Икĕ пайла, çичĕ курăнуллă камит
Вылякансем:
Мĕтри, Дмитрий Дмитриевич
Солнцев — ӳнерçĕ
Верук — Мĕтри арăмĕ
Унтри — Мĕтри шăллĕ
Çитăр мучи — хуралçă
Тимкка — çыравçă, Мĕтри кӳрши
Янраш Кули — сăвăç
Вăрăм Ахванеç — ӳнерçĕ
Пасар Насарĕ — фотокорреспондент
Йăкăнат — ватă хусах
Петр Лапшин — Мĕтри тусĕ
Тарье — Петр Лапшин арăмĕ
Иван Иванович — резина завочĕн тĕп инженерĕ
Платон Павлович — кĕнеке издательствин тĕп редакторĕ
Егор Егорович — колхоз пасарĕн тĕп бухгалтере
Зина — юрăçă
Дина — юрăçă
Эдуард — купăсçă
Куракансем театрта пуçтарăнаççĕ. Фойере сутуçăсем тарăн калуш сутаççĕ. Халăх юррисем, такмаксем янăраççĕ. Вылякансем куракансем хушшинче тарăн калушпа çӳреççĕ.
Пĕрремĕш пайĕ
Пĕрремĕш курăну
Ĕç Мĕтрин вăрман хĕрринчи дачинче пулса иртет.
Дача халхи хупă. Хӳме урлă икĕ хутлă çурт (сылтăмра) тата йывăç мунча тăрри (сулахайра) курăнаççĕ. Хапха умĕнчи каска (сак) çинче Çитăр мучи ларать. Туйи çине тайăннă те харлаттарса çывăрать. Вăранса каять, чĕтренсе илет.
Çитăр мучи (куçне сăтăркаласа). Ай-уй, хĕвел те тухнă. Мĕтри вара... çук та çук. Çуркĕленче тыттарса хăварчĕ те, çырлахрăм терĕ-ши? Куç хупмасăр сыхларăм-иç... Тем сыхлаттарать тульккăш. Тупăннă пит пуянскер! Вĕçкĕн, çăмăлттай! Хĕрарăмсем тата, айвансем, мĕн тупнă-ши ун çумĕнче? Йăрккаççĕ те йăрккаççĕ. Пыл сĕрнĕ-ши?
Çăмăл машина çитсе чарăнни илтĕнет. Çитăр мучи сиксе тăрать. Мĕтри темиçе хутаç йăтса кĕрет.
Мĕтри. Ну, Çитăр мучи, эп çитрĕм. Тавах сана. Йĕркеллех пуль? Тек тытса тăмăп.
Çитăр мучи. Йĕркеллĕ пулмасăр. Çĕрĕпе часовой пек тăтăм. (Туйине пăшал пек çĕклет.) Обьекта сана пама хатĕр. Опхоттăвар та...
Мĕтри (хапха çăрине уçать) Обход туса чăрманар мар. Çăрасем вырăнтах— иç...
Çитăр мучи. Э-э-э, Мĕтри, ун пек мар. Тĕрĕслемеллех... Тăрук тем тухмĕ. Хам çĕрĕпе мĕн хуралланине те пĕлеймерĕм те... Йытă таврашĕ е пĕр-пĕр кушак сĕтĕрсе тарнă пулсан... Çылăха кĕретĕп вĕт. Ята ярап.
Мĕтри. Йытă-кушак кĕмелли шăтăк çук-ха ман, кĕрсен те сĕтĕрсе каяс çук. Тулли флягăсене этем те пĕччен йăтса каяймĕ.
Çитăр мучи. Флякă тетĕн? Мĕнле флякă вара? Леш цветмет текенни-и? Ай-уй, пĕтрĕ пуç. Ма каламан эс мана, нисашту юлмастăмччĕ. Алюмини пралук татăкĕшĕн пуç касса кайма хатĕр те хăшĕ-пĕри, эс мана флякăсем сыхлаттаран. Питĕ хаклă вĕт вĕсем, тимĕр-тăмăр пухакансем çав тери кăмăллаççĕ.
Мĕтри. Флягисемшĕн пăшăрханмастăп-ха. Вĕсем пушă пулнă пулсан сана чăрмантаратăп-и?
Çитăр мучи (шарт сиксе). Пушă мар-и? Мĕн тултарнă вара?
Мĕтри. Пит пĕлес килет-и?
Çитăр мучи. Пĕлес килмесĕр...
Мĕтри. Чăнах-и?
Çитăр мучи. Чăнах пулмасăр... Ылтăн-кĕмĕлех сыхламан пулĕ те? Пули-пулми япалашăн çĕрĕпе шăнтас çук ĕнтĕ эс мана, çумăрпа шӳтерес çук...
Мĕтри. Çумăр тетĕн? Хăш вăхăтра çуса ĕлкĕрнĕ вара? Типĕ пекех-çке.
Çитăр мучи. Саншăн типĕ, ман ав калуш тулли шыв. Каллех радикулит пуçланать ĕнтĕ. (Пилĕкне тытать.) Сĕрмелли те юлмарĕ тата...
Мĕтри. Эп сана парса хăварнăччĕ-çке. Шалтан ăшăнмалăх та, тултан сĕрмелĕх те.
Çитĕр мучи. Çур кĕленче-и? Эс кун пекех хытакан марччĕ-çке.
Мĕтри. Хытни качки. Ытлашши ӳсĕрĕлесрен шиклентĕм. Тăрук хăвна флягăсемпе пĕрле йăтса кайĕç терĕм.
Çитăр мучи. Юрĕ, çитĕ йĕкĕлтешсе. Флякă та флякă. Мĕн унта сан? Тĕрĕстĕкелех-и вĕсем? Кĕрсе тĕрĕслер те, эп сулланам.
Мĕтри (шалалла кармашса пăхать) Алăк çăрине никам та тĕкĕнмен-ха. Эппин флягăсем те вырăнтах.
Çитăр мучи. Чăваш тытса пăхмасăр ĕненмест. Тăрук такам мăрьерен кĕнĕ. Е фортăчкăран йăтса тухса кайнă. Тытсах пăхмалла ман. Унсăрăн шанчăкран тухăп.
Мĕтри. Ну, Çитăр мучи, ытла тĕплĕ этем-çке эс. Ахалех канăçсăрланатăн. Тытса пăхмалли япала мар унта ман.
Çитăр мучи. Ак тата, мĕн тумалли япала вара? Çавăн пек асăрханмаллискер-и? Сирпĕнекен хатĕр таврашĕ мар-и? Террорист та террорист теççĕ халь вĕçĕмсĕр, вĕсемпе çыхланса каймарăн пулĕ те?.. Ах, тур-тур, Мĕтри, пĕтертĕн мана... Ма явăçтартăн? Пĕлсен кирпĕч шутлама яраççĕ вĕт. (Каллĕ-маллĕ чупкалать.)
Мĕтри. Çук ĕнтĕ. Сирпĕтмелли япалапа алла варалатăп-и?
Çитăр мучи. Кала эппин! Халех кала! Унсарăн хĕрлĕ кăсăруклисем патне чупап.
Мĕтри (ахăлтатса кулать). Çитăр мучи, хăрамалли япала мар унта, тытса пăхмалли те мар...
Çитăр мучи. Тата мĕн? Кала! (Туйине пăшал пек тĕллесе тытать.) Кала!.. Атту тек санпа калаçма пăрахап.
Мĕтри. Тытса пăхмалли мар унта. Тутанса пăхмалли... Ну, чухламарăн-и?
Çитăр мучи. Тутанса пăхмалли?.. Темиçе флякăпа-и? Сăра-и? (Юрланçи тăвать.) Сăра сакки сарлака та сăра сакки сарлака...
Мĕтри. Сăра çеç мар-ха.
Çитăр мучи. Тата мĕн?
Мĕтри. Пĕр фляга — сăра, тепĕр фляга-аншарли. Виççĕмĕшне шашлăктума аш вакласа тултарнă. Вă-ăт!
Çитăр мучи. Çавăн чухлех-и? Тăптуллиех тултарнă-и? Пысăк савăтри шĕвек хухма пултарать вĕт, тапса тухман-ши? Пулкалать ун пекки.
Мĕтри. Çитăр мучи, тĕрĕслесех пăхасшăн-и вара?
Çитăр мучи. О-о, тĕрĕслемеллех, тĕрĕслемеллех.
Мĕтри. Çитăр мучи, эс, тен, тутанса пăхасшăн.
Çитăр мучи (пĕр хушă именнĕ пек пулать. Шарламасть). Мĕтри, мĕн тăвасшăн вара эс çавăн чухлĕ сăра-эрех-пе? Ниме пухасшăн мар-и, тем?
Мĕтри. Ниме пухсан та аптрамасть те... Малтан юбилее иртерсе ямалла-ха.
Çитăр мучи. Мĕнле юбилее?
Мĕтри (мухтанарах). Хамăнне, 50 çул тултаратăп паян. Çывăх çынсене пухатăп çакăнта, хамăр дачăра.
Çитăр мучи. 50 çул тетĕн? Çур ĕмĕр. Эх, эп пĕлмен те. Ма никам та систермен-ши? Халь мĕнле саламлас сана?
Мĕтри (алне тăсать). Мĕн пуç ватмалли? Ална тăсса пар та саламла, пулчĕ те.
Çитăр мучи (Мĕтриаллине тытмасть, пуçне силлет). Типĕлле-и? Çук, ун пек саламламаççĕ. Хăвăнтан кивçенле ыйтма лайăх мар ĕнтĕ...
Мĕтри. Тем ан калаç-ха, мучи. Ют çын мар вĕт эс маншăн... Юрĕ, тăхта, ăсса тухам эппин анне парса янине (пӳрте кĕме хатĕрленет). Эс хапхана уçса хур-ха.
Çитăр мучи. Эп уçăп-ха. Эс ху флякăна асăрханса уç, тапса тухсан пĕтрĕ пуç. Ытлашши ан ăс. Пĕр алтăрпа çитет.
Мĕтри (çăра уçса çенĕке кĕрет. Çитăр мучи савăннипе аллисене сăтăркалать, тăпăр-тăпăр сиккелет. Юрă ĕнĕрлет, хапха алăкне çурри уçса хурать).
К нам приехал,
к нам приехал
наш хозяин дорогой...
Мĕтри (пысăк куркапа аншарли ăсса тухать. Çитăр мучие черкке тыттарать). Ну, кил, Çитăр мучи. (Аншарли ярса парать.) Çыртмалли илсе тухам, тыт-ха. (Куркине тăсса парать.)
Мĕтри çенĕке кĕрсе кайнă-кайман Çитăр мучи черккине ӳпĕнтерет, ăна çĕнĕрен тултарма пикенет.
Мĕтри (мучи хăтланăвне асăрхаса) Мĕнле, йăваш мар-и?
Çитăр мучи. Тутанса ĕлкĕреймерĕм çав, тăкса ятăм.
Мĕтри. Юрĕ-çке, ан кулян, ваттисене пултăр. (Куркине илме тăрать).
Çитăр мучи (куркана парасшăн мар. Хăех аншарли ярать, черккене ӳпĕнтерет. Аса илсе кайнă пек пулать.) Мĕтри, каçар ман сана саламламаллаччĕ вĕт, Эх, тăм пуç! (Черккине тултарать, куркине тавăра. парать.) Ну, Мĕтри, саламлап сана. Юбилей ячĕпе! Аллу хальхи пекех ылтăн пултăр чуну маншăн яланах уçă пултăр! Хĕрарăмсем малашне те хытă юратчăр! Килĕшетĕн-и? (Черккине ӳпĕнтерет.)
