Гена яланхи пекех шкула уроксем пуçланиччен çур сехет маларах çитрĕ. Олегпа Вера килсен вĕсемпе ĕнер курнă кинона сӳтсе явса ĕлкĕрмелле вĕт. Питĕ интереслĕ кино кăтартрĕç ĕнер — «Пĕрремĕш Петĕр патша». Кун пек киносене питĕ юратать Гена. Ӳссен вăл историк пуласшăн. Раççей историне халĕ те лайăх пĕлет-ха вăл, унăн вара тата ытларах пĕлес, тĕпчес килет. Генăн ашшĕ килте лашасем усрать, вĕсене питĕ юратса пăхать, вĕсемпе тĕрлĕ ăмăртусене те хутшăнать. Генăна та çак ĕçе явăçтарасшăн вăл. Анчах та Гена, лашасене юратать пулин те, историк пулас ĕмĕтне пăрахасшăн мар.
Олег Генăн чи çывăх юлташĕ. Верăна та яланах вĕсемпе пĕрле курма пулать. Халĕ те виçĕ юлташ ĕнерхи кино пирки хĕрсех калаçрĕç. Сӳтсе явмах ĕлкĕреймерĕç çав – шăнкăрав пулчĕ. Тăван ен учителĕ паян чăваш халăхĕн несĕлĕсем çинчен каласа пачĕ. Гена «Пĕрремĕш Петĕр патша» фильм çинчен манса кайсах итлерĕ. Ара мĕн тери интереслĕ те: хунсем, гунсем, сăварсем, пăлхарсем, хазарсем. Уйрăмах Генăна гунсем çинчен калани интереслентерчĕ. Вĕсен сăн-сăпатне куç умне тӳрех кăларса тăратрĕ вăл: сарлака хул-çурăмлă, сухалсăр, тирпĕйсĕр, яланах лаша çинче ларса çӳреççĕ. Тӳрех ашшĕ пирки асаилчĕ Гена. «Чăвашсен несĕлĕсем лаша çинчен анма та пĕлмен те, атте те çавсем пекех ĕнтĕ», — шухăшларĕ вăл. Гунсем патши Аттила, 445-мĕш çулта влаçа ярса илнĕскер, питĕ хаяр çын пулнă иккен, ăна шуйттан ывăлĕ тесе каланă тет. «Кайран çак Аттила йăхтăсăмĕсем Атăл хĕррине килсе вырнаçнă. Тен, çавăнпа Атăлĕ те Атăл ятлă пуль, Аттила — Атăл», — шухăшласа ларчĕ Гена. Учитель каланă май Гена Аттила мăшăрĕн, чиперкке Иллтиккен сăнарне те куç умне кăларчĕ вăл.
Çак самантра Генăн хайхи гунсен ĕмĕрне çитсе курас ĕмĕт çуралчĕ. Çук ĕнтĕ, унта çитсе кураймăн, эпир юмахра пурăнмастпăр вĕт… «Ай, тăхта-ха,тăхта , — хăйпе хăй калаçса ячĕ ача, — Тури урамра пурăнакан Ванюш мучи мĕн каланăччĕ-ха пĕррехинче… Хамăр Кăкар вăрманĕнче, Иванушка варĕпе çичĕ аршăн кайсан ханкăр1 тĕлне пулатăн, çав ханкăрта ватă юман ӳсет, енчен те эсĕ унăн туратне тĕкĕнетĕн, вăл санăн чи пысăк ĕмĕтне пурнăçлама пултарĕ тенĕччĕ. Ун чухне ĕнеменччĕ-ха Гена мучине, халĕ вара унăн çав юман патне кайса курас килчĕ, тен, чăнах та авалхи ĕмĕре çитсе килме май пулĕ... Вăрмана тухса кайиччен ача тепре мучипе калаçса пăхас тесе ун патне кайрĕ. Мучи хальхинче те шӳтлемерĕ пулас, анчах та юман тураттине тĕкĕнме йывăр пуласса асăрхаттарчĕ, юмана вăрманти мĕн пур чĕр чун сыхлать иккен.
Гена ана çинче çӳрекен хăй юратнă лашине илчĕ те утланса вăрмана çул тытрĕ. Иванушка варĕ тăрăх нумайччен çӳрерĕ çулçӳревçĕ, анчах нимĕнле çĕр хăвăлĕ те курмарĕ. Тĕттĕмлениччен яла çитес тесе лашине киле май хытăрах хăваларĕ вăл. Чиперех юрттарса пыратчĕ Гена, сасартăк хыçалтан темĕнле кăн-кăвак çутă çутатнине курчĕ. Мĕн-ши вара ку? Вăл Мальвинăна каялла çавăрчĕ те çав çутă патне вĕçтерчĕ. Акă иккен çĕр хăвăлĕ! Хăрамасăрах кĕрсе кайрĕ, унта вара акă мĕн курчĕ: кăвак çутăпа юман çутатать, ун тавра вара тем тĕрлĕ чĕр чун пуçтарăнса ларнă. Генăшăн кунта тĕлĕнмелли нумай пулчĕ. Чи пысăк ыйту вара çакă: «Ăçтан тупăннă-ши пирĕн вăрманта арăслан, тигр, гепард?…» Чи çӳллĕ вырăнта вара арăслан вырнаçнă, çынна курсан вăл чĕрчун чĕлхипе ыттисене тем каларĕ. «Çук, кунта эпĕ пĕччен нимĕн те тăваймăп, Олегпа Верăна каласа пама тивет хам плана, вара ыран вĕсемпе пĕрле килĕпĕр, вĕсем чĕрчунсене илĕртсе тăрĕç, эпĕ çав вăхăтра юман тураттине алăпа тĕкĕнĕп», — тĕв турĕ Гена.
