Йăлтăртататчĕ, савăнатчĕ тĕнче паçăртарах. Электропуйăс кустăрмисем те хаваслансах шакăлтататчĕç, кăлтăрттин-кăлтăрт, кăлтăртти-кăлтăрт-калтăрт…
Сикрĕç тухрĕç анăç енчен хура пĕлĕтсем. Тухăçалла тараймĕ çав вĕсенчен хĕвел, пĕле тăркачах малалла ăнтăлчĕ, аслати еннелле, çиçĕм енелле.
Чĕресрен тăкакан çумăр тапранчĕ. Курăнмасть хĕвел тӳпере. Электропуйăс çеç малаллах ыткăнать. Вăхăт шутлаççĕ, пăтрашса кайса çĕнĕрен пуçлаççĕ кустăрмисем.
Эльтук вакун чӳречинчен тулалла тĕсерĕ, нимĕн те курăнмасть. Электропуйăс çумăра касса малаллах талпăнать, кустăрмисем вăхăт шутлаççĕ...
Вăхăт. Этем те çак пуйăс евĕр мар-и-ха? Кунсем, çулсем иртеççĕ. Эсĕ вара йывăрлăхсене парăнмасăрах малалла талпăнатăн. Пуйăспа ансат, вăл каллĕ-маллĕ те çӳрет. Этем шăпи вара пачах та урăхла. Ху пурăнса иртттернине аса илӳпе çеç таврăнма пултарăн эсĕ.
Хăй умĕнче выртакан папкăна аллине илчĕ Эльтук. Унта çапла çырнă,
Вунă çул каялла чăн пулни.
Хулпуççи урлă уртнă шальне тӳрлетрĕ те вăл виççĕмĕш хут вулама пуçларĕ çав поэмăна.
Çу каçĕ
1.
Каçхи салам, ыр вулаканăм!
вулас-тăвасĕ вăл тарам,
атя, кăштах чуну, тен, канĕ,
тăван ялпа паллаштарам.
Хĕр евĕр çупăрлать çу каçĕ,
авланнă пул хăть – пурпĕрех.
Çурт-йĕр таврашĕ чăн евчех,
антеннисем инке пек каçăр.
Çинçе хĕрсем карталанса,
васканă май саспах кулаççĕ.
Кинемисем хаш-хаш туса
чӳречерен пăхса юлаççĕ.
Сенкер экран умне ларса
ват мучисем чĕртеççе чĕлĕм.
Çине-çинех пашлаттарса
кăх-кăхлатса çăтаççĕ тĕтĕм.
Мăнукĕсем чупса ĕшеннĕ.
клуба çитме пулнăскерсем.
«Шуçчуманпа» каян тесе
каланине йăлтах ĕненнĕ.
Ватти-вĕтти килте те канĕ,
яш чĕрене тытса ан чар.
Клуба çитер пуль, вулаканăм,
геройсемпе кăшт калаçар.
2.
Кĕретпĕр. Çамрăксем çул паччăр!
Ара, ал тыт-ха, ан вăтан.
Куратăн-и, пирĕн пата
кулса килет пĕр çырă каччă?
Кану хуçи вăл ĕçченсен.
Çук, хăй канмасть. Епле-ха ларĕ,
вăй тулнă чух, чĕре чĕнсен,
çĕр хăлăпне туртса кăларĕ!
Сунатпăр ырă каç, Кĕçтук.
Халь мĕн пулать сан? Репетици?
Курма пире унта кĕртинччĕ?
Сăмах паратпăр. Шавлас çук.
Ыр çын пĕр сăмахран ăнланчĕ.
Тăплан. Тинкер мала, пуçланчĕ.
…Ав çав-Эльтук – хальхи Нарспи.
Кĕçтукшăн вăл чĕре таппи.
Чĕлхи – сăпайлă калаçма,
тутти – пылаккăн чуптума.
Ун куçĕнче тӳпе куратăп
(Эп вăрттăн хам ăна юратăп).
Анчах ялан хавас Эльтук
паян йӳç эрĕм çинĕ тейĕн.
Ыйтса пĕлес – хăювăм çук,
тата тусне те кĕвĕçтерĕп.
Унтах Верук, Эльтук тус-хĕрĕ.
Чĕкеç шатриллĕ, лутрарах.
Анчах та пуплеме пит чĕрĕ,
пĕр пуçласассăн – айтурах!
Тепри – Шепшеп Ваççи. Вĕçет
(Шăпах та ик çитменлĕх пур ун).
Верук патне ан пыр эс, пăрăн,
Ваççа виçесĕр кĕвĕçет.
Ку шӳтшĕн çеç. Ларар-ха шăпăрт.
Куратăн-и сухаллине?
Ларкки мучи вăл, тытнă шăпăр,
ташлаттарма хатĕрленет.
Ара, ан кул. Парать вăл ватă,
пĕрре пуçлать тăк калама, –
Сан сикнипе шăтать çĕн атă,
мучин сăмси те тарламасть.
Каламăп кашниннех ятне,
эс кĕт-ха, вулакан, васкатăп.
Кала, мучи, çăва патне,
ура хуçса пĕрле ташлатăп!
2. Ирхине
Çут куçĕ уçăлать çĕн кунăн,
ял выльăхĕ васкать уя.
Иртеççĕ инкесем ун-кунăн,
хатĕрленмеççĕ-ши туя?
Эп çитрĕм тенĕн йăлтăрах
шевле кравать çине хăпарчĕ.
Кĕçтук сикет ялт тăрать,
ăна хĕвел кая хăварчĕ!
Кĕçех кил картишне тухса
ик пăт пуканĕ пек вылярĕ.
Вăт шельмă, вăй-халне пухса
хапха урлах персе вăл ярĕ!
Кĕçтук тӳрех чĕрре кĕрет,
манран капаш тесе пуль култăр?
Юрать эппин. Вăл-ку тĕп пултăр.
герой çăлран, ав, шыв кӳрет.
Ак, виç хĕрарăм – пĕр пасар
яш хыçĕнчен пăхса тинкерчĕ.
– Наçтуçăн мĕншĕн савнас мар,
хĕвел пек ывăл çитĕнтерчĕ.
– Ĕлĕктерех, çитсессĕн çу
ял çамрăкĕ вăййа çеç чупнă.
Халь клупсăр, ав, ялти ват супнăн,
Ларкки пиччен те канăç çук.
– Ачи вăр-вар, кам килĕштермĕ...
– Илтсе-и?
– Мĕн?
– Те вăл пустуй, вĕсен клубрах пулать тет туй…
- А-юй?!
- Чăнах.
- Вăт тĕлĕнтермĕш!
Ку мĕн, асту-ха, Сар Анна
клупрах хăй ачине ят хучĕ.
– Эх, ĕлĕкрех йĕрки хуть пурччĕ...
– Тухса пыратпăр шуйттана…
Сар инкесем саркаланса
ирхи пуху хупса кĕç кайрĕç.
Кĕçтук унччен, хаçат йăтса,
колхоз ферми енне васкарĕ.
Анат енчен Наçтук инкийĕ
Сăра пички йăтса килет.
Сар инкесен пӳрт чӳречийĕн,
Чĕнтĕр карри кăшт сирĕлет.
3. Хыпар
1.
Вăраман леш енче тӳпе хĕрелет,
тинех шултăрканă хĕвел те шĕвет.
Яри уй хапхи саспа чĕтренет,
кĕтӳ хыçĕнчен тусан çĕкленет.
Хапхи умĕнче ватти йыхăрать,
килти выльăхне тупмассăн хăрать.
Хитре кĕçĕн кин анать шыв хĕрне,
ватти сисиччен майлать тутăрне.
Пĕр каччă çитсе илет витрине,
хунемĕш хыçран юнарĕ кинне.
Пуплесшĕнччĕ каччă-çук хирĕçме,
ăш хыпрĕ тесе пуçлать шыв ĕçме.
