Пролог
Пирĕн повеçре сăмах асамçăсем çинчен пулать. Асамçăсем авалтанах пирĕнпе пĕрле юнашар пурăннă, анчах çынсене курăнман. Çаксем хăйсен историне питĕ тĕплĕн тата хăватлăн сыхланă, пĕлнĕ-пĕлмен çынна хăйсем пуррине каламан, ырă çынсене кăна вĕсем хăйсем кам иккенне кăтартма пултарнă. Малтанах çынсем асамçăсенчен шикленнĕ, анчах вăхăт иртсен вĕсенпе туслашнă, пĕр-пĕрне пулăшса пурăнма пуçланă.
Асамçăсем виçĕ тĕрлĕ пулнă — Çуттисем, Тĕттĕммисем тата Хутăшшисем. Çутă асамçăсем Пысăк Тинĕс тăрăхĕнче, Нукран вăрманĕсем1 патĕнче анлă сарăлнă пулнă. Çаксем çутă вăйпа çеç усă курнă, нихăçан та тĕттĕм вăйсем енне пăрăнман. Пысăк Тинĕс тăрăхĕнчи асамçăсем çынсем пĕрремĕш хуласемпе ялсем тăвичченех хăватлă урхамахсем ӳстернĕ пулнă. Вĕсен пĕрремĕш лашисем ылтăн ураллă пулнă, этем чĕлхипе калаçма пултарнă. Халь вара çак лашасенчен пĕри кăна юлнă пулнă, ун çинчен вара малалла сăмах пулĕ. Тата çутă асамçăсен пĕр хаклă япала пулнă — Çутăсен кĕмĕл виçкĕтеслĕхĕ. Çак япала питĕ пысăк çутă вăй тытса тăнă пулнă — вăл асамçăсене тĕрлĕ чĕрчун туса хума пултарнă, чĕрчун пулнă асамçăсене каялла çын тума пултарнă.
Çуттисем тусенче пурăнакан пĕчĕк çынсемпе — гномсемпе те, ялан çамрăк вăрманта пурăнакан çынсемпе — ельфсемпе те туслă пулнă. Çак икĕ халăх историре пысăк йĕр хăварнă, анчах та асамçăсем пекех, вĕсем çынна курăнма юратман.
Теттĕм асамçăсем вара çуттисене хирĕç пулнă. Кусем Ěмĕрхи вăрман2 патĕнче сарăлнă пулнă. Тĕттĕммисем çутă вăйа питĕ юратман, хăйсен тĕттĕм вайне çеç хисепленĕ. Тĕттĕммисем хăйсен Ěмĕрхи вăрманне никама та кĕртмен, унта кĕрсен каялла тухма пулман. Пĕтĕм вăхăтсене пăхса тĕпчесен те, пĕр çынсăр пуçне унтан никам та тухайман, ку çын пирки малашне пĕлĕпĕр. Тĕттĕммисем хăйсемех тĕрлĕ усал чĕрчун пулса тăма пултарнă.
Çуттисен пекех, тĕттĕммисен те хаклă асамлă япаласем пулнă. Вĕсенчен тĕттĕммисемшĕн чи пахи — Ěмĕрхи вăрманти Неторас ятлă кайăкăн тĕкĕ пулнă. Çак кайăк çулăм кайăк пулнă, унăн тĕкĕ хайен ăшĕнче питĕ вăйла асамлă вăй тытса тăнă пулнă. Тĕттĕммисем çак кайăк тĕкне ĕлĕк-авалах хăйсем валли кăларса илнĕ пулнă. Тĕттĕм асамçăсем усал-тĕселсемпе çеç туслă пулнă, хăйсем пачах та çынсене курăнман.
Хутăш асамçăсем вара тĕнчипеле иккĕн çеç пулнă, пĕри çуттисен пуçлăхĕ, Флагрис пулнă, иккĕмĕшĕ вара тĕттĕммисен пуçлăхĕ, Лордван пулнă. Флагриспа Лордван — чи пĕрремĕш асамçăсем пулнă, хайсен çулне хăйсемех суйланă. Флагрис çутă асамçăсене тупса вĕрентме пикеннĕ, Лордван вара — тĕттĕммисене. Неросри3 ылтăн ураллă лашасене Флагрис кăларнă пулнă, Лордван вара кĕвĕçсе çак лашасене хайне илме шутланă. Нумай çапăçусем вăхăтĕнче пĕтĕм Нерос лашисем пуçĕсене хунă, пĕр тиха, Шурçилхĕ, çеç тăрса юлнă. Çак асамçăсем çуттисен хăватлă тихишĕн икçĕр çула яхăн çапăçнă, çуттисене ельфсемпе гномсем пулăшнă, тĕттĕммисене — тĕрлĕ усал чунсем.