Мĕтри. Çуррипе килĕшетĕп, çуррипе килĕшместĕп.
Çитăр мучи. Ма ун пек? Ма çуррипе анчах? Кӳрентеретĕн мана...
Мĕтри. Паянтан ют хĕрарăмсенчен сивĕнетĕп. Çĕнĕ пурнăç пуçлатăп.
Çитăр мучи. Ăнланмарăм. Тек кунта майрасене илсе килме пăрахатăн-и? Лаша тапмарĕ пулĕ те?
Мĕтри (асăрханса пăхкалать). Лаша тапрĕ тетĕн-и? Тапать çав, килти кĕсре тапсах тăрать. Темле тӳрре тухас. Паян хăтланса пăхасшăн та... Хĕрарăмсенчен пач сивĕнесшĕн, кунта пĕр Маруç та пулмĕ тек.
Çитăр мучи. Ăнланмарăм. Юбилей терĕн-çке. Хĕрарăмсемсĕр ĕçсе савăнасшăн-и? Ун пек юбилей пулать-и?
Мĕтри. Ку таранччен пулман. Паян пулать. Арçынсене çеç чĕннĕ эп уява. Сана та кĕтетĕп каярахпа.
Çитăр мучи. Чĕнетĕн-и? Арçынсем-пе улахтăватпăр-и? Ой, Мĕтри, тĕлĕнтерме ăста-çке эс. Яр-ха тепре.
Мĕтри. Тăхтамалла мар-ши? Эс мана урă кирлĕ вĕт.
Çитăр мучи. Эп ĕçнĕçемĕн урăлса пыратăп. Куç та çивĕчленет. Эс кала çеç мĕн тумаллине.
Мĕтри. Темех тăвас çук. Мана сыхламалла, хăнасене. Пĕр хĕрарăм та килсе кĕтĕр кунта.
Ситăр мучи. Ан тĕлĕнтер... Пĕр херарăм та-и? Арăму та-и?
Мĕтри. Вăл килес çук-ха, пули-пулмисем килсе ан тухчăр.
Çитăр мучи. Сапрăстă. Çур çухрăма ямастăп. Манран шанчăклăрах хуралçă тупаймăн.
Мĕтри. Шанчăкли качки... Ма иккĕленес? Виç çулта пĕртен пĕрре çеç çылăха кĕрсе куртăн-иç. Хăвна хурал будки качки сĕтĕрсе кайсан...
Çитăр мучи. Манман-и эс ăна? Ун пекки кашниннех пулать вăл. Çамрăксем юри туман-и, ара? Шӳтлесе... Малтан мана ĕçсе ӳсĕртнĕ те будкăна, урапаллăскере, сутса янă. Лешсем будкăна тракторпа кăкарнă та вĕçтернĕ Муркашалла... Эп вара шалта сыхласа пынă, шульăксене ярса тытма хатĕрленнĕ...
Мĕтри. Сыхласа пыман-ха эс унта, тĕттĕм кĕтесе витĕнсе выртнă та çывăрса кайнă. Юрать Хыркассинче хĕрлĕ карттуслисем чарса ĕлкĕрнĕ. Кăларса перетчĕç вĕт пĕр-пĕр çырмана.
Çитăр мучи. Пенĕ пулсан, тен, çăмăлтарах хăтăлаттăм. Кусем, трактортисем, милицисене будкăна эп сутса янă тесе суеçтернĕ. Пуçларĕç мана кăсăруклисем хăйсен будкинче тĕпчеме... Чутах тĕрмене лекеттĕм вĕт. Тавах сана, Мĕтри Мĕтрич, халăх умĕнче ман хута кĕтĕн... Унтанпа ята ярса курман, ĕçкĕпе те пит иртĕхместĕп. Ырă çын çав эс, ырă çын. Сан пекки урăх çук...(черккине ӳпĕнтерет).
Мĕтри. Чăнахах-и?
Çитăр мучи. Чим, тепре пур. Сан пекех лайăхскер...
Мĕтри. Кам-ши? Кала-ха.
Çитăр мучи (асăрханса тавралла пăхкалать). Калас-и?
Мĕтри. Кала-ха.
Çитăр мучи. Ну, леш... Леш урамри, чи пысăк çуртли... Вăрăмкас олигархĕ теççĕ-и-ха?..
Мĕтри. Олигархах мар ĕнтĕ.
Çитăр мучи. О-о-о, эс пĕлместĕн, кĕрсе курман ун патне. Мана вара хăй чĕнет. Килмессерен чĕнет. Пĕр-пĕр кĕленче уçсан малтан мана ярса парать, аш-кăлпассине те йыттинчен малтан мана тутантарать. Пĕртте хытмасть, хăй хыпма васкамасть, пĕр вĕçĕм ыйтать — мĕнле пек те мĕнле пек тет. Вăт мĕнле лайăх çын вăл.
Мĕтри. Хăйне такам наркăмăш парасран хăраса çапла тумасть-ши?
Çитăр мучи. Çук, çук, мĕскер эс...
Мĕтри. Эс хăв пĕртте ватă пек калаçмастăн. Пĕрле пĕлĕм çинипех çынна пĕлсе çитеймĕн.
Çитар мучи. Тем ан калаç-ха эс. Сехре хăппи — сехремет темерĕн.
Мĕтри. Юрĕ-çке, юрĕ. Эс ват çын — эс пĕлен!
Çитăр мучи. Тоттă çав, тоттă! (Пуçне каçăртса, сулланкаласа тухса каять. Юрă ĕнĕрлет.)
Сăри лайăх-и, хуçи лайăх-и?
Сăри лайăх-и, хуçи лайăх-и?
Пирĕншĕн пулсан хуçи лайăх,
Сăри тата лайăхрах,..
Мĕтри шăллĕ Унтри çитсе кĕрет.
Унтри. Кам пулчĕ ку? Таçта курнăскер...
Мĕтри. Курнах-ши эс ăна? Курнă тенĕрен... Пирĕн хуралçă вăл. Хуралçăсем вара пурте пĕрешкел мар-и? Утти те, тумĕ те, чĕлхи те... Кăмăллăскер вăл, Çитăр мучи. Сăра-эрехе ытла ытараймасть-çке, çав пĕтерет.
Унтри. Сăри-эрехне хамăр та ытараймастпăр-ха тепĕр чухне. Ăмăртса ĕçкĕ-çикĕпе иртĕхетпĕр. Кирлĕччĕ-и сана паян çапла ухмахланни? Шутласа тупнă-çке -улах. Е арçын туйĕ терĕн-и эс? Кама кирлĕ? Арăм та ав килте кăмăлсăр юлчĕ. «Ытти чухта пирĕнсĕр, канмалли кун та уйрăммăн çӳретĕр», — тесе мăкăртатса ăсатрĕ. Хăвăн Веруку хăнăхнă пулĕ те, юбилее пĕрлех тумаллаччĕ. Кăтартĕç ак хăйсем пĕр-пĕр камит.
Мĕтри. Юрĕ-çке, тинех сăмах вакланин мĕн усси. Хăнасем пухăниччен хатĕрленсе элкĕрер. Мунча хутса яр-ха малтан.
Унтри. Аннене те чĕнеймерĕмĕр-çке. Сăра-эрех юхтарса пама çеç кирлĕ пулчĕ... Эх! Çылăх вĕт, çылăх...
Мĕтри. Унтри, хĕрарăмсем çук тесе эс вĕсен вырăнне пуласшăн-им? Тупнă ăс паракан. Юбилей ман паян. Уяв! Савăнмалла кăна. Уçса хур хапхана лайăхрах. Тӳрех ăнланччăр хăнасем: ырă сунса кĕтетпĕр вĕсене пурне те. Çук, пурне те мар, арçынсене çеç!
Унтри хапха алăкĕсене яр уçса хурать
: Иккĕмĕш курăну
Дача хапхи яр уçă. Пахча варринче вăрăм сĕтел. Унтрипе Мĕтри çăкăр-тăвар хатĕрлеççĕ.
Унтри. Апат-çимĕç хатĕрлеме те пулсан чĕнмеллеччĕ хĕрарăмсене.
Мĕтри. Халь пулчĕ ĕнтĕ, манса кай вĕсене. Пачах ман. Каланă вĕт тахçанах юбилее пĕр хĕрарăмсăр тăвап тесе. Панă сăма-ха каялла илместĕп. Арăмпа та тавлашнă — юбка тавраш пулмасть тесе шантарнă.
Унтри. Чăнласах тавлашрăр-и? Е ячĕшĕн çеç-и?
Мĕтри. Ячĕшĕн çеç тавлашăн ман Верукпа. Путевкăлла тавлашрăмăр. Хура тинĕс хĕрринче канма каймалла. Кам выляса ярать, çав кунта юлать, пĕччен пахча хусăклать...
Унтри. Ай-уй, Мĕтри, ăмсанмастăп эп сана. Такам шуйттанĕ килсе тухĕ, сиссе те юлаймăпăр. Хупмалла пуль хапхана, çаклатар калинккене. Тĕрĕслемесĕр пĕр чун та хĕсĕнсе ан кĕтĕр.
Мĕтри. Ан чĕтре, йĕркеллех пулать. Кĕç-вĕç Çитăр мучи персе çитет. Вăл шанчăклă хуралçă, пĕлет мĕнле сыхламаллине. Çывăрса çеç ан юлтăр.
Уçă хапха умĕпе Тимкка иртсе каять. Мĕтрипе Унтри ăна асăрхамаççĕ. Тимкка каялла таврăнать.
Тимкка. Салам, кӳршĕсем! Ытла ир ĕçе пуçăннă паян эсир. Кунтах çĕр каçман пулĕ те?
Мĕтри. Салам, салам, Тимкка тус. Кĕрсе тух, пĕр-ик сĕнӳ-канаш парса хăвар.
Унтри. Кĕçĕр килтех çывăрнă та, паян кунта йăванса юлакансем пулаççех...
Тимкка. Ма-а-а... Кун пек пуян сĕтел такама та йăвантарĕ... Пĕр-пĕр чаплă майрана кĕтет пулĕ-ха Мĕтри. Пули-пулмисемпе çыхланмасть вĕт вăл. Модельсем, натурщицăсем кăна явкаланаççĕ мар-и-ха ун тавралла?
Мĕтри. Вăл шухăш мар-ха, Тимкка. Паян вĕсене илĕртме мар, кил çывăхне ярас çук.
Тимкка. Ма ун пекех тата? Сехрӳне хăпартмарĕç пуль?
Мĕтри. Сехре хăпартакан килте пур ман. Ультиматум лартрĕ (йĕкĕлтесе): «Малашне манпах пурăнасшăн тăк пурнăçна улăштар, çитет иртĕхсе. Çăварлăхла ăйăрна!» Сехремет темерĕн.Çавăнпа имиджа улăштарасшăн... Реабилитаци тумалла хама. Пĕтĕм халăх умĕнче. Во! Майра кĕтӳçи пулаймăп тек. Хăвăрта çав... Манран Дон Жуанах туса хутăр вĕт.
Тимкка. Эпир мар-çке, хăв юрататăн вĕсене — саррисене, хурисене (юрласа ярать)
Савса пăхăр-ха, хĕрсем,
Сар чечек пек саррисем.
Саррисем, саррисем,
Сар чечек пек саррисем.
Çапла шăрантармастăнччĕ-и-ха хăв?
Мĕтри. Пулнă-иртнĕ. Все. Ча-рă-натăп! Па-ян-тан!