Вĕт-шакăр çара пакканах пĕвере,
«сухал шăтиччен» шăмпăлтатнă, чĕтрет.
Ĕçрен таврăнан хаяр амăшсем
чупать çырмана вĕлтрен силлесе.
Унта та кунта хапха шалтлатать,
сиссем, вулакан, кĕçех каç пулать.
Ăсатрĕ ĕçчен хĕрӳллĕ куна,
ан тив, хăйне май кашни халь канать.
Шăмшак ырнăран-ши канлĕ пире?
Анчах лăпкă мар ялти пĕр чĕре.
Çыруллă сĕтел, яри чӳрече,
пĕр тунсăхлă хĕр тăрать умĕнче.
Хăвачĕ çитсен, ăшри туйăмне
пуçтарĕччĕ вăл хурса ал çине.
Вара ăна чĕркĕ, хуплĕ шур пӳс,
анчах халлĕхе эс макăр та тӳс.
Мĕнле хут-хыпар пусать яш чуна,
мĕн-ма сăнĕнче ун хуйăх кăна?
Çыру тыттарсан ĕнер çак хĕре,
вăл савăннипе ташларĕ пĕрре.
Анчах хут çинчи хыпар йывăртан
çырла евĕр хĕр йăлт ӳкрĕ сăнран.
Шур хут варринчи хура йĕркесем –
чĕре варринчи хура çĕленсем.
Анчах та хăруш хыпарăн хуçи
çак хĕршĕн вара ăшра тытнă çын.
Кĕрсен çылăха пулмасть каçару.
Çапла шутласа тытать вăл çыру.
2.
«Чи малтан калам-и
Шупашкар саламĕ?
Малалла кĕскен
пурнăçăм çинчен.
Вĕренетĕп лайăх,
яланхи пекех
(авăнман пĕкке
кам кӳлсе хуçайĕ?).
Илнĕ хыççăн «стипа»
парăмсем тататпăр.
Тепĕр уйăх типĕ
студентла тытатпăр.
Каçсерен вара
тавлашатпăр вирлĕн
ку чухне пит кирлĕ
ыйтусем тавра.
Ĕç çине куçар.
Тӳррĕнех çыратăп,
пултарсан – каçар,
чĕрӳне çуратăп.
Пурнăçра çапла,
çĕтĕлет – сапла.
Çын савса йăл кулĕ –
чунĕ çĕтĕк пулĕ.
Саплама ялан
хăй тĕсли çеç кирлĕ.
Хăть епле эс хирĕл –
саплăкна шыран.
Ман çумра шырарăн
чуну саплăкне.
Урăх ма тупмарăн
хăв пек тĕслине?
Эс хитре те ырă,
чĕрӳпе – таса.
Иртнине тек урăх
илер мар аса.
Идеалăм пултăн,
эпĕ – ун чури.
Вутăш евĕр култăн,
юрату тури.
Туйăм вăл кăварлă.
Çавăнтах каварлă.
Ăс хăватсăртан
тарăх тулчĕ ман.
Туйăма пулах
çав Нарспи ят янă,
ун чури пулать
ăслă хĕр – Татьяна.
Чыс, хисеп те вилĕм
йӳнĕрех эппин?
Эй, вĕретĕр çилĕ,
кĕрешетпĕр тин!
Çук, чĕркуçленмерĕм
санăн умăнта.
Хам калас темерĕм,
кĕтрĕм хăвăнтан.
Хĕр чысне тутантăм,
ят та çĕтрĕ сан.
Тен, туйса ăнлантăн?
Эсĕ парăнан!
Вăй ăсра ку чух.
Чыссăр хак та çук.
Вăйпа хак çук пулчĕ –
урăх мĕн сан юлĕ?
Ӳлĕмрен этемлĕх
ăнланать çакна,
туйăмпа илемлĕ,
анчах тыт ăсна!...»
3.
Хĕр аллинчи çыру
хăр-тăлăххăн,
майĕпен ӳкет урайне.
Тĕнче
тĕксĕмленчĕ.
çут пăнчăсем
чалт-чалт сикеççĕ,
ахăраççĕ,
шăл йĕреççĕ,
тĕллесе кулаççĕ:
Хи-хи-хи,
туйăм чури, ухмаххи,
ха-ха-ха,
тата тем те курăн-ха.
Хи-хи-хи,
ха-ха-ха…
Эй, пурнăç!
Мĕн-ма тĕнчене
телейпе инкек çуратрăн?
Мĕн-ма этеме
чĕре патăн,
çавсене тӳсме
пире çуратрăн?
Пĕрре чĕре çуниччен
аллăм-урам амантăр,
питĕм-куçăм амантăр.
Ытах ют çын кулсан та
атте-аннем хĕрхенĕ.
Чĕре сурнине
кам курать,
ăнланса,
хĕрхенсе
кам калать пĕр-виç ăшă сăмах?
Эй, пурнăç!
Кулăпа куççуль
чĕре çимĕçĕ пулсассăн,
эпĕ çак тĕнчере
пуç çухатнă чун мар-ши,
чĕре тарçи çеç мар-ши?
Эльтук
шухăшлать,
пăлханать Эльтук.
Ăшă сăмах калама
никам та çук,
Ун чунне йăпатма
пĕр çын та çук.
Эх мăнтарăн мĕскĕн чунĕ,
çак хуйха
епле чăтса ирттерĕ-ши,
ачаш чĕрине ӳлĕмрен
чуллантарĕ-ши?
Çак хыпар
ĕнерех çапса хуçрĕ хĕре,
ĕнерех, тен, ун чунĕ
чулланчĕ?
Кĕçтук качча тухма ыйтсассăн
килĕшрĕ Эльтук,
хăйĕн шăпипе
килĕшрĕ Эльтук.
Çырура
тĕрĕсех çырнă, тен?
Хăйне Кĕçтук савнине
ăнланать Эльтук,
мăшăрлă пулассине
шанать вăл.
Анчах
ăçта-ши чĕре,
ăçта-ха туцăм,
ăçта юрату?
Ăс-тăн çăтса ярĕ-ши?
Çук,çук.
чĕрене
улталаймăп.
Ан тив,
чыс та курам мар.
Анчах чĕрене
улталамăп,
сӳнтермĕп ăна.
Сергей!
Юрататăп сана,
юрататăп!
Тата тепĕр хут,
пин хут юрататăп,
шыратăп,
тупапăп!!!
Эльтук чун-чĕри
вăрлатассăн çунать,
тӳсеймесĕр
чупать,
чупать сада.
Кӳршĕсен кушакĕ
умран вĕлтлетет,
ун çăварĕнчен
пĕр кайăк ӳкет.
Эльтук ун умне
чĕркуçленет,
Аманнă чуна
ал çине илет.
Ыр хĕр куççульпе чӳклет
кайăка,
эп хам хĕрхенсе пăхап
Эльтука.
Эльтукăн шăпи -
çак кайăк шăпи.
Анчах халĕ тин
пулăшайăпăр-ши?
Мĕн чухлĕ куççулĕ килчĕç илсе
кушак чĕрни евĕр çыру йĕркисем.
Хуçи ун, Сергей,
ăспа пурăнать.
Ăспах-ши,
кайран
йăлтах курăнать.
Анчах халлĕхе ăнлантăм пĕрне,
«ăсран та этем тӳсет-мĕн хурне.»
Электропуйăс малаллах ыткăнать. Вăхăт шутлаççĕ, арпашса кайса çĕнĕрен пуçлаççĕ кустăрмисем, кăлтăрттин-кăлтăрт, кăлтăрттин-кăлтăрт-кăлтăрт…
Аллинчи хут листисене вуламарĕ урăх Эльтук. Куç умĕнче тĕтреленчĕ, поэма йĕркисем çине вĕри куççулĕ тумларĕ, пат, пат…
Кансĕрлер мар пулĕ Эльтука, краççын сапар мар çунакан чуна. Ан тив, йĕрсе йăпаттăр вăл хăйне. Эрленсе йĕрсессĕн кӳтнĕ чун та лăштах пулĕ, суранлă чĕре те лăштах пулĕ. Эпир вара Эльтук çырăвне вулăпăр.
