Ырă çынсем, юлташсем,
Хаклă тăван, тантăшсем,
Итлĕр манăн сăмаха,
Пуçлам хамăн юмаха.
Пĕр хресчен, кунти чăваш,
Кăмăлĕпе хăй йăваш,
Çула тухнă лашапа,
Иртсе пырать вăрманпа.
Çулĕ такăр пулнăран
Сасси те çук урапан.
Лаши чипер утнăран
Канса пырать Лариван.
Аслă вăрман илемĕ,
Йывăç-курăк симĕсĕ
Лăплантарать çын чунне,
Илет хăйĕн ытамне.
Сарă, кăвак чечексем,
Яштака шур хурăнсем
Ас илтереç савнине
Сарпи тухать куç умне.
Хĕрлĕ мăкăньрен хитре,
Сасси — шăпчăкран парне.
Çут çăлтăртан çутăрах,
Сар хĕвелтен ăшăрах.
Çакă чипер хĕр-пике
Лариваншăн çут тĕнче.
Уншăнах вăл çак çулпа
Пырать ĕнтĕ вăрманпа.
Ашшĕ Сарпин ăста çын.
Хĕрне питĕ юратать.
(Качча илес тенĕ çын
Çакна лайăх ăнланать)
Пулас кĕрӳ хăйĕнчен
Тата ăста пултăр тет.
Вăрманта пĕр пăтасăр
Чаплă кермен ларттăр тет.
Лариванăн пĕр шухăш:
«Сарпипеле пĕрлешес»
Çакна пĕлсен ун амăш
Юмăçранах илчĕ ăс.
Вăл вĕрентсе янипе
Лариван хăй лашипе
Вăрман витĕр тухмалла,
Ун хуçине тупмалла.
Шурă сухал ятлине,
Юмăç ашшĕн тăванне.
Унпа пĕр сăмах тупсан
Ĕçĕ тухать çамрăкăн.
Сывă юлса таврăнсан
Сарпи пулать çак каччăн.
Вăхăт шăвать майĕпен,
Вăхăт иртет кунсерен.
Лариванăн кутамкки
Пушанни те виçĕ кун.
Çапах каччăн каялла
Шухăш çук-ха таврăнма.
Çав хуçана тупасчĕ,
Хушнă ĕçе тăвасчĕ.
Пĕтĕм вăйне пуçтарса
Йĕкĕт ячĕ шăхăрса.
Лаши кайрĕ хăраса,
Чупрĕ çултан пăрăнса.
Чупсан-чупсан ак хайхи,
Тăп чарăнчĕ çак Пархи.
Тăрать нимĕн пулман пек,
Теме кĕтсе тăнă пек.
Сиксе анчĕ Лариван,
Умра тăрать пĕр айван.
Пĕчĕкскер, сухаллăскер
Ватăран та ватăскер.
— Мĕн шыратăн, Лариван?
— Камран е мĕнрен таран?
Старик ыррăн сăмахлать,
Сасси хăйĕн ян каять.
Каччă умне тухнă çын
Вăрман хуçи пулчĕ-çке!
Лариван шыранă çын
Хăех тухса тăчĕ-çке.
Вăрман хуçи йĕкĕтпе
Темччен тăчĕ калаçса.
Унтан пурак çилĕмпе,
Чĕлĕм хучĕ кăларса.
— Çак асамлă çилĕме
Кермен тума усă кур.
Терĕ хуçа, — «Чĕлĕме
Ĕç вĕçленсен чĕртсе яр».
Каларĕ те çухалчĕ,
Тĕлĕк пекех туйăнчĕ.
Панă япалисем çеç
Пулнине çирĕплетеç.
Пирĕн çамрăк харсăррăн
Кăштах канса ярсанах
Пĕтĕм вăйпа çĕкленчĕ,
Кермен тума пикенчĕ.
Акă ĕнтĕ, çак ĕнтĕ
Мĕн чуль вăхăт иртнĕ пуль
(Лариван та пĕлмест пуль)
Ӳссе ларчĕ пысăк пӳрт
Кермен пекех чаплă çурт.
Хăй ĕçĕпе савăнса
Ăста ячĕ юрласа.
(Юрри — Сарпи юратни:
«Ăçта-ши, эс, ман савни»)
Тунсăх пуснине туйса
Ячĕ чĕлĕмне туртса.
Тĕтĕм карчĕ вăрмана,
Ним курăнмасть тупата.
Мĕн япали пулчĕ çак?
Ăçтан тухрĕ ку амак?
Кăвак тĕтĕм самантран
Пулман пекех сирĕлчĕ.
Вара кермен умĕнче
Сарпи тăни курăнчĕ.
Таçта çухалчĕ вăрман
Ун вырăнне тухрĕ ял.
Пĕр урам ял-йыш, тăван
Ак мĕн турĕ Шур сухал.
Вăрман хуçин чĕлĕмĕ
Ахаль парне пулман-çке!
Старик каччăн ĕмĕтне
Пурнăç парас тенĕ-çке!
Савнипе пĕрле пулма
Ĕмĕр çуннă çамрăксем.
Юратăва пулăшма
Хатĕр тăччĕр ватăсем.
Çапла пулчĕ юмахра,
Çапла пултăр пурнăçра.