Вăрăм çултан таврăннă хыççăн, машинă çинчен анса, хăвăртрах кантура кĕрсе пĕлтерме Сапатаров пĕр-ик утăм çеç тунăччĕ, ăна хирĕç кантур картлашкипе анакан хĕрарăм ун еннелле пуçне çĕклесе пăхрĕ те уттине хăвăртлатрĕ. «Мĕн пулнă вара Акаçа?» — вĕлтлетсе илчĕ шухăш Сапатаров пуçĕнче. Акаç сăнран-питрен те хуйха ӳкнĕ пек туйăнчĕ ăна. Пĕр-пĕрин умне çывхарсан, Сапатаров хĕрарăмăн куççульне асăрхăрĕ. Çавăнпа чарăнса тăмах тиврĕ.
— Чирĕ нимĕн чухлĕ те иртмен унăн. Санаторисем те пулăшаймарĕç,— ĕсĕклесех йĕрсе ячĕ Акаç.
Ним ыйтса пĕлме те ĕлкĕреймерĕ Сапатаров, лешĕ, çын умĕнче йĕме аван маррине туйса пулас, пăрăнса, хăй çулĕпе васкарĕ. Вăл тĕл пулнă-пулманах мĕн пĕлтерсе хăварни Сапатарова та пăшăрхантарса пăрахрĕ. Талматин санаторирен килсе çитнĕ пуль ĕнтĕ. Арăмĕ куççульпех йĕни сăлтавсăр марах. Ĕçсем япăхран çапла-тăр. Акаç епле утса кайнине пăхса юлма та йывăр Сапатарова. Çӳллĕ кăна кĕлетки те хĕрарăмăн лутраланнă пек туйăнчĕ. Халиччен кирек мĕнле платйĕ те ун çинче килĕшӳллĕн курăнаканччĕ. Паян ун пек мар — шалпаррăн вĕçкелет.
Таврари ешĕл çуллан савăнăçлă илемĕпе киленсе иртекен çынсем хуйхăллă Акаçа асăрхамаççĕ те. Сапатаровăн та нимле мар пулса тухрĕ-ха. Сăмах уçса ĕлкĕреймерĕ Акаç умĕнче. Камăн маларах ун инкекне ăша илмелле? Маçтăрăн — Сапатаровăн. Пĕтĕм сменă кĕтекен пултаруллă рабочи Талматин çаплах чиртен сывалаймасть...
Управляющи патĕнче Сапатаров нумай тăмарĕ, хăвăрт каялла тухрĕ. Машинă çинчи станока цеха çитерсе пушатма васварĕ. Кун хыççăн тӳрех килне утмарĕ, Талматина халех çитсе курма шутларĕ.
«Сельхозтехникă» сачĕ хĕррипе шоссе аялалла анса каять. Садăн хӳме пек карти шоссе çумĕпе самаях тăсăлать. Карта кĕтесленсе пăрăнакан çĕртен Çавал еннелле улăх пуçланать. Талматинсен пăхчи хыçне тӳрех тухас тесе, Сапатаров улăх урлă утрĕ. Çывăхрах пахчасен хĕрри. Урам варринерех Талматинăн çĕнĕ çурчĕ. Ăна лартни те виç-тăват çул çеç иртнĕ. Пахча витĕр картишне кĕрсе тăрсан, Сапатаров, яланхи йăлипе, çурт-йĕре пуçĕпе пăхса çаврăнчĕ. Хитре туса лартнă ĕçчен чăваш хăйĕн йăвине. Урамри кашни çынах ку çурт тĕлĕнчен киленсе иртет. Талматин, алли теме те ăстаскер, курăнакан хăма таврашне йăлт эрешлесе илемлетнĕ. Уçăлнă çенĕк алăкĕнче Акаç курăнчĕ.
— Эс картишне кĕрсе тăнине сиснĕ вăл. «Алтеван мар-и çавăнта?» — тет, — пĕлтерчĕ Акаç.
Пӳрте кĕнĕ Сапатарова чĕнсе, тепĕр пӳлĕмрен Сергей Макарович сасă пачĕ. Зал текеннинче, пысăк краватьпе пĕчĕк ача кравачĕ лараççĕ пулин те, пурне те кунта тирпейлĕ тытнăран хăтлăх туйăмĕ тӳрех чуна çавăрса илет. Сарă сăрлă урайĕ çап-çутă йăлтăртатать. Алăк патĕнчен тĕпеле çити тата Сергей Макаровичăн пӳлĕмнелле, юпленсе, палас тăсăлать. Чӳречен янахĕсем çинче — тĕрлĕрен чечек чӳлмекĕсем.
Талматин вырăн çинче выртать. Кăвак тĕслĕ çӳхе утиялпа витĕннĕскер, минтерне çурăм хыçне хурса, çĕкленсе ларчĕ.
— Алă памăп... Сана та ерĕ тата, — кулкаларĕ Сергей Макарович.
Хура çутă сăнлă пичĕ чылаях путса кĕнĕ. Сăмала тĕçлĕ çăра çӳçĕпе чакăр куçĕсем çеç халичченхи пекех йăлкăшаççĕ.
Сапатаров тăснă аллине, айăпа кĕнĕ çын пек, каялла илчĕ те хăйне сĕннĕ хыçлă пукана тытрĕ. Юлташĕ çывăхнерех вырнаçса ларчĕ вăл, анчах та сăмах пуçлама аптрарĕ.
— Епле кайса килтĕн? — ыйтрĕ унран Сергей Макарович.
— Командировкă çулĕ хăйне евĕрлĕ ĕнтĕ,— хуравларĕ Сапатаров.— Вăл юрĕ-ха, анчах чи малтан хăвăн пурнăçу çинчен каласа пар-ха эс...
— Ку темăна кайри плана хăварар, — тĕксĕмленчĕ Талматин. — Манăн сан командировку мĕнле иртнине пĕлес килет.