Ун чухне пирĕн хĕр лăпланчĕ те сĕтел хушшине ларчĕ, аллине ручка тытрĕ те куççуль витĕр çак йĕркесене шăрçаларĕ:
«Çапла.
Эсĕ
урăх тĕрлĕ саплăк.
Эсĕ
вĕреннĕ,
ăслă.
Сан тавра -
артистсем,
поэтсем,
пулас профессорсем…
Кам-ха эпĕ?
Ахаль доярка.
Манăн тавра -
вун ултă ĕне,
вун ултă выльăх…
Çапла шутлатăн эсĕ.
Анчах çынсене
мĕн-ма икке пайлатăн?
Эсир, вĕреннисем,
ăслă иккен.
Эпир вара
ухмахĕсем.
Эсир
çап-çутă пӳлĕмсенче ларатăр,
мăнаçлă сăмахсем калатăр.
Эпир çав вăхăтра
витесенче ĕçлетпĕр,
сирĕн валли
ăшă сĕт сăватпăр.
Пăхсам лайăхрах таврана.
Сирĕн хушăра та ухмахсем чылай.
Пĕр-пĕрне путарса çĕкленеççĕ вĕсем,
Чăнлăха пытарса çăлăнаççĕ вĕсем.
Пирĕн хушăра та ăслисем тем
чухлех.
Ĕçлеççĕ,
вĕренеççĕ,
çĕнĕ пурнăç тăваççĕ.
Туйăмунтан
хăрарăн та,
шикленетĕн те эсĕ.
Ăс-тăнăмпа путарăп терĕн пулĕ.
Анчах та ман çинчен
шутланă-и эсĕ,
хăвна вăйпа юраттарсан
шутларăн-и мĕн пуласса?
Турăн эсĕ хăвăнне,
çĕнчĕ ăсу.
Упалентĕм, мĕскĕнлентĕм санăн умăнта,
юратма ыйтрăм хама.
Эсĕ вара
чĕнмерĕн,
савăнтăн,
ăшăнта савăнтăн.
Тен, çакнашкал сана
татах та саватăп,
курайманлăхпа саватăп,
таракан юратăва
тытма тăрăшатăп,
каллех
упаленетĕп,
мĕскĕнленетĕп…
Иртнĕ çул
каникула килтĕн эсĕ.
Утă çулатчĕç ун чух.
Иксĕмĕр те тухнăччĕ.
Аса ил-ха,
улăхра
çĕр тĕрлĕ чечекчĕ.
Эс çавсене пухса
мана парнелерĕн.
Вун сакăр çулта
пĕрремĕш парне.
Санран тивĕç пултăм тата.
Ăнлан-ха Эльтук чĕрине,
епле тапма пуçласса.
Ытти каччĕсем
калаçма та пĕлместчĕç.
Эсĕ пур
яланах хăв куçпа хаклаттăн,
кирлĕ чух
кулаттăн,
йĕплесе илеттĕн,
тарăхаттăн,
тӳррĕн калаттăн.
Тепĕр чух вара
пĕр чĕнмесĕр лараттăн,
пĕр пăнча тĕллесе
темĕн шутлаттăн,
шурă хут илсе
çыраттăн васкавлăн,
хурататтăн.
Вăрттăнлăхччĕ маншăн эсĕ,
ĕмĕрлĕх вăрттăнлăхчĕ.
Ак ăçта вăл юрату сăлтавĕ,
хăвачĕ.
Эсĕ калани
тĕрĕслĕхчĕ,
эсĕ хушни
саккунччĕ маншăн.
Ас тăватăн-и,
ун чухне
çур куннеччĕ.
Пĕр вечерта
иксĕмĕр те пулнăччĕ.
Эрехне эсĕ
вăйпах ĕçтертĕн,
юриех ӳсĕртрĕн,
кайран хăлхаран
юрататăп тесе пăшăлтатрăн,
ачашлантăн,
чуптурăн…
Юратупа ӳсĕрĕлнĕ чĕрене
мĕн эрехĕ кирлĕ,
унсăрах вăл ӳсĕр.
Ун чухне эсĕ
ăс-тăна ӳсĕртрĕн,
шутлами турăн,
хăвăн кăмăлна çырлахтартăн.
Ӳкĕнмерĕм кайран,
çапла кирлĕччĕ пуль терĕм,
шанса,
кĕтсе,
ĕненсе пурăнтăм.
Тен, эс çак çырăва
ăнсăртран çырнă?
Ун чухне эсĕ, тен,
ӳсĕр пулнă?
Чĕрере ман çаплах
сӳнмен-ха шанчăк,
Тĕлĕкре те чечек
манах парнелен пек.
Сергей,
ман шăпа
кĕçĕр каç татăлать,
кĕçĕр каç çиеле
тĕрĕсси тухать.
Асту-ха,
эпир
ăçта тĕл пулаттăмăр?
Аса ил-ха,
эпир
епле калаçаттăмăр?
Тархаслатăп,
каллех чĕркуçленетĕп.
Ан ултала,
ан çур чĕрене çурмаран.
кĕтетĕп,
татах кĕтетĕп.
Санăн
Эльтуку».
Çапларах çыру çырчĕ ун чухне пирĕн хĕр. Ачаш чунне хытарчĕ те, алла ручка тытрĕ те куççуль витĕр çав йĕркесене шăрçаларĕ, канмалли куна килнĕ Сергей патне чун макăрăвне çитерчĕ...
Малаллах ыткăнать электропуйăс. Кустăрмисем вăхăт шутлаççĕ, пăтрашса кайса çĕнĕрен пуçлаççĕ.
Эльтук умĕнчи тĕтрелĕх чатăрĕ сирĕлчĕ. Лăпланчĕ вăл, лăпланчĕ те вакун чӳречинчен тулалла тĕсерĕ. Çумăр çаплах çăвать. Электропуйăс вара çумăра касса малаллах талпăнать, кустăрмисем вăхăт шутлаççĕ.
Эльтук куçĕпе поэма йĕркисене йĕрлерĕ, пурнăç çиппи пек йĕркесене…
4. Кӳлĕ хĕрринче
1
Сивĕ çил вĕрет, кĕрлет аслати,
çутăлать ялт-ялт Кушлавăш кати.
Сăннине тăсса хура пĕлĕтсем
хăратса чупать, илет чĕтресе.
Кӳлĕри хăва ши-ши шăхăрать,
шăхăрать ши-ши,
пăхмашкăн хăрать.
Çиçĕм ялт çиçет – çĕре лăпчăнать,
тӳсеймест чăтса, пуç хĕрлĕ чăмать.
Ахăрать тĕнче, тĕнче лăпкă мар.
Вулакан, кала, мĕнех, мĕн тăвар?
Тахçанах кĕтет Эльтук пĕр çынна,
куççульпе çăвать аманнă чуна.
Кушлавăш кати ялт-ялт çуталать,
кӳлĕри хăва шыва пытанать.
Аслати урать, асать кăра çил.
Ах, васка, Сергей… васка… кил…
Ыталать Эльтук хăва вуллине,
уртăнса майпен ӳкет çĕр çине.
Эс ăçта, Сергей? Сергей, сасна пар,
инкекри хĕре çăлмашкăн васкар.
…Çуталать ялт-ялт Кушлавăш кати,
сас парать таçта йăваш аслати.
Ахалех кĕтни, чуна çунтарни,
тухăçран килет кĕрен вырсарни.
Ах, Эльтук, тăрсам, тӳрлет çипуçна.
Çул çинче куратăп эс кĕтнĕ çынна.
Тарăху çиçет пике куçĕнче.
Эс мĕскер, Эльтук? Тăхта. Ак тĕнче!