Тимкка. Ненай, ют пахчана хăнăхнă качакана кăкарса лартмасăр та чараймастăн.
Мĕтри. Хама хам кăкарасшăн çав. Çуралнă куна паллă тăватăп та...
Тимкка. Юлашки хут ашкăнса юласшăн-и?
Мĕтри. Ну, Тимкка, мĕнле ăнланмастăн эс.
Тимкка. Ăнлантар эппин.
Мĕтри. Паян кунта арçынсем улах лараççĕ. Пач пĕр хĕрарăмсăр. Ыран ман юбилей пирки пĕтĕм халăх калаçма тытăнать. Çын сăмахĕ арăм хăлхине те кĕрет... Ман имидж улшăнать вара. Верук та шанма тытăнĕ...
Тимкка. Ытла ансат-çке сан шухăшу. Пĕр самантрах çур ĕмĕр пухнă пĕтĕм çылăхунтан хăтăласшăн.
Мĕтри. Пĕр самантрах мар ĕнтĕ. Хăв та пулăшатăн пулĕ тетĕп. Çырса кăтарт хаçатунта. Мĕнле ярăм пур-ха унта сирĕн? «Хыпар-хăнарччĕ»-и е «Тĕнчере тĕрлĕрен кĕнчелеччĕ»-и? Пĕлччĕр пурте, «Дмитрий Солнцев художник çур ĕмĕрхи юбилейне чаплăн паллă тунă, анчах ĕçкĕ-çикине пĕр хĕрарăма та чĕнмен...» Янăрать-и?
Тимкка. Янăрасса янăрать-ха... Çырса кăларăп-ха эп. Сăмахна тытайăн-ши?
Мĕтри. Вĕрент, эппин, мĕн тумалла?
Тимкка. Вĕрентсе курнă-ха эп сана. Каллех ун пек пулса тухмĕ-и?
Мĕтри. Помидор лартнă пирки-и эс?
Тимкка. Ара... Чапа тухрăмăр çав. Пĕтĕм хаçат-журнал çырчĕ. Вĕрентĕп те ак, каллех... Лапшу Çтаппанĕ туса хурĕç хамран.
Мĕтри. Тумаççĕ, тумаççĕ. Эп çынна шарламăп.
Унтри (юнашар пырса тăрать). Мĕнле чапа тухнă-ха эсир унта? Ну-ну... каласа парăр-ха.
Мĕтри ахăлтатса пăрăнса утать.
Тимкка (ахăлтатса кулать, Мĕтрие пӳрнипе тĕллесе ăсатать). Каласа паман-и вăл сана хăй? Пĕлместĕн-и?
Унтри. Çук, пĕлместĕп, илтмен.
Тимкка. Итле, эппин. Хăвна та кирлĕ пулĕ. Паллах, ун чух хальхи марччĕ. Лавккари хаксем урăхлаччĕ. Пулă ашран чылай йӳнĕрехчĕ, выльăх-чĕрлĕх комплексĕсенче сыснасене унпа самăртатчĕç... (тутисене шăлкалать, хăйне мăнна хурса калаçать).
Пĕлетĕнчи, мĕнле пулчĕ? Кунта çĕр иличчен ман урăх дачă пулнăччĕ. Шомикра. Вăт çавăнта пĕр хĕрарăм, пулă базин директорĕ, чаплă помидор çитерсе курнăччĕ. Шултра, тутлă, хĕп-хĕрлĕ, хĕрарăм купарчи пек! Тӳсеймерĕм, вĕрент-ха мана çакăн пек помидор туса илме терĕм.
«Хăрамастăн-и?» — тет. «Ма?» -тетĕп. «Çимĕçне йăтса пĕтерейместĕн, — тет. — Ку пĕрре. Иккĕмĕшĕнчен, илтмен-и вара эс ку таранччен, помидор арçыншăн сиенлĕ!» «Ан суеçтер-ха», — тетĕп: ĕненес килмест хамăн. «Халăх юррине пĕлместĕн-и вара эс?» — тет. Эп тĕлĕнсех кайрăм. «Хăшне?» — тетĕп. «Акă, итле», — терĕ те юрласа ячĕ. (Тимкка юрласа ярать — ирĕклĕ кĕвĕпе.)
Помидорĕ, помидорĕ —
Пахчасемшĕн укçа мурĕ.
Арăма та хĕсĕр турĕ,
Хамăнне те темскер турĕ...
«Э-э-э, -тетĕп, — ан суй, ку халăх юрри мар, куна... шутласа тупнă... Эппин, эс суеçтеретĕн. Эп сана тытрăм! Çавăнпа мана тӳлевсĕр консультаци пама тивĕç. Турткаланса тăмарĕ, пĕтĕм вăрттăнлăха уçса пачĕ. Кашни помидор кăкĕ айне виçĕ минтай хума сĕнчĕ. Ăслă сĕнӳ вĕт, ăслă шухăш! Çапла турăм та, çак дачăна туянсан пĕрремĕш çулах помидор кăкĕ айне пулă хурса хăвартăм. Мĕтрие те вĕрентрĕм. Иксĕмĕр те помидорсене çапла лартса хăвартăмăр. Тепĕр кун ир-ирех васкарăм пахчана. Мĕтри манран малтан çитнĕ иккен. Çуйхашать кăна: «Вăрăсем! Сволочсем! Халăх художникне çаратаççĕ. Эп сире!» Чупрăм хайхискер патне. «Мĕн пулнă-ши?» — тетĕп. Хăраса ӳкрĕм. Çитрĕм те чутах йăванса каяттăм: помидор çеçкисене такам кăлара-кăлара та пăрахнă, апăршасем шаннă та кайнă... Пĕтрĕ пуç, чупрăм хам пата. Ман пахчана та такам кĕнĕ, анчах виçĕ-тăватă тĕме çеç кăларса пенĕ... Пăхатăп та: йытă йĕрри. Тавçăрса илтĕм: анчăксем пулă шăршине сиснĕ те тапăннă Мĕтри пахчине. Вăл иккен помидорĕсене ăшăх лартнă, айван. Эп вара, опытли, тарăнрах чакаласа купаланă помидорсене. Çавă мана хăтарнă та! Во мĕнле!
Унтри (ахăлтатса кулать.)М-да, м-да! Пахчаçăсем, дачниксем! Тепрехинче хам та сирĕн пектуса пăхатăп-ха... Пулă терĕн те, ĕçес килсе кайрĕ. Эс те пырна йĕпет-ха кăштах... Пăх-ха, айвансем, хаклă хăнана алăк умĕнче тытатпăр.
Çемен Тимккана тулли черкке тыттарать.
Мĕтри пӳртрен тухать.
Мĕтри. Итле-ха, Тимкка, çумăр çумасть-ши паян? Эс пĕлместĕн-и?
Тимкка. Çусан-çумасан та ăçта кайса кĕрĕн... Чараяс çук ĕнтĕ.
Мĕтри. Сан пленка таврашĕ çук пуль?
Тимкка. Çук, юлмарĕ. Мĕн тăвасшăн унпа?
Мĕтри. Сĕтел тăррине карса хумалла мар-ши тетĕп?
Тимкка. Мĕн пуç ватса тăмалли пур? Ав парник çинчен сĕвсе ил те карса яр.
Мĕтри. Юрĕ-юрĕ, усала ан вĕрент-ха. Ун пек тăвас текенсем сансăрах тупăнĕç... Тарăн калуш таврашĕ те çук-и сан?
Тимкка. Калушпа тата мĕн тăвасшăн?
Мĕтри. Хăнасем валли. Çумăр ярсан пӳрте кĕрсе тарăпăр-ха, тухма-кĕме тарăн калуш меллĕрехчĕ. Тахçанах пĕр вунă мăшăр туянса хурасшăн та, ал çитмест.— Пахчана çитсен çеç аса илетĕп...
Тимкка. Темиçе мăшăр калуш пулмалла ман. Кайса пăхам-ха.
Тимкка каять. Мĕтрипе Унтри хăма хурса сактăваççĕ. Кӳрши каялла таврăнать.
Тимкка. Совçем аптриш. Уççисене киле манса хăварнă. Хулана сулланма тивет ĕнтĕ. Эх!
Виççĕн кĕреççĕ-Янраш Кули(дипломатпа), Пасар Насарĕ (фотоаппарат сумки çакнă), Вăрăм Ахванеç (хул пуççи урлă мольберт уртса янă).
Мĕтри. Ниçта кайса çӳреме те кирлĕ мар, Тимкка. Кӳршĕ пулса пулăш мана. Хăнасене кĕтсе илме, пăхма. Пуçтарăнма пуçларĕç ав. Иртĕр, иртĕр, туссем. Тӳрех сĕтел çывăхнерех вырнаçăр.
Янраш Кули, Пасар Насарĕ, Вăрăм Ахванеç мĕнле килнĕ, çавăн пек— вырăнесене улăштармасăр, стройпа утнă евĕр, пĕчĕккки хыççăн вăтамрах та мăнтăртараххи, унтан çӳлли — малалла иртеççĕ. Мĕтрие черетпе алă параççĕ.
Унтри (Тимккана вăрттăн). Паллатăн-и эс кусене?
Тимкка. Палламасăр. Виçĕ пăхаттире аван пĕлетĕп. Пĕрле ĕçсе-çисе куркаланă.
Мĕтри (хăнисене). Япалăрсене ăçта та пулсан пăрахса ярăр. Халăх пухăнса çитиччен çырткалăр кăштах.
Пасар Насарĕ. Пĕлетĕн-çке эс, Мĕтри, фотоаппарата унта-кунта пăрахмаççĕ. Çынна та тыттармаççĕ. Мĕнле калаççĕ-ха?
Янраш Кули. Арăмна тата фотоаппаратна алăран ан вĕçерт теççĕ...
Вăрăм Ахванеç... Тата мольбертна, кистăчкуна.
Мĕтри. Юрĕ эппин. Черкке тытма аллăрсем çеç пушă пулччăр. Унтри, хăнасене сăра ярса пар-ха.
Янраш Кули. Эпир кунта, Мĕтри, хăналанма килмен. Ĕç тумалла пирĕн.
Пасар Насарĕ. Халăхăн паллă ывăлне, Хĕвел Мĕтрйне, историлле самантра сăнласа юлмалла.
Вăрăм Ахванеç. Сăрăпа, фотоаппаратпа, ручкăпа...
Янраш Кули.Тата видеокамерăпа (дипломатĕнчен пĕчĕк видеокамера кăларать).
Мĕтри. Ӳкерĕр, ӳкерĕр, манран чару çук.
Вăрăм Ахванеç. Каллĕ-маллĕ чупса ан çӳре эс тульккăш. Лар вырнаçса.
Мĕтри. Чимĕр-ха эсир, хăнасене йышăнмалла ман.
Янраш Кули. Уншăн ан кулян эс. Швед сĕтелĕ пултăр — камăн ĕçес-çиес килет, вăтанса тăмĕ. Лар эс, лар, ĕçе пуçăнар (пукан илсе кирлĕ пек вырнаçтарать).
Ахванеç мольбертне вырнаçтарса ӳкерме пуçлать, Насар фотоаппарачĕпе урлă-пирлĕ кускалать, Куля хутпа ручка кăларса сăвă çырма пикенет.
Виççĕмĕш курăну
Çавăнтах.