Кайса килмелли вăхăчĕ те нихçан кĕтменни пулчĕ. Мĕн-мĕн курса çаврăнса çӳренипе нимле тĕлĕк те танлашас çук. Чăн ĕнтĕ, çула тухичченех Сапатаров космонавтсен вĕçевĕ мĕнле пыни çинчен те, кайран çак вĕçев ăнăçлă вĕçленни çинчен те тăтăшах радиопа итленĕ, телевизорпа та пăхмасăр ирттермен, хаçатсене те алăран вĕçертмен. Çапла вĕсем шоферпа иккĕш автомашинăпа Мускава çитсе кĕнĕ кун, июнĕн 22-мĕшĕ, пĕтĕм тĕп хула халăхĕ космонавтсене кĕтсе илме тухнă кун пулчĕ. Курск еннелле каякан шоссе Внуковă аэродромĕнчен пуçласах хупă пирки Сапатаров машинăна Мускаври хăйĕн пĕр тăванĕ пурăнакан çуртăн картишне тăратма шутларĕ. Вара, машинăна çавăнта хăварса, шоферĕпе иккĕш урама тухрĕç. Вăл вăхăта халăх колоннăсемпе йĕркеленсе утма тытăннă, йĕри-тавра çынсем йышлăн хĕвĕшеççĕ. Сапатаровпа юлташĕ Хĕрлĕ площаде çитсе курасшăн çунаççĕ. Анчах колоннăсем валли кăна унталла çул уçă, ахаллĕн никама та кĕртмеççĕ. Вĕресе тăракан тинĕс пек халăхăн савăнăçлă хумĕсем, çапах та икĕ чăваша малаллах чăмтарчĕç. Хĕсĕне-хĕсĕне Сапатаровпа юлташĕ Хĕрлă площадь çывăхнерех çитрĕç. Кремль стени те юнашарах курăнчĕ. Апла пулин те, лерелле иртесси пирки шутламалли те çук. Кремль хапхи умрах пек те-ха вăл, анчах унта кĕрекен машинăсене çынсем урлă пăхсан та асархаса юлаймастăн. Космонавтсем шăпах çав хапхаран кĕмелле, теççĕ. Патнерех çывхарма ку тĕлте май килменрен Сапатаров хăйĕн юлташне, хулран тытса, урăх еннелле чĕнсе тухрĕ. «Пĕр-пĕр колоннăпа хутшăнса кайма пулмасть-ши?» — çиçсе илчĕ шухăшĕ. Колоннăсем хĕррипе милиционерсем йышлăн тăрса тухнă. Пĕрин патне Сапатаров пычĕ-пычех, «Хăш ретне те пулин кĕртсе ярăр пире», — йăлăнчĕ вăл. «Колоннăна-и? Йышăнмаççĕ унта сире. Организацисем тăрăх йĕркеленнĕ», — хуравларĕ милиционер. «Никам та хирĕçлемĕ, эпир аякран килнисем,— хушса хучĕ Сапатаров юлташĕ. — Мĕн курни пирĕншĕн теме тăрĕччĕ». «Ăнланма хăвăрах тивĕçлĕ: йĕркене пăсас-и-ха?» — хăй сăмахĕнчен иртмест милиционер. «Нихăш ретре те йышăнмасăр тăмĕç, милиционер юлташ. Андриян Николаев ентешĕсем эпир», — чĕлхе вĕçĕнчен тухса кайрĕ Сапатаровăн. «Тем, аплах-ши вара?» — кулкаларĕ йĕрке хуçи. «Ĕненместĕр-и? Документсене те кăтартма пултаратпăр. Сăнтĕрвăррипе Çĕрпӳ хулисем юнашарах пирĕн республикăра. Эпир — Çĕрпӳ чăвашĕсем», — çине-çинех ăнлантарма тăрăшрĕ Сапатаров. Милиционер чăнах та ӳкĕте кĕчĕ. Вăл икĕ чăваша пĕр колоннăри рете кĕртсе тăратма май тупрĕ. Çапла вĕсем, Мускав çыннисем пекех, тĕлĕнмелле чаплă демонстрацире пулчĕç. Ку уява телевидени экранĕсем çинче çĕршер миллион çын курнă та-ха, анчах ялавсемпе транспорантсем айĕнче ху утни, Ленин мавзолейĕ çинче тăракан космонавтсене ху саламлама пултарни нихăçан та чĕререн тухас çук.
Çак уяв хавасĕпе çунатланнă Сапатаровпа юлташĕ вара командировкăри вăхата юмахри пек ирттерчĕç. Курск хулине епле çитсе кĕни те, командировкă ĕçне туса, каялла унтан килме тухни те сиссе юлмалла мар самантсем пек туйăнчĕç. Мĕн тери хавас кăмăлпа таврăнчĕç вĕсем тăван кĕтесе.
— Телейлĕ çын эсĕ, — ассăн сывласа илчă Сергей Макарович, Сапатаров калавне итлесе пĕтерсен. — Эпĕ вăл куна пуйăс çинче ирттертĕм. Кăштах çеç радиопа итлекелеме пултартăм.
— Çапла ĕнтĕ, çынсен телейĕшĕн савăнсан та çитет пире, — хăма стена витĕр илтĕнчĕ кухньăран Акаç сасси.
— Пурнăç вăл кашнин тĕрлĕ килет, — арăмĕн кăмăлне хăймăлтанма парас мар тесе, лăпкăн хушса хучĕ Сергей Макарович.
— Анчах сан сывлăху мĕнли хăвăнтан та нумай килчĕ пуль, — тăсрĕ малалла арăмĕ. — Эсĕ, тем курман пек, акăш-макăш цехĕнчен туха пĕлмерĕн.
— Тĕрĕс, хам тăнă вырăнтан чакма шутламан.
— Урăх çĕрте ĕçленĕ пулсан-и? Сывлăху та чиперех сыхланатчĕ. Этем тӳсмелли цех-и вăл сирĕн? Шалта йĕп-йĕпе тарлаççĕ те, хĕлне-мĕнне пăхмасăр, тӳрех тула... Пĕтертĕн çапла сывлăхна.
Упăшки ăçта ĕçленине тиркесе калаçни Акаçăн халиччен нихçан та пулман. Сергей Макарович, çавăнпа-и, тен, арăмĕ персе янă сăмаха ăшра йывăра илчĕ. Сапатаров умĕнче унăн сăнĕ те хĕрелмесĕр чăтаймарĕ. Акаçа хирĕç нихçан та сивĕ сăмах каласа курманскер, вăл хальхинче те шарламасăр ирттерме тăрăшрĕ. Çапах хуллен кăна çапла хушса хучĕ:
— Эх, хам вырăна цеха каллех тăрсассăн-и!.. — терĕ вăл чĕререн тухакан сассипе. — Тата тимлĕрех ĕçлĕттĕм. Хам мĕн тума пултарнине тăваймарăм пек çав. Халь ĕнтĕ, санăн сывлăх пирки пенсие куçма тивет, теççĕ. Ытла та йывăр пулать ку маншăн.
— Аплах кулянма кирлĕ мар. Сывалса çитме май пурах пуль-ха, — лăплантарма васкарĕ ăна Сапатаров.
— Шанмалли юлнă пулсан, тем пекехчĕ те, анчах...
— Эп çапла шутлатап: хăвăр вырăна çухатмăрах, тетĕп. Эпир хамăртан мĕн килнĕ таран пулăшăпăр.
— Эсир врачсем мар-çке...
— Мĕнле калас ун пирки... Çывăх юлташсен пулăшăвĕ тепĕр чух темле чаплă эмелрен те сиплĕрех пулакан. Çавна ĕненме пăрахас мар.
Вара нумаях калаçса лармарĕ Сапатаров. Инçе çултан таврăннăскер, часрах килне çитес тесе, сывлăх сунса хăварчĕ те пӳртрен тухрĕ.
— Чĕлхемшĕн ан ятлăр мана, — терĕ Акаç, çенĕк крыльци çинчен Сапатарова ăсатса. — Хуйха пула тем те перкелешрĕм, хама та аван мар ĕнтĕ...
