Çуллахи ăшă кун. Тӳпе янкăр тăрă. Тăрисем юрлаççĕ. Тăр-тăр-тăр… Тăр-тăри… Тикĕссĕн илтĕнет вĕсен хаваслă юрри. Тăри çӳлелле те çӳлелле хăпарчĕ, пĕчĕкленсе пырса пăнчă пек çеç тăрса юлчĕ. Кĕçех кунта хура тĕслĕ урхамах килсе çитрĕ, юрттипе чупса иртсе кайрĕ.
Вăл çав тери илемлĕ. Унăн хура çилхи хĕвел çинче çуталса çеç тăрать. Эпĕ ун хыççăн чупатăп. Часах хăваласа çитетĕп, пĕр-пĕрин çине ăшшăн пăхса илетпĕр. Эх, мĕн тери аван-çке çак лашапа пĕрле чупма! Çӳлелле пăхатăн та — унта янкăр тӳпере хĕвел йăл кулса пăхать, айккинелле пăхсассăн йывăçсем кашласа ларнине куратăн… хыçалта… хыçала пăхас та килмест… Хăвăртлăха ӳстеретпĕр. Мĕнпур вăйран чупатпăр урхамахпа пĕрле. Акă эпĕ ывăнса та çитрĕм. Чиперкке лаша çине утлантăм. Питĕ хĕпĕртерĕм вара. Лашана чĕлпĕр вĕçĕпе çапкаласа хăваларăм, малалла çил пек вĕçтертĕмĕр…
— Урине, шкула каймалла, тăр! — вăратрĕ чипер çывăракан ачана амăшĕ.
— Эх, мĕншĕн кунĕпе çвăрма май çук-ши?... тĕлĕксем курса выртма… Анне, анне, эпĕ паян çап-çутă хура лашана тĕлĕкре куртăм.
— Хура лаша тетĕн-и?
— Аха, хуп-хура, тикĕт пек хура!..
— Хура лаша… Мĕне пĕлтерет-ши ку?.. Ну, юрĕ. Хĕрĕм, кăшт васкарах пул, юлăн, ав, шкултан.
— Юрĕ, анне, эпĕ вĕçтерĕп. Чим-ха, манăн паян ташă кружокĕ пулать, киле ирех килейместĕп. Чипер юл.
Урине шкулта чи лайăх вĕренекен ачасен шутĕнче тăрать. Кунсăр пуçне вăл ташлама питĕ юратать. Халĕ акă часах юратнă ташă кружокĕ пуçланма кирлĕ. Анчах та хĕрачан паян кунĕпе тĕлĕкри лаша пирки кăна шухăшĕсем. Çавăнпа та вăл коридорти сак çине ларчĕ, чӳрече еннелле тинкерчĕ. Мария Ивановна, чăваш чĕлхи учителĕ, шухăша путнă Уринене курчĕ те ыйтрĕ:
— Урине, эсĕ ташлама мĕншĕн каймастăн? Мĕн пулчĕ?
— Эй, кай… Эпĕ кун пирки пачах манса кайнă. Тавтапуç сире, Мария Ивановна, асаилтернĕшĕн, эпĕ хăвăртрах каям.
Урине хăвăрт тăчĕ те акт залĕ еннелле чупса кайрĕ. Унтан вара юлса килнĕшĕн вĕрентекенрен каçару ыйтрĕ те ачасемпе пĕрле малалла ташлама пуçларĕ. Пурте савăнсах ташлаççĕ. Анчах, сасартăк çӳлелле сиксе çаврặнса илнĕ чухне Уринен ури стайсăр пусăнчĕ те çурăм çине ӳкрĕ. Вăл тӳрех тăн çухатрĕ. Вĕрентекен васкавлă пулăшу паракансене шăнкăравласа пĕлтерчĕ, ачасене киле кайма хушрĕ, Ванюка шкул ертӳçи патне чуптарчĕ. Уринен çывăх юлташĕ Анюк чунĕ хурланса килнипе макăрса ячĕ. Ачасем вара ăна лăплантарма пикенчĕç. Çак вăхăтра акт залне шкул ертӳçи Иван Петрович васкаса çитсе кĕчĕ.
Урине халĕ те тăна кĕмен. Вĕрентекенĕн пичĕ тăрăх вĕри куççуль шăпăр-р-р юхса анчĕ.
— Эх, мĕн пулать-ши халĕ Уринепе? Мĕншĕн урине тĕрĕс пусаймарĕ-ши? Эх… Васкавлă пулăшу хăвăртрах çиттĕрччĕ. Кашни минучĕ хаклă. Эх, Урине, Урине…
— Мĕнле капла пулчĕ-ха? Епле асăрханаймарăр?, — терĕ Иван Петрович,— амăшне пĕлтермелле кун пирки.
