С.Асамата
Ăçта эс, манăн тунсăхлă кĕслем?
Сана тахçантанпах алла илмен эп.
Ĕсĕклесем, чĕрем, ĕсĕклесем...
Куççулĕм юх — эп саншăн именместĕп.
Çак чунсăр, тĕксĕм, сулхăн тĕнчере
Никам та никама та шеллемест-мĕн.
...Шеллеттерес килет-çке пурпĕрех,
Шеллеттерес килет хăйне этемĕн.
Эп этем мар-им? Ман чĕре, ман чун
Суранланса та ыратмастъ теетрим?..
Эсир хаваслă эп хурланнă чух.
Е хăвăр хурланассăр çук теетрим?
Ăçта эс, манăн тунсăхлă кĕслем?
Сана тахçантанпах алла илмен эп.
Ĕсĕклесем, чĕрем, ĕсĕклесем...
Куççулĕм, юх — эп саншăн именместĕп.