Пĕррехинче асатте çывăхри кӳлле пулă тытма кайрĕ. Каçхине эпĕ ун патне çул тытрăм. Тытнă пуллисене илтĕм те киле килме тухрăм.
Каçĕ тĕлĕнмелле лăпкă, çывăхри вăрман шăрши пуçа çавăрать. Тулли уйăх мана çул кăтартса пырать. Яла çитме нумаях та юлмарĕ. Эпĕ тавраналла сăнаса пыратăп. Кукамай каласа панине асаилетĕп. Ĕлĕк çак вырăнта киремет картишĕ пулнă тет, ял халăхĕ кунта чӳк тума çӳренĕ. Вĕсем сăвап-калмаксем каланă.
Сасартăк уйăха тем хупларĕ пулас: куçран пăшатанпа тĕртсен те нимĕн те курăнмасть. Çил тухрĕ, умри йывăçсем «калаçа» пуçларĕç, мана тем асăрхаттараççĕ тейĕн. Чуна çурса аслати кĕрлерĕ, çиçĕм çиçрĕ, витререн тăкнă пек çумăр чашлаттарма пуçларĕ.
Эпĕ хăранипе утайми пулсах лартăм, пĕр утăм та тăваймастăп. Тăратăп юпа пек: ни малалла, ни каялла.
Ах, мĕн ку? Хыçалта лаша тулхăрнă сасă илтĕнчĕ. Шăпах ман хыçран виçĕ лашаллă тăрантас килет! Лашисем вара — шап-шурă, питĕ пысăк. Куçĕсенчен вут-хĕм тухнăн туйăнать. Эпĕ урхамахсене çул парса пĕр-икĕ утăм каялла чакрăм. Манн ума çитсен утсем юрттине майĕпенлетрĕç те, лавçă (вăл темле мĕлке евĕр çеç курăнать) мана ларма чĕнчĕ — сасăпа мар, куçĕпе хушрĕ. Эпĕ ларас тесе утăм тăвасшăнччĕ çеç — хам сисмесĕрех темеле вăй тăрантас çине лартрĕ. Эпир тапранса та кайрăмăр. Çук, çĕр çинче мар — эпир — вĕçетпĕр!
Ман умра — тĕлĕнмелле илемлĕ çĕр-шывсем. Вĕсем пурте чечекпе витĕннĕ. Кашни çĕр-шывăн, халăхăн хăйĕн тĕсĕ: шурă, хĕрлĕ, кĕрен, сарă, кăвак. Пĕтĕм çĕрте ĕç шавĕ, савăнăç, кулă-юрă. Ниçта та кăшкăрашни, пăшл пени, тупă сасси илтĕнмест.
Чăн кăсăкли — шкулĕсем. Вĕсем пĕр хутлă, çаврака, пысăк шар евĕрлĕ. Чӳречисем никĕсрен пуçласах çĕлĕк евĕр — çап-çутă, ванман кантăкран. Класĕсем хăтлă, ăшă. Партăсем çавракан лараççĕ. Варринче — икĕ енлĕ кăтартакан компьютер. Вăлах вĕрентет, ачасане тĕрĕслет. Тата тĕлĕнтермĕш — ачасем кашнин ни кĕнеке, ни тетрадь, ни ручка, ни дневник çук. Вĕсен умĕнче — нетбук. Çак япала урлă ачасем вĕренеççĕ, вулаççĕ, çыраççĕ. Ачасен ашшĕ-амăшесен те нетбуксем пур. Вĕсем ачисем мĕнле вĕреннине, хăйсене тытнине тĕрĕслесех тăраççĕ.
Урокĕсем ывăнмалла мар, çуршар сехет çеç пулаççе, анчах пĕр урокрах калаçаççе те, итлеççе те, çыраççĕ те, юрлаççĕ те. Уроксем хыççан тĕрлĕ кружоксем пулаçççĕ. Шкулти пур ача кружока çӳрет — кашни хăйне килĕшекеннине: ташлама, юрлама, спорт вăййисем выляма, математика кăсăк задачисем шутлама, шывра ишме…
Ачасене виçе хутчен тӳлевсĕр апат çитереççĕ. Сĕтел çинче тĕрлĕ улма-çырла: банан, груша, панулми, киви, мандарин, виноград… Кашни ача мĕн çиес килнине малтанах каласа ума пултарать, ăна çавна илсе килеççĕ. Ачасем вара пурте тăрăшса вĕренеççĕ. Никам та «2» паллă илмест, пурте сывлăхлă, хавас кăмăлпа.
Çав шкулти ачасем эрнере пилĕк кун вĕренеççе, икĕ кун канаççĕ. Çак вăхăтра шкулшăн тунсăхлаççе, тунти куна кĕтеççĕ. Тĕлĕнмелле, анчах ку çĕр- шывсенче ватă çынсем çук. Вĕсем чирлемеççĕ. Пурте питĕ туслă пурăнаççĕ. Çемйисенче ашшĕ-амăшĕ, ачисем. Эх, манăн та вĕсем пекех пурăнас килет. Мĕншĕн пирĕн атте час-часах Мускава ĕçлеме каять? Манăн кашни кунах унпа пĕрле пулас килет…
Пăхатăп — эп хам сисмесĕрех çунатлă ĕмĕтпе тăван кил умнее çитсе тăнă. Нимĕнле лашасем те, лавçă та çук. Эх, ĕмĕтре çеç иккен… Çавах эпĕ малалли пурнăç ĕмĕтри пекех пуласса шанатăп. Ачасем, эсир манпа килĕшетĕр-и?