Нерос лашисем
Çак лашасене çутă асамçăсем ĕрчетнĕ пулнă. Лашисем ылтăн ураллă пулнă. Пĕрремĕш лаши, Уйăхçут, этем чĕлхипе калаçма пултарнă. Нерос лашисем асамçăсем пекех вилĕмсĕр пулнă, анчах та вĕсене пĕтерме май пулнă. Çак лашасене пĕтерес тесен, вĕсен хӳрисенчен пĕтĕм çӳçĕсене касмалла пулнă. Çавăн çинчен пĕлнĕ тĕттĕмсем, çуттисен лашисен хӳрисене çапăçу вăхăтĕнче касса янă пулнă. Çакăн пек çуттисен пĕр тиха, Шурçилхе çеç тăрса юлнă. Шурçилхе питĕ вайлă, шурă çилхеллĕ, сăрăрах тĕслĕ ăйăр пулнă. Хайĕн мăнаçлă йăхĕ пекех Шурçилхе ылтăн ураллă пулнă. Ун çинче пĕр çын кăна ларма пултарнă, вăл Фалес ятлă пулнă. Фалеспа Шурçилхе çинчен пирĕн повеçре сăмах малашне пырĕ.
1. Фалес çулçӳревĕ
— Хăçан çак Фалес каялла таврăнĕ-ши?
Çакăн пек пулчĕç Флагрисăн пĕрремĕш сăмахĕсем. Ăна тин кăна вăрман чиккине сыхлакансем çутă асамçă, Фалес, Тинулод уйĕсене кайнине пĕлтерчĕç. Флагрис питĕ çилленчĕ, Фалеса кăларса ямалла марччĕ тесе хуралçăсене вăрçрĕ. Хуралçисем хăйсем те Фалес вăрман урлă тухсан çеç ăна асăрханă, анчах хăваласа çитеймен. Çакăн пирки вĕсем икĕ хуралçăна кун çинчен пĕлтерме янă. Мĕнле те пулин япăх пуласса туйнă евĕр шикленсе тăрса, Флагрейт хăйне вăрçса илчĕ, хуралçăсене хăваласа кăларса ячĕ. Çав самантра ун патне хĕрлĕрех- кăвак çулăм вĕçсе кĕчĕ, çыру пулса ларчĕ. Çыру лаша пăхакансенчен килнĕ. Çырура Фалес хăйĕн Шурçилхине илмен, çурранах кайнă тесе çырнă пулнă. Фалес шăппăн тарас тенĕ, иккен. Мĕне пĕлтерĕ-ши çак çулçӳрев?
Çакăн пек шухăша кайса Флагрис хăйĕн пуканĕ çине ларчĕ. Çак пĕлтерĕве илтсен вăл сĕтел хушшинчен сиксе тухнă пулнă, ытти асамçăсем ун çине тĕлĕнсе пăхса ларнă. Малалла вăл пĕр сăмах чĕнмесĕр ларчĕ, пуху пĕтсен кăна пурне те саланма ыйтса, хăйĕн пӳлĕмне кайрĕ. Фалес çукки ватă асамçăна кӳрентерчĕ, канăçсăрлантарчĕ.
Флагрис Фалес килессе çичĕ кун кĕтрĕ. Саккăрмĕш кун ир-ирех вăл чăтаймасăр Фалеса шырама ярас терĕ, анчах тĕпчевçĕсем тухса каяс умĕн вăйлă та хулăн труба сасси янăраса кайнă пулнă. Флагрис савăннипе тата урса кайнипе çурăлса каяс патне çитнĕ. Çак трубана вăл Фалеса парнеленĕ пулнă, ăна вăл çĕр пин труба хушшинче те паласа илме пултарнă, халь вара шăпăрт ир, никам та пĕр сас та кăлармасть.
Акă Фалес та çитрĕ. Ку çирĕм-çирĕм пĕр çулхи, çырă çӳçлĕ тата çутăрах хăмăр куçлă çамрăк пулнă. Вăл асамçăсенчен чи çамрăкки, анчах та чи вăйсăрри мар пулнă. Малтанах вăл пурне те алă парса тухрĕ, кайран Флагрис патне пырса пĕр чĕркуççи çине анчĕ.
— Асли, каçар мана нимĕн каламасăр тухса кайнăшăн. Мана кайма пĕр япала хистерĕ, ун пирки каласа парас тесе сана пуху чĕнме ыйтатăп, — терĕ вăл.
— Урăх нимĕн те калаймастăн-и? — терĕ Флагрис, — нимĕнле япала та сана каламасăр тухса кайма хушу памасть, санăн мана пĕтĕмпех пĕлтермелле пулнă.
Флагрисăн сасси сиввĕн илтĕннĕ, анчах та вăл пĕр çилевсĕрех калаçнă, Фалеса кăшт хăратмашкăн кăна çилленнĕ пек пулнă.
— Эсĕ питĕ япăх ĕç тунă, çапах та эпĕ сана каçаратăп, анчах мĕншĕн тухса кайнине санăн каламах лекет, — терĕ Флагрис.
Фалес, çав самантрах сиксе тăчĕ те:
— Халех пуху пуçтармалла, эпĕ пурне те каласа пама пултаратăп, — терĕ.
— Юрать, пуху пуçтарăнĕ. Эсĕ халь кайса кан, анчах ыран кунта килмелле пултăр.
— Асли, ыран таврăнăп, — терĕ Фалес.