Тепĕр кун ирхине сменăна тухсан, Сапатаров цехри кашни вырăна пăхса çаврăнса çӳрерĕ. Маçтăрсен йăли çавăн пек те-ха ĕнтĕ, анчах хальхинче вăл пĕрре çаврăнса тухнă хыççăнах тата çĕнĕрен çапла çӳреме пуçларĕ. Покрышкăсем типĕтекен участока çеç тепĕр хут пымарĕ Сапатаров. Унти ытла та вĕри сывлăшра тăрас килменрен мар, _шухăшра тĕпчесе пăхмаллисем çавăнти ĕçпе çыхăнманран кĕмерĕ. Типĕтнĕ покрышкăсене йышăнакан черетлĕ вырăнта вĕсен сиенленнĕ картлашкисем тĕлĕнчен резинăна касса илеççĕ. Халиччен алă вĕççĕн касатчĕç. Курскран туянса килнĕ станока ĕнерех майласа лартрĕç те, участокра тăвакан ĕç темиçе хут хăвăртланчĕ. Хĕпĕртемелĕх пур ĕнтĕ. Анчах Сапатаров ку станок умĕнче мар, ытти вырăнсенче ытларах чарăнса тăчĕ. Шухăшра вăл кашни рабочи ăсталăхне Сергей Макарович пултарулăхĕпе танлаштарса тишкерме тăрăшрĕ. Виртуоз Талматин участокра тăрса курман ĕç вырăнĕ çук. Слесарьте çеç мар пултарулăхĕпе тĕлĕнтеретчĕ вăл. Цеха уçсанах кунта ĕçлеме кĕнĕ çамрăксенчен резинă мĕн иккенне те ăнланакансемех пулман. Вĕсенчен шереховкă ăстисем, вулканизаторсем, покрышкă çине пластырь çыпăçтарма манжет касакансем хатĕрлеме те Талматин сахал мар вăй хунă. Ик çул каяллах ăна сменă маçтăрĕ пулма сĕнетчĕç аслисем. Килĕшмерĕ. Хăй вĕрентнĕ çамрăксем пурте пекех халĕ цехри паллă рабочисем. Сапатаров сменинчи йышрах çурри ытла çавсем. Талматин вĕсене юнашарах туйса тăтăр тесен, Сапатаровсен уйрăмах нумай тăрăшмалла. Ăна сменă списокĕнчех хăвармалла. Вăл тăвас нормăна уншăн тултарса пыма сменăри ытти çынсем килĕшеççех. Çак шухăш пуçа килсе кĕнĕшĕн Сапатаров çунатлансах кайрĕ. Вăл уçă сывлăша, цех картишне, тухрĕ. Унăн халь хăй шухăшĕ пирки кампа та пулин калаçса пăхас килчĕ.
Цех алăкĕ умĕнчех тулта кивĕ автопокрышкăсем купан-купан выртаççĕ. Пурте çӳреме юрăхсăра тухнисем. Анчах цех йышăнать те вĕсене — унтан йăлт çĕнĕрен шăранса тухаççĕ тейĕн çав. Республикăри автобазăсенчен, колхозсенчен, совхозсенчен кăна мар, Тутарпа Мари çĕршывĕсенчен те, Горький облаçĕнчен те шинăсем юсаттарма кунта илсе килеççĕ. Сапатаровсем юсанă шинăсене нихăш çĕртен те каялла ярса пани пулман. Заказчиксен машинисем цех умне тăман кун иртмест. Ирхине, ав, хыçалти купа çукчĕ, ăна тăкса хăварнă грузовикĕ те кайма ĕлкĕреймен пулас-ха, çул патнерех кăна пăрăннă. Машинă кузовĕнчи çынпа ал тытса уйрăлаканни — цех начальникĕ Агафонов. Вăл, Сапатаров еинелле пăхмасăрах ăна асăрханă пек, ун патнелле çаврăнса утрĕ. Машинă вырантан хускалса кайрĕ.
— Ма чĕнмесĕр тăран? — тесе ал пачĕ Сапатарова цех начальникĕ. Иккĕш паян тĕл пулманччĕ-ха. Агафонов, сарлака хулпуççилле, вăтам кӳлепеллĕ çын, ĕçе тăтăшах тăхăнса çӳрекен тĕксĕм кăвак костюмĕпе. Çавăн тĕслех пуставран çĕлетнĕ кепкине вăл темле ăшă кунра та киле çакса хăвармасть. Хăнăхнă йăлипе чалăш çухаллă кĕпе тăхăнма юратарах парать. Кĕрен кĕпе çухийĕ паян та пиншак çинче тирпейлĕ выртать.
— Калаçса пăхмалли пур, — вăрăм кĕлеткипе хускалса илчĕ Сапатаров. Пĕри пĕвĕпе çӳллĕрен, тепри лутраран — вĕсене кунта Штепсельпе Тарапунькă та текелеççĕ. Ытларах ĕнтĕ туслăхĕ пырки çавнашкал ят панă-тăр.
— Кантура кĕрĕпĕр-и? — кĕске мăйне пăрарах пуçĕне сĕлтрĕ Агафонов. — Паян эпĕ цехра та пулман-ха.
— Унта ĕç йĕркеллех пырать, — алăк çывăхĕнчи сак патне ярса пусрĕ маçтăр. Пиншак çаннине тусанран тасаткаларĕ. Ĕçе çӳремелли костюмĕ тĕксĕм хурарах. Кепкине вара, цех начальникĕ пекех, пуçран хыва пĕлмест. Сапатаров юлташĕпе юнашар ларчĕ те хăй шухăшне каласа пачĕ. Вĕсем пĕр-пĕрне ăнланман çынсем-и? Агафонов ăшра юлташне ăмсанмасăр тӳссе лараймарĕ. Никам та мар, цех начальникĕ пуçармалли ыйтăва хускатрĕ-çке Сапатаров. Чăн ĕнтĕ, Талматин пирки Агафонов та шухăшламасăр çӳремен. Анчах çынна пулăшма мел паракан çакнашкал чи лайăх тупсăм ун пуçне пырса кĕреймерĕ. Пĕри маçтăр, тепри цех начальникĕ пулнипе çеç мар, хăйсем Талматинпа чылайранпа çывăххи та парăма туйтарать вĕсене. Цех ĕçлеме тытăничченех виççĕшĕ РТС мастерскойĕнче пĕрле ĕçленĕ. Вĕсем çинчен яланах çынсем ырăпа калаçнă. Автопокрышкăсем юсамалли цех уçăлсан, виççĕшĕ те харăсах унта куçнă. Цеха хута яракансем те хăйсемех пулнă. Чăн ĕнтĕ, çав малтанхи çулĕнчех Агафонова Ленинградри шинăсем юсакан завода вĕренме янă. Унта уйăх çурă çеç ирттернĕ пулсан та, ăс-пуçшăн кирлине нумай туяннă вăл. Ăна тата ытти çĕртен пынă икĕ рабочие пĕрле вĕрентме уйарнă инженер-изобретатель, пĕрмай практикăра кăтартса-хăнăхтарса, вĕсене самаях вăйлă пĕлӳ пама тăрăшнă. Вĕренӳрен таврăнсанах, Агафонова сменă маçтăрĕ тăваççĕ. Сменăри Талматинпа Сапатаров автопокрышкăсем юсас ĕçри меслетсене кĕске вăхăтрах маçтăртан вĕренсе хăнăхаççĕ. Цехра станоксен йышĕ ӳсет те ӳсет. Аякран илсе килнисемсĕр пуçне, кунтах, Агафонов ертсе пынипе, ăсталаннисем çурри ытла. Паллах ĕнтĕ, Талматинпа Сапатаров хутшăнмасăр пулман кун пек ĕçсем. Яланах виççĕшĕ пĕрле кĕрешнĕ. Анчах Сапатаров хăйĕн ăсĕпе Агафоновпа танлашма пултаратăп тесе нихçан та шухăш тытас çук. Унран вĕренсе пыма тăрăшать. Талматин та, çулĕпе Агафоновран аслăрахскер, лешĕн пултарулăхне пысăка хурса хисепленĕ. Агафонова цех начальникне лартни ик-виçĕ эрне кăна иртнĕ-ха. Хăй вăл килĕшесшĕн марччĕ. Анчах çынсем хыт ӳкĕтленине ăша илме тиврĕ-тиврех. Унчченхи начальнике вырăнтах хăварма пултараймарĕç. Кăмăлĕ те аплах марччĕ, алли те... Çав «пуçлăха» ĕçрен кăларнăранпа пĕтĕм коллектив çăмăллăн сывласа ячĕ.
