Миçе хут пире уйăрчĕ кĕр?
Миçе хут сансăр кĕтĕп хĕле?
Миçе хут хĕллехи вăрăм çĕр
Вăрттăн тăкăп эп йӳç куççуле?
Эсĕ мар, çил-тăман кантăкран
Шаккĕ тунсăх юрри юрласа.
Сăнӳкерчĕк çинчен çеç куçран
Пăхăн эс чĕрене çунтарса.
Эс илтетĕн-и, хатĕр халех
Чĕрĕллех эп вилсе пурăнма.
Çуркунне илсе килтĕр каллех
Каялла сана ман патăма.
Чĕрĕлсе тăрăп эпĕ хамах
Тин çеç шăтнă çурхи чечекле.
Çĕнĕрен çуралса пурăнма
Уйрăлу çитиччен вăй пилле.