Вăл çавăнтах çаврăнчĕ те пӳлĕмрен тухса утрĕ. Вăл малтан хайĕн Шурçилхи патне кайса килес, кайран килне каяс тесе шухăшларĕ. Вăл лашасем патне утрĕ. Юратнă урхамахĕ Фалеса савăнăçлă ихĕрсе кĕтсе илчĕ. Фалес Шурçилхĕ патне утса пычĕ те, унпа калаçма тытăнчĕ.
— Шурçилхеçĕм, хăватлă ăйăрăм, лайăх кантăн пулĕ эсĕ çак картара, — терĕ вăл, — халь ĕнтĕ кайрăмăр киле, манăн та канассăм килет. Ялан тĕрлĕ çулçӳревсемпе хăрушă çапăçусем тăрăх çӳремелле мар, киле те каймалла, — терĕ вăл.
Кăшт çеç вăхăт иртсен, Шурçилхĕ пуçне ухса карта урлă ухă йĕппи пек вĕçсе каçса уялла тапса сикрĕ. Мĕнле хăвăрт пырать Шурçилхĕ! Çĕр хăех лаша ури айне чупнă евĕр туйăнать, ылтăн урисем çĕр çинче йĕр те хăвармаççĕ, ăйăр çинче пукан çинче ларса пынă пекех туйăнать! Çил çапса ӳкерес пек питрен вĕрет, курăкпа йывăçсем самантранах хыçалта юлаççĕ — нимĕнле урăххипе те танлаштарма пулмасть çак ăйăра! Çур сехетрен Фалес, икçĕр çухрăм кайса, Нукран вăрманĕн хуралçисемпе тĕл пулчĕ. Фалес вĕсемпе кулкаласа-калаçса илчĕ, ăна тытайманнишĕн шӳтлесе йĕплесе илчĕ. Тепĕр кăшт калаçсан Фалес хуралçăсемпе сывпуллашрĕ те шалалла, çулсăр вырăналла, кĕрсе кайрĕ.
Икĕ çухрăмран Фалес пысăк юман умне çитсе тăчĕ. Шурçилхене йывăç çумне кăкарса вăл хăйĕн асамлă туйине йывăç вуллинчен кăларса илчĕ. Çак туяна юманран тунă, çӳлте витĕр курăнакан тĕттĕм-кăвак чул пулнă. Фалес çак туяпа пĕр нимĕнпе те палăрман хăвăла шаккарĕ. Çак самантрах хăвăл алăк пулса ларчĕ.
Фалес алăка уçса йывăç ашне кĕрсе кайрĕ, анчах ку йывăç та пулман. Фалес шалалла кĕрсен çутă, пысăк пӳлĕме лĕкрĕ. Пӳлĕмĕ çаврака пулнă, йĕри-тавра çемçе пукансем лартса тухнă, вĕçĕнче сĕтел ларать, сĕтел хыçенче стена евĕр авăннă кĕнекепе тулли шкафсем. Кĕрсенех сылтăм енче пĕр алак пулнă, çав алăка ӳçса Фалес пусма умне пырса тăчĕ. Вăл пусмапа çӳлелле хыпарчĕ, пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш алăксенчен иртсе кайрĕ, юлашки, юманăн чи çӳлти пӳлĕмне кĕчĕ. Çак пӳлĕм те çаврака пулнă, унта пысăк, çемçе пукансем тата пĕр пысăк çывăрмалли вырăн пулнă. Фалес, питĕ ывăннăскер, вырăн çине хывăнмасăрах выртрĕ те çав самантрах çывăрса кайрĕ.
2. Кĕтмен асамçă
Ир-ирех Фалес ура çине сиксе тăчĕ. Вăл çав самантрах стена çинчи вăхăт çине пăхре. Хĕвел çути сехет çине ӳкмест, анчах курăнать — тăватă-пилĕк сехет çитнĕ. Фалес хăвăрт çеç пусма тăрăх анчĕ, анчах халь çӳлтен иккĕмĕш пӳлĕме кĕчĕ. Кунта Фалес апатланнă пулнă. Вăл çавăнтах туйипе сĕтел çине тĕллерĕ, унта симĕс çулăмран пĕр турилкке шӳрпе пулса ларчĕ. Фалес çирĕ, кайран хăвăрттăн аялалла анса кайрĕ. Кунта вăл пĕр самант кĕтмесĕрех Шурçилхене салтса ячĕ те ун çине утланса вăрманалла вĕçтерчĕ. Мĕншĕн-ха çакăн пек васкарĕ Фалес? Кун çине пĕр хурав пур — вăл асамçăсен пухăнăвне хăвăртрах çитес тенĕ. Икĕ минутран вăл ним ăнланса юлайман хуралçăсене иртсе кайрĕ. Тепĕр çур сехетрен вăл Нероса çитрĕ. Лашине лаша пăхакансем патне хăварчĕ те чупнă пек васкаса хула варрине утса кайрĕ.
