Кивелнĕ пӳрт, имшер хапха,
Çĕрсе арканнă кил карти.
Юнашарах, ав, ват йăмра,
Пиçенпе тулнă анкарти.
Тахçантанпах кунта пулман,
Этемĕн çук ура йĕрри.
Анчах хапха çинче аран
Курнать пĕр çăлтăрăн палли.
Çумăрпала та çилпеле
Çухалнă тĕсĕ тахçанах,
Çул выртнă çак килтен инçе
Мĕн аслă вăрçă тухсанах.
Тен, ывăлне е ашшĕне
Ăсатнă амăшĕ вăрçа.
Чун-чĕререн куляннипе
Юлашки хут хĕрес хурса.
Тен, çамрăк кин йĕре-йĕре,
Хăй мăшăрне ыталаса
Тыттарнă пĕчĕк пепкине
Сывах килме тархасласа.
Çук, таврăнман кунта никам.
Тахçантанпах вăрçă пĕтни.
Хапха çинче кăна аран
Палăркалать çăлтăр палли…