Пит çинчен шăлать йĕпхӳ çумăра,
Чĕтрекен алли хытать чăмăра.
– Çук, вăл кайтăр кунтан,
тек ăна
курам мар.
Кăмăла тивĕçтертĕр манне
юлашки турамран.
Эп кĕтмен сана,
кĕтмен,
юратман.
Юратман,
ан суй!
Ан суй!!!
Юратман…
Ах, ăçта-ши çынсем, Эльтук ăсра мар.
Инкекри хĕре часрах хăтарар!
Çул çинчи этем чупать те çитет.
Ку Кĕçтук иккен.
– Кĕçтук…
Хĕр ӳкет.
Тухăçри кăвак çут çĕкленет
ура сырнăн,
Хĕвел тухиччен
тăрас тет пуль çав.
Чĕтренсе анаслать Кушлавăш катийĕ,
кӳлĕрен каякан сукмак тăрăх
мăшăр йĕр юлать.
Каччăпа хĕре
хăвасем ăсатаççĕ,
чĕвен тăрсах пăхса тăрса юлаççĕ,
хĕр хуйхине ăнланнăн
куçĕсене шăлса илеççĕ.
Кĕçтук
хĕрсех калаçать.
– Ăнлан-ха, Эльтук.
Чĕрӳне
мĕн-ма çунтаратăн-ши?
Теприн умĕнче
чĕркуçленетĕн,
упаленетĕн,
мĕскĕнленетĕн.
Эп пурри çинчен
манса кайрăн,
хăв сăмах панине
манса кайрăн.
Ман юратăва
хак тумарăн,
теприн умĕнче вара
чун хăрхăмĕ пултăн,
упалентĕн,
мĕскĕнлентĕн…
Шăпах.
Эльтук та чĕнмест,
шухăшлать-ши?
Тен, иртнĕ каçран тăна
халĕ те кĕмен?
Хуллен,
майĕпен пуçлать калаçма Эльтук.
– Упалентĕм,
мĕскĕнлентĕм.
Çаплах ку.
Чун хăрхăмĕ те пултăм.
Сана качча кайма килĕшсе
улталарăм.
Сана мар,
хам чĕрене улталас тенĕччĕ.
Çук,
май килмерĕ,
туйăма ăс-тăн
çĕнтереймерĕ.
Çапла.
Упалентĕм,
мĕскĕнлентĕм.
Ку çеç те мар,
чыса,
хĕр чысне çухатрăм.
Чыссăрланнă хĕр эпĕ,
хам ирĕкпе,
хам кăмăлпа.
Ну,
çаплах юрататăн-и эсĕ мана,
хăвна тивĕçсĕр хĕре?
Кĕçтук
чĕнмест,
ĕненмест,
ĕненмест вăл ăна.
Чарăнчĕ,
куçран пăхрĕ хĕре,
вара
пуçне пĕкрĕ те
каларĕ,
– Юрататăп…
Йăл кулса илчĕ Эльтук.
Çук,
савăнăç кулли пулмарĕ çак кулă.
Çак кулă
тарăху кулли
тавăру кулли пулчĕ.
Тавăрать вăл,
Сергей ултавĕшĕн те,
хăйĕн юратăвĕшĕн те
йăлтах тавăрать.
Арçынсем вĕсем
пур те пĕрех,
ултавçăсем,
чул чĕресем,
чуна сутса илекенсем…
Саспах кулса ячĕ Эльтук.
Сасартăк…
Ах,
мĕн пулчĕ-ши хĕре?
Варне тытса
кукленчĕ майĕпен,
варне тытса
йынăшрĕ,
тем пекех çыртсассăн та шăлне
пăчăртанчĕ çав куççулĕ.
Аптăрарĕ Кĕçтук.
Йăпатрĕ,тăма пулăшрĕ.
Хăрарĕ те кăштах.
Мĕн пулчĕ-ха хĕре?
Ахăлтатсах кулать Эльтук,
антăхса,
каçăхса кайсах кулать.
Хăйĕн куçĕ вара
макăрать,
вĕри куççулĕ тăкать.
– Итле Кĕçтук.
Юрататăп терĕн мана,
юрататăп терĕн.
Эпĕ урăххи умĕнче
чĕркуçленнĕ,
упаленнĕ,
мĕскĕнленнĕ.
Анчах тата
чыссăрланнă та терĕм.
Эсĕ çапах
юрататăп терĕн.
Итле!
Ача пулать манăн,
ача пулать!
Ха-ха-ха-ха!!
Ну, мĕн,
çаплах юрататăн-и?
– Нивушлĕ...?
Кĕçтук чĕлхи
çыхланать.
Мăшăр алли çеç мар,
çамрăк пуçĕ те усăнать.
Пуçа хĕсеççĕ,
пăркăчлаççĕ пуçа,
куçа хуплаççĕ,
шăтараççĕ куçа.
Эй, кам ун çулĕ çинче,
ун юратăвне
сӳнтересшĕн,
кăкарса лартасшăн?!
Кам вăл?!!
Эльтук хăй те пĕлмест,
чупать таçталла,
Эльтук хăй те пĕлмест,
мĕскер тумалла?
Ик куçри куççуль
пит тăрăх юхать,
чĕрери хуйхи
чĕренех касать.
Юратушăн Нарспи
кĕрешсе вилет.
Эп мĕнрен кая,
юратмастăп-и?
Кĕрешмешкĕн ман
вăй-хăват çук-и?
Анчах çав юрату
енчен тарчĕ пулсан?
Кĕрешӳ пулĕ ман
Нарспи çулĕ кăна.
Эльтук хăй те пĕлмест,
ăçталлла чупать,
чунĕ çеç ун сисет, -
хăруш ĕç тăвать.
3.
Çав ват çыннăн ыйхи
тăри кайăк ыйхи.
Лăп тĕл пулчĕ хĕре Ларкки мучи.
- Эк-ке-кей,
ăçта каян, чĕкеç,
çумăр витĕр,
ик çунатту тăрăх
шыв юхтарса?
Йĕрекен хĕрпе
шӳтлерĕ вăл,
пике питĕнчи куççуле
шăлса илчĕ,
лăплантарчĕ.
Ăш сăмаха Эльтук
каллех тӳсеймерĕ.
Мучи çине пуçне хурса
эрленчĕ тепре,
ĕсĕклерĕ,
йĕчĕ.
Ларкки мучи
ват çын çав,
ват çын тени
чухлать çав чун-чĕрене.
Ыйтмарĕ,
тĕпчемерĕ,
ăс парса
ятлаçмарĕ.
Шăппăн çеç кĕтрĕ,
хĕр хăйĕн чуне
уçасса кĕтрĕ.
Лăпланчĕ Эльтук,
нăш-нăш туса
типĕтрĕ те куççульне,
лăпланчĕ.
Мучи кăмăлне
туйрĕ вăл,
хăйне ăнланасса
шанчĕ вăл.
Хăйĕн пурнăçĕ-хĕлне,
чунне-чĕрине
кăларчĕ те хучĕ ватă умне…
Мучи шухăшлать.
Тӳррех калама
ача мар мучи,
вăрах шăп тăма
каллех аван мар.
Шӳтлесе калаçни
çыпăçмасть ку чухне,
ăс парса вĕрентни те ку чух
ăслă мар.
– Ăнланатăп, хĕрĕм, хуйхă пуснă чунна,
ăнланатăп.
Калас сăмахăм та çакă кăна,
Нарспи вăхăчĕ –
асар-писер вăхăчĕ.
Юратăва çиекен
пурнăç хăех пулнă-çке,
юратуран хаклăрах
укçи-тенки пулнă-çке.
Хăй тĕнчине çĕнтерме
хал çитмен çав
Нарспийĕн,
çавăнпа ун вилĕмĕ
парăнманне пĕлтерет.
Самани пирĕн халь
çĕнни те,
ăна май
çынни те улшăнчĕ.