Нумаях мар вăхăт иртсен, Фалес Флагрисăн пысăк пӳрчĕ патне пырса тăчĕ. Вăл никам та килмен тесе савăннăччĕ, анчах алăк уçсан унăн çăварĕ карăлсах карĕ — кунта мĕн пур Çутă асамçă пурте ларнă, алăк уçăлсан пурте ун çине пăхрĕç. Фалес хускалмасăр, ним чĕнмесĕр тăракан Флагрис çине пăхрĕ.
— Салам сана, Фалес, — терĕ Флагрис.
Фалес малалла иртрĕ.
— Эсĕ пире чылай кĕттертĕн, — терĕ Асли хытă сасăпа.
Фалес каллех нимĕн те чĕнмерĕ.
— Юрĕ, нимĕн те каламастăн пулсан, иртсе лар çак вырăна, — аллипе сулса кăтартрĕ Флагрис, Фалес иртсе ларсан вара, — халь ĕнтĕ каласа пар пурне те, мĕншĕн-ха эсĕ ĕнер ним каламасăрах тухса кайнă? — терĕ.
— Асли, эпĕ пĕчĕк ача мар, — терĕ леш, — мĕншĕн-ха эсĕ мана айăпланнă ачана вăрçнă пек вăрçатăн? Эсĕ шутланă тăрăх, манăн веçех пăрахса сан патне каймалла пулнă-и? Вара эпĕ нихăçан та сана çакна каласа параймастăмччĕ. Итлĕр! — терĕ вăл, — эпĕ сире пĕтĕмпех каласа паратăп.
Çак каç Фалес килне Шурçилхесĕрех кайнă — Шурçилхен урине шăрпăк тăрăннă пулнă, вăл утайман, çавăнпа Фалес ăна сиплекен асамçăсем патне кайса янă. Акă Фалес килне кайма тухрĕ, тахçанхи çулпала уттарчĕ.
Темиçе çухрăм утсан вăл тĕлĕнмелле япала курчĕ — темĕнле çын аллинче хура çулăмран курак вĕçсе тухрĕ, аяккалла вĕçсе кайрĕ. Фалес çавăнтах ун хыççăн утрĕ. Çын каялла çавăрăнса пăхрĕ, Фалеса курчĕ те чупсах кайрĕ. Фалес ун хыççăн. Çакăн пек Фалес вăрманалла тухса та кайрĕ. Тĕттĕм асамçă (Фалес çакна хура çулăм тăрăх ăнланчĕ) хăвăртрах та хăвăртрах чупнă, ăçтан вăйĕ тупăннă-ши, анчах Фалес та юлман. Акă Фалеспа асамçă Тинулод уйĕсене çитрĕç те. Тен, Фалес ăна хăваласа çитĕччĕ те, анчах асамçă патне икĕ лаша çавăтса пыракан çын чупса пычĕ те вĕсем иккĕше те утланса аякалла тапса сикрĕç.
Фалес çак асамçăсем хыççăн виçĕ кун хăваларĕ, анчах хăваласа çитеймерĕ. Тăваттăмĕш кунне вăл, выçă та ывăннăскер, темĕнле пысăк пӳрт тĕлне пырса кĕчĕ. Алăкне такам уçрĕ те, çавăнтах хупса хучĕ. Фалес пĕчĕк хушăкра çулăм пек хĕрлĕ куçсем курса юлчĕ. Вăл хăйĕн туйине пăчăртарĕ, шăппăн алăк патне утса кайрĕ. Алăк хыçĕнче такам пăшăлтатса илчĕ. Фалес çав вăхăтрах туйине çӳле çĕклерĕ те:
— Имобилиус! — тесе кăшкăрса ячĕ.
Çакна кăшкăрнă хыççăн ун çине пысăк çулăм чăмакки ӳкрĕ, анчах вĕçсе çитеймерĕ. Фалес ахаль кăшкăрман, вăл хăйне валли вăйлă щит лартрĕ. Çулăм сирĕлсе кайсан Фалес урипе алăка тапса кăларчĕ, шалта никама та курмарĕ. Фалес питĕ аран шалалла кĕрсе кайрĕ. Ик аяккине пăхкаласа, Фалес малалла утрĕ. Тепĕр темиçе самантран такам «Фактор азун» тесе пăшăлтатрĕ. Фалес, нимĕн те тума ĕлкерейменскер, хытса ларчĕ. Туйи вара Фалесăн ун çинех тĕллесе тăнă. Фалес умнелле пăхса илчĕ, ун çине икĕ хĕрлĕ куç пынине курчĕ. Çак куçсенче темĕн усалли, темĕн вăйли курăнчĕ. Фалес аялла пăхрĕ, туйи ун çине тĕлленине курчĕ те хирĕç асам турĕ. Çав самнтрах Фалес хăй куçма пултарнине туйса илчĕ, туйине тăсса:
— Оренас! — тесе кăшкăрчĕ. Çавăнтах çӳлте пĕчĕк хĕвел евĕр çулăм пĕрчи пулса ларчĕ. Çутăра Фалес асамçăн питне курса юлма ĕлкĕрчĕ. Ку хăйĕн пекех çамрăк, çӳллĕ асамçă пулнă, анчах та çутă мар, тĕттĕм. Тĕттĕм асамçă çавăнтах Фалеса ураран çапса ӳкерчĕ те тулалла чупса тухрĕ.
