I
1942 çул. Çурла уйăхĕ. Пирĕн чаçе Ленинградран çурçĕрелле пĕр пĕчĕк станцие хӳтĕлеме илсе пычĕç. Нимĕç фашисчĕсемпе шурă финсем çак станцие илесшĕн темиçе кун хушши урса кайса çапăçаççĕ ĕнтĕ, анчах илеймеççĕ, мĕншĕн тесен пирĕннисен урăх пĕр утăм та чакма юрамасть: хыçра — Ленин хули.
Станцие эпир çĕрле пырса çитрĕмĕр. Тавралăх лăпкă, теплерен кăна шăплăха пĕччен тупă сасси пăсать.
Станцирен тухсан, çухрăма яхан вăрманпа анăçалла кайрăмăр. Сарлака шоссен икĕ енĕпе сĕм вăрман кашласа ларать. Çӳлелле кармашнă яштака хыр-чăрăш тăррисем тĕттĕмре пысăк сăнăсем пек курăнаççĕ.
Шоссепе час-часах машинăсем кĕрлесе иртеççĕ: пĕрисем — фронт еннелле, теприсем — пире хирĕç, каялла. Вĕсенчен нихăшĕ те хунарĕсене çутатман. Хунар çутатма мар, кунта шăрпăк чĕртме те юрамасть, чикарккăна та шинель çанни ăшне пытарса туртатпăр. Çĕрлехи тĕттĕм вăхăтпа усă курса, нимĕн шăв-шав тумасăр, передовойнелле çывхаратпăр. Пире хирĕç килекен пĕр пысăк автобус тем пирки кăшт чарăнса тăрсан, машинă ăшĕнчен аманнă салтаксем ахлатса йынăшни илтĕнчĕ. Юнашар пыракан Андрей Пономарев тусăм хулăмран тĕртрĕ те:
— Куратăн-и, ентешĕм, епле тыллать вăрçă? — терĕ. — Юмахри тимĕр тылăран та тискер иккен вăл... Фронта хамăр урапа кĕретпĕр, каялла вăра — санитари машинипе. Е унтах... пуçĕпех выртса юлатăн.
Мана, халиччен çерçие те пулин чулпа персе курманскере, вăрçă тени (кĕнекесем вуланипе, киносем курнипе) темĕнле романтикăлла япала пек туйăнатчĕ. Унăн чан-чăн тискерлĕхне, хăрушлăхне эпĕ чун-чĕремпе ăнланма пултарайман çав...
Вăрман хĕррине тухсан, кĕçех пире чарăнма приказ пачĕç.
Эпир Андрей Пономаревпа окопăмăрсене юнашарах алтрамăр. Вĕсене çиелтен, тăшман пире асăрхасран, хыр лăссисемпе витрĕмĕр, тĕпне те çавнах сартăмăр, вара черетпе вырта-вырта кантăмăр: пĕр куçупа тĕлĕк кур та тепринпе сыхă тăр!
Шăпчăк ыйхи те çывăраймарăмăр — çуллахи çĕр иртсе кайрĕ. Шурăмпуçĕ амалансах, амалансах пычĕ...
Сасартăк нимĕçсем енчен кĕрен ракетăсем тӳпенелле вирхĕнсе хăпарчĕç те пирĕн окопсем çийĕн вĕçсе каçса сӳнчĕç.
Ку фашистсен атакăна тухмалли сигналĕ пулчĕ иккен...
Пономарев окопра канатчĕ-ха. Сăмах майĕн каласан, Андрей — Етĕрне вырăсĕ, вăрçа киличчен çамрăк ăрăва вĕрентсе пурăннă. Вăл, хамăр енчи чылай вырăссем пекех, чăвашла та чухлать, çавăнпа та манпа хутран-ситрен чăвашла сăмахсемпе перкелешет.