Врачсем те çитрĕç. Пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ панă хыççăн хĕрачана тӳрех наçилкка çине асăрханса хучĕç те пульницăна илсе кайрĕç.
Вĕрентекен Уринен амăшне инкек пулса тухни пирки шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Амăшĕ усал хыпара илтсен хĕрĕ патне васкарĕ.
Хĕрача пĕр хускалмасăр шăп выртать.
— Вăл халĕ çывăрать. Эсир ăна ан вăратăр. Унăн вăй пухмалла, — тесе пуçларĕ калаçăва медсестра, — вăраниччен кунтах пулас тетĕр пулсан пукан çине иртсе ларăр. Манăн каймалла. Сирĕн пата часах врач килĕ, петĕмпех ăнлантарса парĕ.
Уринен амăшĕ медсестрана тав турĕ те хĕрĕ çумне пырса ларчĕ.
— Эх, мĕн пулчĕ-ши сана, хĕрĕм? Мĕншĕн асăрханаймарăн-ха?
Нумаях та вăхăт иртмерĕ пӳлĕме врач килсе кĕчĕ. Амăшĕ унран хĕрĕн сывлăхĕ пирки ыйтса пĕлме васкарĕ.
Чăн малтан врач хĕрарăмăн ятне ыйтса пĕлчĕ.
— Анна… Анна Федоровна, — терĕ Урине амăшĕ.
— Анна Федоровна, сирĕн хĕрĕн çурăм шăмми хуçăлнă. Эпир ăна халĕ укол турăмăр та вăл çывăрса кайрĕ. Часах вăранма та кирлĕ. Анчах…
— Мĕн анчах? — хăра-хăра ыйтрĕ амăшĕ.
— Анчах вăл урăх утаймасан та пултарать, — терĕ врач.
— Вăл урăх ташлаймасть тесшĕн-и эсир?
— Вăл утма пултарсассăн сирĕн Турра тав тумалла, ташлама вара… пĕлместĕп… ăна валли терлĕ çĕршывсенче операцисем тумалла терĕ те пӳлĕмрен тухса кайрĕ.
Анна Федоровна хĕрĕ пирки упăшки патне шăнкăравласа пĕлтерчĕ. Михаил Иванович, Уринен ашшĕ, тӳрех машинăпа пульницăна килсе çитрĕ.
— Мĕн пулнă Уринене? — ыйтрĕ арăмĕнчен.
Анна Федоровна ăна пĕтĕмпех мĕн пулса иртнине каласа кăтартрĕ те куляннипе макăрса ячĕ..
— Ан макăр, Анюк, лăплан. Эпир ăна ура çине тăрататпăрах, ан кулян.
Çак вăхăтра Урине вăранчĕ.
— Атте, анне…. Мĕн пулнă манпа? Мĕншĕн эпĕ кунта выртатăп? — тĕлĕнсе ыйтрĕ.
— Урине! Эсĕ вăрантăн. Аван. Нимĕн те астумастăн-и? — ыйтрĕ амăшĕ.
— Çук… э... э... тăхтăр-ха. Эпĕ ташланă вăхăтра ӳкнĕ пек астăватăп, çапла мар-и?
— Çапла пулмалла çав. Эсĕ ытлашши ан пăшăрхан, кунта нумаях выртармĕç, киле те ярĕç акă. Килте хăвăртрах сывалатăн теççĕ, — терĕ хĕрне лăплантарса ашшĕ.
Уринен ашшĕпе амăшĕ киле кайрĕç. Хĕрача пĕчченех юлчĕ. Нумай та пулмарĕ — тĕлĕрсе те кайрĕ, тутлă тĕлĕксем курса ыйха путрĕ.
Тепĕр виçĕ кунтан врач Уринене киле ярасси пирки пĕлтерчĕ. Чăтăмсăррăн кĕтрĕ Урине çав куна.
Акă кĕтнĕ самант та çитрĕ, Уринен ашшĕпе амăшĕ ăна валли урапа илсе килчĕç. Хĕрачана унта вырнаçтарчĕç те килелле кайрĕç. Врача вара çĕре çити пуç тайсах тав турĕç.
Урине тепĕр темиçе кунтан шкула та хăех кайма вĕренчĕ. Ачасем вара ялан пулăшса пыраççĕ.