— Эх, шуйттан, — ылханса илчĕ Фалес, — кам пултăн-ши вара эсĕ, ма эпĕ сана малтан курман-ши?
Тарăн шухăша кайса Фалес каялла утса кайрĕ, анчах çавăнтах сиксе илчĕ — алăк патĕнче лаша тăрать-çке!
Фалес çавăнтах ăна утланса Нероса васкарĕ. Унăн пуçĕнче тĕрлĕ шухăш явăнчĕ. Кам пулчĕ-ши çак тĕттĕм асамçă? Ăçтан тупăнчĕ-ши вăл? Кам янă-ши ăна Çуттисем патне?
Çакăн çинчен шухăшланă чухне Фалес айĕнчи лаша тăпах чарăнчĕ. Темиçе самантран лаша сывлăшра ирĕлсе кайрĕ — Фалес çемçе вырăн çине лаплатса ӳкрĕ. Акă вăл тăчĕ, тĕттĕм асама ылханса каялла çаврăнса пăхрĕ — лаша мĕлки питĕ хăвăрт каялла вĕçсе кайрĕ. Малалла Фалесăн çурран утма лекрĕ...
Икĕ кунтан Фалес чиперех, анчах питĕ выçă та ывăннăскер, Нукран вăрманĕсем патне çитрĕ. Хуралçăсем ăна ирттерсе ячĕç, çавăнтах ăна шырама янă тесе каларĕç. Фалес ывăнни çине пăхмасăрах Нероса васкарĕ.
— Çакăнта манăн çулçӳрев вĕçленĕвĕ, — терĕ Фалес, — тата мĕн пĕлесшĕн эсир?
— Урăх пире нимĕн те кирлĕ мар, — терĕ Флагрис, — анчах çак çамрăк асамçă мана халь те канăç памасть. Ман шутпала, пурте çакна туяççĕ пулĕ? — ыйтрĕ Флагрис асамçăсенчен. Зал ăна шăв-шавпа кĕтсе илчĕ, анчах паллă — вĕсем килĕшеççĕ.
— Çакăн пек пулсан тĕттĕммисем патне елчĕсене ямалла, калаччăр, мĕнле çамрăк асамçă килнĕ вĕсем патне, вĕсем пире яланах кун çинчен пĕлтеретчĕç вĕт.
— Ман шутпала, ку тĕтĕммисен пытарнă вăй пулма пултарать, — вĕсен патне элчĕсене кăна мар, тĕпчевçĕсене те ямалла, — терĕ Хорунг, вăйпала Фалес хыçĕнче тăраканни.
— Тĕрĕс, Хорунг. Çавăнпа та сире валли пысăк ĕç пулĕ — Фалес, Хорунг, Сарен (пĕчĕк, çинçешке асамçă çине кăтартрĕ) тата Ривен (пĕчĕк, анчах вăйлă алăллă тата вăйлă ураллă асамçă çине пăхса илчĕ) тĕпчеве каятăр. Пуçлăх — Фалес пулĕ. Элчĕсене вара халь суйлăпăр...
Анчах Фалес хăйĕн ушкăнĕпе тулалла тухса утрĕ. Малтанхи çулпала вĕсем Лашасем патне кайрĕç, хăйсен учĕсен утланчĕç те, Хорунг патне вĕçтерчĕç (унăн пӳрчĕ самай патĕнче пулнă) Хорунг пурне те кĕртрĕ. Пирĕн тĕпчевçĕсем хăйсен планне тума пикенчĕç.
Çур сехет калаçса ларсан туссем план турĕç — Нукран вăрманĕсем урлă тухса вĕсем çурран Ěмĕрхи вăрмансем патне кайĕç. Кунта вĕсене элчĕсен хăваласа тытмалла. Вĕсем элчĕсемпе Ěмĕрхи патне çитĕç, вăрмана çитиччен пилĕк çухрăм юлсан сиксе юлĕç. Кайран вĕсем шăппăн, никама курăнмасăр, вăрмана кĕрсе кайса Тĕттĕммисен тĕп пӳртне кĕрĕç, мĕн пур асамçăсене пăхса тухĕç, вăхăт пулсан пĕрер туя вăрласа тухĕç. Кайран вĕсем вăрмантан шăппăн тухса элчĕсемпе каялла ларса кайĕç.
Плана вĕçлесен туссем патне Флагрисран çынсем килчĕç, планне калама ыйтрĕç. Плана пĕлсен, асамçăсем каялла кайрĕç, тĕпчевçĕсем вĕсемпе пĕрле.
Флагрис патне çитсен вĕсем нумай кĕтсе тăмарĕç, çавăнтах шала кĕрсе кайрĕç, анчах унта, Флагриссăр пуçне никам та пулман.
— Асли, пирĕн малалли ĕçсен йĕрки паллă, — терĕç харăс Фалеспа Хорунг.
— Каласа пама пар пире хамăрăн ĕç йĕркине, — терĕç харăс Саренпа Ривен.