Сапатаров паян кун та, ак, хăй çумĕнче цех начальникă мар, çывăх тусĕ ларнăн туйрĕ.
— Сан шухăшупа пĕтĕмпех килĕшетĕп,— терĕ ăна Агафонов.
Кун хыççăн иккĕш вĕсем сменăри кашни рабочипе уйрăммăн çав сĕнӳ пиркиех сăмах хускатса пăхрĕç. Хирĕçлекеннн никам та тупăнмарĕ.
Ĕç çапла чиперех майланса пынă чух ытла та хăй кĕтменнине илтме тиврĕ Сапатаровăн. Пĕррехинче урамра, парк умĕнче, вăл Акаçа тĕл пулчĕ. Лешĕ яслирен çулталăк çурăри ачине йăтса таврăнатчĕ. Сапатаров сывлăх сунма тăнăччĕ ĕнтĕ, Акаç сасартăк:
— Эппин, Сергее мăшкăл кăтартма хатĕрлентĕр? — тесе хучĕ.
— Мĕн пулнă вара? — тĕлĕнчĕ Сапатаров.
— Мĕн пулмалли пулнă ĕнтĕ вăл пирĕн. Çапах та ку териех... — ăшра тăвăлса çитнине каласа пĕтереймерĕ Акаç.
Сапатаров пĕр вырăнтах хытса тăчĕ. Лешĕн те чĕлхи çухалса кайрĕ тейĕн, аптранипе ун-кун пăхкаларĕ. Ăна Сапатаров хăйпе пĕрле йăпăртлăха парка кĕрсе ларма сĕнчĕ.
Акаци тĕмĕсем тĕлĕнчи çывăхри хыçлă сак патне пычĕç вĕсем. Ачине Акаç çерем çине ячĕ те, лешĕ чупкаласа çӳреме тытăнчĕ. Сапатаров унпа «айкашанçи» пулса пĕшкĕнкелерĕ. Пĕчĕк Вова, хăйĕнпе пысăк çынах вылять тесе, пит хавасланнăччĕ. Анчах Акаçăн кăмăлĕ çаплах çемçелменрен Сапатаров ача çумĕнчен хăпрĕ. Упаленсех выляс килетчĕ ĕнтĕ. Вова ытла та питрен-куçран амăшĕ тĕслĕ. Асли вара, Талматинăн малтанхи арамĕнчен юлнă ывăлĕ (вăл вуннăсене çитнĕ пулмалла), каснă-лартнă ашшĕ. Икĕ ывăл ӳсет вĕсен кил-йышĕнче. Асли те ашшĕ сывлăхĕ пирки шухăша каймалах çитĕнеймен-ха çав...
— Мĕнле мăшкăл пирки асăнтăн эс? — ыйтрĕ Сапатаров.
— Еплерех ăнланмалла тата? — сак çине ларчĕ Акаç. Сасси çиллессĕн чĕтренсе тухрĕ. — Эпир çын ĕнси çинче пурăнма вĕренмен. Пенси те çырлахтарĕ пире.
— Çын ĕнси... Мĕне пĕлтерекен сăмах ку? Сергей Макаровича пĕтĕм коллектив хисеплет. Упăшкăра эпир, хамăрпа пĕрле ĕçлекен çын, тетпĕр.
— Çапла пуль те...
— Сергей Макарович хăй те çумри юлташĕсене туйса тăтăр. Эпир ун вырăнне цеха никама та йышăнмăпăр. Кашни çур уйăхрах ĕç укçине те вăхăтра пырса парăпăр.
— Ĕçлемесĕр укçа илни вăл харам пырланнине пĕлтерет.
— Сергей Макаровича эпир хăйне тивĕçлине тӳлĕпĕр.
— Халех тем те пĕр сăмах-юмах пур. Ун чухне вара мĕн илтме тивĕ пире?
— Сăмах-юмах? Кам калаçать?
— Пĕри ĕнер тĕл пулнă-тĕл пулман пит лайăх хыпарларĕ. Сирĕн çынсем ун пек-кун пек палкани çиичен пĕлтерчĕ вăл,
— Кам унашкал хăй шухăшласа кăлараканни? — тарăхсах кайрĕ Сапатаров,
— Çынни ĕнтĕ ним илтмесĕр калама пултараймасть. Суять теме те сăлтав çук. Асăрхаттармалла çеç систеренçи пулчĕ. Çавăнпа эпĕ хушаматне те асăнмăп. Вăл çын камне пĕлме сире те кирлех мар.
— Питĕ кирлĕ çав, — хирăçлерĕ Сапатаров. — Эп ăна куçĕнчен пăхса намăслантарăттăм. Пирĕн çынсенчен никам та ун пек сăмах-юмах кăларман. Пĕтĕмпех суя. Эпир Сергей Макаровичшăн...
Калас тенине пĕтерме памарĕ ăна Акаç. Тăрса ачине алла тытрĕ те кайма хатĕрленчĕ.
— Пăрахăр эсир те ун çинчен шухăшлама, — терĕ вăл, сассине хăпартса. — Хамăр тĕллĕн те пурăнкалăпăр.
Акаç паркран тухса утрĕ. Çаплипех ларса юлнă Сапатаров хăйне ытла та мĕскĕннĕн туйрĕ. Ӳкĕте кĕртме те сăмах çитереймерĕ пулать-и вăл? Акаç ăна итлесшĕн те пулмарĕ-çке. Чиперех калаçма чĕнсе кĕнĕччĕ. Кăмăлĕ те пулин çемçелни туйăнмарĕ. Çын элекне чăна хурса, ытла хытă тарăхнă иккен. Темле ăнлантарсан та, хăй ĕненсе лартнинех тĕрĕс тесе шутлать. Эх, Акаç, Акаç...
Сапатаровăн халех Сергей Макаровичпа хăйпе кайса калаçас килчĕ. Ун патне çитсе килем тесе, паркран та тухрĕ. Анчах пĕрре те вырăнлă пулас пек туйăнмарĕ. Акаç хăй те упăшкине пĕлтерме васкаман-тăр-ха, Сапатаров пырса кĕни çав кĕтмен элеке маларах çитерме çеç пулăшĕ тата. Çук, юрамасть кайма. Элек камран сарăлнине часрах пĕлмелле. Вара мĕнрен пуçламаллине Сапатаров хăех ăнкарĕ. Шухăшпа тĕмсĕлнĕскер, ăçталла утнине те маннă пек пулчĕ Сапатаров. Вăл паçăр хваттерĕнчен кĕнеке магазинĕсене кĕрсе пăхас тесе аннăччĕ. Халь акă магазинсем еннелле мар, шоссе хĕррипе уттара пачĕ — каялла.
Амăшĕпе иккĕш пурăнакан хваттер «Сельхозтехникă» рабочийĕсем валли тунă общежитире. Ĕçрен каярах юлса таврăннă амăшĕ ывăлне теме пула ăш вĕçтернине палăртсах кĕтсе илчĕ. Степанида Фоминична (ăна çапла чĕнеççĕ) селекци станцийĕнче ĕçлет. Хăш-пĕр кунсенче вăл хваттере килсе те каяймасть. Хăй ĕçлекен вырăнтах кунне-çĕрне ирттерме хăнăхнă. Ку ĕнтĕ çӳреме аяккарах пирки те çапла-тăр.
