Пурнатпăр тупмалли юмах пулса.
Каларăшсем этем пирки нумай-мĕн:
«Шалта мĕскер — унта кĕрсе кураймăн,
Ăша ăшăтаймастăн вут хурса.
Пĕлмешкĕн питĕ йывăр-çке ăса,
Пăрçа хутаçĕ мар — çурса пăхаймăн...»
Анчах, тӳре пулма чарса сăпаййăн,
Мана сасартăк çак килет аса:
Кун-çул йăла-йĕрки хăш чух хатарлă.
Хура сăрра тăваççĕ хăрăмран,
Тен, шурă хурăнах такам çунтарнă.
Алли инкек-синкекĕн вăрăмран
Çынна тустарнă пуль — хуçса хăварнă
Пĕр эпĕ вăхăтра упрайманран.