Таçта, темле тĕнчере
Пулнă лашасен çĕршывĕ.
Пулнă тет вĕсен
Çамрăк çеç патша.
Патша пулнă тет маттур
Ĕçчен, çамрăк та сатур.
Вăл юратнă ĕçлеме
Пулăшма тет, пĕр-пĕрне.
Пĕррехинче тĕттĕм каç
Илтнĕ тет темле сас.
Патша тухнă урама
Сас паракана шырама.
Çакăнтан вара патшан
Пуçланать тет çулçӳрев.
Ак сĕм вăрман умра
Вăрман умĕнче йăмра.
Çав йăмра çинче вара
Çырнă тет çапла:
«Сулахай енне кайсан —
Тупăн эсĕ вилĕм.
Сылтăм еннелле кайсан —
Тупăн эс телей».
Мĕн тăвас та мĕн тăвас,
Хăш çулпа каяс?
Лаша-патша шутларĕ те
Кайрĕ тет сулахая.
Ак пырать вăл çулпала
Ун умĕнче пĕр юпа.
Юпа умĕнче упа
Вăл тăрать тем кăшласа.
Лашана курсан вара
Вăл калать тет çапла:
«Эсĕ çамрăк-çке, лаша,
Ăçта каятăн васкаса?
Анчах мĕншĕн çак çула
Эс суйланă-ши вара?
Сан вилес килмест пулсан —
Каласа парăн эс юмах.
Юмах килĕшмест пулсан,
Çисе ярăп çакăнтах»!
Лаша каять шухăша,
Пуçлать юмах калама:
«Пурăннă тет сĕм авал
Шурă тĕслĕ пĕр упа.
Упа пулнă тĕлĕнтермĕш
Вăл юратнă юрлама.
Ак çапла пĕрре упа
У-у-у! тесе çӳрет урампа.
Тĕл пулать ăна Çтаппан
Илсе каять тет унтан.
Апат ăна çитерет,
Çав вăхăтрах вĕрентет:
«Çапла кашăк тыт эс, тет,
Чашăкна эс ан çулла».
Упа майĕнпен çиет,
Çтаппан каланине итлет.
Кайран вĕсем тухаç урама
Пуçлас юрлама та ташлама.
Тĕлĕнтермĕш çак упа —
Юратать вăл юрлама,
Тĕрлĕ ташă ташлама.
Çтаппанпа пĕрле упа
Пурăнаç тет савăнса».
Лаша юмахне калать,
Упа итлесе ларать.
Юлашкинчен ак çапла
Упа калать лашана:
«Эм маттур, лаша,
Юмах килĕшрĕ мана.
Çавăнпа та эп сана
Тĕкĕнместĕп, уттарах».
Лаша чупать сиккипе
Хăйĕн килĕ еннелле.
Çакăн пек вĕçленет
Лаша-патшан çулçӳрев.