— Куртăм эс кампа ларнине, — терĕ Степанида Фоминична, ывăлĕ алăк урати урлă ярса пуссанах.
Сапатаров тĕлĕнереххĕн пăхса илчĕ амăшĕ çине. Мĕн çилленмелли тупнă-ши, ма кăмăлсăр пек вăл? Сапатаровăн амăшĕ аллăсенчен иртнĕ тĕреклĕ хĕрарăм. Яланах уçă кăмаллă та тараватлăскерĕн, ун çилпе, хĕвелпе хĕрелсе хуралнă пичĕ çинче пĕркеленчĕксем халиччен пит палăрсах каймастчĕç. Паян кунччен ытла асăрхасах пăхманран çапла туйăннă-ши? Амăшĕн тӳрĕ сăмси те паян шĕвĕрĕлсе юлнăн курăнать. Ватăла пуçласан, кирек камăн та сăн-пит улшăнать те-ха вăл, анчах амăшне Сапатаров час ватăласран сыхлама тăрăшать. Çавăнпа вăл ун умĕнче айăпа кĕресрен яланах асăрханать.
— Тĕрĕс, анне. Акаçпа лартăмăр. Элеке ĕненсе пăрахнă та вăл — ниепле те ӳкĕте кĕртме çук, — каласа пачĕ ывăлĕ. Хывăнмалли кĕтесе пырса, урамра çӳремелли тумне хывса çакрĕ, пижамăпа тапăчкă тăхăнса ячĕ.
— Парк тĕлĕнчен иртмелле марччĕ те хамăн, çулĕ çавăнтан тӳрĕрех пек те, — калас шухăшне малалла тăсрĕ амăшĕ, паçăр пуштă ещĕкĕнчен хăй илсе кĕнĕ хаçатсене этажеркăна хурса. — Ман хыçах çитсе тухнă тата пĕр ăçтиçукĕ. Леш, сирĕн цех пуçлăхĕнче çӳрекенекер. Карт тĕртрĕ çав «çӳхе кусар» çурăмран. Пуçĕпе сĕлтсе кăтартать мана: ывăлу хĕр тупайман пулас, тет. Чăн та ĕнтĕ, эсир ларни пит аван курăнчĕ вăл вырăнтан. «Çӳхе кусар» çĕлен пек сăха-сăха илет чĕлхипе ман çумра. «Чирлĕ упăшкине масар çине ăсатĕ ак. Вара ывăлна качча тухĕ», — тет. Пĕрех питĕнчен сурассăм килчĕ путсĕре. Иртсе çӳрекен çынсенчен аван мар пуласран шиклентĕм.
— Тата мĕн каларĕ? — ыйтрĕ Сапатаров, пӳлĕннĕ сывлăшне аран çеç çавăрса ярса.
— Çитмест-им сана вăл кун пек павранипе те? — амăшĕ, кухньăна кĕрсе, магазина çӳремелли сумкă йăтса тухрĕ. — Çав сăмахсене илтсе те çĕр тĕпнех анса кайма хатĕрччĕ эпĕ.
Пĕтĕмпех паллă ĕнтĕ Сапатаровшăн: элекпе ĕнентерсе Акаç чунне урмăштараканни те çав «çӳхе кусарах» пулнă. Урăх никам та мар, çавах! Цех пуçлăхĕнче тытмарĕç те хăйне, тавăрас шутпа кукăр пăшаллă элекне хута янă. Хăтланăвĕсем пит айванла тухаççĕ пулин те, наркăмăшлă сăннипе çынсен чунĕсене суран кӳрет. Çав йĕксĕке лайăх ярса тытса хы-ытă вĕрентмелле пĕрре. Цех начальникĕнчен катĕртни те уншăн пит çăмăл иртрĕ. Партбилетне çаплах кĕсъере чиксе çӳрет. Учетра та «Сельхозтехникă» уйрăмĕнчех тăрать. Пĕр-пĕр «хура» ĕçе вырнаçасшăн мар хăй. «Номенклатурнăй» йĕркипех малалла куçса хăпарасшăн. Сĕтĕрсе пырас пулать ăна пĕтĕм элекĕ-мĕнĕпех партпухăва. Пурнăçри ăшă хушăксене пит иленме хăнăхнăшăн çав çынна çӳхе кусарпа мар, хăнкăлапа танлаштарас килет Сапатаровăн. Анчах та пĕвĕпе тăрнаккай та çӳп-çӳхерен-ши, тăрахласа панă ячĕ улшăнма пĕлмест. Хăнкăла евĕрлĕ ирсĕр çынна шухăшран хăвалама тăрăшрĕ Сапатаров. Çавна май хаçатсем иле-иле пăхрĕ. Çук, «çӳхе кусар» пуçран туха пĕлмест. Унтан Сапатаров çамрăк чухнехине аса илчĕ.
...Фашистсем, пирĕн Тăван çĕршыва тапăнса кĕрсе, вăрçă пуçланă çул Сапатаровсен çемйи Шупашкартаччĕ. Вăл вăхăтра саккăра пуснă Алтевен кил-йышри виçĕ ачаран чи асличчĕ. Ашшĕ, утильбазăн пĕр учрежденийĕнче ĕçленĕскер, фронта вăрçăн малтанхи кунĕсенчех тухса кайрĕ. Ăсатма ăна пĕтĕм кил-йышĕ «Колхозник çурчĕ» умне пынăччĕ. Ачисенчен чи кĕçĕнни — Алтевен йăмăкĕ — амăшĕн аллинчеччĕ. Алтевенпе пилĕк çулхи шăллĕ, ашшĕне ниçта та ярас мар тенă пек, ăна алăран уртăннăччĕ. Лешĕ ыталашса-чуптуса сывпуллапгрĕ те, çакнă кутамккине тӳрлетсе, хăйне кĕтекен строй еннелле ярса пусрĕ.
— Атте, эпĕ те санпа пĕрле пыратăп, — хăпмарĕ Алтевен. Шăллĕ те чупса пырса туртăнчĕ. Çывăхра тăракан пĕр мучи, палламанскерех, вĕсене йăвашшăн илĕрте-илĕрте хăй патне илентерчĕ. Çапла тăрса юлчĕç Алтевенпе шăллĕ ашшĕнчен. Татăлса йĕрекен амăшĕ патне те çав мучипе пĕрлех пычĕç.
