак пухăнсан,
Асламасăн арăмсем
Мĕн пур хыпар-хăнара
Сăмахласа илеççĕ.
Ванӳк матки:
— Ĕнер пирĕн Ванюксем
Тырă кайса тиеме
Вакун ыйтма кайнăччĕ.
«Сирен ялсем тахçанах,
Яла тивен вакуна
Илсе кайнă пĕр кунах,
Сире вакун памастпăр»,—
Çапла тесен Ванюксем
Вакун тавраш илеймен,
Килнĕ вĕсем ахалех.
Тырă илме каясси
Пулмасть ĕнтĕ пирĕнтен,
Пире тырă лекес çук.
Хветут хĕрĕ:
— Пирĕн пускил Левентей
Пер кун тырă пилĕк лав
Килнĕ илсе станцăран.
Çирĕм пачĕ тулă тет,
Çирĕм пачĕ сĕлĕ тет,
Вир кĕрпипе пăрçа тет,
Ытти пурте ыраш, тет.
Кавруш матки:
— Вĕсем тырă кӳрсессĕн —
Макçăм, Хветĕр, Левентей —
Ĕçкĕ вăйлă тунă тет.
Симĕс хăсăк тухиччен
Эрех-сăра ĕçнĕ тет.
* * *
Левентейĕн маткийĕ
Ывăлĕпе иккĕшĕ
Макçăм панчен сĕтĕрсе
Аран илсе каçнă, тет.
Сар кĕрĕкне Левентей
Хăсăкĕпе йĕпетсе
Пĕтернĕ, тет, пĕтĕмпе.
Михаля Тарйи:
— Энтри Петри лашине
Икĕ пăтпа панă, тет,
Пуснă, тет, вăл ĕнине,
Хăй каять, тет, Елчĕке.
Çуртне сутнă Антуна
Пĕр пăчкăлла, кĕрĕкле,
Икĕ пуртă, савалла.
Мĕтри карчăкĕ:
— Паян ирех ирхине
Тăхтаç Ваçук ик ачи
Вилсе кайрĕç ман умрах.
Ваçук ĕнтĕ тахçанах
Çемйипеле пĕр татăк.
Çăкăр çисе курман, тет.
* * *
Англичансен мухтавĕ,
Британия илемĕ
Аслă хула Лондон пур.
Тем пыскăш сарăлса
Темза çинче вăл ларать.
Этем ăсĕ ăслăлăх,
Çак çĕр çинчи чаплăлăх
Пурте Лондон хушшинче.
Калама çук мăн çуртсем,
Çуртсем çинче чукун çул,
Çĕр айĕнчен чукун çул.
Хапрăк-савăт темĕн чуль
Лондон тавра пĕтĕмпе.
Лондон хулин аслă порт —
Мĕн чуль, мĕн чуль карапсем
Унтан-кунтан тĕнчерен
Çав порта пыраççĕ.
Тĕнчепеле вăл Лондон
Суту-илӳ хăй тытать.
Çак çĕр çинчи пуянлăх
Ун аллине пухăнать.
Ылтăн-кĕмĕл, пур укçа,
Ытти хаклă япала
Англичансен аллинче.
Фабрикантсем-банкирсем
Мăн хырăмне кулленех
Капиталпа тултараç.
Кӳле тăран лашанăн
Сĕлĕпеле мăй ӳсет,
Капиталпа хуçанăн
Ылтăнпала мăй ӳсет.
Чылайранпа Англире
Çаптараççĕ хаçатсем
Россияра пит пысăк
Выçлăх пулни çинчен.
Выльăх-чĕрлĕх, этемми,
Ача-пăча, вĕт шакăр
Выçăпала вилнине
Англичансем пĕлеççĕ.
Россияри Советсем
Пулăшмашкăн ыйтнине
Британия илтет те,
Илтсессĕн те пулăшмасть.
Мĕншĕн тесен тахçанах
Тӳре-шари Англиян
Мойçи-Джоджи-Парламент
Сивĕ куçпа Совета
Юратмасăр пăхаççĕ.
Совет ыйтать тырă-пул
Ĕç халăхне тăрантма,
Кимĕ тавраш, паровоз,
Ĕçме-çиме, турттарма
Британирен ыйтаççĕ.
Бриания банкирсем
Ик аллине кĕсйине
Чикеççĕ те калаççĕ:
«Совет халĕ тӳлетĕр
Ĕлĕк илнĕ парăма,
Вара унтан мĕн пулĕ», —
Тесе вĕсем калаççĕ.
Хĕвел анăçĕ енчи
Ытти тĕрлĕ патшалăх
Капиталпа пĕр чĕлхе
Пурте çапла калаççĕ.
Америк та çав маях.
Выçлăхпала кĕрешме
Мĕн пур вăйпа тытăннă.
Мехел çитнĕ майпеле
Вăрлăх парса актарчĕç.
Выçă çĕртен халăха
Тутă çĕре яраççĕ.
Ачасене выç çĕртен
Тырă пулнă çĕрелле
Ăсатаççĕ пăрмаях.
Тырă пулман вырăнта
Столовăйсем уçаççĕ.