Тăван çĕршыва хӳтĕлеме эпир иксĕмĕр те пĕр кунах тухса килтĕмĕр, пĕр чаçех лекрĕмĕр. Халĕ те пĕрлех. Хамăр хушăра «çук — çурмалла, пур — пĕрле» текен саккунпа пурăнатпăр.
Ракетăсем пирĕн çийĕн вĕçсе иртнĕ чух лăпкăн тĕлĕрекен Андрейăн питне çутатса илчĕç. Вăл кăвак куçне кăштах уçрĕ те каллех хупрĕ...
Эпĕ, бруствер урлă кармашса, малалла тинкерсе сăнатăп. Тăшмана кĕтсе илме юнашар окопсенчи юлташсем те хатĕр: вĕсем те малалла пăхаççĕ.
Тул янках çутăлчĕ. Кĕçех çутçанталăка ырлăх кӳрекенĕн малтанхи хĕрлĕ хĕлхемĕсем аслă çĕр тăрăх чупса каймалла ĕнтĕ.
Сасартăк çак калама çук ырă тапхăрта, этем чун-чĕрине çунатлантаракан вăхăтра, сывлăша хăрушла чĕтретсе, снарядсем ӳлени илтĕнсе кайрĕ. Акă вĕсем, ытараймн тавралăха асар-писер кӳрекенскерсем, пирĕн окопсем умне ӳксе, хаяррăн шартлатса çурăлчĕç, темĕн çӳллĕш хура тĕтĕмпе тусан çĕклерĕç. Эпĕ çавăнтах окоп тĕпне тăсăлса выртрăм, çан-çурăм тăрăх сивлек чупса иртрĕ. Снаряд ванчакĕсем пуç çийĕн вăр-р! туса шăхарса саланчĕç.
Иккĕмĕш хутĕнче снарядсем, ирхи сывлăша çурса, пирĕн урлă ӳлесе иртрĕç те хыçри вăрмана ӳксе чĕтретрĕç.
Андрей çавăнтах сиксе тăчĕ:
— Пуçланчĕ-им? — ыйтрĕ вăл, тăртаннă куçесепе аллипе хăвăрт сăтăркаласа.
— Пуçланчĕ пулас... Хăвăртрах хатĕрлен! — терĕм те эпĕ гранатăсене бруствер çине хатĕрлесе хутăм, винтовкăна хытăрах чăмăртаса тытрăм.
Снарядсем виççĕмĕш, тăваттăмĕш хутчен те пирĕн патрах çурăлчĕç... Унтан, чуна çурса, минăсем те вĕçсе килчĕç.
Кӳршĕ окопсенче йывăррăн йынăшнă сасăсем илтĕнчĕç, тахăшĕ фашистсене чĕререн ылханса вăрçрĕ, тахăшĕн вилес умĕнхи юлашки сасси пулчĕ...
Хаяррăн йынăшнă еннелле хĕрлĕ хĕреслĕ сумкă çакнă санитар пĕшкĕнсе чупнине те курса юлтăм.
Тепĕр темиçе минутран шоссе çине виçĕ танк кĕмсĕртетсе тухрĕ. Вĕсем пĕр тăхтаса тамасăр хăрушшăн шăвăнаççĕ, хаяррăн, сиввĕн... Малтанхи танкĕ хамăр пата çитесси çĕр метр пек юлсан, ăна пирĕннисем ПТРтан персе тивертрĕç. Танк тискеррĕн чăнкăртатса илчĕ те чарăнчĕ. Анчах ыттисем унтан иртрĕç те, вут-хĕм сапса, пирĕн çинеллех килеççĕ. Вĕсем хайхи ПТРа тĕллесе переççĕ... Тĕл лекрĕç пулмалла: шăпланчĕ ПТР расчечĕ. Эх-чĕ!.. Эх-чĕ... кусене! — тетĕп хам ăшра. Сывлăшăм пӳлĕнчĕ, чĕрем сиксе тухас пек тапать... Тăшман танкĕсем, хăйсене хирĕç перекен çуккине кура, малалла хăюллăн пыраççĕ. Часах вĕсем пире хăйсен хурçă гусеницисемпе лучăркаса тăкассăнах туйăнать. Тискер вилĕм çывхарнăçемĕн çывхарса килет.