Ахванеç ӳкерчĕкне мольберт çинчен сĕвсе илет те пурне те çĕклесе кăтартать. Хапха çине тул енчен çакса хурать. (Укерчĕк спектакль тăршшĕпех хапха çинче çакăнса тăрать.)Мĕтри пуканĕ çинчен тăма хатĕрленет. Тин çеç пырса кĕнĕ тăватă арçын (Йăкăнат, Иван Иванович, Платон Павлович, Егор Егорович) ăна тăма памаççе, пукана тăватă уринчен тытса çĕклеççĕ. Темиçе хутчен çĕкле-çекле сиктереççĕ. Пасар Насарĕ вĕсене фотоаппарачĕпе укерсе чарăнмасăр чупкалать.
Тăватă хăна пĕр харăс. Ну, юбиляр, мĕн кăларатăн? Мĕн лартатăн? Мĕн паратăн? Кала! Унсăрăн антармастпăр!
Мĕтри. Мĕн ыйтатăр — çавă пулĕ.
Тăватă хăна. Мĕн-ши? Мĕн-ши? Каласам!
Мĕтри. Пĕр фляга — сăра! Пĕр фляга — аншарли! Тепĕр фляга — шашлăк! Пĕр ещĕк — эрех! Тивĕçтерет-и? Урăх мĕн кирлĕ?
Йăкăнат. Кашнине — пĕрер майра!
Мĕтри. Майра — кайран... Çук, пулмасть! Ку тĕлĕшпе паянтан моратори.
Йăкăнат (пуканне ярать). Мĕнле моратори? Кам чарнă?
Виçĕ арçын чалăшса кайнă пукана тытма ĕлкĕреççĕ, Мĕтрие ӳкме памаççĕ. Çитăр мучи кĕрсе тăрать.
Çитăр мучи. Арăмĕ чарнă, арăмĕ. Мĕтри Мĕтрич аркă хыççăн чупса тăраннă. Паянтан çветтуя тухать, мана сăмах пачĕ! Паян кунта пĕр хĕрарăма çул памăп (пурне те туйипе юнаса асăрхаттарать).
Йăкăнат. Ак тата, пĕлнĕ пулсан килместĕм. Мĕтри тавра яланах чиперуксем нумайччĕ... Эх... (кайма тăрать). Арăма суеçтерсе хăвартăм, çĕр каçмаллах яла каяп терĕм...
Мĕтри (çӳлтен, пукан çинчен). Каçар ĕнтĕ, Йăкăнат. Арçын туйĕ паян! Хамăра улах пулĕ. Çитет ĕнтĕ мана çеç шаннипе, хăвăн вĕренмелле хĕрсен пуçне çавăрма.
Йăкăнат. Эп сан пек чаплă художник мар çав. Ман хыççăн никам та чупмасть...
Мĕтри. Юрĕ, Йăкăнат, юрĕ, кайран калаçăпăр... Антарăр-ха мана.
Янраш Кули (мала тухса тăрать). Чимĕр-ха, туссем, чимĕр! Çĕклер-ха юбиляра çӳлерех! Во, во! Çапла! Пурте итлĕр! (Сăвă вулать.)
Хама валли хам палăк лартрăм -
Эп тивĕçлĕ: эп аллăра!
Сире пурне те савăнтарăп
Паян пĕрле хам дачăра.
Пурте «Ура!» кăшкăраççĕ. Мĕтрие антараççĕ. Хăнасем сĕтел тавра тăрса тухаççĕ.
Мĕтри. Кама тăвăпăр-ха туй пуçĕ?
Йăкăнат. Атьăр Иван Ивановича тăвар. Ятлă-сумлă çын. Резина завочĕн тĕп инженерĕ.
Иван Иванович. О, çок, çок! Манран полас çок! Эп калаçма пĕлсех каймас, хăнасене те палламас.
Янраш Кули. Апла пулсан кĕнеке издательствин тĕп редакторне...
Платон Павлович. Сана хăвна лартмалла тамадана. Мĕнле чаплă янрашан!
Ахванеç. Вăл-и? Ытлашшипех янрашать. Ăна влаç пама юрамасть.
Платон Павлович. Поэт ĕçĕ ĕнтĕ вăл -янрашасси. Пĕтĕм усси те çав анчах.
Ахванеç. Ĕçке пăсса хурĕ çеç. Пĕлетĕп ăна. Хам чарса тăмасан...
Йăкăнат. Чимĕр-ха, туссем. Çапла тăвар. Ним тамади те кирлĕ мар. Кĕленче çавăрттаратпăр та — ĕçĕ пĕтнĕ. Кĕленче пуçĕ кама тĕллет — çав сăмахĕпе юбиляра пиллет. Во! Мĕнле ăслă пулчĕ. Çапла-и?
Мĕтри. Кĕленчине кам çавăрттарать?
Тимкка. Пирĕн кунта чи асли кам-ха? Çитăр мучи мар-и? Пуçласа патăр... Ытти курăнĕ.
Хăнасем сăра-эрех тултарнă май пахча хуралçи тепелерех иртет. Пушă кĕленче илсе сĕтел çинче çавăрттарса ярать.
Янраш Кули. Итлĕр-ха мана, туссем. Кĕленче чарăнасса кĕтсе эпир типсе вилме пултаратпăр. Ку пĕрре. Иккĕмĕшĕнчен: паян Дмитрий Дмитриевича халалласа манăн çĕнĕ ода çуралчĕ. Атьăр-ха çав одăшăн черккесене çĕклер. Мĕтри пек хĕвеллĕ çынсем пирĕн хушăра хушăнсах пыччăр, манăн одăсем çырăнсах тăччăр. Çапла пултăр!
Пурте. Çапла пултăр! Çапла пултăр! Çапла пултăр! (Ĕçсе параççĕ.)
Çитăр мучи. Ăнланмарăм, темшĕн ĕçрĕм — те Мĕтришĕн, те çак янраш каччăшăн. Тултарăр-ха тепре. Ав кĕленче шăпах чарăнчĕ. Кам çине пăхать-ха вăл?
Темиçен. Хапха еннелле пăхмасть-и вăл? Ак тамаша! Мĕне пĕлтерет ку?
Хапха умне почтальон сумки çакнă, хитре курупка йăтнă вăрăм арçын пырса тăрать. Пурте ун еннелле çаврăнаççĕ. Пасар Насарĕ ăна хирĕç чупса пырать, фотоаппарачĕпе ӳкерме тытăнать.
Янраш Кули. Печкин почтальон? Каснă лартнă вăл. Мĕнле килме пĕлтĕн?
Почтальон (сасне улăштарса калаçать). Мана Солнцев кирлĕ. Дмитрий Дмитриевич. Ун дачи çакăнта тесе тĕллесе ячĕç те, йăнăшмарăм-ши?
Йăкăнат. Йăнăшман, йăнăшман! Ирт, ирт. Пуш алăпа мар пулас.
Почтальон. Пуш алăпа кил тăрăх çӳрес çук ĕнтĕ. Посылка илсе килтĕм. Срочнăй! Хуçине алран памалла.
Мĕтри. Интереслĕ япала. Çактарана çитсе дачăна посылка килсе курманччĕ-ха. Вăт сюрприз.
Пурте хытса тăраççĕ. Мĕтри почтальона хирĕç пырать.
Почтальон. Чим, çыру та пур ман. Малтан ăна тыттарам-ха. Акă, тытăр.
Мĕтри. Тавах сана, ырă çыннăм. Иртĕр-ха сетел патнерех.
Почтальон. Иртсе тăма вăхăт çун ман, малалла таплаттармалла.
Тимкка сăра курки йăтса пырать почтальона тыттарать. Унран курупка илет.
Тимкка. Дмитрий Дмитриевичăн юбилей паян. Хисеп туса тытса парăр ĕнтĕ.
Почтальон. Апла пулсан саламлатăп, телейлĕ пулăр, пурнăçăр ăнса пытăр. Тем, паян татах килмелле пулмĕ-ши? Салам яракансем, тен, татах тупăнĕç?
Тимкка. Пулĕ те. Дмитрий Дмитриевича хисеплекен нумай вĕт. Такам та пĕлет, такам та юратать ăна. Çырăва та пули-пулмискер ярас çук. Ну, Мĕтри, уçса вула-ха.
Мĕтри (çырăва васкаса уçать, тăхтамасăр сасăпа вулама пикенет). Хаклăран та хаклă Дима! Мĕтри чунăм! Сана чун-чĕререн юбилей ячĕпе саламлатăп. Ырлăх-сывлăх, ăнăçу, телей тата юрату сунатăп. Çитеймерĕм паян сан уявна, шел, мансăрах савăнатăр ĕнтĕ. Тем пек пĕлес килет, кам-ши халĕ санпа юнашар? Çывăх тусусемпе юлташусем-ши, ĕлĕкхи савнисемпе çĕнĕ чиперуксем-ши? Кирек кам пулсан та вĕсенчен пĕри те мана çитеймĕ. Шел, çак тарана çитсе тивĕçлипе хакласса кĕтсе илеймерĕм. Ан çиллен. Юбилее юбилей пекех тăвăр. Савăнăр, юрлăр, ташлăр. Иксĕмĕр пĕрле уяв тума ĕлкĕрĕпĕр-ха. Хальлĕхе йышăнсам манран пĕчĕк парне, хăв тахçантанпах кĕтнĕскере. Ан çиллен, тархасшăн, парне кăмăла каймасан. «Пĕчĕк парнен хакĕ пысăк», — теççĕ ваттисем. Парни пĕчĕк те усси пысăк пултăр, тусăм! Унсăр пуçне паян радиопа «Музыка саламĕ» передачăна итлемесĕр ан юл: эс юратнă юрă янăрĕ унта.
Мĕтри çыру вуланă вăхăтра почтальон йăпшăнса тухса каять.
Мĕтри. Юлташсем, миçе çитнĕ? Пăхăр-ха, пăхăр, «Музыка саламĕ» пуçланман-ши? Унтри, радиоприемник илсе тух-ха пӳртрен! Хăвăртрах, тархасшăн, хăвăртрах!
Унтри пӳрте чупса кĕрет, радиоприемник йăтса тухать, унăн сассине хытăрах ярать. Пурте чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Диктор... Пирĕн передача малалла пырать. Акă тепĕр юрă саламĕ. Çыру ав-торĕ... Каçарăр, унăн кăмăлне тивĕçтерсе ăна асăнмăпăр. «Кĕтмен парне — хаклăрах, — тесе çырать вăл. — Манăн хаклă çыннăм тавçăрса илессе шанатăп. Мĕншĕн тесен ăна ман пек хисеплекен, юратакан урăх çук. Вăл маншăн чи хакли, чи пултарулли. Маншăн çеç-и? Ăна кам кăна пĕлмест-ши? Кам кăна киленсе савăнмасть пулĕ унăн ăсталăхĕпе? Мĕншĕн тесен вăл — паллăран та паллă ӳнерçĕ, Дмитрий Дмитриевич Солнцев, Хĕвел Мĕтри. Юбилей ячĕпе саламлатăп ăна. Çутă кунсем, лăпкă каçсем, ăшă туйăмсем сунатăп. Ĕлĕкхиллех юратса ăна вăл кăмăллакан юрăпа саламлама ыйтатăп. Унăнне тата пĕтĕм юлташ-пĕлĕшĕн кăмăлне çĕклетĕр Ираида Вдовина репертуарĕнчи юрă. Мана аса илтерсе янăратăр çав нихăçан кивелмен кĕве...»
«Калуш тăхăнмасан...» юрă янăрать. Юрă янăранăçемĕн Мĕтри ыттисенчен пăрăнарах тăрать. Шухăша каять, питне хупласа такама аса илесшĕн.
