Эпĕ ун чухне те улттăра, те çиччĕре — лайăх астумастăп.
Çуркунне. Уяр кун. Хĕвел ăшăтса пăхать. Юр ирĕлме пуçланă.
Пӳрт тăрринчен, лупас çинчен тумла тумлать.
Пирĕн картишĕнче лаша, ĕне, сурăхсем хĕвел çинче ăшăнса тăраççĕ.
Сысна хĕвел питне ыраш улăм çине выртнă та нăрк-нăрк! нăрклатса çывăрать. Атте картишĕнче улăм турать кĕреплепе.
Эпĕ улăм купи çинче мекĕлчĕк хуçмалла выляттăмччĕ.
Улăм купи çине ухнă чухне, темле, çӳлте чĕрик-чĕрик! тенĕ пек илтĕнчĕ.
Эпĕ çӳлелле пăхап та — урамри йăмра тăрриннче икĕ хура кайăк чĕриклетсе лараççĕ.
Эпĕ аттене:
— Атте, пăх-ха, йăмра çинче хура çерçисем лараççĕ, — терĕм.
Атте мана:
— Ухмах, хура çерçи пулать-и çав, шăнкăрч вет вăл, — тет.
— Мĕнле шăнкăрч, эпĕ курман-çке ун пек кайăк, — тетĕп аттене.
— Ĕнер килменччĕ-ха, паян çеç килнĕ вĕсем, — тет атте.
Эпĕ аттерен ыйтап:
— Пирĕк анне Ишекрен килнĕ, шăнкăрчсем те Ишекренех килнĕ-и вĕсем? — тетĕп.
— Çук, аннӳ Ишекрен килнĕ те, шăнкăрчсем Ишекрен килмеççĕ, ăшă енчен, кăнтăрларан килеççĕ, — тет атте.
Эпĕ аттерен каллех ыйтатăп:
— Атте, кăнтăрла ăçта вара вăл, хамăр кантăр ани çинче пăри вырнă чухне эпир турăхпа кăнтăрла апачĕ çирĕмĕр, кăнтăрла пирĕн кантăр ани çинче пулсан, унта кун пек хура, чăпарлă кайăк курман-çке эпĕ, — терĕм аттенне.
Атте мана:
— Ан аптратса çӳре, пӳрте кĕр те аслаçунтан ыйт. Кайăксем ăçта кайнине каласа парĕ вăл сана, — тет.
Эпĕ пӳрте чупса кĕтĕм. Асатте çăпата сапласа ларать. Пӳрте кĕрсенех, сăхмансене хывичченех, асаттерен ыйтап:
— Асатте, шăнкăрчсем ăçтан килеççĕ вĕсем? — тетĕп.
Асатте мана калать:
— Ачам, кайăксем çичен каçхине, путексем выртса çывăрсан, каласа парăп сана, — тет.
Эпĕ пăхрăм та — пĕр путекки урайĕнче çывăрать, тепĕр шурă путекки çулçă чăмласа тăрать.
Эпĕ шурă путеке тытрăм та — путек тапаланать, пуçĕпе ман сăмсана пачĕ. Эпĕ ăна çапах кăмака хыçне хăма тăратса хупса хутăм. Шурă путек макăрать, çывăракан путеке вăратĕ тесе кăмака хыçне çулçă пăрахса патăм ăна.
Эпĕ вара:
— Асатте, пĕр путекĕ урайĕнче çывăрать, ав, шурă путекне кăмака хыçне хупрăм, вăл та сан сăмаха итлес çук ĕнтĕ, кайăксем çинчен халех каласа пар-ха мана,— тетĕп.
Асатте вара:
— Апла пулсан, каласа парам, сăхманна хыв та итле, — терĕ.
Эпĕ сăхмана, çĕлĕке хыврăм та асатте патне пырса тăтăм итлеме.
Çăпата сапланă çĕрте пушăтсем тирсе асатте калать:
«Шăнкăрчă, чĕкеç, хура курак кĕркунне, сивĕте пуçласан, пирĕн патран Тăрăм пасар еннелле, кăнтăрлана, каяççĕ, — тет. — Хура тинĕс, Кăвак тинĕс урлă кайăксем вĕçсе каяççĕ те унта, ăшă çĕрте, йăва çавăраççĕ, çăмарта тăваççĕ, пусса лараççĕ, чĕпĕ кăлараççĕ. Вара вĕсем каллех, кунта ăшăта пуçласан, çу каçма пирĕн пата килеççĕ, — тет.
— Ĕнлет шывĕ пур, — тет асатте. – Ĕнлет шывĕпе кайсан-кайсан çаран. Тата кайсан вăрман. Кайсан-кайсан, тата кайсан, хăвалăх.
Хăвалăхпа кайсан-кайсан шурлăх каять. Вара Ĕнлет шывĕ тăршшĕпех хăмăшлăх.
Ĕнлет шывĕ пуçĕнче, çавă шурлăхпа хăмăшлăх варринче, кĕмĕлтен тунă ылтăн тăрăллă çурт. Вăл çуртра кайăк патшипе майри пурăнать. Кайăк патши патне этем пырса кĕме çук.
Ун патне йытă анчах, çăвара хут хыпса, кайăк патши майри юрланипе хăмăш хашлатнине тăнласа, шурлăхсем, шывсем урлă ишсе каçса çитме пултарать.
Çавă кайăк патши кив уйăхра кивелет, çĕн уйăхпа çĕнелет, ун майри те кив уйăхпа ватăлать, çĕн уйăхпа çамрăкланать, чип-чипер сарă хĕр пулать.
Кайăк патшипе майри, ватăлса, çамрăкланса, ĕмĕр-ĕмĕрех çапла пурăнаççĕ.
Кайăк патши майри кив уйăхра хурлăхлă юрă юрлать; çĕн уйăхра çамрăкланса, чиперленсе, хитре юрă юрлать. Кайăк патши майри юрланипе пĕтĕм хăмăш тайăла-тайăла кашлать.
Мĕнпур вĕçен кайăк çак кайăк патши майринчен юрлама вĕренет.
Кайăк патши алкумне тухса пĕрре шăхăрсан хуп-хура хура пĕлĕт пек хисепсĕр нумай вĕçен кайăк вĕçсе пухăнать.
Кайăк патши тепре шăхăрсан пĕтĕм вĕçен кайăк вăрçă вăрçма пуçлать. Вĕçен кайăк вара вилсе çумăр пек тăкăнать.
Кайăк патши тепре шăхăрсан вĕçен кайăк вăрçă вăрçма чарăнать те вĕçсе саланса пĕтет», — тет асатте.
Асатте çапла каланă çĕре хайхи кăмака хыçĕнчи шурă путек макăрма тапратрĕ. Вăл макăрнипе урайĕнчи хура путек тăчĕ те, пуçне каçăртса, хăрах урипе хӳрине тăсса карăнса илчĕ те, вăл та макăрма пуçларĕ.
Асатте вара кайăк патши юмахне калама чарăнчĕ:
— Юмах янине путексем илтсен сурăх ĕрчемест, — терĕ.
Эпĕ асаттене:
— Путексене тула картана хупас, вĕсем пӳртре мана юмах итлеме памаççĕ, урайне варалаççĕ, — терĕм.
Асанне, кăмака çумĕнче кĕнчеле арласа лараканскер:
— Ачам, путексем сан пекех çамрăк-ха вĕсем, картара сивĕ вĕсене, — тет.