Ытти чухне лăпкă пулнă Андрей халĕ урăх чăтса выртма пултараймарĕ, сасартăк шуралса кайнăскер, ман ума чупса пычĕ те чĕтрекен сасăпа кăшкăрчĕ:
— Пар хăвăртрах гранатусене!
Вăл, манăн икĕ гранатăна илсе, окопран сиксе тухрĕ те шоссе хĕрнелле ыткăнчĕ... Малти танк Андрей патне çитесси инçе мар юлнăччĕ — унăн гусеници айне граната çыххи вăркăнчĕ. Çав самантрах çул çинче çулăм капан пек çĕкленчĕ, хура тĕтĕм палкаса тухре.
Танк çула урлă çаврăнса ларчĕ. Тепри вара, хăвăртлăхне чарма ĕлкĕреймесĕр, ăна хăйĕн сулăмĕпе пырса çапрĕ те ӳпĕнтерсе ячĕ, хăй те çавăнтах хирĕнсе чарăнчĕ.
«Шалчи тулчĕ!» — шухăшларăм эпĕ. Çав вăхăтра танксем хыçĕнче фашистсен йышлах мар пехоти курăнса кайрĕ. Фрицсем, автомачĕсемпе таттисĕр персе, чупсах килеççĕ. Эпĕ, винтовкăна çирĕпрех тытса, пеме приказ пуласса кĕтетĕп. Нимĕç автоматчикĕсем пĕр çитмĕл-сакăрвунă метрта çеç ĕнтĕ. Анчах пеме приказ çук-ха. Татах мĕн кĕтсе тăмалли пур-ши?
Юлашкинчен, кӳршĕ окопран — кĕтнĕ приказ: пемелле! Курок çине пусма та ĕлкĕреймерĕм — хайхи фашист ман еннелле темиçе хутчен автоматран шатăртаттарса илчĕ.
Малалла мĕн пулнине астăваймастăп. Сылтăм алăн шĕвĕр пӳрне хăех курока туртма ĕлкĕрнĕ-мĕн: винтовка хулпуççинчен калтлаттарса тапнине çеç туйрăм. Пăхатăп: умри фашист, темле хăлаçланса, малалла тирĕнчĕ. Акă тепĕр фашисчĕ те каснă йывăç пек лаплатса ӳкрĕ.
— Çапла кирлĕ сире! Хăвăр вилĕмĕре шыраса Рейн хĕрринчен Нева хĕррине килтĕр, никам та чĕнмен сире, çичĕ ютсене!
...Фашистсем каялла чакрĕç, вĕсенчен нумайăшĕ пирĕн умра уйра тислĕк куписем пек выртса юлчĕç. «Уйăх витĕр уй курăнать», — юрă сăмахĕсем аса килчĕç мана, анчах халĕ çав салхуллă юрă сăмахĕсем хурлантармарĕç, савăнтарчĕç кăна. Çакă анлă уй, аслă вырăс уйĕ, эпир иртес уй — фашистсен çăви пулчĕ...
Эпĕ, хамăн паттăр ентешĕме шыраса, шоссе еннелле пыраттăм, мана Андрей хăй асăрханă иккен:
— Ентешĕм! Аркадий! Эпĕ кунта! Тунсăхларăн-им? — тесе кăшкăрать.
Ун çумĕнче, çул хĕрринче тарăн канавра, ротă санитарĕ темĕн аппаланинне курсан, тусăм аманнине тӳрех ăнлантăм.
— Мĕн... амантрĕç-им?
— Темех мар... Тараккан çыртнă пек кăва, — терĕ те Пономарев бинтланă сулахай хулне кăтартрĕ, унтан лăпкăн хушса хучĕ:
— Ӳте кăшт шăйăрттарса кайнă... Сывлăм типиччен тӳрленет вăл.
