Пĕлеймерĕм:
Мĕншĕн ӳпкелерĕ,
Çӳçренех лăскарĕ çил мана?
Ăнланмарăм:
Мĕншĕн йуçĕ эрĕм
Кăтăкларĕ йĕпхĕртсе чуна?..
Мĕншĕн анăç антăхса юнарĕ?
Хĕрлĕ хĕм хĕлхемĕ пĕрхĕтсе!
Мĕншĕн кĕр тăманĕ пит васкарĕ?
Сив хĕле тăмарĕ вăл кĕтсе?..
Шурă хут — мĕн пурĕ — йăлт пĕлесшĕн.
Хуравне хывасшăн — сĕвемшер.
Тăранми ыйтать-çке, мур илесшĕ!
Кĕвĕçĕ арăм евĕр кӳлешет.