Олегпа Вера Генăна чи малтанах ĕненмерĕç-ха.
— Нимĕнле ханкăр та пулма пултараймасть вăрманта, — терĕ Олег.
— Арăслан? Эсĕ мĕн, аташнă-им? Пирĕн вăрманта ăçтан арăслан пултăр. Тигрпа гепард та пулма пултараймаççĕ, — ĕненме шухăшламарĕ те Вера.
— Кун пек тавлашиччен халех кайса кăтарт, хамăр куçпа курсан ĕненетпĕр», — терĕç вĕсем юлашкинчен.
— Анчах унта каçхине çеç каймалла, кăнтăрла çĕр хăвăлне шыраса тупаймăпăр, — аран ӳкĕте кĕртрĕ Гена юлашĕсене.
Каç пуласса аранах кĕтсе илчĕ виçĕ тус-юлташ. Вĕсем вăрмана пырса кĕнĕ чухне унта нимĕнле сас та илтĕнместчĕ, мĕн пур йывăç-курăк, кайăк-кĕшĕк вилсе пĕтнĕ теме те пулать. Ачасем те пĕр ăстрăм сывламасăр тенĕ пек тăчĕç, Мальвинăна та лăпланма ыйтрĕç. Мальвина вара, вĕсене ăнланнă пекех, сывлама та чарăнчĕ, çĕр хăвăлĕ еннелле пуçĕпе уха-уха илчĕ. Вар тăрăх аялалла аннă май кăвак çутă тĕс ӳкрĕ, мехелĕ çитрĕ пулĕ — юман çутатма пуçларĕ. Лашана хăвăл умĕнче тăратса хăварчĕç те туссем юман патне пычĕç. Чĕрчунĕсем ăçта-ши вара? Пĕри те курăнмаççĕ. Ачасем юман патне чупса пычĕç, пурин те вĕсен чи пысăк ĕмĕт пур, халĕ вĕсене пурнăçлама пулать вĕт! Юман тураттине тытмалла çеç!
— Эпĕ сире кашнинех мĕн кирлине паратăп, — тет юман. Анчах çав вăхăтра ун хыçĕнчен чĕрчунсем сиксе тухаççĕ. Ачасем ниçта кайса кĕме пĕлмеççĕ.
— Тытăр вĕсене, вĕсем пирĕн юмана илсе каясшăн, — кăшкăрчĕ арăслан.
— Тытăр вĕсене, вĕсен кунта килме юраман, мĕн тума килнĕ вĕсем кунта, — мĕкĕрчĕ упа.
Ачасем хăранипе хăвăл тăрăх чупса кайрĕç. Гена сулахаялла пăрăнса чупрĕ, Верăпа Олег вара — тӳрĕ çулпа. Эх, пĕлмен-çке вĕсем хăвăл вĕçĕнче çӳллĕ-çӳллĕ сăрт пулнине! Олег, малта чупаканскер, ăна асăрхаса та лĕкĕреймерĕ пулас, чул муклашки пек аялалла вирхĕнчĕ. Вера тăпах чарăнчĕ, анчах та гепард хыçрах-мĕн, шухăшласа тăма вăхăт çук.
— Олег, эпĕ те санпа пыратăп, ан пăрахса кай мана, — тесе кăшкăрчĕ те сикрĕ...
Хуралçă чĕрчунсем ачасем мĕнле вĕçнине курчĕç те кăмăллăн çаврăнса утрĕç. Вĕсем кунтан пăрăнсанах Гена чупса çитрĕ:
— Мĕн туса хутăм эпĕ, хамăн ăссăрлăха пула, тахçанхи ĕмĕрсене çитсе курас ĕмĕтшĕн эпĕ юлташсене пĕтертĕм. Юманăм, пулăш мана, — тесе кăшкăрчĕ вăл мĕн пур вăйран. Кăшкăрчĕ те юман еннелле чупрĕ, çул çинче пĕр чул мăклашки тупрĕ. Юман патне чупса çитсен вăл пĕтĕм вăйран çак чулпа арăслана печĕ. Лешĕ кăна кĕтменччĕ, сасартăк пулнипе пуль, малти урисемпе питне хупларĕ. Ытти чĕрчунсем ун тавра пухăнчĕç. Çав вăхăтра Гена юман туратне тытма ĕлкĕрчĕ.
— Мана нимĕн те кирлĕ мар, юлташсем çеç пурăнччăр, — терĕ вăл.
— Вĕсем пурăнаççĕ, — теме çĕç ĕлкĕрчĕ юман, ханкăр тăрăх лаша чупни курăнчĕ, лаша çинче вара Олегпа Вера лараççĕ.
— Куна эпĕ мар, сирĕн Мальвина ĕлкĕрнĕ çӳллĕ сăртран сикнĕ ачасене çăлма, — пĕлтерчĕ юман. Гена Мальвинăна пырса ыталарĕ. Халĕ ĕнтĕ вăл ăнланчĕ: ĕлĕкхи ĕмĕрсене пире кĕнекесем кăна илсе çитерме пултараççĕ.