Пĕрле вĕреннĕ Раиса Ивановăна
Уйкас-Чураш ялĕ
Кĕркунне те çитрĕ сарă тумĕпе:
Таврана сăрларĕ хăйĕн сăрăпе.
Уй-хирсем пушанчĕç питĕ ерипен —
Кунсерен пит вăйлă çумăр ӳкнĕрен.
Кĕркунне ун чух пайтах çитменччĕ...
Пушанманчĕç тулăх уй-хирсем.
Вырмана тухсаччĕ: çурласемччĕ
Алсенче пур тантăш-пикесен.
Санăн алăра та çут çурлаччĕ —
Тинкерсе пăхаттăн мал енне...
Шухăшсем мĕн-ши сана калатчĕç,
Мĕн сана сĕнетчĕç çав кунне?
Çил вĕрсе-ши сан пĕве айтайрĕ:
Пĕшкĕнтĕн вырма эс пуç чиксе.
Алăри çурла сан май вылярĕ,
Вырнă çыхăм пычĕ çитĕнсе.
Акă тăтăн, сан тӳрленчĕ пилĕк.
Тутăрна тӳрлетрĕн пуç çинче.
Таврана куç утрăн... ăшă çилĕ
Ачашларĕ сан пите çемçе.
Ăшшăн кулса илчĕ ырă туйăм
Сан питре тута çине тухса.
Çав самант манра вăратрĕ туйăм
Ман чуна ытарлă пăлхатса.
Юнашар хĕр-тантăшсем выратчĕç,
Юнашар ĕçлетчĕç каччăсем.
Кĕлтесем хăйсем ман çыхăнатчĕç,
Сан çине пăхатчĕç ман куçсем.
Авăн, 1976.
Вăрнарти совхоз-технижум.