Юратура ăнманни
пурнăçран мар,
ытларах
хамăртанах килет çав.
Йăнăшни вăл –
çур инкек,
Парăнни вăл –
çĕр инкек.
Эс вилесси-тăвасси
парăннине пĕлтерĕ,
вăйсăррине пĕлтерĕ.
Ăнлан,
куч ух пурнăçра
туйăмран та вăйли пур,
туйăмран та кирли пур.
Çав туйăм вăл –
этем тивĕçĕ,
кун-çулĕ,
ĕçĕ.
Чĕнмерĕ Эльтук.
Шухăшларĕ.
Чăнах та-çке,
туйăма пулах вилет-ши Эльтук,
Сергее пулах пĕтет-ши Эльтук?
Çук, çук.
Ытла пысăк чыс.
Ан тив,
пĕттĕр хĕр туйăмĕ,
сӳнтĕр,
пăчлантăр.
Анчах ун çумĕнче
ăс та пур-çке-ха.
Тивĕçĕм те пур,
варти ачама çитĕнтерĕп,
ĕçĕмпе
пурнăçа илемлетĕп.
Çут çанталăк
çав-çавах илемлĕ,
малаллах тăсăлать
пурăнăç.
Эпĕ çав тĕнчере пурăнатăп çеç мар,
çĕнететĕп те ăна.
Ку –
чи кирли.
Эльтукăм,
Эльтук,
шухăшларăн-и лайăх?
Ан васка пĕлтерме,
тен, йăнăш шутлатăн?
– Мучи,
йăнăшнă эпĕ.
Каçарччăр мана.
Кала Кĕçтука:
Эльтук
качча тухма
хатĕр те…
* * *
Ирхи тĕнче
ытла та шăп,
ирхи тĕнче
ытла каварлă.
Кун каçиччен çанталăк
миçе хут улшăнĕ-ши?
Анчах хальлĕхе
шăплăх кăна,
каварлă шăплăх…»
Ыткăнать электопуйăс, малаллах ыткăнать. Кустăрмисем тĕнĕлĕ тавра çаврăнаççĕ, вăхăт шутлаççĕ. Хыçа çĕрсем-шывсем, улăх-çарансем юлаççĕ, курăнми пулаççĕ. Умра вара – çĕнĕ сăн-сăпат, умра – чĕнекен инçет.
Çакăн пек çĕнĕлĕхсенче, çакăн пек улшăнусенче юлташăн çирĕп алли кирлĕ мар-и-ха пире? Эпир шуса ӳксен çĕклетĕр вăл, эпир такăнсан тăраттăр вăл.
Эльтукшăн ун пек çын Ларкки мучи пулчĕ. Анчах та пĕрне çеç ăнланман мĕскĕн хĕр çавăн чух, пĕрне çеç чухлайман. Инкекре пулăшма тус-йышсем пултараççĕ, мăшăрна тупнă чух – хăв кăна.
Хулпуççи урлă шаль уртнă хĕрарăм чӳрече умĕнчен пăрăнчĕ, унăн куçĕсем каллех поэма йĕркисем тăрăх чупма пуçларĕç.
5. Çĕнтерӳ
Кĕçтук пăтрашать, Кĕçтук шухăшлать.
Ăна амăш çеç ку чух пулăшать.
Килтех те-ха вăл, анчах халĕ тин
Эльтук килĕшет-ши пулма кĕçĕн кин?
- Чăнах тивĕç мар-ши ун туйăмне?
Çăлман эп ăна, вутра та çунман.
Пĕлмеççĕ, пин хут та йывăр чăтма
ăша ĕнтекен чĕре çулăмне.
Сергей евĕр, тен, хыт чунлă пулас?
Эльтук евĕр, тен, чыса çухатас?
Çав çеç кирлĕ мар-ши савччăр тесен?
Анчах юриех мĕн-ма хур тӳсен?
Инкек сӳнтерет чăн-чăн туйăма?
Тен, çав юрату та пирĕн юмах?
Çук, çук. Тĕрĕс мар. Çунать
пурнăç ман.
Ăнлантăм Эльтук, эс хăв юратман.
Кĕçтук амăшне пăхса халь тăрать.
Кĕçтук тилмĕрсе куçран шăтарать.
Пит йывăр ватта, Наçтуç инкене.
епле çĕнтерес умри инкеке?
– Эх, ывлăм, ачам. Эп ватă текех.
Курса асапна çунап сан пекех.
Инкек вăл килмест куçа курăнса,
анчах май килмест хаш-хаш пурăнса.
Тахçан сан аннӳ те савнăччĕ çав,
анчах çухатман вăл хăйĕн чысне.
Çĕр хут, мĕльюн хут ылхан
вут-вăрçа
паманшăн калла чĕре кĕтнине…
Кайран аçуна эп тухрăм качча,
ик чун телейне çуратрăм ача.
Аçу тупăкне çапса хунăран
паян кунчченех аннӳ пурăнман.
Ман пурнăç санра, кĕл евĕр ан сӳн,
хăть эс те пулин иртнишĕн ыр кур.
Тата, ăнланатăн-ши, ватă аннӳн
мăнуклă пулас çут ĕмĕт те пур.
Эльтук çак питпе качча тухас çук.
Тухсан та, ялта мĕн калĕç ун чух?
Пĕри акакан, тепри пăхакан?
Шутла-ха, Кĕçтук. Шутла та
ăнлан.
Чыс кайнă кинпе ята ярар мар.
Ачи ютăран, Эльтук юратмасть.
Итле-ха, хĕрле ача тăвакан
Качча каяйсан та пĕр пулакан.
– Анне, эп Эльтуксăр чĕрĕ Виле.
– Лăплан, юрату тепре те килет.
– Анчах хальхи мар….
– Кĕçтук, пурнăçра
юратнă çынпа пурăнаççĕ сайра.
Ялта хăвна май ыр çын тупăнать.
Хăв мар тăк, хăть вăл телейлĕ пулать.
Кайран ытарайммăн ачу-пăчуна…
Ăнлан, ывлăм, тĕрĕс
ватă чуна.
Кĕçтук пăтрашать. Кĕçтук шухăшлать.
Тен, амăшĕ чăн та тĕрĕс калать?
Йӳçет туй сăри, анчах халĕ тин
Эльтук пулаймасть туйра кĕçĕн кин.
2.
Каçар, вулакан, йĕркесен авторне.
Ытла пĕлме йывăр ку чух пĕр-пĕрне.
Кĕçтук килĕшетчĕ мана çакăнччен,
Халь, акă, Эльтукăм та, эп те пĕччен.
Пĕрне ăнланмастăп, инкек пулсанах
мĕн-ма çын хăтланăвĕ шап
улшăнать?
Пĕри асапне хăй çине веç илет,
тепри пĕтĕмпех çын çине çеç тиет?
Анчах Кĕçтука ăнланар-ха тĕпрен.
Чăн-чăн юрату çуралман та ун, тен?
Тен, ĕмĕтĕнчи пирĕшти сăнарне
куçарнă йăлтах пĕр Эльтукăм çине?
Сасартăк таса идеал сирĕлет,
Кĕçтук ăшĕнче икĕ вăй хирĕлет.
Пĕри, унăн чысĕ, ултавшăн сурать.
Каçарĕччĕ вăл – туйăмне чыссăрлать,
чысне упрасан Эльтука çухатать.
Кĕçтукăн пуçне çак вăхăт тата
çынна итлени те вăйпах устарать.
Чăваш ялĕнче çын сăмахĕ тени
хăш чух саккунран та хăрушă иккен.
Саккунĕ хуптарĕ, чыса çухатни
ачу-пăчуна та пырса тивекен.
Этем телейне те чылай ватăсем
хаклаççĕ кил-çурт, выльăх-чĕрлĕх енчен.
Ачи çын куллийĕ ан пултăр тесен
кин кирлĕ ыр ятлă, пăрчкан пек ĕçчен.