Мĕтри. Арăм та илтрĕ-ши? Пĕтрĕ пурнăç. Мĕн каласа тӳрре тухас?
Хăнасем Мĕтрие йĕкĕлтеме тытăнаççĕ.
Янраш Кули. Ну, Мĕтри, тек пытараймăн. Кала-ха, кам сана çакăн пек юратать? Тĕпĕ-йĕрĕпех пĕлет-çке. Ахальтен каламаççĕ çав кивĕ савни çĕннинчен хаклăрах тесе...Юратнă юрру та пур-çке сан, эпир вара нимĕн те пĕлместпĕр. Тинех тăрă шыв çине кăларăпăр.
Мĕтри. Ан лĕпĕртет-ха эс, аса илем-ха, кама хамăн вăрттăнлăха уçса пама пултарнă эп. Çын умĕнче нихăçан юрласа çӳремен-çке...
Вăрăм Ахванеç. Мĕтри, ма пит килĕштеретĕн вара эс вăл юрра? Тахçанах пурте маннăскере. Виçĕ çулта радиопа пĕрре янăрать-ши?
Мĕтри. Эс те пулсан чуна ан ыраттар-ха. Аннен юратнă юрриччĕ вăл, хăнара, хăна пухсан ялан ăна шăрантаратчĕ. Çавăнтанпах чуна кĕрсе юлчĕ пуль çав. Тĕрĕссипе каласан, эп чăвашла урăх пĕр юрă та пĕлместĕп. Ӳсĕрпе юрлакаланă-ши ăна? Хăш хĕрарăм умĕнче лĕпĕртетнĕ-ши?
Тимкка. Мĕн, япăх юрă-им? Хальхи йăкăл-якăлсен тринкки-тринкки кĕвви мар ĕнтĕ.
Унтри. Эх, Мĕтри-Дĕмитри, чĕлхӳ вăрăмрах çав сан. Такам умĕнче темĕн лĕпĕртетме хăнăхнă эс. Хĕрарăм пуçне çавăрас тесен тем те пĕр пакăлтататăн та...Ну лекет ĕнтĕ арăмунтан. Кĕç-вĕç персе çитет ак. Пĕтрĕ вара сан улаху, арçын туйĕ тутарать Веруку! Пĕр-пĕр Маруçу килсе тухĕ тата а... Во пулать!
Мĕтри. Ну, Унтри, чăн-чăн разведчик-çке эс. Тĕрĕс асăрхаттаратăн. Çитăр мучи, Турă пул, тухса тăр-ха хапха умнерех. Пĕр Маруçа та çывăха ан яр.
Çитăр мучи. Маруç та Муруç тетĕр. Кам вара вăл?
Пурте кулаççĕ.
Тимкка. Мĕтри кăларса янă вăп сăма-ха. Ют хĕрарăмсене пурне те Маруç тет вăл.
Çитăр мучи. Апла пулсан... Ну конспиратăр. Эп нихăçан тавçăрас çук. Юрĕ эппин, сыхлам-ха сирĕн Маруçсене (патакне пăшал пек тытса хапхаран тухать).
Мĕтри. Арăма та ирттерсе ан яр!
Çитăр мучи. Эп ăна палламастăп-иç.
Мĕтри. Апла пулсан пушшĕ лайăх. Лайăх сыхла. Ахаль тумăп.
Çитăр. Есть! (Урама тухать. Хапхи умĕнче васкамасăр каллĕ-маллĕ уткалать.)
Янраш Кули. Эй, юбиляр, мĕн шăплантăн эс? Радио саламĕшĕн черккесене çĕклемелле мар-и? Пăх-ха, мĕнле юратаççĕ сана. Хăв ав тахçанах маннă, ĕлĕкхи савнисем вара хăвна паян кун та асран ямаççĕ. Маттур çав эс, маттур!
Платон Павлович. Туссем черккесе-не ӳпĕнтериччен парнене уçса пăхмалла мар-ши?
Темиçен пĕрхарăс. Тĕрĕс, уçас, уçас!
Тимкка. Юратнă хĕрарăмĕ юратнă парнех ярса панă пулĕ-ха?
Мĕтри (курупкăна пырса илет, çавăркалать, силлесе пăхать). Чимĕр-ха, халех уçас мар-ха. Малтан аса илем-ха кам саламланине. Тăрук парнене каялла тавăрса пама тивĕ. (Курупкăна мунча умне кайса хурать.)
Вăрăм Ахванеç. Ак тата, тупнă пуç ватмалли. Ылтăн чăмаккиех ярса парас çук-ха почта урлă. Юрăхлă парне мартăк — кăлар та пер.
Иван Иванович. Парне вăл нихăçан та юрăхсăр пулмасть. Парне вăл парнех! Кăмăла каймасан та систермелле мар, савăнса-хĕпĕртесе йышăнмалла.
Вăрăм Ахванеç. Туятăп-ха, хăвăр темле чаплă парне хатĕрленĕ пулас. Çумран ямастăр. Атьăр сире сăмах парар. Хисеп тăвар-и, туссем, Иван Ивановича?
Темиçен пĕр харăс. Килĕшес, килĕшес!
Тимкка. Пирĕн хушăра чи асли пулса ăс парăр-ха эппин, Иван Иванович, юбиляра.
Иван Иванович. Юрĕ эппин, тавах пурне те ман сăмаха итлеме кăмăл тунăшăн, тавах! Пуринчен ытла Дмитрий Дмитриевича хисеп туса хăнана чĕннĕшĕн тав. Чылайранпа пĕлетĕп ăна, çамрăкранпах. Эп унпа паллашнă чухне вăтăртаччĕ, вăл манран пилĕк çул кĕçĕнрехчĕ. Халь те чиперскер те, ун чухне пушшех япшарччĕ. Пирĕн Завода ĕç паттăрĕсене ӳкерме пырсан паллашрăмăр унпа. Ун чухнех хĕрарăмсен сăнĕсене ытларах ăнтаратчĕ, çак тарана çитсе те арçынсене ӳкерме кăмăлласах кайманни куç кĕрет. Нимех те тăваймăн: чăн-чăн илеме хĕрарăмра курма хăнăхнă вăл. Çавăнпах юратать вĕсене. Паян вĕсем çитменни питĕ туйăнать. Мĕн сунасшăн эпĕ сана, Дмитрий? Ан васка ватăлма, юратуран та ан пăрăн. Чăтса ирттер те юбилей кунне, ĕлĕкхиллех савăнса, юратса пурăн!
Парне вара ман эсĕ тахçантанпах кĕтекенни. Çак дачăна тума пуçланăранпах парнеле те парнеле теттĕн. Мана шансах хăв çак таранччен туянаймарăн пулас. Каçар, тахçан шантарнă сăмаха тин пурнăçлама май тупăнчĕ. Йышăнсам, тусăм! Усă курса савăн! Вĕсен ăшши-хӳттипе эпĕ кирек хăш самантра та санпа юнашаррине туйса тăр! (Пысăк курупка тыттарать.)
Пурте пĕр-пĕринпе черккисене шаккаççĕ.
Янраш Кули. Мĕтри, кăтарт-ха парнӳне. Çăвар ăна тӳрех.
Пурте Мĕтри патнелле талпăнаççĕ. Мĕтри курупкăран тарăн калуш хыççăн тарăн калуш кăларма тытăнать. 12 — 13 мăшăр. Платон Павлович лайăхмарланса пăрăнать, Егор Егорович ун патнерех куçать.
Тимкка. Парне тĕк парне! Мĕтри куршинчен калуш ыйтса пурăнатчĕ. Малашне эпир ун патне кивçене чупăпăр.
Йăкăнат. Майра çаклатасси пулмарĕ паян — калушлă пулатпăрах! Кунта кашнине çитет.
Унтри (чупса лырать). Мана та калушсăр ан хăвар. Пулăшма килмессерен килтен атă йăтса йăлăхрăм.
Мĕтри. Юрĕ, юрĕ. Сана та пулĕ, шăллăм, ан пăшăрхан.
Вăрăм Ахванеç. Иван Иванович, хисеплĕ çыннăм, пĕр ыйту парам-и сире сăмах май? Тахçанах канăçсăрлантарать вăл мана, анчах ку таранччен çак калуша кăларакан завод пуçлăхĕсемпе тĕл пулма ниепле те тӳр килмерĕ. Тинех кăмăла тивĕçтеретĕп ĕнтĕ.
Иван Иванович. Тархасшăн, ыйтăр.
Ахванеç. Сирĕн завод миçе çулта?
Иван Иванович. Пирĕн паянхи юбилярпа пĕр çулта. Тепĕр икĕ уйăхран 50 тултарать.
Ахванеç. Во мĕнле! Аллă çулта. Эсир çак калуша 50 çул кăларатăр-и?
Иван Иванович. Тĕрĕс, аллă çул. Унсăр пуçне резина атă кăларатпăр, ача-пăча валли — мечĕксем...
Ахванеç. Хăшĕ ытларах сутăнать?
Иван Иванович. Калуш, паллах. Вăл пирĕншĕн — стратеги таварĕ. Пĕтĕм тĕнчипе саланать.
Ахванеç. Чăнах-и?
Иван Иванович. Чăн самахăн суйи çук.
Ахванеç. Ăнланмалла. Калуш — стратеги таварĕ, анчах эсир ун сăн-сăпатне пĕртте улăштарасшăн мар. Атăсене ав мĕнле тĕслĕ кăна сăрламастăр, мечĕксене те темĕн тĕрлĕ илемлететĕр. Калуш вара мĕнле пулнă çавăн пекех — хура тĕслĕ кăна. Темле вăрттăнлăх мар-и ку?
Иван Иванович. Тем каламалла. Ахаль те туянаççĕ те, шутламан кун пир-ки. Тарăн калуш кăларакан конкурентсем çершывра çук та... Атă кăларакан вара самаях, ютран та турттараççĕ, ирĕксĕрех тавар лайăхрах кайтăр тесе пуçа ватмалла...
Ахванеç. Тĕрĕс мар шутлатăр эсир, Иван Иванович. Эстетика тĕлĕшĕнчен хакламалла тавара. Ĕçе илĕр-ха эсир мана завода. Эп сире пĕтĕм тĕнчене тĕлĕнтермелли калушсем кăларма пулăшăп. Китай ширпотребĕн çулне момент пӳлсе хурăпăр. Пĕтĕм Европăна, Америкăна калуш айне тăвăпăр.
Йăкăнат. Ахванеç, тĕрĕс мар пуплен эс. Калуш вăл калушах, тĕпĕ шăтăк пулсан та. Ман урăх сĕнӳ пур. Рацпредложени! Заводăн профильне улăштармалла.
Ахванеç. Мĕн тума?
Йăкăнат. Мĕнтума-и? Çиччас калап. Пурте тимлĕ итлĕр.
Сирĕнтен хăшĕ те пулсан юлашки вăхăтра издели номер 2 туянса курнă-и? Шарламастăр. Во! Мĕншĕн тесен...
Янраш Кули. Мĕн вара вăл — издели №2?
Йăкăнат. Пăх-ха ăна, пĕлмест апăрша. Мĕтри аван пĕлет ăна. Вăл чылай усă курнă унпа. Мĕтри, сан саппас пурччĕ, юлман-и, кăтарт-ха çак поэта.
Мĕтри. Çук çав, пĕтрĕ.