Эпĕ, тусăм тертленнине курса, санитар куçĕнчен пăхрăм.
— Суранĕ çителĕклех, анчах хул шăммине амантман. Пур пĕрех санчаçе ăсатма тивет, кунта сиплеме май çукки — паллă, — ăнлантарчĕ çамрăк санитар.
— Килĕшместĕп! — хирĕçлерĕ ăна Андрей. Унăн кăвак куçĕсем хаяррăн çиçсе илчĕç. — Çак сураншăнах юлташсене пăрахса каяс-и? Вĕсемпе пĕрлех пулатăп. Пĕлетĕр: хыçăмра Ленинград! Эпĕ çын çурăмĕ хыçĕнче пытанса пурăнма вĕренмен. Ан ӳкĕтлĕр мана, санитар юлташ, пур пĕр хам тусăмсенчен ниçта та уйрăлса каймастăп.
Санитар пĕр хушă шухăша кайнă пек пулчĕ, татăкла каланă сăмаха хирĕçлеме хăюлăх çитереймерĕ пулас.
— Ну, эппин, юлăрах, авчах кайран мана ан ӳпкелĕр, — терĕ те тепĕр аманнă салтак патне васкарĕ.
Каллех эпир иксĕмер юнашар. Фронтра хăюллă та шанчăклă юлташ — хурăнташран та хурăнташ.
II
Шăп. Кăнтăр вăхăчĕ. Иртен варах салтаксем канаççĕ. Тăшман çухалнă тейĕн. Эрне хушши кун пек шăплăх пулманччĕ-ха. Нимĕнле вăрçă та, нимĕнле фашистсем те çук пекех.
Тăшманăн иртнĕ кунхи ăнăçсăр çапăçăвĕсемпе пысăк çухатăвĕсем ăна самаях хавшатрĕç пулас. Ара, ĕнерхи пĕр çапăçура çех эпир Андрей Пономаревпа кăна сахалтан та пĕр вунă фашист тирпейлерĕмĕр пулĕ...
Ирхине çанталăк янкăр уярччĕ. Акă халĕ, кăнтăр тĕлнелле, шурă пĕлĕтсем йышланма тытăнчĕç. Эпĕ, кăнтăрлахи хӳхĕм çантăлăка ытараймасăр, курăк çине канма выртрăм.
— Ну, ентешĕм, асту, çывăрса ан кай: ĕшеннĕ çынна ыйхă ту пек пусать, теççĕ. Вара ху та сисеймĕн — çăхан апачĕ пулăн, — тесе асăрхаттарчĕ мана Андрей.
— Ăнлантăм, — терĕм месерле çаврăнса. Тӳпере капмар пĕлĕтсене тинкеретĕп. Вĕсем кăнтăр-хĕвелтухăçнелле, эпĕ çуралгă Чăваш çĕршывнелле, ирĕклен шăваççĕ. Вĕсенчан ман Сăр хĕрринчи тăван ялăма, аттепе аннеме, çамрăк арăмпа ывăлăма хĕрӳллĕ салам каласа ярас килет. Сăр хĕрринчи хулара пурăнакан Андрейăн ашшĕ-амăшне те чĕререн саламлама ĕмĕтленетĕп. Ăшă хĕвел питĕнче выртнă май ача чухнехи вăхăт та аса килчĕ. Улăха лаша çитерме анатăн та кĕççе пек çемçе курăк çине йăванса каятăн. Чылай вăхăт хушши кăвак тӳпене пăхса выртатăн. Сан тĕлтех, таçта çӳлте, тăри хăй юррине каçса кайса шăрантарать е вăрман хĕрринче куккук, такама вăрăм кун-çул пиллесе, хаваслăн авăтать. Сăрт хĕрринче, пуç кăларнă ыраш çинче, ăрша вылять. Пуç вĕçĕнче, вăрăм курăк ăшĕнче, симĕс çунатлă пысăк шăрчăк чăр-р-чăр-р-р-р! чăр-чăр-р-р! туса çутçанталăк илемĕпе савăвать.
