Иртнĕ уйăх вĕçĕнче хăна килчĕ, институтра пĕрле вĕреннĕ юлташ. Пĕрре савăнтăм, тепре... вăтантăм. Ара, епле савăнас мар-ха? Пĕр çăвартан пурăннă юлташу çирĕм çул иртсен кĕтмен çĕртен сан куçу умне тухса тăтăр-ха — çунат çапса юрласа ярăн!
Юрать-ха, ал айĕнче «мускав çутти» сыхланса юлни. Ăна пĕрер стакан шатлаттартăмăр та çырткаламалли... суханпа çăкăрсăр пуçне, урăх нимĕнех те тупăнмарĕ. Холодильник те пуш-пушах. Уйăх вĕçĕ терĕм-çке. Талонпа илнĕ апат-çимĕçсем уйăхран уйăха сыпăнсах пыраймаççĕ çав. Çитменнине тата арăм та пыр шыççипе больницăра выртать.
— Атя, — тетĕп Димăна, — столовăйне кайса çиер.
Октябрьски урамĕ юнашарах. Унта ĕçлекен пĕр пĕлĕш хĕрарăм кăштах куçне хĕсрĕ те:
— Пирĕн ĕнерхи салма кăна, паяна валли пĕçерме продуктăсем çитмерĕç-ха, — терĕ.
Ун-кун пăхкаласа илтĕмĕр те Советсен урамне вашкăртрăмăр. Кунта та кĕрпе яшки анчах иккен.
— Капла пулмасть, — тетĕп юлташа, — столовăйсем тăрăх çапкаланса çӳриччен атя «Рехет» ресторана, Социализм урамне. Вăл кунтан вунă-вунпилĕк минут утмалăх çеç.
«Рехет» ресторанри меню çине пăхатпăр та — пире кирлисем чăнах та пур. Чăх яшки, сосиски макаронпа тата икшер стакан кофе заказ патăмăр. Çур сехетренех пирĕн ума турилкесем килсе ларчĕç. Яшки çинче аш вырăнне чăх пӳрни те икшер тĕк тупăнчĕ. Сосиски текенни атă патуши пек хытă япала пулчĕ. Çыртса туртнă май пуçа стена çумне петĕм те кашăк пысăкăш мăкăль сиксе тухрĕ. Çук, стени çинче мар, чул стени янраса çеç кайрĕ... Майонез банкисем çине туптарнă шĕвекне ĕçеймерĕм, тăварлă туйăнчĕ. Кофе вырăнне хуран çунă шыв тултарнă пулас.
Часах официанткă пычĕ те:
— Сосискисем ăçта? — терĕ.
— Ăçта пулччăр, хырăмра, — тетпĕр.
— Эсир вырăспа сăмах та ăнланмастăр-им? Сосиски тени вăл ĕммелли тенине пĕлтерет. Меню çинче унăн хакне те ĕммеллĕх çеç кăтартнă. Эсир вĕсене, ав, кăшласах янă. Шăлсем хăватлă курăнать. Сирĕн хыçран килекенсене пирĕн мĕнпе хăналамалла ĕнтĕ? — çилленсех ыйтрĕ шурă умçыххиллĕ шутсăр мăнтăр хĕрарăм. Хăйĕнчен виçĕ метра вĕри çапса тăрать.
— Ай, турăçăм, çын çăварĕнче пулнă япалана епле тепĕр хут çын умне лартатăр? — тетĕп.
— Кунта нимĕн тĕлĕнмелли те, нимĕн йĕрĕнмелли те çук. Эпир вĕсене кашнинчех темиçе çеккунта вĕрекен шыв çине ярса илетпĕр, — ăнлантарчĕ пире çакскер. — Ав, юнашар «Коммунизм» урамри «Çăтмах» ресторана кайăр-ха, унта сире ĕмме мар, сосискисене витрина çинче кăна кăтартаççĕ, уншăн та укçа тӳлеттереççĕ.
— Вара сирĕн пĕр сосиска кун каçиччен миçе хутчен сĕтел çине тухса кĕрет? — ыйтрĕ Дима юлташ.
— Çирĕм хутчен, — тавăрчĕ мăнтăркка. — Эсир хыпса çăтнисем тата пĕр вунă çын умне тухмаллаччĕ... Ну, юрĕ ĕнтĕ, мĕн тăвăпăр. Хырăмран калле кăларса илме çук. Хакне тӳлес пулать.
Хайхискер шут çинче шапт-шапт! тутарчĕ те апат хакне пиртен менюра кăтартнинчен пилĕк хут ытларах сӳсе илчĕ...
— Хăй вара сосиска ĕмнипех çапла мăнтăрланнă-ши? — ыйтатăп Димăран ресторанран тухнă май.
— Ĕммеллисем унăн пур тăр-ха. Вăл ăна санпа манран ыйтса тăмĕ, — терĕ хăна темшĕн кăшт куларах. — Анчах та хуранти пиçекен сосискине пĕрре ларса пилĕк порцирен те кая çиместех ĕнтĕ.
Эпир ресторанран тухнă çĕре хула çине каç ĕнтрĕкĕ пуснăччĕ ĕнтĕ. Çула кĕскетес тесе, çырма-çатра урлă ансăр сукмакпа васкатпăр.
Нумай та утманччĕ, Дима тем пăркаланма пуçларĕ, кукăрăлкаласа илчĕ те:
— Эсĕ утах тăр, эпĕ сана хăваласа çитĕп, — терĕ те хăва ăшне вăштах чăмрĕ.
Çав самантра манăн хырăма та тем шатăртаттарсах пăчăртаса илчĕ... Акă сана, пирĕн «Рехет» тамашана çаврăнчĕ. Коммунизм урамĕнчи «Çăтмах» ресторанах çитнĕ пулсан, унта тата мĕн курăттăмăр-ши?