Михаил Иванович кунран кун тĕрлĕ пульницăсене каять, тĕрлĕрен операцисем пирки ыйтса пĕлет. Акă пĕр кунне çывăх тусĕпе пурнăç пирки калаçса ларнă вăхăтра вăл хăйĕн инкекĕ пирки пĕлтерет. Юлташĕ ăна вара çапла каларĕ:
— Миша, пирĕн ялта лашасен ферми пур. Каланă тăрăх унти лашасем нумай çынна cыватнă, тĕрлĕ чир-чĕрпе нушаланакансене витĕр курса тăракан лашасем çунса тăракан куçĕсемпе шăтарасла пăхсах сывалма пулăшаççĕ. Тен, Урине те утма пуçлĕ. Ман пата яла килсе пурăнăр.
— Кĕркури, тавтапуçах сана, юлташăм. Чăн та, тен мĕн те пулин пулса тухĕ. Анюка пĕлтерем халех, мĕн калĕ. Килĕшет те пулĕ. Урине те пирĕн лашасене пит юратать. Тавтапуç тепре, ĕмĕр манмăп эс пулăшнине, — терĕ Михаил Иванович.
— Эпĕ сана ним туса та пулăшман-ха. Эсĕ халех тав сăмахĕ калатăн.
— Сĕнӳ панăшăн та тав.
Çапла вĕсем сывпулашрĕç. Михаил Иванович ку хыпара арăмне пĕлтерчĕ. Анюк малтанах килĕшесшĕн пулмарĕ, кайран килĕшрĕ, илсе кайса пăхма юрать терĕ.
Михаил Ивановичпа Урине Кĕркурисем патне кайрĕ те унта пурăнма пуçларĕ. Ашшĕпе хĕрĕ лаша фермине кайрĕç. Унта мĕн тĕрлĕ лаша çук пуль. лашасене сăнама тытăнчĕç. Анчах ак тĕлĕнтермĕш!!! Урине патне тĕлĕкре курнă хура лаша утса пычĕ:
— Ну, Урине, мĕнле пурăнатăн?
— Кай кунтан, ман пата ан çывхар, — терĕ хĕрача.
Çак калаçăва шурă лаша илтсе тăраканскер хура лашана Урине патĕнчен хăваласа ячĕ.
— Ну, Уринеçĕм, тăр, хăпарса лар ман çине… ярăнтарăп сана уй тăрăх!
— Хăпарса лар?.. Эсĕ-и? Ан мăшкăла манран, куратăн вĕт эпĕ ăçта ларнине… нихăçан та тăраймастăп эпĕ…
Хĕрача макăрса ячĕ. Ашшĕ ку ӳкерчĕке тĕлĕнсе пăхса тăрать.
— Уринеçĕм, мĕскер эсĕ? Лăплан, ан макăр! Эсĕ тăма пултараятăн. Хăв курăн ак.
Хĕрача ним тума пĕлменрен лаша çине пăхса илчĕ. Лаша та ун çине куç илми пăхать. Унран ăшă варкăш çапать, çунат хушнăн çĕклентерсе ярать, чуна асамлă вăй кĕртет. Урине тăма хăтланчĕ. Тĕлĕнмелле çăмăллăн хускалчĕ. Унтан лаша патнелле утса пычĕ те ун çине хăех хăпарса ларчĕ. Иккĕшĕ вĕсем янкăр тӳпенелле вĕçсе хăпарса кайрĕç. Çич хут пĕлĕт витĕр тухса каялла çаврăнса çитрĕç. Килнĕ чух умра ылтăн-кĕмĕл сирпĕнсе çеç пычĕ. Акă вăл, тĕлĕнмелле асамлăх!!! Çав тери хытă савăннă хĕрача ашшĕ еннелле ыткăнчĕ. Ашшĕ савăннипе Уринене ыталаса илчĕ, пичĕ тăрăх савăнăç куççулĕ юхса анчĕ. Урине лашапа сывпулашрĕ, ашшĕпе киле таврăнчĕ. Амăшĕ хĕрĕ утса килнине курсан ĕненмерĕ, унăн куçĕ хуралса килчĕ, çĕр çине тĕшĕрĕлсе анатчĕ пулĕ, Урине амăшĕ патне чупса пырса ăна тытма ĕлкĕрчĕ.
— Анне! Аннеçĕм! Эпĕ ку, Урине! Эпĕ утатăп! Ан кулян, аннеçĕм, хуйхи-суйхи хыçа юлтăр. Умра — савăнăç! Аннеçĕм! Эпĕ утаятăп, — пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрчĕ Урине.
Анна Федоровна Уринене ыталаса макăрчĕ …
Çак асамлăх пурнăçра яланлăха асра юлчĕ унăн. Шур лаша вара ăна кашни тĕлĕкре тĕрлĕрен интереслĕ мыскарасем çинчен каласа парать, кăтартать. Пĕрле асамлăх тĕнчине илсе каять!..