Флагрис куç харшисене çĕклесе кулскаласа илчĕ те:
— Юрĕ, каласа парăр хăвăрăн планăра, — терĕ.
Çакăн хыççăн Фалес малалла тухрĕ те, вулакана мĕн паллине веçех каласа пачĕ. Каланă çĕртре вăхăт малалла шурĕ, каç пулма пуçларĕ. План çутта тухнă çĕре сакăр-тăхăр сехет çитрĕ. Флагрис плана илтсен кăшт шăпăрт ларчĕ, кайран тăчĕ те унта-кунта çӳреме пуçларĕ.
— Ăнланатăр пулĕ эсир, ку план питĕ хăрушă, — терĕ Флагрис, — анчах та эпĕ ăна йышăнатăп. Хатĕрленĕр, ыран кунта кăнтăрла валли пулмалла пултăр, — терĕ те вăл çавăрăнса утрĕ.
Тăватă тус алăкран тухрĕç, лашисене илчĕç те хула варринелле сиктерчĕç. Фалес вара икçĕр метртан хăйĕн ылтăн ураллă Шурçилхине чарчĕ те пысăк алăк витĕр çавăтса илсе кайрĕ. Уя тухсан вăл ăна каллех утланчĕ. Шурçилхĕ савăнăçлăн ихĕрсе ячĕ, кайри урисемпе çĕре чавса илчĕ те уялла вĕçтерчĕ.
Фалес килне çитиччен, эрне каялла пулнă вырăна кайса килчĕ. Шурçилхе ăна çав вырăна çур сехетрех илсе çитерчĕ. Фалес анчĕ, пӳрте тепре кĕрсе тухрĕ, никама та тупаймасăр тухса кайрĕ, анчах, ун çине пăхса ларакан икĕ хĕрлĕ куçа курмарĕ.
Шурçилхепе Фалес уялла ухă йĕппи пек вĕçтерчĕç.
3. Çапăçу
Тепĕр кунне ирхине Фалес лаша çинчен анчĕ. Вăл сисмесĕрех Шурçилхе çинче çывăрса кайнă пулнă. Самантран Фалес пĕр вырăнта сиксе илчĕ, лаши çине ларчĕ, анчах унăн пуçне урăх шухăш пырса кĕчĕ те вăл, пĕр урапа лаша çинче, тепринпе çĕр çинче тăраканскер, çурăм çине персе анчĕ. Тарăхнипе Фалес вăрçкаласа илчĕ, Шурçилхене утланчĕ, шăппăн çеç вăрманалла уттарчĕ. Вăрмантан тухсан вăл лашана хыттăн ячĕ. Ултă сехет валли вăл Нероса çитрĕ.
Пысăк хапха умĕнче вунă асамçă ытла тăнă — тĕпчевçĕсемпе элчĕсем. Вĕсем тин пуçтарăннă кăна пулнă.
Хапхаран, Фалес киличчен, Флагрис тухрĕ, çамрăк асамçă çитессе кĕтрĕ те çакăн пек сăмах тытрĕ:
— Йĕркеллĕ кайса килмелле пултăр сирĕн, — терĕ вăл, — çитсен хăвăр çинчен пулăшакан ушкăна калăр. Вĕсен хушшинче ельфсемпе гномсем те пур, вĕсем пире пулăшма пуçтарăннă.
— Çапăçуран пăрăнасси пулмарĕ пулсан вара? — терĕ Хорунг.
— Çапăçмалла пулчĕ пулсан çапăçăр, пулăшакан ушкăна чĕнме те пултараттăр, — сăлхуллăн кулса илчĕ Флагрис, — анчах эсир манман пулĕ, пирĕн темĕнле çамрăк тĕттĕм асамçă çинчен пĕлмелле, — терĕ вăл.
— Манман, Асли, — терĕ Фалес, — веçех пĕлсе килĕпĕр.
Çакăн пек асамçăсем Неросран тухса кайрĕç.
Малтанах Фалеспа ытти тĕпчевçĕсем уйпа, шуса кайнă пек курăнмалла мар чупса кайрĕç. Малта Фалес, кайран ыттисем. Ку çулçӳрев нимĕнле япăхсăрах иртрĕ. Темиçе çухрăмран Фалес, план тăрăх пынăскер, хăйĕн ушкăнне элчĕсемпе пĕрлештерчĕ, çулпа кустарчĕ.
Темиçе кунтан вĕсем Ěмĕрхи вăрманĕсем патне çитрĕç. Планри пекех, Фалеспа Хорунг тата Саренпа Ривен элчĕсене систермесĕрех сиксе тухрĕç, шăппăн вăрман умне пырса тăчĕç.
— Питĕ шăп-ха кунта,.. — терĕ Фалес, анчах каласа пĕтереймерĕ. Вăрман ăшĕнчен темĕнле çынсем сиксе тухрĕç. Пурин те куçĕсем çунса тăнă пулнă. Фалес никам та ним сиссе юличченех çĕр çине ӳкрĕ те вăрман еннелле кусса кайрĕ. Вăрман ăшнелле кĕрсен вăл çаврăнса пăхрĕ — унăн тусĕсене аллисене сӳлелле çеклеттернĕ, туясемпе тĕллесе тăраççĕ.