Пурнăç! Мĕн тери паха та ырă эсĕ! Кам юратмасăр пултартăр сана!
Эпĕ халĕ те асаттен вилес умĕнхи сăмахĕсене асра тытатăп. Вăл мана, вунă-вунпĕр çулхи ачана, хăй патне кăчăк туртса чĕнсе илчĕ.
— Мĕн кирлĕ, асаттем? Шыв памалла-и? — ыйтрăм эпĕ.
— Çук, çук, мăнукăм, — терĕ вăл мана, куçран пăхса, — халĕ ĕçесси те, çиесси те кирлĕ мар ĕнтĕ. Ĕçес-çиессинчен юлтăм пулас... Сана ачашлас килчĕ...
Унăн путса аннă куç лупашкисене куççуль тумламĕсем сывлăм шăрçи пек пăчăртанса тухрĕç. Мана пуçран ачашланă май хурланчĕ пулмалла асатте. Ăна çав тери пуян та пархатарлă çутă тенчерен, ытарма çук хӳхĕм пурнăçран уйрăлса каясси шиклентерчĕ пулас.
— Мăнукăм, мана ăнланма йывăр сана халĕ. Çитĕнсен, хăвах ăнланăн. Эпĕ каланă сăмаха аса илĕн, асатте каларĕ тейĕн. Эсĕ — пирĕн шанчăк, пуласси. Эсĕ пурри мана савăнтарать, тĕнче туллин курăнать, — çавăнпа та мана чуна кăларма та çăмăлтарах пек. Эсĕ пирĕнтен темиçе хут телĕйлĕ. Çураласса та ырă саманара, телейле тапхăрта çуралтăн. Анчах çынăн ялăнах хăйĕн ĕмĕчĕ, тĕллевĕ пулмалла. Çав ĕмĕте, тĕллеве шанса ĕçлемелле, кĕрешмелле. Вара темле инкекре те пурăнма, кĕрешме çăмăлтарах. Шанчăксăр çын — çунатсăр, çулне час çухатать, пăтранса каять, шурлăха лексе путать... Ăнлантăн-и, мăнукăм?
Тата çакна та калам: пурнăçра çĕр суму ан пултăр та, çĕр тусу пултăр. Çумăнта ялап çирĕп шанчăклă тусу пултăр. Юлташу хăвăнтан лайăхрах пултăр, вара эсĕ те ун пекех пулма тăрăшăн...
Паллах, ун чухне асатте каланă сăмахсен пĕлтерĕшне эпĕ тĕплĕн ăнланма пултарайман, анчах вĕсем ăсăма çирĕп кĕрсе вырнаçрĕç. Вĕсене эпĕ пĕрре мар аса илнĕ. Акă халĕ те каллех аса килчĕç.
...Ленинград патне çити чакнă пулсан та, эпир тискер тăшмана çапса çĕмĕрес шанчăка çухатман, вăл шанчăк пирĕн кашни атака, кашни çăпăçу хыççăн çирĕпленсе пырать. Çак шанчăк мана тăшманпа хаяррăн кĕрешме вăй-хал кӳрет. Асатте каланă пек, яланах ĕмĕтпе шанчăк пулмалла, вара темле инкекре те пурăнма, çĕнтерме çăмăлтарах. Вăл каланă пекех, шанчăклă тус юнашар пулсан, нушапа кĕрешме тата çăмăлрах. Çавăн пек шанчăклă тус, хамран лайăхрах юлташ тесе эпĕ лăпкă та илемлĕ Сăр хĕрринче ӳссе çитĕннĕ вырăса, Андрей Пономарева, шутлатăп...