Итле аслине, хисепле йăлана,
çынсем хушшинче ан каçăрт пуçна…
Çапла ыррине илнĕ чух ватăран
сисмесĕр киввишĕн те çирĕп тăран.
3.
Е хĕвелĕн арки
ытла анлă пирки
ват йăмра вуллинчен шăп çакланчĕ?
Аçа çапнă турат персе анчĕ,
пысăкки, хăрăкки.
Туртăнать вут-çăмха,
вăрлатать уçлăха.
Çутă ĕмĕт пек кун çунатланчĕ!
ял çынни кĕтĕве хуса анчĕ
картари выльăха.
Карăнан курăка
çитĕнтернĕ парка
иртнĕ каç ĕсĕкленĕ хĕр-çумăр.
Курăк мар, хĕвел мар, Кĕçтук чунĕ
вăрлатассăн вăркать.
Ан итле вăхăта.
Тăкки-так… Тăкки-так…
Ах, апла та хăйса чĕнеймерĕ,
мур сăхманĕн çанни тем кĕмерĕ.
Тăкки-так… Тăкки-так…
4.
Урамра
каллех виç хĕрарăм,
урамра
каллех çын çиеççĕ.
Пĕр-пĕрин хăлхинчен
пăшăлтатаççĕ.
… шăл татаççĕ,
…татаççĕ.
Урамра
каллех виçĕ ĕмĕлке,
виçĕ çăвар,
виçĕ пăшăлти.
Тĕрĕсрех каласан
виçĕ хĕрарăм.
Кĕçтук,
лăплан.
Çав элекçĕсем
çиччĕр сире,
сан туйăму çине
сурччăр вĕсем.
Лăплан, Кĕçтук.
Эс вĕт
иртместĕн ватăсенчен,
эсĕ вĕт
иртместĕн.
Никамран та,
нимĕнрен те иртместĕн..
Çиччĕр,
сурччăр,
ылханччăр!
Лăплан, Кĕçтук.
Кĕçтукăн çилли
тулать те çитет,
Кĕçтукăн çилли
вĕрет,
ахăрать,
тулхăрать,
карăнать те…
– Ча-рă-нă-ăр!!!
Акă вăл
урама чупса тухрĕ.
Мĕн шут тытрĕ-ши?
Акă,
çăл патне чупса çитрĕ.
Мĕн хăтланĕ-ши?
Виçĕ хĕрарăмран
пĕри хăть чĕнесчĕ.
Пурте шăпăрт.
Кĕçтук та шăпах.
Анчах
шăмарнă пит-куç,
икĕ мăн чăмăр
хăйсеннех каларĕç.
Ăнланчĕç элекçĕсем
питĕ лайăх ăнланчĕç.
Кĕçтук
килнелле утать.
Вăл та ăнланчĕ.
Ай-яй пысăк иккен ял çăварĕ.
Ăна пĕччен
ниепле те хуплаймăн.
Анчах сăмахран
тек хăрамĕ Кĕçтук,
çын элекĕ çине
сурĕ ӳлĕмрен.
Кĕçтук килне кĕрет.
5.
«Ларкки мучи – ларт, ларт, ларт,
Кмака тăрне йăтса ларт».
Ача чухне, ухмахран,
ватăран та хăраман.
Çилленместчĕ хăй тата.
Е чĕрçи çине лартать,
е черетпе кашнинех
вĕртеретчĕ шăпăрне.
Йăмрана сĕткен кĕрсен
шăхличĕсем тăватчĕ.
Хăй тавралла кунсерен
ача-пăча пухатчĕ.
Юмах яма тапратсан
хурпăхмана манаттăм.
Çичĕ пĕлĕт хушшине
çиччĕ ухса анаттăм.
Ларкки мучи, яш мучи
паян кун та ватăлмасть.
Хамăр ял ачи-пăчи
ун кутĕнчен татăлмасть.
Кĕçтука мĕн пуласса
вăл епле ан систĕр-ха,
ку чухне килте ларса
епле чунпа тӳстĕр-ха.
Кил хапхисем виç инкен
чĕриклетсе хупăнать.
Анат енчен, мал енчен,
Ларкки мучи хăпарать.
– Пирĕн килес.
Аван-и?
– Ирт-ха.
Аванни-качки…
– Сисрĕм-ха, çав Сăпанин
макăратчĕ качаки.
Ырра мар пуль ку терĕм,
хамăр умран хӳтертĕм.
Кĕçтук, хуп-ха кантăкна,
тем каласшăнччĕ сана…
Эккей, хальхи халăха,
Ют халăхран шикленет?
Мĕн тăвайăн, алăка
тул енчен хупма тивет.
Виç пичкери туй сăри
Кăшăл авсах йӳçтĕр-и.
Кĕçĕн çын, сисеп, кĕртетпĕр,
Сурчăка çăтсах кĕтетпĕр!
Электропуйăс вĕçсĕр-хĕрсĕр малашлăха ыткăнать. Хыçа вара палланă сăнсем, юратнă сăнсем, чĕрери сăнсем юлаççĕ. Умра – çĕнĕ паллашу, çĕнĕ хăнăху, çĕнĕ чун-чĕре. Умра – илĕртен инçет. Умра – пуласлăх.
Эльтук поэмăн юлашки йĕркисене вулаймарĕ. Ытла та хускатаççĕ-çке вĕсем чуна, ачаш чĕре ани çине аса илӳ акаççĕ, çут-çутă куççулĕпе шăвармашкăн ыйтаççĕ.
Кансĕрлер мар пуль Эльтука, тĕлкĕшен кăвартан чĕртер мар вут пуççи. Ан тив, йăпаттăр вăл чунне, йăпаттăр… Эпир вара кансĕрлемĕпĕр ăна, Эльтук кун-çулĕн дневникне уçăпăр, ĕç-пуç вĕçне-хĕрне тухăпăр.
…Июньĕн 8-мĕшĕ
Епле телей, епле савăнăç вăл этеме пурнăç пӳрни. Çут çанталăк хăйĕн ырлăхне парсан савăнатпăр, хăратма тăрсан – çумри çынсен ăшшине туйса вăй илетпĕр. Ĕç – этемĕн телейрен те телейĕ. Ĕçре эпир чĕрери хуйха-суйха манса каятпăр, чун канлĕхне тупатпăр.
Доярка ĕçĕ маншăн чи хакли. Ирсерен шап-шурă халат тăхăнатăн та сĕт сума ларатăн. Малтан çаврăнса пăхĕ ĕне, ĕнĕрлесе илĕ. Эсĕ ăна ачашлăн, пĕр чĕлĕ çăкăр хыптарăн та çиллине лĕпĕ шывпа çуса илĕн. Чăр-чăр, чăр-чăр илтĕнĕ çепĕç сасă. Таврана ăшă сĕт шăрши сарăлĕ, сăмсана кăтăклĕ.
Манăн вун ултă ĕне, вун ултă ачаш чун. Куçĕсем тем калассăн туйăнаççĕ. Шанаççĕ, ĕненеççĕ вĕсем манна, чăн-чăн тус вырăнне хураççĕ.
Паян Культура çуртĕнче репетици пулмалла. Ака туйĕнче юрлама хатĕрленетепĕр. Ларкки мучи те шăпăр каласа паратăп терĕ. Урине инке кĕреке юррисем шăрантарма килĕшрĕ. Эх, лартса паратпăр та ĕнтĕ ака туйĕнче!!
Июнĕн 9-мĕшĕ
Çыру… Ĕнер Сергейран çыру илтĕм… Çук, çук. Ку çырăва вăл çырман, çырма та пултарайман. Вăлах çырнă çав… Эпĕ урăх тĕслĕ саплăк иккен. Вăл вĕреннĕ çын пулать, эпĕ вара… Анчах мĕншĕн-ха çынсене вĕренни тата вĕренменнисем çине пайлаççĕ? Мĕншĕн-ха юратăва кĕсьере диплом пурри те улăштарма пултарать? Этемлĕхе ăнланма пултараканнисем тата пултарайманнисем çине пайламалла. Сергей, çакăн çинчен шутланă-и эсĕ? Çук, хама улталанăшăн айăп тумастăп сана, хам мĕскĕншĕн кулянатăп.
