Эс çирĕм иккĕреччĕ,
Эп çирĕм иккĕре.
Шап-шурă çеçкереччĕ
Садсем Йĕлмелĕре.
Хăватлă та таса-мĕн
Çурхи тĕнче юрри!
Асаплă каç асамĕ
Вĕри, вĕри, вĕри...
Тавралăх шăп пĕр хушă
Е — тăвăллă тепре.
Çак аслă тĕл пулушăн
Çуратнă-ши пире?!
Пĕри теприсĕр тăлăх
Ик çын пĕрлешнипе
Сиксе чĕтрет тăп-тăрă
Çут çăлтăрлă тӳпе.
Эх, пилĕ те тивлечĕ
Мумай-çке тĕнчере!
...Эс çирĕм иккĕреччĕ,
Эп çирĕм иккĕре.