Тăнăç çĕр çинче, илемлĕ тавралăхра пурăнатпăр эпир — çынсем. Темĕн те пур çынна пурăнма… Çутçанталăкĕ те питĕ илемлĕ. Анчах та эпир таçта аякра-аякра, тĕнче хĕрринче Çăлтăрсен тĕнчи пурри çинчен шутламастпăр та. Унта вара Çĕр чăмăрĕнчен те илемлĕрех, çутăрах. Пурăнма та ирĕклĕрех, çăмăлтарах. Пурăнаççĕ вара унта… Камсем тесе шутлатăр? Çук, çынсем мар. Илемлĕ, шурă, çунатлă лашасем. Питĕ пуян пурăнаççĕ вĕсем. Вĕсен пуянлăхĕ — çăлтăрсем. Каçсерен çак урхамахсем таврари пĕтĕм çăлтăра çутса çĕр çине пăхса лараççĕ. «Çав Çĕр çинче кам та пулин пурăнать-ши?» — теççĕ... Çав лашасем питĕ ырă, пĕр-пĕрне усал тăвас мар, пĕрне пĕри пулăшас тесе пурнаççĕ…» — вĕçлерĕ юмахне Матĕрне инке Куçук мăнукĕ çине ачашшăн пăхса. Итлеме питĕ хавас пулчĕ Куçук ку юмаха, анчах та ыйхă пусса илчĕ ăна. Матĕрне инке çывăрса кайнă Куçук çине ăшшăн пăхса илчĕ те пӳлĕмри çутта сӳнтерсе хăй пӳлĕмне тухрĕ…
Куçук тутлă ыйхăра… Акă Çăлтăрсен тĕнчи. Унта вара шап-шурă, çунатлă лашасем. Куçук çав лашасем патне пычĕ, анчах шăпах çав вăхăтра аслати кĕмсĕртетни илтĕнчĕ. Куçук хăранипе вăранса кайрĕ. Пӳлĕмри çутта çутса ячĕ те… Ах! Мĕн курать вăл! Ун умĕнче асламăшĕ каласа панă юмахри пек, хăй тĕлĕкре курнă шап-шурă, йăлтăр-йăлтăр çутатакан, илемлĕ çунатлă лаша тăра парать. Куçук çак илемлĕ лашана курсан малтанах çухалса кайрĕ, калаçайми пулчĕ. Чĕлхи çĕтрĕ тейĕн. Майĕпен вăл хăйне алла илчĕ те шăппăн сăмах хушрĕ:
— Салам! Мана Куçук тесе чĕнеççĕ. Эпĕ çакăнта пурăнатăп. Сире вара мĕнле чĕнмелле? Эсир Çăлтăрсен тĕнчинчен вĕçсе килтĕр-и?
— Салам? Мĕнле сăмах ку? Хе, салам… Куçук?
— Эпĕ сире сывлăх сунтăм. Салам тени вырăсла «привет» пулать. Мана вара Куçук тесе чĕнеççĕ.
— А, ăнланмалла… мана Алексиус тесе чĕнеççĕ. Чăнах та, эпĕ Çăлтăрсен тĕнчинчен. Эпĕ Çăлтăрсен тĕнчинчен килнине эсĕ ăçтан пĕлетĕн? Эпир çак тĕнчере никам та пурăнмасть пулĕ тесеччĕ. Йăнăшнă иккен эпир.
— Мана сирĕн çинчен асанне каласа пачĕ. Манăн асанне юмах ăсти. Вăл мана кашни каçах тĕрлĕрен те тĕрлĕ юмахсем каласа парать, — хăйĕн савăнăçне пытараймарĕ ача.
— Эпĕ пулăшу ыйтма тухнă-ха. Пирĕн патра, Çăлтăрсен тĕнчинче, инкек сиксе тухрĕ-ха.
— Мĕн пулчĕ ара? — мăн çын пекех ыйтрĕ Куçук.
— Çăлтăрсен тĕнчинче ман пек шурă лашасем кăна çуралатчĕç… Вĕсем пурте ырă кăмăллă, йăваш лашасем кăначчĕ. Тихисем те питĕ хăвăрт çитĕнеççĕ. Уйăх иртнĕ çĕре вĕсем питĕ илемлĕ, яштака, вăйлă урхамахсем пулса тăраççĕ. Анчах та шăп та лăп уйăх каялла пирĕн тĕнчере ĕмĕрне пулманни пулчĕ — тикĕт пек хура тиха çуралчĕ. Ваттисем ку ырă марра терĕç. Пурте пăлханса ӳкрĕç. Хура тĕсе кăмăлламаççĕ пирĕн патра. Хура — пирĕншĕн инкек.
