Тахçантанпах çырмастăп сăвăсем.
Тахçантанпах савмастăп никама та.
Савас текен пур кăмăла хăватăп,
пурнатăп çылăхран тухас тесе.
Тахçантанпах кĕтместĕп никама.
Тахçантанпах никамшăн та çунмастăп.
Чĕре чĕнмест — юнланнă, ĕннĕ ластăк.
Юн сивĕннĕ. Чун вилнĕ. Хусканмасть.
Татах чĕртсе хускатĕç-ши ăна?
Пĕр йăпатса, пĕр амантса турткалĕç?
Çавна: чăн юрату ку тесе калĕç?
Анчах кичем, салху çак йăлт мана.
Кичемлĕхре вилетĕп пулĕ эп?
Салхулăхра вилме пуль Турă çырнă?
Тулмарĕ кăмăл ман, каçмарĕ çылăх.
Хыт тĕмсĕлсе, мĕскĕнлĕхре вилеп...