Тухăçа тĕмсĕлсе тинкеретĕп,
Тек курасшăн эп санăн сăнна.
Те утса, те чупса халь çӳретĕн
Сывлăмпа пусарасшăн чунна?
Сăвăçсемшĕн вăл — сывлăм та сăвă,
Сăвăçсемшĕн уй-хир те анне.
Килти пӳлĕм сăвăçшăн тăвăр,
Вăл савать укăлча хурăнне.
Çамрăк чăрăш та сăвăçшăн çывăх,
Уншăнах вăл каять вăрмана.
Ун çинчен çырмасассăн та çылăх,
Сăвăçсем уншăн чăн-чăн хăна.
Ман пекех эс ирех тухнă пулĕ,
Çарана рифмăсем шырама.
Ак, хĕвел хăпарса йăл-йăл кулчĕ,
Пуршăн-çукшăн пăрах кулянма.
Тĕнчере пурте вăхăтлăх, теççĕ,
Ĕмĕрсем те кашнин пĕр пек мар.
Сăвăç ĕмĕрĕ вилĕмсĕр теççĕ,
Манар мар: сăвă — чăн шĕл-кăвар.
Тухăçа тĕмсĕлсе тинкеретĕп,
Тек курасшăн эп санăн сăнна.
Çутă сывлăм пекех ирĕлетĕп,
Вуласан сăввуна-юрруна.