Шурă фарфор чашăк.
Хуп-хура сĕтел.
Пысăк сарă алăк.
Тунсăхлă тĕпел.
Эп — çав фарфор чашăк.
Хуп-хура сĕтел —
Ман яланлăх палăк,
Ман хура элчел.
Алăка уçмашкăн
Хăтланать такам.
Тен, мана çăласшăн
Кам-ши, кам-ши, кам?
Кăлăхах тăрăшать вăл
Алăк леш енче.
Ăна уçĕ тăвăл
Çурçĕр тĕлĕнче.
Шурă фарфор чашăк
Сивĕ урайне
Ӳкĕ те сасартăк
Тупĕ канлĕхне.