Сăкăт тăрăхне çут уйăх
Çутатса савать.
Çимĕк каç вăл ырă туйăм
Çĕр çине ярать.
Сăкăт тăрăхри пур çамрăк
Çакă каç пĕрле...
Уçлăхран килен каçалăк
Çиçрĕ пил пиле.
Çатра улăхĕ çуталчĕ
Пĕр самантлăха.
Вăйă-ташăпа пуçланчĕ
Çĕр каçмалăха.
Пуçсенче чечеклĕ кăшăл
Пур хĕр-тантăшсен.
Çунакан кăвайт пит ăшшăн
Ачашлать питрен.
Юнашар юхан Сăр-шыве
Чĕкчĕ хĕрсене.
Асатмашкăн вăхăт çитрĕ
Вутăш Шывпине.
— Шывиике тухса килсемччĕ, —
Чĕнчĕç тус-хĕрсем. —
Пирĕнтен парне илсемччĕ —
Çыхнă кăшалсем.
Чечек кăшăлĕсем ӳкрĕç
Юханшыв çине:
Вутăш хĕрĕ валли пулчĕç
Хĕрсенчен парне.
Вутăш курчĕ те çырлахрĕ
Парăм парнипе,
Шывпине çула ăсатрĕ
Савнă кăшăлпе.
Çыранран пур çамрăк утрĕ
Хурăн çамрине...
Çамрăк хурăн — Çимĕк хĕрĕ
Чĕнчĕ вĕсене.
— Тантăш Хурăнпи ларсамччĕ
Çивĕтти явма! —
Терĕç те... хĕрсем пуçларĕç
Туратсем уйма.
Çимĕк хĕрĕ кĕчĕ шавсăр
Ушкăн варрине.
Çивĕтнç явса хĕр-тантăш
Кӳчĕ илемне.
Савăнать Çатраллă улăх
Ешĕл вăйĕпе,
Çимĕк хĕрĕ-çамрăк хурăн
Сăкăт хĕрсемпе.
Çатра улăхпа Сăр шывĕ
Сăкăт тăрăх ен.
Ку йăлтах Чăваш çĕршывĕ —
Çитлĕ тăван ен.
Сăкăт тăрăхри пур çамрăк
Çавшăн савăнать,
Шурăмпуçлă çутçанталăк
Аллине парать.
Çитрĕ Çимĕк — Сăкăт Çимĕк
Шурăмпуçĕпе.
Савăк туйăм илсе килчĕ
Çимĕк ячĕпе.