Ачасене-мĕнсене
Пăртак чуна усрама
Пур çĕрте те параççех.
Вĕренерте каçпала
Халĕ хăврĕ Михаля.
Халĕ пурте пухăнман,
Унă-кунĕ сăмаха
Калаçаççĕ пынисем.
Чĕлĕмсене кăларса
Чĕрне çине ун кĕлне
Пуçне тытса шакаççĕ.
Уртемей:
«Хритун, санăн пур-и çак,
Чĕлĕм йĕппи кирлĕччĕ.
Чĕлĕм кĕлне чĕлĕм
Тасатмашкăн пар халĕ».
Хритун:
«Ман чĕлĕм у санни пек
Хăрăк чĕлĕм марччĕ-ха,
Йĕппи те пур, пурте пур.
Илех ĕнтĕ, парас пуль,
Тасат хуппипе сăмсуна».
Сантăр:
«Çавă вата Хăритун
Чĕлхипеле кастарать».
Хритун:
«Сан чĕлхӳ пек тăм чĕлхе
Марччĕ халĕ ман чĕлхе».
Килте тунă таçака
Хăш туртаççĕ чĕлĕмпе,
Хăшĕ хутпа туртаççĕ.
Ĕмсе илет тĕтĕме
Вĕрсе ярать çӳлелле.
Мĕтри:
«Лайăх лаша какайне
Çакă иртнĕ Кăрмăшра
Пилĕк пине параччĕç».
Йăкăнат:
«Сарă çăвăн крепенки
Вăтăр пине пурччĕ», - тет.
Уртемей:
«Халĕ пулнă Кавалта
Икел пăчĕ çĕр çирĕм,
Ыраш пăчĕ виççĕр пин».
Ахваниç:
«Пăх-ха халĕ хаксене
Мĕнле ӳссе пырать у.
Пурпĕр тесе ан шутла.
Ытла ним те пулмарĕ».
Хурал пӳртне майĕпе
Халăх пырать пухăнса.
Сергей:
«Пурăнма та пулĕччĕ
Кив тырăсем пулсассăн.
Пĕлтĕр хĕлле отрядсем
Ытла ним те хвармарĕç.
Пур пеккине пĕтĕмпе
Шăлса тухса кайрĕç вĕт.
Çын пуçне виçшер пăт
Шăпăрт татса патăмăр.
Эпĕ патăм вун улт пăт.
Мана кăçал вăл тырра,
Клете кӳрние парсассăн,
Эп пулăттăм урăх çын».
Марка:
«Парассине патăмăр.
Енĕшпуçне Нӳш пирки
Пирĕн тырра сăтăрчĕç,
Вĕсем тунă вăсстани.
Иртнĕ хĕлле икĕ ял
Енĕшпуçпе Нӳшкасси
Ĕçре тăран çынсене
Кĕписене хывтарса
Çара уран юр çинчен
Çӳретнĕ, тет, уттарса.
Унтан вара хĕнесе
Туртасемпе рычакпа
Пере-пере вĕлернĕ, тет.
Пĕрне улăм ăшĕнчен
Тупса туртса кăларнă, тет.
Кĕпи-йĕмне хывтарса
Малтан шывпа сапрĕç, тет
Тарасаран пĕр витре;
Унтан хайхи тарчĕ, тет,
Йĕтем хыçне çитсессĕн
Халăх хуса çитрĕ, тет.
Туртасемпе рычакпа
Тапа-тапа хĕсрĕç, тет.
Çапах çавă тахçанччен
Йăшăлтатса выртрĕ, тет».
Хритун:
«Енĕшпуçпе Нӳшялне
Айтăр кăçал каятпăр
Тырă-пулă тиеме.
Вĕсем пĕлтĕр пит çăмăл
Пирĕн тырра пухтарчĕç,
Ун вырăнне халь кăçал
Выç халăха тăрантма
Енĕшпуçпе Нӳшкасси
Пире тырă паччĕр-ха».
* * *
Нумай пулмасть Мăнтăрсем
Сакăр килĕ Аната
Тухса кайнă терĕçĕ.
Вĕсемпеле пĕрлешсе
Мăнтăрсенĕн тахăшĕн,
Ашшĕсенчен уйрăлса
Пĕр хĕр кайнă Аната.
Ăсатмашкăн тухакан
Кӳршĕ-аршă умĕнче
Çав хĕр çапла юрлать тет:
«Ма пухăнтăр, ял-йышсем,
Упа курма килтĕр-и?
Ан кулянăр, тантăшсем,
Эп кайсан ял хушши
Ирĕкленĕ сирĕншĕн.
Атте, маншăн ан кулян,
Санăн хĕрӳ Хĕреççи
Тытса кӳлес лаша мар,
Анне, маншăн ан макăр,
Санăн хĕрӳ Хĕреççи
Пуçа çыхас тутăр мар.
Йăмăк, маншăн ма йĕрен?
Санăн умри тенкĕсем
Манăн умра пулас çук.
Анне, маншăн ан кулян,
Санăн хĕрӳ Хĕреççи
Ларса сăвас ĕнӳ мар.