* * *
Çук, юратăва канлĕ пурнăçпа, чĕре тасалăхне ырлăхпа улăштарма хал çитмерĕ манăн. Сергей çырăвне хуравларăм эп, куççульпе çуса хуравларăм эп.
Июнĕн 10-мĕшĕ
Пымарĕ... Эпĕ качча тухатăп… Кĕçтука…
Июнĕн 24-мĕшĕ
Паян паллă кун. Совет çамрăкĕсен кунĕ. Паян паллă кун. Эпĕ качча каятăп. Паян паллă кун. Хамăн пĕрремĕш туйăма чĕре тĕпне хуратăп.
Туя хатĕр ĕнтĕ. Хĕр-тантăшсем килсе те çитрĕç, лăплантараççĕ. Туссемĕр, кирлĕ мар ăш сăмах, кирлĕ мар. Пăрланнă чĕрем ирĕлме пултарасса, икĕ куçран тумла тумласса туймастăр-им эсир?
Аннеĕм, ан хашлат, кайăк савăнăçĕ улăх ути çуличчен теççĕ вĕт.
Хĕр ĕмĕрĕ те качча тухиччен çеç пуль çав…
Тăвансемĕр, ан хĕрхенĕр. Хĕр хуйăхĕ хĕрĕх теççĕ. Тухьяна хушпупа улăштармалла, теттĕрччĕ, кайăксем те мăшăрлă, теттĕрччĕ. Сирĕнни пек пултăр терĕм-ши, яланхи пек пултăр терĕм-ши…
Ял-йышсемĕр, ан ятлаçăр. Ялта ята яма лекрĕ, чĕре хыççăн утма лекрĕ, сире калаçтарма лекрĕ. Ял çăварне хупма çук, сирĕн картаран тухма çук.
Варти пепкеçĕм, ан тапкалаш. Аттем ăçта тесе ыйтмăн эс, тăлăх-турат ятне илтмĕн эс. Аннӳ йăнăшне ăнланăн эс, каçарăн эс…
* * *
Акă туй килчĕ. Пăлтăра та çитрĕç, акă пӳрте кĕчĕç, темскер калаçаççĕ. Мĕн тăвасшăн-ха вĕсем? Кулаççĕ пулмалла. Манран кулаççĕ-ши? Акă, Кĕçтука çумма лартрĕç. Вăтанать пулмалла, куçĕсене тартать. Намăсланмасть-ши вăл? Акă, илсе тухрĕç мана, ăçта каятпăр-ши? Культура çурчĕ çумĕнче чарĕнчĕç. Халăх туллиех. Мĕн тăваççĕ-ха кунта? Манран кулмах пухăннă-ши? Сцена çине хăпартрĕç. Парнесем параççĕ, саламлаççĕ, кулаççĕ, юрлаççĕ... Тăхта. Мĕн тăватăп-ха эпĕ? Качча каятăп-и? Кама? Кĕçтука? Мĕншĕн, калăр-ха, мĕншĕн? Ав епле иккен, авалтан пыракан йăла иккен… Мĕншĕн шăп та лăп Кĕçтука, мĕншĕн шăп та лăп паян? Ав мĕнле иккен, вăл мана юратать иккен… Эпĕ юратни кирлĕ мар-и вара, мĕншĕн чĕнместĕр? Мĕншĕн ман чĕререн ыйтмастăр? Ун хыççăн ан кай тетĕр-и? Мĕншĕн варти ачамран ыйтмастăр, е ăна ӳстерме чунăм ăшши сахал-и? Çын юлашки пулчĕ те кĕлмĕçленĕ тетĕр-и, куçран пăхĕ тетĕр-и?
– Çук… Çук! Çук!!!
Тарас… Хыçран чупаççĕ. Чарăнчĕç. Кĕçтук чарчĕ пулмалла. Ăçта чупатăп-ши эпĕ? Кӳлĕ? Çапла, кӳлĕ хĕрринче тăратăп. Çук, çук. Путса вилместĕп. Нарспи вилсе çĕнтернĕ, хăй тĕнчине çĕнтернĕ. Манăн пурăнса çĕнтермелле, пурнăçа çĕнетмелле, туйăм вăйне ĕнентермелле!
Сывă пул аннеçĕм, тăван ен, çутă кӳлĕ. Эльтук сирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлать…»
* * *
Малаллах ыткăнать электропуйăс. Эльтук Сергей поэмин вĕçне вуласа тухма ĕлкĕрчĕ те ĕнтĕ. Унта çапларах çырнă, Эльтук ача çуратать. Сергей вара айăпне ăнланать, каçару ыйтать. Эльтук каçармасть ăна. Вăл Кĕçтука качча тухать. Иккĕшĕн туйĕ пĕтĕм йăла-йĕркепе пулманран хăйĕн поэмине Сергей «Кĕçĕн туй» ятлă тăвать.
Вунă çул иртсен… Çук, ача çуратиччен те, кайран та качча кайма шутламарĕ Эльтук. Унăн туйăмĕ, таса туйăмĕ çаплипех юлчĕ. Чĕри варнех чиксе хучĕ вăл ăна.
Ялтан кайсассăн пĕр хулара завода вырнаçрĕ, çак таранчченех ĕçлесе, вăй хурса пурăнчĕ. Ĕçре канăçсăр пулни, çумри тус-йыш ăшшине туйни тата амăш тивĕçĕ хăйсеннех турĕç, вăхăт пулмарĕ Эльтукăн ăнăçсăр юратăвĕшĕн куççуль тăкса ларма. Эрне каялла вара… Эльтук хутсем хушшинчен икĕ çыру шыраса тупрĕ. Куçсем ирĕксĕрех чупма пуçларĕç, çип çине тирнĕ шăрçасем пек, мăй çыххи евĕр йĕркесем тăрăх чупма пуçларĕç.
«Салам, Эльтук!
Каçар кĕтмен çĕртен чăрмантарнăшăн. Кĕçтук çырать ку çырăва. Вунă çул хыпарсăр-мĕнсĕр пурăнатăн, тăван ене килсе курмастăн, пĕртен-пĕр аннӳне килсе курмастăн. Пикенсех шырарăм та адресна тупма май килчĕ. Сăлтавне – каярах.
Мăшăрлантăм. Кĕçĕннине сан ятлă хутăмăр. Верукпа Ваççа та кăвакарчăнсем пекех кăлтăртатса пурăнаççĕ. Пĕр пилĕк çул каярах Ларкки мучи арăмĕ Урине инке вилчĕ. Мăнтарăн мучийĕ, икĕ эрне те тӳссе ирттереймерĕ хуйăхне, куллянсах çĕре кĕчĕ. Шăпăрне тупăкнех хурса ятăмăр.
Халĕ – чи кирлине. Бандероль илтĕм. Пĕр уйăх каялла Сергей Пуласловран. Иксĕмĕр ятпа çырнăччĕ ăна. Ăшне çыру тата хăй çырнă «Кĕçĕн туй» поэмине чикнĕччĕ. Халĕ сана çавсене ярса паратăп. Поэмине вуларăмăр. Хăйĕн шăпи тĕтреллĕрех пек. Романтик вăл, ĕмĕт хăмпи вĕрсе хăпартакан. Паллах, эсĕ ăна курайми пулнă ĕнтĕ. Еплерех ирсĕрсем пулаççĕ çĕр çинче, ултавçăсем, чул чĕресем… Упаленсе çĕр кăшлама тивĕç вăл санăн умăнта. Çапла. Салампа Кĕçтук тата Ирина.»
