Тĕлсĕр çул евĕрлех ăнман пурнăç:
утатăн, утатăн, утатăн,
утатăн та, — ăнăç е тухăç
ăçта пулнине те манатăн.
Çӳлте — кайăксен патефонĕ,
умра — çутçанталăк чĕрçи.
Итле! — тет, кĕрлет симфони,
çырла йăлăнать: тат — çи!
Йăван икĕ çул юппине
çитсе хутаçне хунă пек,
тухатпăр эпир тĕнчене
чунри мĕнпур ыр ĕмĕтпе.