Йăкăнат. Хамах ăнлантарам, эппин. Издели № 2 — ĕлĕк пирĕн çĕршывра арçынпа хĕрарăм валли сыхланма кăларнă шанчăклă пӳрнеске йышши япала пулнă. Чи лайăххи шутланнă. Халĕ ăна тупаймастăн. Кирек хăш аптекăна кĕр — Китайпа Индире е таçти шăтăкра кăларнисем çеç. Çавăнпа, Иван Иванович, сире çĕнĕ производствăна алла илме сĕнесшăн эп. Мĕнле пек, э? Çĕнĕ стратеги таварĕ пулать. Во!
Вăрăм Ахванеç. Йăкăнат, сыхланасси-упранасси — медицина ыйтăвĕ. Пирĕн завод калушпа чапа тухнă, малашне те çапла пултăр. Калуш вăл калушах, кивелсен те... Атьăр-ха çак стратеги таварĕшĕн ĕçсе парар.
Хăнасем сăра-эрех тултараççĕ. Ĕçеççĕ. Çав самантран Ахванеç Иван Ивановичран уйрăлмасть, аллинчен калуш ямасть, тĕп инженера сĕнӳ хыççăн сĕнӳ парать.
Мĕтрин кĕсье телефонĕ шăнкăравлама тытăнать. Мĕтри ăна тытса калаçма пуçлать.
Телефон сасси. Митюк, Митенька! Салам. Çуралнă кун ячĕпе, савнă таркăнăм. Саламлатăп сана! Саламлатăп та ятлатăп!
Мĕтри. Мĕншĕн ятлатăн?
Телефон сасси. Мĕншĕн тарса çӳретĕн? Юбилею пирки те систермерĕн, таркăн!
Мĕтри. Ăçтан пĕлтĕн вара юбилей пирки? Кам систерчĕ?
Телефон сасси. Радиопа илтрĕм тин çеç. Урăххи тупса ятăн эппин, халĕ те юнашар пулĕ-ха. Хăвăн юратнă юрруна та пĕлме ĕлкĕрнĕ вăл. Юнашар выртнă чухне юрласа патăн пулĕ çав, пурçăн тутăрпа витсе ятăн ĕнтĕ, калуш тăхăнтартăн пуль-ха... Эп, ухмаххи, ĕненсе парахнă сана, эс вара пурин пуçне те пĕрешкелех çавăратăн... Тĕрĕс-и? (Мĕтри шарламасть.) Ну... Мĕн чĕнместĕн?
Мĕтри. Пĕччен мар-ха эп...
Телефон сасси. Кампа? Хăшĕнпе?
Мĕтри. Туссемпе. Арçынсемпе çеç.
Телефон сасси. Арçынсемпе çеç-и? Арăмна тыттарнă пек тыттарасшăн-и? Мана улталаймастăн... Шалиш! Дачăра пулĕ-ха...
Мĕтри. Çук, урăх çĕрте.
Телефон сасси. Пырса тĕрĕслеп ак... (кулать).Ха-ха, çук ĕнтĕ, чĕнмесĕр хăнана çӳреместĕп эп. Шута ил. Эс шăнкăравласса кĕтсе пурăнăп, юбиляр! Юрĕ, тĕл пуличчен эппин. Тепĕр хут саламлатăп. Сан валли ман парне яланах хатĕр. Ху пĕлетĕн мĕнлереххине. Шăнкăравла çеç...
Телефон сасси татăлать. Мĕтри пуçне хыçса юлать.
Йăкăнат. Кам пулчĕ вара ку?
Мĕтри. Палласа илеймерĕм-ха...
Янраш Кули. Çапла çав вăл шута мансан.
Мĕтри (хапха умне тухса пăхать. Çитăр мучие хытах асăрхаттарса калать.) Эс кунтах-и? Маттур, маттур. Никама та çывăха ан яр! Лешсене, аркăллисене.
Тимкка. Пирĕн, тем, уяв çыпçăнсах пымасть-ха. Туй пуçĕ кирлех пуль. Влаçа хамăн аллах илмелле мар-ши? Кĕленче çавăрнипе кăна ĕç тухас çук: çăмăлттай ачапча мар вĕт эпир. Платон Павловичах илер. Хисеплĕрен те хисеплĕ çын пĕтĕм çыравçă ăна куçран пăхать. Литература пуласлăхĕ ун аллинче. Мĕтриете юбилейĕ ячĕпе кĕнеке кăларса парас темĕ-и? (Сĕтел пуçнерех иртет. Платон Павлович черккине эрех ярать.) Сире сăмах парасшăн эп, Платон Павлович.
Платон Павлович. Тавах, Тимофей Тимофеевич, ырă сăмахусемшĕн. Шӳтлеместĕн пулсан. Паллах, ырă сăмахсене паян чи малтан юбиляр тивĕçлĕ: хисеплĕрен те хисеплĕ çын — Дмитрий Дмитриевич. Искусствăна ăнланаканшăн вăл Турăпа пĕр, ăсталăхĕпе тĕлĕнтернĕçемĕн тĕлĕнтерсе пырать. Хĕрарăм чунне, илемне ун пек ăнланакан пур-ши урăх? Мĕншĕн тесен вăл вĕсене питтĕплĕ, питĕ çывăх пĕлет. Темле психологран та, чаплă гинекологран та ирттерет. Кĕнеке кăларса пама шантараймастăп, паллах, ку манран мар, хăйĕнчен ытларах килет тĕпленсе лараймасть-çке вăл пысăк ĕç тумалла чух. Юбилей ячĕпе палăртса хунă куравне те йĕркелесе ĕлкĕреймерĕ ав: вăхăтне, вăйне, хăй калашле, Маруçĕсем пит нумай вăрлаççĕ. Тен, паянтан чăннипех лăпланĕ-и? Вара тепĕр юбилей тĕлне чаплă альбом кăларăпăр. Хальлĕхе эп ăна валли урăх парне хатĕрлерĕм. Питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ парне. Истори тĕлĕшĕнчен хакласан, тен, ун пек калани тĕрĕс мар, анчах çирĕммĕш ĕмĕр вĕçенче вăл пирĕн кĕнеке издательствине упраса хăварма май пачĕ. Астăватăр-и бартер тапхăрĕ алхасса кайнăччĕ: эс — мана, эп -сана, укçа мар -тавар. Капитализма çапла кĕмерĕмĕр-и ара? Вăт, шăпах ун чухне укçатенкĕсĕр юлтăмăр. Заводсемпе фабрикăсем тăрăх заказ пухса чупаттăмăр. Телее, пĕр пысăк завод çинчен кĕнеке кăларма калаçса килĕшрĕмĕр. Хакла ларчĕ вăл кĕнеке, анчах завод укçан татăлаймарĕ, таварне йышăнма килĕшрĕмĕр. Таварне ак Егор Егоровичсен пасарĕнче сутса укçа турăмăр. Сывлăш çавăрса ятăмăр çапла. Завочĕ хайхискер — Иван Ивановичсен, таварĕ — вĕсен калушĕ. Сутаймасăр шăп икĕ мăшăр юлнăччĕ. Вĕсене эп, Мĕтри, сана парнелетĕп! Типтерлĕ тăхăнса çӳре, упра. Тен, пурăна киле пĕр-пĕр музей экспоначĕ пулма тивĕçлĕ пулĕç вĕсем (хутаççинчен кăларса тарăн калушсене Мĕтрие тăсса парать).
Иван Иванович. Хушша кĕрсех калам-ха. Калуш кăларни йывăрлăхра хамăр завода та упраса хăварчĕ. Ĕненетĕр-и, ĕненместĕр-и, кредит илнĕччĕ банкра. Проценчĕ темĕн пысăкăшчĕ. Укçа çитменнипе кредитăн пĕр пайне таварпа тавăртăмăр. Тавах банк пуçлăхĕсене, килĕшрĕç-килĕшрĕçех, хăтарчĕç пире. Паллах, паян кун та банк ĕçченĕсене тĕл пулмассерен питхĕрелет: вĕсен кашнин темиçешер мăшăр калуш туянма тивнĕ тет-и, ара?
Егор Егорович. Чимĕр-ха, чимĕр! Платон Павлович пирĕн колхоз пасарне асăнчĕ пулсан, ман та юлас мар-ха сăмах хушмасăр. Чылай япалана пĕлмест-ха вăл, Платон Павлович! Ăна пулăшастесе вĕсен сутуçисенчен эпир нихăçан вырăн укçи илмен. Унсăр пуçне вĕсенчен пасарти кашни техничкăна икшер мăшăр калуш туянса патăмăр, саппас хатĕрлесе хутăмăр — тинех пĕтсе пыратчĕ те, акă юлашки мăшăра, Мĕтри, сана валли упрарăм. Хăв питтарăн калушшăн çунаттăн та, ку таранччен чиксе килме май пулмарĕ. Пĕлмен ыттисем те пĕрешкел парне хатĕрлессе, ан ятла. Калуш пахчара пурĕ пĕр чи кирлĕ япала. Малашне çумăр çунă чухне те, тем пек лачакара та аптрамăн. Телей сунатăп сана, çирĕп сывлăх, куçу малашне те хальхи пекех çивĕч пултăр. Унсăр пуçне йышăнсам пирĕн чиперккесенчен пысăк-пысăк салам. Пурте тенĕ пек паллаççĕ-çке сана, пĕрле килес текенсем те пурччĕ. Хытартăм, юрамасть терĕм. Хăшĕ-пĕри ан персе çиттĕр кăна.
Йăкăнат. Килччĕр, килччĕр. Кашнин валли калуш çитетхаль. Пахча хусăклаттаратпăр эпир вĕсене.
Мĕтри. Йăкăнат, эс кунта хĕрсемшĕн çунса ан тăр-ха. Юрамасть тенĕ-юрамасть!
Йăкăнат. Ну, Мĕтри, эп нихăçан сана хĕрарăмсенчен хăранине асăрхаман. Пит маттурччĕ-çке, чăн-чăн автанччĕ... Мĕн пулчĕ тăрук, ăнланмастăп.
Мĕтри (калаçăва пăрасшăн). Туссем, туссем, çырткалăр-ха кăштах.
Тимкка. Çырткаличчен сыпкалар-ха. Атьăр Платон Павловичпа Егор Егорович сăмахĕсене çирĕплетсе черккесене çĕклер!
Мĕтри. Шашлăк лартса яриччен мунча кĕрсе тухмалла мар-ши?
Хăнасем. Во, тĕрĕс! Канса илер-ха кăштах! Сăра-эрех пирĕнтен тарас çук...
Иккĕмĕш пайĕ
Тăваттăмĕш курăну
Çавăнтах. Пахча варринче — сĕтел. Мунчаран арçынсем шавлани, çапăнни илтĕнет. Мунча умĕнче — пĕр ĕрет калуш. Хапха умĕнче Çитăр мучи ĕнтĕркесе ларать.
Çитăр мучи (сиксе тăрать, туйипе килекене тĕллет). Кам унта? Ан çывхар! Стрелять буду!
Мĕтри арамĕ кĕрет.
Верук. Ну, стреляй! (Аллисене парăннă пек çĕклет.)Кам вара эс, кун пек пит хăрушăскер? Хăратсах пăрахрăн (иртсе кайма тăрать).
Çитăр мучи (хĕрарăм çулне пӳлет). Эп — часовой! Хуралçă.
Верук. Мĕн сыхлан? Кама хураллан?
Çитăр мучи. Кама пултăр, Мĕтри Мĕтрича. Юбиляра.
Верук. Камран сыхлан вара?
Çитăр мучи. Хĕрарăмсенчен.
Верук. Вăрласран-и?
Çитăр мучи. Çо-о-о-ок! Вăрласран мар. Пĕр хĕрарăма та çывăха яма хушман.