Фалес нимĕн те тăвайманнипе кăшкăрса ярас патне çитрĕ, анчах та шăл çыртса вăрманалла кĕрсе кайрĕ. Темиçе самантран вăл тата хурлăхлăрах пулăм курчĕ. Элчĕсем те аллисене тăратса тăраççĕ. Фалес каялла пăхса илчĕ те чĕтреме ерчĕ — унта Лордван ыттисемпе калаçса тăнă пулнă. Фалес шăппăн кăна, Лордван çине пăхмасăр, юнашар йывăç çине хăпарчĕ, çӳле çитсен туйинчен çӳлелле хĕрлĕрех-кăвак тĕслĕ çулăм кăларса ячĕ те, «пулăшакан ушкăн» тесе пăшăлтатса илчĕ. Çулăм çил пек таçталла вĕçтерчĕ.
Фалес темиçе сехет кĕтсе ларчĕ. Акă аякра темĕнле пăнчă курăнса илчĕ. Кашни самантрах вăл пысăкрах та пысăкрах пулма пуçларĕ. Пăнчăран çулăм вирхĕнсе тухрĕ, тĕттĕммисен ушкăнĕ çине вĕçрĕ. Тĕттĕммисем кăшкăрса саланчĕç, анчах самантран каллех пуçтарăнчĕç те çапăçма хатĕрленсе тăчĕç. Лордван темĕнле хура лаша çине ларчĕ, пĕр çамрăк асамçăна туртса илчĕ те вăрманалла тарчĕ. Çав самантрах çутă асамçăсем пырса çапрĕç. Веçех пăтрашăнса кайрĕ, унта-кунта çулăм, пăр, çĕр, шыв вĕçеççĕ. Фалес йывăç çинчен анчĕ, Лордван хыççăн пĕтĕм вăйран чупрĕ.
Вăл ăна нумаях хăваламарĕ, часах хăваласа çитрĕ. Лордван çавăрăнса пăхрĕ, Фалеса курчĕ те лашине тăп чарчĕ. Вăл тата çамрăк асамçă лаша çинчен анчĕç те Фалес тинех çамрăккине паласа илчĕ. Ку икĕ эрне каялла Фалеспа çапăçнă тĕттĕм асамçă пулнă.
— Атте, эпĕ ку эрешмене часах лапчăтăп, эсĕ кай, — терĕ вăл.
Ашшĕ нимĕн те чĕнмерĕ, çавăрăнчĕ те туйине çĕклерĕ. Туя çинче Неторас кайăкăн тĕкĕ пулнă. Самантран çак тĕк кăвакарса кайрĕ, темĕнле асамлă çутăпа çамрăккине хупласа хучĕ. Фалес туйинчен ун çине çулăм кăларса ячĕ, анчах çулăм ун çине лексен икĕ хут вăйланса каялла вĕçрĕ. Фалес хăвăрт пăрăнчĕ. Çулам аяккинчен иртсе кайрĕ, вăрмана чĕртсе ячĕ. Юнашар йывăç çинчен темиçе курак çĕкленчĕç те хăранипе аяккалла вĕçсе кайрĕç.
Тĕттĕм асамçă Фалес патнелле утрĕ, туйине кăларчĕ. Фалес ун çине асам хыççăн асам ячĕ, анчах усси пулмарĕ. Юлашкинчен Фалес нимĕн те тăвайманнипе чакма пуçларĕ, юлашки хут ун çине шăнтса лартса ватса пăрахакан асам ячĕ. Асам çутă çине çапăнчĕ, анчах каялла мар, щит тарăх шуса кайса Лордвана пырса лекрĕ. Тĕттĕм асамçă малтанах нимĕн ăнланмасăр тăчĕ, мана çак вĕтĕ асамçах лектерчĕ-ши тесе шухăшласа илчĕ. Анчах унăн пӳрне вĕçĕсем пăрланса ларма пуçласан унăн иккеленӳсем юлмарĕç. Пĕр самантрах чи вăйлă тĕттĕм асамçă Лордван шăнса ларчĕ, шанкăртатса ванса кайрĕ. Çавăнтах тĕттĕммине хупланă çутă та пĕтсе ларчĕ. Лордванăн шĕшкĕ туйи çĕр çине ӳкрĕ те çунса кайрĕ, тĕтĕмне кăна вĕçсе килнĕ çил пĕрле илсе кайрĕ.