Эльтук аллинче – Сергей çырăвĕ. Пуçри шухăшсем тухса тарасран хăранăн çырнă ăна. Йĕркисем çĕлен пек авкаланса тăсăлаççĕ, çийĕнчех вуласа та кăлараймăн.
Эльтук вакун чӳречинчен тулалла пăхрĕ. Çумăр çăвать те çăвать. Çумăр мар, читлĕх-пĕлĕтсем хыçĕнчи хĕвел куççуль тăкать тейĕн.
«Хисеплĕ Эльвира Васильевна!
Çук, пулмасть кун пек. Эпĕ сире Эльтук тесех чĕнĕп. Ан çилленĕр. Эльтук, эпĕ Сергей. Астăватăн-и мана? Асил-ха, пĕррехинче утă çулнăччĕ пĕрле. Ун чухне эпĕ сана чечек çыххи парнеленĕччĕ. Вун саккăртаччĕ эсĕ, хăв та чечек пекехчĕ. Эпĕ сана юратса пăрахрăм. Анчах та… анчах та хамăн ăс-пуçпа шухăшласа туман хăтланусене сивлеттĕм эпĕ. Хама ăнсăртран е айванла çĕнекенсене тавăрас килетчĕ манăн. Эсĕ чĕреме парăнтартăн, суккăрлатрăн. Эпĕ вара çакна хирĕç тăтăм, çапăçăва тухрăм. Юлашкинчен çиеле тухрăмах тесе шутланăччĕ. Анчах мĕнле хакпа! Чыса, этемлĕхе çухатса, юратăва çухатса. Эпĕ хамăн тĕтреллĕ философипе аташса пурăннă.
Эльтук. Каçару ыйтма хăяймастăп. Хама хам та каçарманнине урăххи ăçтан каçартăр! Пĕр сăмах çеç калас килет. Çамрăксем ман çул çине нихăçан та ан тăччăр.
Пурнăçăмпа паллаштарам. Вĕренсе тухсассăн аспирантура пĕтертĕм. Халĕ тĕпчевçĕ-физик ĕнтĕ. Пĕр паллă ăсчах хăй патне илчĕ ĕçлеме.
Эльтук, аса ил-ха çуллахи каçсене, эпир санпа тӳпере çăлтăрсем шыраттăмăр. Хăйсен еннелле, уçлăхаллах чĕнетчĕç вĕсем. Çăлтăрсем патне çитесси - этемлĕх ĕмĕчĕ. Хальхи космос карапĕпе çитеймĕн унта. Çутă хăвăртлăхне çăварлăхламалла…
Пире хамăр уçнĕ çĕнĕлĕхе тĕрĕслесе пăхма шанчĕç. Унччен тата çур уйăх ытла. кĕтсе илме çитейĕ-ши чăтăм?
Пушă вăхăтра поэзипе аппаланатăп. Çак «Кĕçĕн туй» поэмăна Кĕçтукпа иксĕре халлалатăп. телейлĕ пулăр. Пурнăç маллалах чупать. Этемлĕх хăй тĕнчине сарать, этемлĕх Уçлăха аслатать. Ырă çул пултăр! 198…»
– Сергей! Тăхта!
Вакунри халăх кар! çаврăнса пăхрĕ.Эльтук ăна туймарĕ, пуçне сĕтел çине хурсах ĕсĕклерĕ. Хăçан йĕнĕччĕ-ши вăл çакăн пек чунтан, чĕререн эрленсе?
– Мĕн пулчĕ, анне? - вакунăн çӳлти хутĕнчен пĕр вунă çулсенчи ача анчĕ. Вăл унта кĕнеке вуласа выртнă иккен.
Эльтук лăпланчĕ. Лăпланчĕ вăл. Йăл! кулса илме те манмарĕ.
– Çеруш, ывăлăм. Мĕнле кĕнеке вулатăн эсĕ?
– Андриан Николаев çинчен вулатăп. Тĕплĕнрех паллашасшăн-ха унпа. Эльтук куçĕсем каллех тĕксĕмленчĕç. Вĕсене аса илӳ сулхăнĕ çапрĕ.
Çула Кĕçтук çырăвне илсессĕнех хатăрленнĕччĕ вăл. Ан тив, вунă çул иртнĕ пултăр, анчах та Сергея юратать вăл, çавна пулах каçарĕ те. Тата ачине те ашшĕ ăшши кирлĕ-çке-ха! Сергей хăйĕн йăнăшне ăнланнă. Ку вара – чи кирли. Çийĕнчех тухаймарĕ çав çула пирĕн Эльтук, ĕçре тытăнса тăмалла пулчĕ. Паян ир вара васкавлă электропуйăс Эльтукпа унăн ывăлне тăван ене илсе çитерчĕ. Эльтук Сергей патне кайиччен тăван ялне, килне çитсе курма кăмăл турĕ. Ара, вунă çул пулман-çке унта. Амăшĕ ватăлчĕ пулĕ. Укçа ярса тăнипех ăçтан туйтăр-ха хăй ачин ăшшине!
Акă, Кушлавăш кати, йăлтăр кӳлĕ... Вунă çул кĕтсе пурăнчĕ Эльтук çак самантсене. Сергей хăйĕн айăпне ăнланнă, ăнланнă! Илтетĕр-и эсир, хăвасем, ансăр сукмак, çутă кӳлĕ? Эпир унпа пĕрле пулатпĕрах!
Утса чупса çитрĕ Эльтук тăван ялне, чунĕ хăйĕнчен малта вĕçсе пычĕ. Вунă çул. Нумай-и вара вăл çак телейлĕ самантсемшĕн? Хакĕ çеç ӳсет унăн, хакĕ çеç…
Умра – асамат кĕперĕ. Эсĕ ăна çитсе курасшăн, унăн витĕр тухасшăн. Эсĕ хирĕç чупатăн, вăл санран тарать. Енчен те çав кĕпер витĕр кашниех тухма пултарсассăн мĕн пулĕччĕ-ха? Çынсене илĕртме пăрахăччĕ çеç. Асамлă хăвачĕ те сӳнсе ларнă пулĕччĕ унăн. Эльтук çакна туймарĕ, ĕненмерĕ. Хăв шыранă çын çумра чухне унăн хакне, ăшшине туйма епле пăрахăн-ха, тесе шутларĕ
Пуйăс малаллах васкаать. Вакунра шăп. Эльтук пӳрнисем ачин çӳçне арпаштарчĕç, ачашларĕ вăл ăна. Ывăлĕ вара ăнланать, йăлтах ăнланать. Епле ан ăнлантăр-ха амăш чĕрине!
Пĕчĕк Серуш амăшĕн аллинчи хута асăрхарĕ.
«Сирĕн паллакан Пуласлов Сергей ĕçри аварие пула питĕ йывăр аманчĕ. Чĕрĕлес шанчăк сахал. Ӳт тирĕ пиçсе кайнă. Тăванĕсене хыпарлăр.»
Пат! Тумларĕ хыпар хучĕ çине йăлтăр куççулĕ. Эльтук макăрмарĕ, чунĕ те хытсах пырать пуль çав.
Çак телеграммăна Кĕçтук тыттарчĕ паян. Тыттарчĕ те урăх калаçаймарĕ те хăнапа. Çав самантрах тухса кайрĕ Эльтук ялтан, васкасах тухса кайрĕ. Епле пĕлмест-ха! Сергей патне, хăйĕнчен таракан асамат кĕперĕ, чĕнекен çăлтăрĕ еннелле ăнтăлчĕ вăл!
Кăлтăрттин-кăлтăрт, кăлтăрттин-кăлтăр-кăлтăр… Вăхăт шутлаççĕ, арпашса кайса çĕнĕрен пуçлаççĕ кустăрмасем. Пĕчĕк Серуш вакун чӳречинчен малалла тĕсерĕ. Умра – вĕçсĕр-хĕрсĕр инçет. Умри çул – аслатиллĕ, çумăрлă, уяр çанталăкĕсем витĕр выртать. Умра – ПУРНĂÇ,
1972-1974.