Çемьере эпĕ пиччесенчен пурне те пĕлме юратнипе уйăрăлса тăраттăм. Пиччесем пур ĕçе те васкамасăр тăватчĕç. Кирлĕ мар çĕре пуçĕсене чикместчĕç. Вĕсем шкулта вĕренетчĕç. Эпĕ тăватă çулта кăна. Манăн вара... çитмен вырăн çукчĕ. Çавăнпа та мана аслисенчен часах лекетчĕ.
Пĕрре çапла, хĕллехи шартлама сивĕ кун, урамран шăнса кĕтĕм. Кăмака çине хăпарса лартăм та ăшăнса ларатăп. Анне кăмакаран ухватпа куршак туртса кăларчĕ те пӳртре пуç-ура яшки шăрши сарăлчĕ. Хырăм выçса кайнă — чăтма çук.
Атте кĕлетре йывăçран рамăсем ăсталать. Кăнтăрччен вăл рейкăсем саваласа хатĕрлет, кăнтăр апачĕ хыççăн вара, пӳртре, çав пулас рамăсене эрешпе илемлетет.
Аттене чăтăмсăр кĕтетĕп. Вăл кĕмесĕр анне яшка антарса памасть. Акă çенĕкре ура сассисем илтĕнчĕç. Эпĕ часрах кăмака çинчен йăпăр-япăр сиксе анса сĕтел хушшине кĕрсе те лартăм. Пиччесем те, вĕренсе лараканскерсем, кĕнекисене васкаса пуçтарса хучĕç. Апат антарса парасса кĕтсе ларатпăр.
Ак, атте алăка уçса ячĕ те, пӳрте «кăвак такасем» кĕрсе тулчĕç, тĕпелелле иртнĕçем çухалчĕç. Урасене сивĕ сывлăш çапрĕ. «Кăвак такасем» тесе эпир тĕтĕм пек сивĕ сывлăша калатпăр. Вĕсем алăка уçсанах хамăртан малтан кĕреççĕ. Çавăнпа та пире атте: «Алăка улпут пек уçса ан çӳрĕр, сивĕ кĕрсе тулать пӳрте», — тетчĕ.
Атте хул хушшинчи çĕклемне урайне пăрахрĕ, аллинчи пурттине кăмака çумне тăратрĕ те: «Астăвăр, пуртта ан тĕкĕнĕр, вăл çыртма пултарать», — терĕ кивĕ кĕрĕкне кăмака хыçĕнчи пăта çине çакнă май. Анне вĕри яшка антарса лартрĕ. Çиме тытăнтăмăр. Манăн куçсем пуртă çинчен каймаççĕ. Вăл куç умĕнче шуралса пырать. Кĕске вăхăтра пас тытса лартрĕ. «Мĕнле майпа çыртма пултарать-ха ку пуртă?» — тесе шухăшлатăп тутлă яшкана кĕрплеттернĕ май.
Çисе тăрансан, аннене хăвăртрах сĕтел çинчен пуçтарма пулăшрăм та вăрăм сак çине хăпарса лартăм. Пуртă çине пăхса ларатăп. Чăтма çук тĕкĕнсе пăхас килет. Пиччесем каллех аллисене кĕнекесем тытрĕç, анне тĕпелте кашăк-тирĕк çăвать. Атте, кил хушшинче шăнса кĕнĕ хыççăн канас тесе, кăмака хыçĕнчи сакă çине кĕрсе выртрĕ.
Эпĕ вара, кушак çури пек, майĕпен, сак çинчен антăм та, шăппăн кăна пуртă патне йăпшăнса пырса пас тытнă пуртта чĕлхепе лĕп! перĕнтĕм. Чĕлхем çыпăçрĕ ларчĕ! Пĕр сас кăлармасăр чĕркуççи çинче ларатăп. Мана пĕри те асăрхамасть. Ку аван-ха. Ларсан-ларсан, тен, хăех уйрăлĕ.
Чи малтан мана анне асăрхарĕ, «Мĕн туса ларатăн эсĕ кунта, хĕрĕм», — терĕ-ха вăл малтанах лăпкăн. «Эй, эсрел ачи, çыпçăнса ларнă вĕт эс... тата мĕн камит туса кăтартатăн-ши?» — терĕ анне тĕлĕннипе икĕ пĕççине шарт! çапса. Атте те çывăрса кайман-мĕн, анне сассине илтсен, мĕн пулнине ăнланса, мăкăртатса тухрĕ:
— Эпĕ сире каланă-и пуртта ан тĕкĕнĕр тесе-э? Каларăм-и? — каллех тарăхса ыйтать манран атте, куçран пăхса. Манран сакăр хут «каларăм-и?» тесе ыйтсан та нимĕн те хуравлаймастăп. Чĕлхесĕр мĕнле калаçас-ха ман?
Пиччесем чăх-чăх кулаççĕ. Мĕн пулать те мĕн килет, кун пек ларса май килмест, шутларăм та, чĕлхене хыттăн кăна туртрăм. Пуртă çине манăн чĕлхе тăрри ларчĕ юлчĕ. Эпĕ, хăвăртрах, аттерен лекесрен хăраса кăмака çине улăхрăм та выртрăм. «Эй, ухмах, малтан пӳрнепе тĕкĕнсе пăхмаллаччĕ ĕнтĕ», — тесе шухăшласа выртатăп ăшă кăмака çинче.