Ашшĕне вĕсен урăх курасси пулмарĕ. Вăл кайнă çулах вăрçă хирĕнче пуçне хунă. Кил-йышри йывар хуйхă мĕн иккенне Алтевен ачаллах аван тӳссе курнă. Пĕтĕм чунĕпе-туртăмĕпе пулăшма пикенчĕ вăл амăшне. Хĕрĕх иккĕмĕш çул пуçламăшĕнче амăшĕ хăйсен районĕнчи селекци ставцине ĕçе кĕме шут тытрĕ. Ачисене Шупашкартан илсе кайрĕ. Селекци хуçалăхĕнчи тĕрлĕ ĕçсен рабочийĕ пулса тăнă Степанида Фоминична вĕсемпе общежити пӳлĕмне вырнаçрĕ. Пурнăçĕ йывăр пулсан та, ачисене йĕркеллĕ ӳстерме пĕтĕм вăйне хучĕ. Алтевене вăл ик-виç çул хушши райцентрти шкула çӳретрĕ те, ялта пурăнакан аппăшĕ ӳкĕтленипе, ун патне ăсатрĕ. ФЗО шкулне кĕмелĕх ӳссе çитсен, çамрăксен ушкăнĕпе Алтевен те Челябинск хулинелле çул тытрĕ. Кĕркуннерен пуçласа çуркуннеччен вĕренчĕ унта. Вĕренсе тухнă хыççăн амăшĕ патне кăштах канма килнĕччĕ Алтевен. Таврăнсанах, иккĕмĕш кунĕнчеччĕ пулас, хулана кайса килме тесе, Алтевен селекци хуçалăхĕн хуралтисем хыçĕпе утса пыратчĕ. Сасартăк ун хăлхине уласа йĕрекен хĕр сасси пырса кĕчĕ. Кунти çурт-йĕрсенче камсем пурăннине лайăхах пĕлнĕ май, Алтевен чарăнса тăчĕ. Йĕрекен саса пулăшу ыйтса кăшкăрнăнах туйăнчĕ ăна. Хуçалăх кантурĕн бухгалтерĕ пурăнакан йывăç пӳрт çенĕкĕнчи сасă иккен ку. Алтевен хăй те астумарĕ хăш самантра çенĕк патне вăркăнса çитнине. Шалта пĕр вун улттăсенчи хĕре бухгалтер пĕтĕм вăйпа питрен çапса хĕнет. Урса кайнă çынна тытса чарма пружинă пек сиксе ӳкрĕ Алтевен. «Саяа кунта мĕн кирлĕ?» — пĕтĕрсе хурасшăн пулчĕ ăна бухгалтер, сарлака хулпуççиллĕ, хĕрĕхсенчен иртнĕ арçын. Алтевен те вăйсăрриех мар. Çав хушăра леш хĕр урамалла тухса чупрĕ. Бухгалтер, ним тăвайми пулса, çиллине шăнараймасăр тӳрленерех тăчĕ. Сивĕ те хаяр куçĕсемпе Алтевене шăтарасла пăха пуçларĕ. Кӳрентермелли темле сăмахсем калама хатĕрччĕ пулас та, анчах чĕлхи çаврăнаймарĕ. Алтевен амăшне лайăх пĕлет бухгалтер, çавăнпа хăяймарĕ курăнать. Шалта, пӳлĕмĕнче, ача макăрни илтĕнетчĕ те, пăрăнса, алăк патнелле йывăррăн уттара пачĕ. Алтевен те çенĕкрен тухрĕ. Вăл, унталла-кунталла пăхкаласа, хĕр ăçтарах-ши тесе, куçĕпе шырарĕ. Кунти çуртсем вăрман хĕрринче те, йĕри-тавра йывăçсем нумай. Алтевен паçăр хăй утнă сукмак çине тухрĕ те пĕр хурăн хӳттинче леш хĕр ĕсĕклесе тăнине курах кайрĕ.
— Мĕншĕн хĕнет вăл сана? — ыйтрĕ Алтевен, хĕр çумне пынăскер. Хальтерех кăна иртсе кайнă çумăр йĕпетни типеймен те, çурхи ешĕл курăк çинчи йăлтăртатакан тумламсем хĕр куçĕнчен тăкăннă куççуль шывĕ евĕрлĕ куранаççĕ.
— Нянькăра пурăнатăп эпĕ, — хĕрелнĕ куçĕсене аллипе шăлкаларĕ хĕр. — Хăйсем апата килнĕ чух сиксе тухрĕ-ха инкекĕ... ачи диван çинчен ӳкрĕ те... Эп асăрхайман пек туйăнчĕ вĕсене. Мана ахаль те çын вырăнне шутламаççĕ вăл килте. Тӳсейместĕп урăх...
Çакăн пек паллашрĕ унпа Алтевен. Хĕрĕ Акаç ятлă пулчĕ. Ăна вăл ĕçе вырнаçтарас шутпа та хăй пĕлнĕ пек пулăшма тăрăшрĕ. Акаçăн селекци хуçалăхне ĕçе кĕме пулатчĕ-ха, анчах хăйне хĕненĕ бухгалтерпа нихăçан курнăçас килменни çавăнта юлма памарĕ ăна. Алтевенпе иккĕш вара пĕр яслине пырса тухрĕç.
— Килĕшем малтанлăха техничкăра ĕçлеме, — терĕ Акаç. — Каярах нянькă тăвĕç. Юрататăп ачасене.
Пĕчĕклех ашшĕ-амăшĕнчен тăлăха юлнă Акаç Вăрнар поселокĕнчи мăн аккăшĕ патĕнче ӳснĕ. Вуннăран иртсенех çынсем патĕнче нянькăра çӳреме тытăннă. Çав хăнăху ĕнтĕ ăна яслине илсе пынинчĕн ним тĕлĕнмелли те çук.
Алтевен Сапатаровăн часах Челябинск хулине, хăй ĕçлемелли вырăна, тухса каймалла пулчĕ. Акаç патне вăл çыру хыççăн çыру çӳретрĕ. Лешĕ те ăна ответлесех тăчĕ. Пĕр-пĕринчен аякра пулсан та, икĕ çамрăк чĕре çывăхланнăçемĕн çывăхланчĕ. Отпускра-мĕнре тĕл пулнисем чи пысăк телейччĕ.
Алтевен Челябинскри пĕр строительствăра платникре ĕçленĕ çĕртех призыва тăчĕ. Ăна çар ретне илчĕç. Малтанхи уйăхсенче кĕçĕн авиаспециалистсем хатĕрлекен шкулта вĕренчĕ. Ун хыççăн вара авиаци полкĕн çыхăну ротинче службă пуçларĕ. Çав вăхăтра Акаçран илнĕ çырусенчи хыпар юратнă хĕрĕн тĕлĕнмелле ырă кăмалĕ пирки Алтевене хумхантаракан истори пĕлтерчĕ. Ун чухне аллă виççĕмĕш çулччĕ. Яслири Акаç та техничкăран воспитательницă таран ӳснĕ. Ачасем те ăна пит хăнăхнă. Вăл пăхакан группăри пĕр ачин килĕнче йывăр самант килсе тухнă. Амăшĕ ĕçре чухнех чĕре чирĕпе йăванса кайнă та урăх тăрайман. Ашшĕ, МТС слесарĕ, ик ачипе пĕчченех тăрса юлнă. Пĕри вун уйăхри, тепри виçĕ çула та çитейменскер пулнă. Ашшĕне, Талматина, юлташĕсем Шупашкарти усрав ачасен çуртне кайса пăхма сĕннĕ. Анчах Талматин килăшмен, ачисене вăл ниçта та ăсатасшăн пулман. Кĕçĕнни унăн яслире Акаç пăхакан группăра, тепри (вăл та ывăл) аслăраххисен ушкăнĕнче пулнă. Сехметри Талматина, çынсенчен чл пирвай асăрханă пек, Акаç пулăша пуçланă. Яслирен пушаннă вăхăтсенче Талматинăн килти ĕçĕсене туса пыма та ӳркенмен вăл. Усал чĕлхесем ун пирки сăмах та кăларса янă: «Виçĕ арçын патне тарçа çӳрет», — тенĕ. Çавна илтсе, Талматин пăшăрханнă. Хăй Акаçа мĕнле тав тума пĕлем-ши тесе пурăннăскер, пĕррехинче:
— Çитĕ пуль капла, — тесе хунă. — Сан ырă кăмăлна ĕмĕр манмăп эпĕ. Анчах усал чĕлхесем ятна ярĕç тата... Пирĕнпе ан чăрман урăх.