Хĕвел ăшшинче эпĕ тĕлĕрме те тытăннăччĕ... Сасартăк çывăхрах çĕр чĕтренсе илчĕ.
— Хăвăртрах траншейăна! — кăшкăрчĕ Андрей.
Эпĕ, сиксе тăрса, траншейăна пытавма ĕлкĕртĕм. Инçех те мар, пĕр вунă метрта пулĕ, темиçе снаряд шартлатса çурăлчĕ. Нимĕçсем «концерт» пуçларĕç. Вĕсем ĕнерхи атака ăнăçлă пулманнишĕн пире тавăрма шутларĕç курăнать. Çĕр пичĕ айăн-çийĕн çаврăнчĕ, кисренчĕ, ванчĕ. Хальхинче, тупăсемсĕр пуçне, ултă кĕпçеллĕ минометсем хытă ахăрчĕç. Тавралăхра вут-хĕм, тĕтĕм-сĕрĕм явăнчĕ. Хăлхасем вăхăтлаха хупланса ларчĕç, куç-пуç алчăраса кайрĕ. Кунта никам та тĕрĕс-тĕкеллен юлассăн туйăнмарĕ. Тепĕр çур сехетрен тупăсем ӳхлетме чарăнчĕç.
— Халĕ тăшман атакăна çекленме пултарать, — терĕ Андрей. Пире плащ-палаткăсем кирлĕ мар ĕнтĕ, ахалех вĕри пулĕ...
Çумăр çӳпçерен тăкнă пек çăвать. Бруствер çинчен хăйăрлă-тăмлă шыв окопа шарлаттарса юхать.
— Хатĕрленĕр! Тăшман атака пуçларĕ! — илтĕнчĕ юнашар окопра командир сасси.
Чĕреслетсе çăвакан çумăр хӳттипе, чăнах та иккен, фашистсем пирĕн траншейăсем патнех çывхарса килеççĕ.
— Огонь! — илтĕнчĕ командир сасси. Эпĕ çумăр витĕр инçех мар хура мĕлке хам çинелле чупнине ăсăрхарăм та тĕллесе петĕм. Вăл çавăнтах куçран çухалчĕ. Манăн Андрюш та, хĕрсе кайса, татти-сыпписĕр перет.
Хамăрăн «Максимкăсем» те чарăна пĕлми кĕрлеççĕ. Çапăçу хĕрсе кайрĕ.
Анчах тăшман чакасшăн мар-ха. Унăн çĕнĕрен те çĕнĕ ушкăнĕсем пирĕн траншейăсем патнех сĕкĕнеççĕ. Акă гранатăсем вăркăнма тытăнчĕç. Вĕсем бруствер çывăхĕнчех шартлатса çурăлаççĕ.
Траншейăра шыв тулсах пычĕ. Малтан вăл пĕçĕ кăкĕ таранччĕ, халĕ акă кăвапа таранах çĕкленчĕ. Çитменнине тата каска тăрăх ĕнсе çине шăпартатса юхакан çумăр шывĕ çан-çурăма, чĕрене витерсе çӳçентерет. Ниçта та пĕр типĕ вырăн юлмарĕ.
Тăшман çав-çавах тапăнма пăрахмасть.
Юнашар траншейăра тăруках командир «урра» кăшкăрни янраса кайрĕ.
— Атя, Аркадий, — терĕ те Андрей траншейăран йăлт çеç сиксе тухрĕ. Эпĕ те, унран юлас мар тесе, траншея хĕрринчен тытнăччĕ — шыва темскер чашлатса пырса ӳкрĕ те... Урăх нимĕн те астумастăп.
Тем вăхăт иртсен, куçа уçрăм та хам темле çутă пӳлĕмре выртнине тавçăрса илтĕм. Айăмра сарлака наçилкке. Умра — шурă халатлă фельдшер.
— Хăвăра мĕнле туятăр? Пуç ыратмасть-и? — тет вăл.
— Кашлать. Мĕнле эпĕ кунта çакланнă?
