Хĕвелтухăç хĕрелет
Тĕттĕм каçа вăл сирет
Ял-йыш ĕçе пикенет
Ырă куна систерет
Хĕвел тухăç çутипе
Кĕтӳ тухать уялла.
Ут утланнă кĕтӳç те
Васкать малтан малалла.
Шурă пуçлă урхамах
Хăйĕн вăрăм урипе
Вăхăт-вăхăт кĕçенсе
Ташлать хăйĕн ташшине.
Уçланки питĕ хитре,
Ырă шăршлă курăксем.
Тĕрлĕ–тĕрлĕ выльăхсем
Çӳреç ирĕккĕн хирте.
Кунĕ ырă пулнăран
Кĕтӳç чунĕ савăнать.
Выльăх-чĕрлĕх тутăран
Ял еннелле пăхкалать.
Пушă сасси илтĕнет
Часах яла анмалла.
Выльăх та çакна сисет
Пуçтарăнать лапалла.
Ăслă выльăх урхамах
Пĕрре пăхсах ăнланать.
Кĕтӳç пушша йăтсанах
Лапамалла чуптарать.
Çӳлте тӳпе кăн–кăвак
Унта тăри юр юрлать.
Хĕвел аннă анманах
Кĕтӳ ялалла васкать.
Кĕтӳ шăвать ялалла
Хăйĕн майлă уттипе
Пуçтарать вăл ял-йыша
Вара хытă сассипе
Пĕчĕк ача Сентти те
Кĕтӳ тавра чупкалать.
Шурă кăтра путекне
Шăхличпе вăл йыхăрать
Çавра уйăх тӳпене
Хăй çутипе хупларĕ.
Кĕвентеллĕ пикепе
Илемлетме манмарĕ.