Такамăн чунĕ, манăн чуншăн çуннăн,
им-сип парса тем пăшăлтатрĕ çуттăн.
Ăна чунпа итлерĕм эпĕ сумлăн
ялан туйса хăй Турă тăнăн çуммăн.
Ман чун лăпланчĕ. Илтрĕм эпĕ тĕрлĕ
сĕнӳ-канаш. Пăлхавлă, хĕнлĕ-тертлĕ
кун-çулăмран — пурнăçăмран хам тĕллĕн
кайма хушмасть — хуть тĕлĕн, хуть ан тĕлĕн.
Тавах сана, хĕрхевлĕ вăрттăн сасă!
Кӳтсе çитсе эп сӳнессе туйсассăн,
чĕмрен кайса ӳксен, татах эс ассăн
сывлаччĕ манпа çумлăн — ят тухсассăн...