— Эпĕ нимле усал чĕлхесенчен те хăрамастăп, — тавăрнă Акаç. —Тăлăх ачасене пулăшасси — хамăн тивĕç тесе шутлатăп.
Талматин хваттерĕ ун чух кивĕ общежитири пĕр пӳлĕмре пулнă. МТС çыннисем те Акаçа чунтанах хисепленĕ. Акаç килсе каяйман вăхăтсенче общежитири хĕрарăмсем те Талматин ачисене хăйсем тĕллĕн хăварман. Анчах аслă ывăлĕ яслире темлерен майпа лекнĕ пăсалнă тăпăрчă çисе чирлесе ӳкнĕ. Талматиншăн тепĕр пысăк хуйхă çитсе тухнă. Сыватма пулăшас тесе, Акаç та мĕнле кăна тăрăшман пулĕ. Ачана больницăна вырттарни те çăлайман. Пурнăç никамăн та пĕр пек килмест, çапах çулталăк хушшинче икĕ пысăк çухату тӳсесси Талматиншăн калама çук йывăр пулнă. Çынна пĕтĕм чунĕпе хĕрхенме пĕлекен Акаç çав кунсенче Талматина халран ӳкме паман. Лешĕ çакăн çинчен каярахпа, Акаçран илнĕ адрес тăрăх, Сапатаров патне çырнă малтанхи çырăвĕнчех пĕлтернĕччĕ. Паллашасси те çав çыруран пуçланчĕ вĕсен. «Тĕлĕнмелле хĕр юрататъ сана. Ун кăмăлне хаклама сăмах та çитес çук. Нихçан та вăл хĕре ан кӳрентер», — тесе вĕçленĕччĕ çырăва Талматин.
Çав паллашу хыççăн Сапатаров, Çарти службă пĕтессе кĕтнĕ май, малашнехи хăйĕн пурнăçне шухăшра ялан МТСпа çыхăнтарнă. Урăх çĕре мар, Талматин ĕçлекен МТСа чунĕ туртнă ăна.
Виçĕ çул хушши пынă Çар служби иртнĕ те, Сапатаров амăшĕ патне таврăннă. Хăй тытнă шухăшĕнчен пăрăнман вăл. Çĕнĕ професси туянма та хапăл тунă. Кунсăр пуçне, шăллĕпе йăмăкне пурнăç çулĕ çине тереклĕрех тăратас шутпа та амăшне çывăхрах пулăшасшăн пулнă йĕкĕт. Çапла Сапатаров МТС мастерскойĕнче ĕçлеме тытăнчĕ. Слесарь хăнăхавĕсене тахçанах туянса курнă çын пек, çĕнĕ профессине вăл час парăнтарчĕ. Паллах ĕнтĕ, тăрăшни теме те çĕнтерет. Анчах Çар службинчен таврăннă-таврăнманах Акаçпа иккĕшĕн хушшинче пулса иртнĕ калаçу ăнланмалла мар йывăрлăх илсе кĕчĕ Сапатаров чунне.
— Каçар мана, сан шухăшунта çӳреме тивĕçлех те мар пуль эпĕ, Алтевен, — чĕтренсе тухакан сасăпа каланăччĕ Акаç. — Эс ăслă çын пулатăн. Малашлăху пирки те ĕмĕтпе çунатăн. Халь тӳрех каçхи шкула вĕренме кĕни те питĕ вырăнлă вăл сан. Умри çулу аслă. Ман кичем юратăвăм сан çулу çинче чăрмав пуласран хăратăп.
— Ан калаç-ха кирлĕ мара, — ăнланмарĕ ăна Сапатаров.
Вĕсем кĕркуннехи пуш стадиона кĕнĕччĕ, сарăхнă çерем çинче иккĕш çеç çӳрерĕç пулсан та, пĕр-пĕрне лăплантармалли сăмахсем тупаймарĕç.
Мастерскойра кулленех Талматинпă ĕçле-кен Сапатаров çав аслă юлташĕ урлă Акаç пирки ыйтса пĕлме пĕрре кăна мар хатĕрленнĕччĕ. Хăюлăх çитеймерĕ-çитеймерех. Акаç кăмăлĕпе мĕншăн ытла та улшăннине çын урлă ыйтса тĕпчени аван мар-çке. Нумай пыратчĕ-ши, çук-ши çапла, анчах Талматин пĕррехинче систермесер чăтаймарĕ. Сменăран тухсан, вăл хăйĕн хваттерĕ тĕлне çитиччен Сапатаровпа пĕрле анчĕ. Общежитинелле тăкăрлăкпа кĕрсе каймалла чух Талматин чарăнса тăчĕ.
— Тăхта-ха, — терĕ вăл Сапатарова. — Айăплă-ши Акаçпа иксĕмĕр сан умра, çук-ши, çыхăнусем çапла килсе тухасса эпĕ те кĕтменччĕ...
Аллине пачĕ те уйрăлса утрĕ Талматин. Урăх мĕнле сăмах кĕтмелле тата Сапатаровăн? Çав самантрах ăна киле кайма енакан Агафонов хулран пырса тытрĕ:
— Атя, уттарар пĕрле...
Унтанпа çичĕ çулталăк хыçа юлчĕ. Юратури шăпа çапла килсе тухнине те тахçанах хăнăхса ирттернĕ Сапатаров. Акаçа та, Талматина та айăпа хурса пурăнман вăл. Вĕсене ытларах та ытларах хисепленĕ çеç. «Çӳхе кусар» элекĕ валли нимле сăлтав çук ку туйăмра.
Акаç хăй мĕншĕн кӳренни çинчен упăшкин юлташĕсене хыпарламан иккен-ха. Çавăнпа ыттисем пĕличчен тăхтама шутларĕ Сапатаров. Темле пулсан та, элек авторне ответ тыттарас килет унăн.
Хăй заочнă вĕренекен институтран сессие чĕнекен хут килчĕ те, Сапатаровăн часах экзаменсем пама тухса каймалла пулчĕ. «Сӳхе кусарпа» çыхăннă «ĕçсем» пирки хăй кайиччен вăл цех начальникĕпе тĕплĕн канашласа пăхрĕ. Лешĕ вĕçне çитерме килĕшрĕ. «Кашни экзамену хыççăнах хыпарласам пире», — ăсатрĕ ăна Агафонов.
Горький хулине çитнĕ Сапатаровшăн виç кунтанах памалли пирвайхи экзамен ытла та сисĕнмесĕр иртрĕ. Машиноведени — чи юратнă предметсенчен пĕри те-ха, çапах чун вырăнта марччĕ. Ун пекех ăнăçлă паратăп тесе шутламанччĕ Сапатаров. Тухсан, институт çурчĕ умĕнче зачеткăна темиçе хут та уçа-уçа пăхрĕ вăл. Мĕнле отметкă лартнине пĕрре те ĕненес килмест хăйĕн. Çырупа та ĕнтĕ хыпарлама тиветех. «Отлично» патăм тесе пĕлтерни ытлашши мухтаннă пек пулĕ çав. Отметкă пирки шарламасан та юрĕ.