Чăнах та, ыррине кĕтсе илеймерĕмĕр. Геркин — çав хура лаша — уйăх хушшинче ырă енпе палăрмарĕ. Хăйне ирĕке ячĕ, ваттисене те итлемест, алхасать, çамрăксен пуçне çавăрать…
Халĕ тата пушшех иртĕхсе кайрĕ. Çăлтăрсен тĕнчине хăй аллине илесшĕн. Çутă тĕсе вăл пачах та юратмасть, каçхине вара çăлтăрсене çутнăшăн вăрçать. Унран пурте хăраççĕ, хирĕç пĕр сăмах та калаймаççĕ… Малашне те каплах пулсан Çăлтăрсен тĕнчи пĕтет. Хамăр тĕллĕн нимĕн те тăваймастпăр, çавăнпа та мана пулăшу ыйтма ячĕç.
— Эпĕ хатĕр, — терĕ Куçук.
— Эпĕ те. Пĕччен мăнукăм пулăшаймасть пулĕ сире, — терĕ алăк хыçĕнче итлесе тăнă Матĕрне инке.
— Питĕ лайăх, — терĕ Алексиус. — Вĕçĕпĕр-и?
— Вĕçĕпĕр, — терĕç харăс Матĕрне инкепе Куçук.
Асламăшĕпе мăнукĕ Алексиус çине хăпарса ларчĕç те куç хупса иличчен Çăлтăрсен тĕнчине вĕçсе çитрĕç. Кунта вара пĕр çăлтăр та çунмасть.
— Ку — Геркин ĕçĕ. Каларăм вĕт эпĕ ун çинчен. Каллех вăл çăлтăрсене çуттарман. Мĕн тăвăпар-ха ĕнтĕ, — пăшарханчĕ Алексиус.
— Пăшăрханма ан васка-ха. Халех эпир мăнукăмпа ĕçе тытăнатпăр, пурте йĕркеллĕ пулать.
— Сире мĕнпе пулăшма пулать-ши? — каллех пăшăрханчĕ Алексиус.
— Пире çăлтăрсем пулăшĕç, — терĕ Матĕрне кинемей.
— Çăлтăрсем? Мĕнле майпа?..
— Çаплах. Çăлтăрсем кăна усалран ыррине тума пултараççĕ. Анчах та кунта хăйĕн вăрттăнлăхĕ пур, — куç хĕсрĕ мăнукне Матĕрне кинемей.
— Эпĕ сире ăнлантăм, — йăл кулчĕ Алексиус.
Асламăшĕпе мăнукĕ чылайччен тăрăшрĕç, ир енне хăйсен ĕçне вĕçлерĕç. Анчах та Алексиус пăшăрханма çаплах пăрахаймасть:
— Ырă çыннăмсем, тăхтăр-ха тархасшăн. Кашни ир Геркин пур çăлтăра та пăхса çаврăнать. Ăна ăс пама пулмасть-ши?
— Мĕн тума пултарнине тăвăпăр. Эсир питех ан васкăр-ха, — терĕ Матĕрне кинемей.
— Эпĕ хатĕр, — терĕ Куçук.
Куçукпа Матĕрне кинемей çăлтăр хыçне пытанчĕç те Геркин килессе чăтăмсăррăн кĕтме пуçларĕç. Нумай вăхăт иртрĕ-и, сахал-и — Геркин çитсе те тăчĕ. Асламăшĕпе мăнукĕ çав вăхăтра Геркина çăлтăр çине тĕксе ячĕç. Çав вăхăтра çăлтăр çуталса кайрĕ. Геркин хăйĕн хура тумне улăштарма пуçларĕ, майĕпен-майĕпен шуралма тытăнчĕ.
— Халĕ эсĕ те ытти лашасем пекех пулатăн, — сăмах хушрĕ Матĕрне кинемей.
— Çук, çу-ук, мана каплах лайăх пурăнма. Манăн пачах та ыттисем пек пулас килмест, — çуйхашрĕ Геркин.
Анчах куç хупса иличчен Геркин урăх лаша пулчĕ тăчĕ. Вăл ыттисем пекех шап-шурă, чунĕпе те йăваш, ырă.
— Ну, мĕнех, эпир хамăр мĕн тума пултарнине турăмăр ĕнтĕ, халĕ пирĕн киле каяс пулать, — терĕ Мариç кинемей.
— Кунта чăнах та пи-итĕ илемлĕ! — савăнăçне пытараймарĕ Куçук.
— Тавах сире, халĕ эпир Çĕр çинче те ырă чунсем пуррине пĕлетпĕр, — терĕ Алексус.
— Пулăшма кирек хăçан та хатĕр, — терĕ Матĕрне кинемей.
— Сывă пулăр!
— Сывă пул!
— Халĕ вара, мăнукăм, çывăрас пулать. Ир тăракан икерчĕ çинĕ тет, — йăл кулчĕ Матĕрне кинемей.
— Çапах та унта питĕ илемлĕ, — терĕ те Куçук тарăн ыйха путрĕ.