— Тавтапуç калăр юлташăра. Вăл сире вилĕмрен çăлса хăварнă, — терĕ фельдшер.
— Мĕн пулнă ара? Мĕншĕн пуç кашлать? Йĕркипе каласамăрччĕ.
— Халĕ сире калаçма юрамасть. Кăштах канăр — кайран...
Манпа мĕн пулнине фельдшер икĕ кун иртсен каласа пачĕ.
— Сире тусу та, ун чухнехи вăйлă çумăр та вилĕмрен çăлса хăварнă. Эсир траншейăран тухма тăнă вăхăтра граната ӳксе çурăлнă, анчах вăл шывра çурăлнипе сире суранлатайман, взрывĕ вара сусăрлатнă. Эсир çавăнтах шыва ӳкнĕ, путнă. Анчах юлташăр сире туртса кăларма ĕлкĕрнĕ. Кайран хăй вара вунă фашиста вĕлернĕ...
Эрне иртнĕ хыççăн каллех хамăр ротăна таврăнтăм. Çул çинчех эпĕ Андрее тĕл пуласси, унпа чунтан калаçасси çинчен хавасланса шухăшласа пытăм. Анчах тĕл пулаймарăм. Ротă командирне хам сывалса таврăнни çинчен пĕлтертĕм те:
— Лейтенант юлташ, хама лайăх туятăп. Андрей Пономаревпа юнашар тăрса çапăçма ирĕк парăр, — терĕм.
Вăл ман çине сӳрĕккĕн пăхса илчĕ те тăнлавне сăтăркалама тытăнчĕ.
Чĕрем темскер ырă мара сиснĕ евĕр хыттăн тапа пуçларĕ... Командир, сасартăк пуçне çĕклесе, васкамасăр çапла каларĕ: «Хăюллă çынччĕ, — терĕ,— чăн-чăн паттăрччĕ... Анчах...»
— Хăçан пулса иртнĕ ку? Ăçта?..
— Çав кунах, эсир аманнă кун... Фашистсен траншейинче паттăррăн çапăçса пĕтрĕ. Вăл пĕр-пĕччен унта вунă фашиста чиксе, персе вĕлернĕ, анчах хăйне те, хыçалтан тухса, пĕр нимĕç фельдфебелĕ вилмеллех амантнă.
— Эсир унăн ентешĕччĕ пулас? — аяккалла пăхса каларĕ лейтенант.
— Çапла, эпир унпа ентешсем, — тавăртăм эпĕ.
— Апла пулсан, эсир ун паттăрлăхĕ çинчен ашшĕ-амăшне çырса пĕлтерĕр. Тен, пĕрле çырăпăр. Карчăкпа старике ун пек пĕртен пĕр ывăла çухатма йывăр ĕнтĕ, питĕ йывăр...
Мана çуллахи хĕвеллĕ ырă çанталăк та хура кĕрхи кунăн туйăнчĕ. Вăрçă хирĕнче малтанхи хут шанчăклă туса çухатрăм! Ăна йывăр чух ун çумĕнче пулма тӳрĕ килмерĕ çав мана... Каç пуласпа ун вилтăпри çине çитсе куртăм. Пономарева юлташсем вăрман хĕрринчи шурă хурăн айне пытарнă.
Пытарнă чух вилтăпри çине хунă чечексем, вăхăтсăр вилнĕ паттăр пекех, шаннăччĕ ĕнтĕ. Эпĕ вара вăрмантан сарă, хĕрлĕ, кăвак чечексем тымарĕпех кăкласа тухрăм та юлташăн тăпри çине чава-чава лартрăм.
Нихçан та ан шанччăр вĕсĕм, Тăван çĕршывшăн паттăррăн пуç хунă салтакăн вилтăпри çинчи чечексем, кашни çурах çĕнĕрен чĕрĕлсе, ĕмĕр-ĕмĕр ешерччĕр.