Фалес та, тĕттĕмми те ним тăваймасăрах пĕр вăхăт хытса тăчĕç, кайран пĕр-пĕрин çине пăхса илчĕç. Самантран пĕтĕм енчен асамçăсем чупса тухрĕç, пурте — çуттисем. Фалесăн çăварĕ хăех уçăлса кайрĕ. Вăл тепĕр хут тĕттĕмми çине пăхрĕ те туйине ӳкерчĕ. Унăн куçĕ умĕнчех тĕттĕммин куçĕсем йĕркеллĕ тĕс илчĕç, хăмăр тĕслĕ пулса тăчĕç. Фалес çакна курсан тепĕр хут икĕ аяккине пăхса илчĕ те веçех ăнланчĕ. Вăл палланă тĕттĕммисем те çуталнă иккен. Вĕсен хушшинче пуринчен пĕр пуç çӳллĕ ельфсем те, виçĕ пуç кĕске гномсем те пулнă. Пурте ун çине шыв сыпнă пек пăхса тăчĕç, анчах самантран пурте ур-ра! кăшкăрса ячĕç. Унăн патне пурте чупса пычĕс, малтанах Хорунг, кайран Равенпа Сирен, кайран ельфсемпе гномсем тата ыттисем чупса çитрĕç.
Юлашкинчен Фалес умне Флагрис тухса тăчĕ. Унан куçĕнчен куççуль тухнă, вăл Фалес аллине чăмăртарĕ те:
— Эпир тĕттĕммисене хирĕç виçĕ пин çул çапăçатпăр, — терĕ, — эсĕ вара, çирĕм пĕр çулта, анчах чи ватă та вăйлă тĕттĕм асамçăна çĕнтертĕн. Малашне эсĕ Ылтăн туян ушкăнĕнче пулăн, ун çинче пирĕн Кĕмĕл виçкĕтеслĕхе вырнаçтарнă, — терĕ вăл.
Фалеса алă парса, çурăмĕнчен çапса, тав туса пĕтерсен пурте хăлха илтме пăрахмалла кăшкăрса, савăнса, ташласа хавăрт мар вăрмантан тухса кайрĕç, кам лаша çинче, кам çурран уялла, Нерос еннелле кайрĕç.
Виçĕ кунтан çак шăв-шавлă ушкăн Нероса çитрĕ. Кунта вара пысăк уяв турĕç. Фалес уявран шăппăн тухса кайрĕ, лашасем патне утрĕ. Шурçилхе унтах пулнă. Унăн ылтăн урисем çутатса тăнă. Фалес хăйĕн юратнă урхамахĕпе савăнăçлăн тĕл пулчĕ...
Эпилог
Çак çĕнтерӳ историре пысăк йĕр хăварнă пулнă. Çĕнтерӳ кунне «пысăк пĕрлешӳ кунĕ» е «пысăк çĕнтерӳ кунĕ» тенĕ. Çавăнтанпа асамçăсем хушшинче урăх вăрçăсем пулман.
Фалес пĕррехинче Шурçилхене шелленсе салтса яна пулнă, анчах та çывăрма выртсан, каçхине иккĕре вăл мăнаçлă ăйăр ихĕрнипе вăранса каять. Шурçилхе Фалеса питĕ юратнă, çавăнпа каялла таврăннă.
Флагрис малалла та çуттисен пуçлăхĕ пулнă, Фалеса мĕнле каланă, çавăн пекех тунă — ăна Ылтăн туя ушкăнне кĕртнĕ. Çавăнта Фалес нумай вĕреннĕ, нумай çĕнни пĕлнĕ. Кашни кунах Фалес хăйĕн Шурçилхи патне çӳрене, унпа калаçнă.
Пĕррехинче Флагрис темĕнле сăмах шыраса тупнă пулнă. Вăл ăна тĕрĕсленĕ, нимĕн те тупайман та ахалех çырса хунă. Фалес ăна курсан туйине аялла тĕллесе тăрса саспа вуланă та тĕлĕннипе кайсах ӳкнĕ — темĕнле çын çинçе сасси илтĕнсе кайнă. Вăл çĕтел айне пăхнă та каллех йăванса кайнă — шăши калаçнă пулнă мĕн.
Çакăн пек асамçăсем çĕнĕ асам шутласа кăларнă, хăйсен лашисене çын чĕлхипе калаçма вĕрентнĕ, малтанах Шурсилхене.
Çакăн хыççăн Фалес хайĕн Шурçилхине тата хытăрах юратма пуçланă — вăл калаçма та пултарнă вĕт. Çакăн пек, каласакан Нерос лашисем каллех çĕр пичĕ çинче пулнă. Вĕсен патши Шурçилхех пулнă.
Пĕтĕм лашасем калаçма пуçласан, çак тĕлĕнмелле асама пурте манса кайнă, нимĕнле çырнисем те юлман. Тен, турасем е урăх япала Нерос лашисене чĕртесшĕн пулнă, анчах ун пирки нимĕн те паллă мар.
Повеçри юлашки сăмахĕсем
Каласа панă тăрăх, ельфсемпе гномсем çапăçура асамсăсенчен лайăхрах çапăçнă пулнă, вĕсенчен иккĕшĕ, Вакрон гномпа Хилдор ельф Флагриса вилĕмрен çăлнă пулнă, вĕсене çавăншăн Кĕмĕл виçкĕтеслĕхпе усă курса асамçăсем туна пулнă. Вĕсен ачисемпе ачисен ачисем çĕр çинчи пĕрремĕш асамçă — ельфсемпе асамçă — гномсем пулса тăнă. Кун пирки, чăннипех, урăх историнче нимĕн те каламан.