Йăмрасарăм, йăмралăх,
Тăван кил пек кĕтесĕм,
Шăнкăрч саслă, тăмраллă
Чун йăпатмăшĕ эсĕ.
Эп сана курма килтĕм,
Кăтра пуçлă йăмралăх.
Сан сăнна ăша илтĕм
Ĕмерсем асăнмалăх.
Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,
Шăппăн ларăр, тархасшăн.
Эп сире çак самантшăн
Çитĕнтертĕм пăхса.
Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,
Эпĕ килтĕм канмашкăн,
Çакăнта эп ачашшăн
Лăпкăн выртăп канса.
Йăмрасарăм, йăмралăх,
Несĕлсен тĕп кĕтесĕ,
Шухăша пусармалăх
Канлĕх памăн-ши эсĕ?
Таймапуçăм та пилĕм,
Йышăн ватă йăмралăх.
Ял-йышпа пулма килтĕм,
Ял-йыша ман халалăм.
Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,
Шăппăн ларăр, тархасшăн.
Эп сире çак самантшăн
Çитĕнтертĕм лартса.
Ай, ан шавлăр, ан шавлăр,
Эпĕ килтĕм канмашкăн,
Çакăнта çеç ачашшăн
Ман вилесчĕ выртса.
1997, юпа, 6.