Кур, йывăçсем ыр шăршă кăлараççĕ,
Хĕвел шевли шартать ман куçсене.
Сар кайăксем çунат сапса юрлаççĕ,
Тăрсах итлес килет юррисене.
Çара уран чупатăп улăх тăрăх,
Мĕнле хитре çак çуллахи вăрман.
Юхса выртан кӳлли ытла та тăрă,
Выртса ĕçес килет шывне халь ман.
Çулла вăрман тĕлĕнмелле илемлĕ,
Ман кăмăл та, ав, савăнса юрлать.
Çулла тĕнче пин саслă, пин чечеклĕ,
Çулла кашнин чун чечеке ларать.