Атте лартнă улмуççи
Пĕр турачĕ ытлашши,
Кассан паллă пулас çук.
Атте хĕрĕ тватă хĕр,
Пĕр Хĕреççи кайсассăн,
Пĕртте паллă пулас çук.
Анне, çăкăр кассассăн,
Çăкăр хытти маначчĕ.
Эпĕ тухса кайсассăн,
Кама тивĕ çав хытти?
Манăн сасăм йăс ханкрав
Çак Мăнтăрта янраса,
Пире майăн çилпеле
Барнаула çитсессĕн,
Ыр хыпарăн янăратăр.
Атте-анне, хурăнташ,
Пире тантăш çамрăксем,
Ан кулянăр вилесрен.
Выçăпала вилсессĕн,
Çĕпĕр çĕрне пытарĕç.
Чăпар куккук пулап та
Куккуласа авăтăп.
Чăпар куккук сассинчен
Пĕлĕр Хĕреççи пĕтнине».
* * *
Орлеанран Титаник
Тухнă кайма Европа,
Тинĕс хĕрне Орлеан
Юлчĕ пăртак хуралса.
Лăп çанталăк пулин те
Океанăн мăн шывĕ
Таçта инçе аякран
Ухса-ухса килет те
Анаталла вăл вара
Аннă пекле курăнать.
Çӳлле пăхсан, пĕлĕт çеç,
Çĕре пăхсан — тĕпсĕр шыв.
Йĕри-тавра пăхсассăн,
Пĕлĕтпеле океан
Иккĕш пĕрле тытăннă.
Тем пысăкăш пуçĕпе,
Тинĕс шывне кастарса,
Ишсе пырать мăн карап,
Хăшăлтатса, шавласа.
Орлеанăн гаванĕнчен
Тухнă кайма Европа
«Бостон» ятлă пароход.
Америкрен Францие
Каян-килен çынсене
«Бостон» карап турттарать.
Хальхи вĕреннĕ çынсене
Мĕн кирлисем пурте пур —
Радиоллă телеграф,
Хаçат çапса тăраççĕ.
Тата ытти япала
Тем те пулĕ вăл шкулта.
Каютасем пит таса,
Йăлтăр-йăлтăр курнаççĕ.
Америка çыннийĕ,
Нимĕç, француз, англичан
Пĕр каюта пухăннă.
Хаклă йышши апатсем
Çисе вĕсем пыраççĕ.
Сĕтел тулли закуска,
Темле-темле эрехсем.
Çакă çынсем пит пуян,
Акционер тытакан.
Тум-тирĕсем пит паха,
Ылтăн чассы пурин те,
Пӳрнисенче бриллиант,
Жемчуг чулĕ таврашĕ.
Прахут çинчи радио
Илсе килнĕ хыпара
Вĕсем тытса вулаççĕ.
Хаçат çине чи малтан
«Российăра пит выçлăх,
Атăл çинче халăхсам
Ытла питĕ аптранă», —
Тесе çырнă сăмахсем.
Англичанла пуплеççĕ.
Америка çынни:
— Россияра выçлăх
Коммунистсем йĕркене
Тытса тăма пăлменрен.
Красно-арми хăйсемех
Çаратнă, тет, халăха.
Америка патшалăх
Пулăшас çук Россия.
Ахаль пăртак кăмăлтан
Пулăшкалĕç çав ĕнтĕ».
Француз:
«Французсенĕн Республик
Патша пулнă чухнехи
Парăмсене тӳлесен,
Пирĕн вара Парламент
Тин пулăшать Россия.
Пирĕн пекки коммерсант
Акционер çыннине
Выçлăх ним те хăратмасть.
Хамăр алри ылтăнпа
Тырă-пулă тăватпăр;
Пире кирлĕ саккуна
Ылтăнпала çапатпăр».
Нимĕçпеле англичан
Ним сăмах та чĕнмеççĕ.
Тата пăртак çак ушкăн
Ĕçрĕ тĕрлĕ эрехсем.
Пуç патнелле пырсассăн,
Тухрĕç вĕсем салона.
«Бостон» шхунăн зал пысăк,
Рококолла стиллĕскер.
Куç кĕскисем алăк пек.
Залра çынсем чылаях
Девицасем, дамасем
Кулкаласа çӳреççĕ.
Карăнтарса пуçсене
Лорнет витĕр пăхаççĕ,
Канат тата музыка.
Третий класра, второйра
Тем чуль халăх вырнаçнă,
Тата мĕн чуль çак «Бостон»
Тавар тавраш тиенĕ.
Ку караппа виçĕ хут
Тырă кӳрсе Россия
Выç халăха парсассăн,
Нумайăшĕ вилĕмрен
Хăтăлмалла çакă çул.
Кашни куллен пĕр виле
Пыра-пыра чикĕççĕ,
Виççĕ-тваттă хăш чухне
Виле кĕрет шăтăка.
Кăçалхи çул чĕрĕ чун
Хавасланни пур-мĕн-ха:
Хура çăхан кăранклать
Ир пуçласа каçченех.
Çапла пулчĕ самана
Пин те тăхăрçĕр çулта
Çирĕм пĕрре кайсассăн.