Аслă хула тетрелĕхĕнчен
Тухрăм та эпĕ, чунăм лăпланчĕ.
Çунчĕ вăл вăрттăн. Çунчĕ — çуталчĕ
Витĕр курнан таса кĕленчен.
Килĕр, çынсем, пăхмашкăн чун витĕр!
Сăнăр çӳлтен — сенкерлĕх курăнать —
Ку вăл манра тӳпе пурăнать.
Тĕттĕм хура тĕсрен те ан писĕр —
Нӳрлĕ тăпра та манра упранать.
Шăп варринчв хĕм-çиçĕм çиçет:
Ку юрату — сӳнет те тивет.
Килĕр, çынсем, пăхмашкан чун витĕр,
Килĕр...