Сапатаров киоскра икĕ открыткă туянчĕ те Атăл хĕрринелле утрĕ. Бульвар çумĕпе аялалла çамрăк йывăçсем ӳсекен çерем анать. Июль шăрăхĕ Сапатарова та йывăç хӳттине хăваларĕ. Çерем çине тăсăлса выртсах, хулăн тетрадьне открыткă айне хучĕ те авторучкăпа çыру çырма тытăнчĕ. «Юратнă аннем!» текен саспаллисем шăрçа евĕр тĕрленчĕç. Бульварти радио сасси пит уççăн илтĕнет те, репродукторти калаçу хăлхана кĕре пуçларă. Авторучкăна пăрахсах итлеме тытăнчĕ Сапатаров. Шăпах Талматин пек чире кайнă çынна, сывалас шанчăка та çухатнăскере, пĕр тухтăр операци туса çăлни çинчен каласа параççĕ радиопа. Тухтăрăн хушаматне çырса хучĕ Сапатаров. Адресне пĕлме пулăшакан сăмахсене те мансă хăвармарĕ. Çав адрес тăрăх Талматин чирĕ пирки пĕлтерсе пăхсан мĕнле-ши?
...Хăйĕн тусĕ аякри хулара, Атăл хĕрринче, çакăн пек шухăша кайса ларнă чух Талматин килте, вырăн çинчен тăнăскер, алăкăн-тĕпелĕн уткаласа çӳренĕ. Акăш-макăшла хумхантаракан кун-çке паян. Халь çеç Агафонов килсе кайрĕ. Пĕччен мар, цехри пĕтĕм коллектив унпа пĕрле пулнăнах туйăнчĕ. Хăйсем пухура мĕн йышăнни çинчен калакан протокола та, машинкăпа çаптарсах, пичетне пустарсах, илсе килнĕ Агафонов. «Акă ĕç укçи сире. Хăвăра ялан цехри пек шутла. Юлташусем ыр сунса хисепленнне кăмăллăр», — терĕ те укçипе пĕрле протоколне те парса хăварчĕ. Шел, Акаç темшĕн кунта пулаймарĕ. Ăна та часрах савăнтарас килет Талматинăн. Арăмĕ юлашки вăхăтра чунĕпе тем тарăхнине сисмест мар упăшки. Сăлтавне вара пĕлтерме шутламасть Акаç. «Ман чирĕме пула асапланать вăл», — чĕри ырататчĕ Талматинăн. Халь акă, паян ума мĕнле савăнăç килсе тухнине пĕлсен, арăмĕ йăлт улшăнса кайĕ. Ун патне çак самантрах çитсе пĕлтермелле мар-ши? Анчах Талматинăн çӳреме юрамасть вĕт-ха. Çавăнпа арăмĕ таврăниччен кĕтме лекрĕ унăн.
Ачине йăтнă Акаç урамра курăннă-курăнманах упăшки ăна хирĕç тухма васкарĕ. Чĕркенсе выртакан укçана та, протокол хутне те алла тытрĕ вăл.
— Кур, чĕкеçĕм! — хăлаçланчĕ телейлĕ упăшка крыльца çинче. —Мана вĕсем этем шутĕнчен кăлармаççĕ.
Акаç хапхаран кĕнĕччĕ кăна, тӳрех нимăн те шарламарĕ, анчах тĕлĕнерех пăхрĕ. Темшĕн аслă ывăлĕ ăçтине ыйтса пĕлчĕ. Лешĕ Çавал хĕррине юлташĕсемпе кайнăччĕ те килмен-ха. Мĕншĕн кн пирки ыйтрĕ вара? Упăшки каласа паракан савăвăçлă хыпара та итлесшĕн мар иккен Акаç.
— Пăх-ха тетĕп, — йăлăнать Сергей Макарович.
— Чухлатăп мĕн кăтартасшăннине, — кӳреннĕ сасăпа хуравларĕ Акаç. Хăй, пӳрте кĕрсе, Вовăна урайне ячĕ.
Тян Акаç тĕп сăлтав çинчен пĕтĕмпех каласа пачĕ.
Усалпа кĕрешме никамăн та мар, хăйĕн хутшăнмаллине пит лайăх ăнланса илчĕ Талматин. Ăна çак тĕлĕшпе Степанида Фоминична пулăшрĕ. Вĕсем иккĕш мĕн тумаллине пĕрле шутланă чух Сапатаровăн сессирен таврăнмалли вăхăт та çывхарначчĕ ĕнтĕ. Ăна кĕтсе пурăнакан Агафонов пĕррехинче цех еннелле ăнтăлакан Степанида Фоминичнăна асăрхарĕ. Ват çын сăлтавсăр çӳрекен марччĕ. Мĕн пулнă-ши? Партбюро хушнă тăрăх унпа мĕн калаçмаллине пĕтĕмпех вĕçлерĕм тесе шутланăччĕ-çке Агафонов. Хăй вăл кăптăрлахи сменă хыççăн киле кайма пуçтарăннăччĕ. Çĕнĕ складăн çӳлти хутĕнчен анатчĕ. Степанида Фоминична тӳрех ун патнелле çывхарчĕ.
— Павел Петрович! — пăлханнă сассипе чĕнчĕ вăл. Хĕпĕртени таçтанах паллă. — Килнĕ вĕт, ăнланатăр-и, килнĕ!
— Кам килнĕ?
— Тухтăр... Алтевен çырса ятăм тесе пĕлтернĕччĕ-çке. Ытла та тĕлĕнмелле. Алтевен çыравне илсе вуланă çав тухтăр. Талматин патне хăй килнĕ ав.
— Нимĕн те ăнланмастăп, — ĕненмен пек пулчĕ Агафонов.
— Ара, Талматинсем патне кĕтĕм те хам куртăм. Унта ларать. Сыватăпăр, тет. Хăйпе пĕрлех Талматина Мускава илсе каясшăн. Сергей Макарович ĕçе тăрĕ-ха вăл сирĕн, тет.
— Çаплах каларĕ-и?
— Ун сăмахне калатăп-çке. Эп ятарласа сире пĕлтерме хыпалантăм. Вăл Шулашкара командировкăна килмелле кĕтĕм, тет. Кайса паллашăр,
— Тавтапуçах сире, Степанида Фомивячна, — пусма картлашкисеи çинчен чупса анчĕ Агафопов. — Утар пĕрле.
— Мана тепре пыма аван мар, — ăсатрĕ ăна Степанида Фоминична.
Хăй тăрса юлчĕ. Çакăнта ĕçлеме çӳрекен çын пекех туйрĕ хăйне Алтевен амăшĕ. Унăн цеха кĕрсе, кашни рабочиех ăшă сăмах каласа тухас килет. Степанида Фоминична тулли кăмăлĕпе пĕр самант хушши ун-кун пăхкаласа тăнă чух çывăхра иртекен-пулакан курăнмарĕ. Кирек хăшĕ пырса калаçма пуçласан та, ăшри туйăм хаваслăхĕ çинчен ăнлантарса пама сăмах çитерес çук вăл. Мĕнле кана шухăш пĕрлешмерĕ пуль çав туйăма! Таврана саланакан кĕрлев те, çӳллĕ те вăрăм мăрьерен тухакан тĕтĕм кăтраланни те — пурте, пурте чуна çĕклентереççĕ. Çак вырăн пархатарĕпе вăй илсе, ун ывăлĕ çын пулнă-çке. Алтевеншĕн çеç савăнатъ-ши Степанида Фоминична? Акаçăн питре-сăнра йăлкăшма тытăннă телейĕ те ăна шутсăр хĕпĕртеттерчĕ. Таврари ырă кăмăлла çынсемшĕн чун юрлать. Йывăра лекнĕ юлташĕсене пулăшма тем тума та хатĕр ун пек çынсем. Пирĕн йăли çавнашкал — пĕр-пĕриншĕн тăрăшмалла!