Верук. Эп — арăмĕ, мана — юрать. Мĕтри кĕтет мана.
Çитăр мучи. Çо-о-ок, кĕтмест. Арçынсем анчах унта. Хĕрарăмсем валли шыв та çук унта.
Верук. Мĕн ĕçеççĕ вара?
Çитăр мучи. Çутти кăна.
Верук. Чăнах та пĕр хĕрарăм та çук-и?
Çитăр мучи. Çо-о-ок, теп, çок! Эс те кай кунтан!
Верук. Эп пăхса анчах илетĕп. Вăрттăн, хушăкран.
Çитăр мучи. Çо-о-ок, пăхмастăн. Кай кунтан. Атту... (туйипе юнать).
Верук. Итле-ха мучи, ыр кăмăллă пул. Ирттерсе яр-ха, çур литр лартап.
Çитăр мучи. Малтан ларт, кайран калаçатпăр.
Верук. Ирттерсе яр эс, илсе тухатăп унтан.
Çитăр мучи. Унта эп хам та кĕрсе тухма пултарап. Эс хăв илсе кил.
Верук. Ирттерместĕн-и? (Тарса кĕме пăхать.)
Çитăр мучи. Ни за что! Никаких! От ворот поворот ту! Все. Ан çыпăç, кай!
Верук. Апла эппин? Юрать, юрать...
Верук иртме пăхать — мучи ирттермест, каянçи тăвать те каялла чупса кĕрет, хапха патнелле талпăнать — Çитăр çулне пӳлет. Урлă-пирлĕ чупкалаççĕ иккĕшĕ, Çитăр мучи хĕрарăма ярса тытас патнех çитет — лешĕ тарса ĕлкĕрет.
Çитăр мучи пуç каçăртса пахчана кĕрет.
Çитăр мучи. Эх, çаклатаймарăм. Кăтартаттăмччĕ хам камне! Мĕтри, Мĕтрич, ăçта эс?
Мĕтри (пӳртрен тухать). Кунта эп, кунта. Мĕн çухăран?
Çитăр мучи. Пĕр пирĕшти килсе кайрĕ. Кĕртмерĕм.
Мĕтри. Мĕнлескер вара?
Çитăр мучи. Темле каламалла. Сан пата килсе çӳрекенсем маншăн пурте пĕрешкел те вĕсем... Арăму терĕ.
Мĕтри. Арăмах-ши?
Çитăр мучи. Эп те ĕненмерĕм. Хăваласах ятăм. Хытă хăратрăм. Чупсах тарчĕ.
Мĕтри. Ну-у, çаплах-и?
Çитăр мучи. Çаплах, çаплах. Хыт кăшкăрнипе пыр та ыратакан пулчĕ. Çăвар типсех ларчĕ.
Мĕтри. Кил-ха эппин. Кăштах чӳхесе ил çăварна. Хăвах ярса ĕç-ха, юрать-и? Эп шăплăма кăшт пулăшкалам (пăрăнса утать)
Çитăр мучи пĕчченех юлать. Сăра-эрех ярса ĕçет. Мунча умĕнчи курупкăна илсе çавăркаласа пăхать, вырăнне хурать, калушсене тыта-тыта пăхкалать. Пĕр мăшăрне суйласа илетте хапха умне тухса пытарать. Каялла кĕрет.
Çитăр мучи. Мĕтри, кил-ха, атя пĕрле шаккаса ĕçер. Пĕччен ĕçме ĕçкĕç мар вĕт эп.
Мĕтри тухать. Иккĕшĕ эрех черккисене шаккаççĕ.
Çитăр мучи. Мĕтри Мĕтрич, эс каçар-ха мана. Юбилею пирки малтан пĕлеймерĕм те парне хатĕрлеймерĕм. Йышăнсам-ха çаксене (кивĕ калушсене уринчен хывса тăсса парать).
Мĕтри. Çук, çук, мĕн эс, кирлĕ мар. Хăв мĕнпе çӳрĕн?
Çитăр мучи. Мĕтри Мĕтрич, ан тиркеш: парне пани хаклă мар, параканни юраттăр. Кăмăл турам — пĕр турам. Çавна шута ил эс. Эп вара, эп...
Маншăн ан кулян. Кин парнелени пур ман. Ăна тăхăнăп. Кусем вара, кусем... (калушĕсене пӳрт алăкĕ умнерех кайса лартать). Маруçусене пырать, пахчара çӳллĕ кĕлĕллĕ пушмакпа шаклаттарса çӳрес çук вĕт.
Мĕтри. Апла пулсан хире-хирĕç парне пултăр (çĕнĕ мăшăр калуш илсе хуралçăна тыттарать). Çӳре савăнса. Малалла та сыхă пул, ан яр кунта хĕрарăмсене.
Çитăр мучи. Ну, Мĕтри, мĕнле лайăх çын эс. Парнене çумаллах пуль. Яр-ха.
Мĕтри черккесене тултарать. Иккĕшĕ шаккаса ĕçеççĕ.
Çитăр мучи. Хурал пӳртне чупса килем-ха эп. Тен, шыракан-ыйтакан пур. Маншăн ан пăшăрхан. Эп чиччас! Хытă сыхлăп сире. (Çĕнĕ калуш тăхăнать, сулкаланса «Калуш тăхăнмасан.» юрă сăмахĕсене ĕнĕрлесе тухса утать. Çула май маларах пытарнă калуш мăшăрне илсе каять.)
Мунчаран арçынсем шавлани илтĕнет. Пахчана Петĕр Лапшин хашкаса çитет. Костюмпа, галстукпа, тарăн калушпа. Хăй хĕренке. Ăна хирĕç Мĕтри тухать.
Мĕтри. О-хо, Петĕр! Ăçта çӳрен эс? Çынсем ав мунчана та чăмрĕç. Эс çухалса çӳрен.
Петĕр. Çухалса кайрăм çав, пачах çухалса кайрăм. Юрать сан тĕле пĕлетĕп. Итле-ха, сан мана валли пĕр-пĕр кивĕ пушмак çук-и?
Мĕтри. Мĕн тума? Мĕн пушмакĕ?
Петĕр. Пăх-ха эс, куратăн-и эп мĕн тăхăннине?
Мĕтри. Ма курмас? Костюм тăхăннă, галстук çыхнă...
Петĕр. Ак-ку вара? (Урине çĕклесе калушне кăтартать.)
Мĕтри (кулса ярать). Кун пирки санран ыйтмалла. Чăнах та, мĕне пĕлтерет вара ку?
Петĕр. Пĕлтерет çав, пелтерет. Пуç ĕçлеменнине пĕлтерет...
Мĕтри. Тем ан калаç-ха. Кашнин пуçĕ сан пек ĕçлесен...
Петĕр. Пĕчĕк пуç хыççăн кайса пысăкки ĕçлеме пăрахрĕ çав (сăра ярса ĕçет).
Мĕтри. Ну, лăплан, каласа пар-ха, мĕн сиксе тухрĕ.
Петĕр (сăра куркине тултарать, сыпа-сыпа калаçать). Çула май, кунта килме тухсан, пĕр Маруç патне кĕрсе тухма кăмăл турăм. Хăвăрт кăна ĕлкĕретĕп тенĕччĕ.
Тахçан пĕрре ӳсĕрпе лексе курнăччĕ вăл хĕрарăм патне, упăшки çук чухне. Çуртне те астăватăп, вăрăмскер, Китай стени тесе ахальтен ят паман ĕнтĕ. Хваттерĕ тĕлне пĕлместĕп, анчах та телефон номерне çухатман. Тытрăм та шăнкăравларăм. Хайхискер килĕнчех. «Кил, чарăнура тĕл пулăпăр, тантăш патне çитсе килĕпĕр, вăл пирĕн çуртрах пурăнать», -тет. Пĕр кĕленче çутти туянтăм. Çитрĕм чарăнăва, унтан палăртнă çĕре çул тытрăмăр. Эп, айван, хăш подьезда кĕнине те, миçемĕш хута хăпарнине те, хваттер номерне те пăхма ăс çитермен çав.
Çитрĕмĕр хайхи, кĕтĕмĕр. Кил хуçи майри те пирĕнпе кухньăра ларса ĕçрĕ. Тухса кайма, пире иксĕмĕре çеç хăварма хатĕрччĕ хайхискер, такам пӳрт алăкне пырса шаккарĕ. Кил хуçи — кил хуçиех çав: пирĕнтен ыйтса тăрать-и? Пычĕ те уçрĕ, пĕр арçын, ман пекскер, кĕчĕ тăчĕ; Çук, ман пекскер мар, мухмăрлăрах, япăх тумланнă. Кĕленчепе хăй. Тӳрех пирĕн пата кухньăна çул тытрĕ. Пĕрле лартăмăр, ĕçрĕмĕр. Арçын тăчĕ те тухса утрĕ. Тем кăрт турĕ чунра, ырă мара систерчĕ. Чупса тухрăм прихожăйне. Ак тамаша: ман плаща хĕстерсе тухса кайнă. Тимлĕрех пăхрăм та: пушмак та çук, ун вырăнĕнче çак калуш кăна. Тăхăнтăм та тухса чупрăм шулĕк хыççăн. Чупрăм, чупрăм — тупаймарăм. Ирĕксĕрех хваттере таврăнма тиврĕ, анчах хваттер тĕлне манса кайнă! Пĕр подьезда кĕтĕм, теприне, çич-сакăр хваттере пырса çапăнтăм — хам майрасем тĕлне пырса тухаймарăм: те юххасем тĕлне пултăм ĕнте, те ăнсăртран çеç çапла сиксе тухрĕ? Арăм сиссен пĕтерет. Уйăх каялла кăна илсе панăччĕ вăл мана пушмака. Эх!..
Мĕтри. Эй, эс, Петĕр, ман хăраххиех-çке?
Петĕр. Ма? Сан та ун пекки пулнă-и?
Мĕтри. Пулнă çав.
Петĕр. Ан тĕлĕнтер... каласа пар-ха, чуна лăплантарам. Эп хам пек ухмах тĕнчере урăх çук тесе...
Мĕтри. Эпир ухмах тесшĕн мар эп. Пирĕнтен чеереххисем мăй таран тесшĕн.
Петĕр. Юрĕ. Çапла пултăр. Эс паянтан — ват çын, эс — пĕлен.
Мĕтри. Тупăннă çамрăкки (ахăлтатса кулать). Çӳретĕн çав çамрăкланса.
Петĕр. Хыт ан кул-ха. Такам илтсен тем шутлĕ (мунча еннелле асăрханса лăхать). Эс çынсене каласа ан пар ĕнтĕ.
Мĕтри. Юрĕ, юрĕ, ан чĕтре. Ку таранччен сутманнине...
Петĕр. Эп те сутса курман. Каласа пар-ха, эппин.
Мĕтри. Кунтарах кил (мунчаран пăрăнарах тăрать, шăппăнрах калаçать). Эп сан пек çӳремен. Хам хăна йышăннăччĕ. Пĕррехинче çĕрле мастерскойне ĕçтешĕм урамран палламан чиперука çаклатса кĕнĕччĕ. Эп хамăн Маруçпа сăра-эрехпе киленеттĕм... Юлташ чиперукĕ тăн кĕртсе хăварнă пире, ват кăрккасене. Туалета тухса кĕрем-ха тесе пăрăнчĕ те — тухса шăвăннă. Çула май ман Маруçăнне чаплă аттине, норка çĕлĕкне хĕстерсе тухса вĕçтернĕ. Паллах, пире тарăн калуш вĕçне хăварман, хăйĕн çĕтĕк аттине лартса хăварнă.
Петĕр (ахăлтатса кулать. Мĕтрие ал парать). Апла иккен — иксĕмĕре те пĕр çĕпрепе йӳçĕтсе пĕр чустаранах йăваланă-çке... Юрать арăмсем çак тарана çитсе тăрă шыв çине кăлараймарĕç.
Мĕтри. Паян çакланатăн ĕнтĕ.
Петĕр. Тăхта-ха эс, тăхта. Атя, мĕн те пулсан шутласа кăларар (шухăша кайса тăрать). Пушмака сан патран çаклатса кайнă темелле пуль. Э?! Е кунта манса хăварнă тес-ши?
Мĕтри. Ман ята ярасшăн-и эс? Ахаль те пĕтĕм айăпна ман çине йăвантаран. Арăму мана темĕнле путсĕр вырăнне хурать ĕнтĕ: «Кампа ĕçнĕ» — «Солнцевпа»; «Ма киле килмен, ăçта çĕр каçнă?» — «Мĕтри мастерскойĕнче...» Хăв ав юххасене пушмак парнелесе çӳретĕн.
Петĕр. Юрĕ ĕнтĕ. Эпĕ те сана пĕрре çеç мар хӳтĕленĕ, хăтарнă. Аса илтерес-и?
Мĕтри. Кирлĕ мар. Халăх умĕнче ята ан яр-ха: как ни как эп — паллă художник.
Петĕр (тăрук тĕлĕнсе) Итле-ха, ăçтан кун чухлĕ калуш тупнă эс? Нумай пулмасть кăна сан пĕр мăшăр та çукчĕ-çке...
Мĕтри. Вăхăтра килмеллеччĕ. Пĕтĕмпех кураттăнччĕ, пĕлеттĕнччĕ. Инкек те курмастăнччĕ.
Петĕр. Инкекне курнă-ха, малашне те курăпăр-ха. Хӳресем усăниччен тӳсмелле. Турри арçынна çапла туса янă та.
Мĕтри. Пурне те мар-ха. Иксĕмĕр пеккисене çеç.
Петĕр. Эс, Мĕтри, тем, урăхларах калаçма тытăннă. Ватăлма пуçламарăн пулĕ те?
Мĕтри. Ман çула çит-ха. Хăв мăнле калаçма пуçлăн ун чухне? (Ахăлтатса кулса ярать.) Турра шĕкĕр, аллă çула çитсе те сан пек хула тăрăх чаплă костюмпа, шурă кĕпепе, галстук çыхса тата... калуш тăхăнса утма тӳр килмерĕ. Ха-ха!.. Атя, Турра тав туса ĕçер.
Петĕр. Хăв турруна тав туса ĕç, ман ав хама хӳтĕлеме пăрахрĕ.
Мĕтри. Хăв маннă эс ăна, çавăнпа.
Петĕр. Тупăннă çылăхсăрри. Миçе сехет çитрĕ-ха çылăха кĕменни? Каç пултăр-ха, курăпăр.
Мĕтри. Юрĕ ĕнтĕ, шӳтлеме те юрамасть санпа.
Петĕр. Мĕтри, эп вара шӳтлемесĕр ыйтасшăн. Пĕр-пĕр мăшăрне (калушсене тĕллесе) улăштарса тăхăнам-и (урисене çĕклесе кăтартать), ытла хĕстерет, çитменнине тата, пăх-ха, çурăк.
Мĕтри. Хĕвел Мĕтри калуш тăхăнтарчĕ тесе вĕçкĕнленсе çуремĕн-и?
Петĕр. Мĕнех вара? Япăх-им? Хĕвел Мĕтри ячĕпе мухтанма юрĕ-ха: паллă çын.
Мĕтри. Суйла эппин, шалккă-им? Паллах, пире калуш мар, шĕлепке тăхăнтармалла та...
Петĕр. Шĕлепкине ăна хамăр ыйтмасăрах тăхăнтарĕç-ха, ытлашши ан шарла, илтет ак (тупенелле пӳрнипе тĕллесе асăрхаттарать)
Мĕтри. Мунчана чăмас шухăш çук-и сан, Петĕр? Пĕр хутнă чух ăшши сая ан кайтăр.
Петĕр. Тăвăр пулмĕ-и унта?
Мĕтри. Мантăн та-и? Пĕррехинче миçен çăвăнтăмăр-ха? Вун виççĕнех марччĕ-и?
Петĕр. Ухмахланнă çав.
Мĕтри. Халь ăсланнă-и?
Петĕр. Мĕтри, каçар та, эс паян чăнах та урăхланнă. Хăвăн та мунчана кĕрсе кăштах уçăлмалла мар-и?
Мĕтри. Атя эппин. Çылăхсенчен çăвăнса тасалас. (Шăллĕ еннелле çаврăнса.)Унтри! Эс пăхкала-ха кунта, йытă-кушак таврашĕ сĕтел çине хăпарса ан кайтăр! Эп пĕр-икĕ хут çапăнса тухам.
Мĕтрипе Петĕр мунчана кĕрсе каяççĕ.
Пиллĕкмĕш курăну
Арçынсем сĕтел тавра пухăннă. Мунча хыççăн пĕри ал шăллипе витĕннĕ, тепри пуçне ал шăллипе яваланă, хăшĕ-пĕри простынь уртса янă. Пурте тарăн калуш тăхăннă. Юрлаççĕ:
«Калуш тăхăнмасан
Мĕн тăхăнас-ха ман...»
Купăс сасси янăраса каять. Арçынсен юррине тăсса виççĕн пырса чарăнаççĕ: Зина, Дина, Эдуард.
Хăнасем алă çупма тытăнаççĕ, «Ура!» кăшкăраççĕ. Мĕтри юрăçсене хирĕç чупса пырать, тытса чарать.
Мĕтри. Стоп! Стоп! Стоп! Чикĕрен иртме юрамасть.
Хăнасем. Иртĕр! Иртĕр! Иртĕр!
Мĕтри (аллисене сарса). Эдик, ăçтан тупăннă эсир?
Эдуард. Уй куçлă, вăрман хăлхаллă. Пирĕнсĕр юбилей тăвас терĕн-и? Зина ав радиопа сана такам майри саламланине илтнĕ. Дина патне тухса вĕçтернĕ. Иккĕшĕ ман пата чупса çитрĕç. Телефонпа шырама тытăнтăм сана, арăму дачăра терĕ.
Зина. Пирĕнсĕр сана кичем пулĕ терĕмĕр.
Дина. Эс пĕр çуралнă кунна та пире чĕнмесĕр хăварманччĕ.
Эдуард. Урăх хĕрсемпе пулĕ-ха эс терĕç Зинăпа Дина. Вĕсене тытса лăскама васкарĕç.
Мĕтри. Куратăр-и? Пĕр хĕрарăм та çук. Ахалех васканă эсир. Ыран е виçмине саламлаттăрччĕ.
Зина. Çук, паянхи ĕçе ырана хăварма юрамасть.
Дина. Халех парне парасшăн.
Метри. Пĕтрĕ пуç, эсир те парнепе-и?
Зина. Акă, тыт! Эдуард туянма сĕнчĕ, юбиляр тахçанах калушшăн çунать терĕ (калушĕсене парать), тата тепĕр парне хатĕрлерĕмĕр. Юрă, чĕререн тухаканни.
Зина. Эпир сан темле савнийӳ пек радиопа фонограмма янратса ята ямастпăр.
Дина. Юратакан çын вăл тарса-пытанса çӳремест. Пĕрле пулма тăрăшать.
Зина. Пирĕн пек ак çапла (Мĕтрие пырса ыталать, чуп тăвать. Дина та çаплах саламлать).
Эдуард. Ну, Мĕтри, йышăнсам тепĕр парне (купăсне тăсса ярать);
«Эс çуралнă кун...» юрă янăрать. Юрă янăранă май сĕтел хушшинчи хăнасем юрăçсене çавăрса илеççĕ, пĕрле юрласа вĕсене çавăтса шалалла кĕреççĕ.
Мĕтри (хапха умĕнче пĕччен тăрса юлать). Пĕтрĕ пуç! Арçын туйĕ пăсăлчĕ. Ман хуралçă ăçта кайса кĕнĕ вара?
Çитăр мучи! Ăçта эс? Эп сана аркăллисене кĕртме чартăм-иç!.. (каллĕ-маллĕ чупкалать, мучи курăнмасть).
Пахчара тепĕр хаваслă юрă янăрать.
Улттăмĕш курăну
Çавăнтах. Хăнасем килĕсене пуçтарăнаççĕ. Иван Иванович, Платон Павлович тата Егор Егорович сыв пуллашса тухса каяççĕ.
Çитăр мучи ухсахласа çитет.
Çитăр мучи (туйипе юрăçсене юнаса). Ăçтан килсе лекнĕ кусем? Кам кĕртнĕ? Савман хăнана саваламан сак лекессе пĕлместĕр-им?
Янраш Кули. Эс хăв ăçта çурен? Сана мĕн хушнă? Дмитрий Дмитриевич сан айăпупа çылăха кĕчĕ.
Йăкăнат. Çитăр мучи, ан кулян. Кайса кан-ха луччĕ тепĕртак (Зинăна ыталать, Дина патне йăпшăнать.)
Çитăр мучи. Парап сана «кайса кан!» Эс сĕтĕрсе килнĕ пулĕ-ха.
Йăкăнат. Эп мар, хăйсен урисемпе хăйсемех утса килнĕ.
Зинăпа Дина Çитар мучие йĕкĕлтесе такмак хыççăн такмак шăрантараççĕ. Эдуард купăс калать.
Çитăр мучи. Мĕтри Мĕтрич, ман мĕн тăвас-ха кусемпе? Хăваласа ярас-и?
Мĕтри. Эх, Çитăр мучи, сăмах патăн — сыхлаймарăн. Халь çак каччăсене шансан çеç (юлташĕсем еннелле пуçне сĕлтет). Хĕрсен пуçне хăратса мар, илĕртсе çавăрмалла. Çавна та мантăн-и, ват супнă? Мĕнле те пулин мăшăрлантар та ăсат кунтан. Каялла ан таврăнччăр. Ташлаттаратăн-и, выляттаратăн-и? Çавăрттар хăйăрланнă подшипникусене (пăрăнса утать).
Çитăр мучи (çатма çинчи пăрçа пек сиккелет, пуçне икĕ чышкипе шаккать). Ват супнă çав, ват супнă! Эх, мĕн тăвас, мĕн тăвас? Тен, пĕр-пĕр вăйă пуçлас та мăшăрăн-мăшăрăн çавăтса ăсатас? Э-э?
Çитăр мучи ташă пуçлать, ыттисене явăçтарать. Пурте калушпа лăкăш-лăкăш туса ташлаççĕ. Унтан Çитăр мучи хăнасене калуш вăййи выляттарать: хĕрарăмсемпе арçынсене хăрахшар калушне ыл маштарттарать. Тупаканни-шыраканни — Петĕр Лапшин. Малтан килĕшесшĕн мар вăл, Мĕтри хăратса илет: «Каласа парас-и пушмак çухатнă пирки?» Хĕрарăмсен калушĕсем камрине тĕрĕс пĕлнĕ хыççăн пĕрремĕш мăшăр (Йăкăнатпа Зина) палăрать, унтан иккĕмĕшĕ (Тимккапа Дина). Вĕсене мăшăрăн-мăшăрăн черкке çĕклеттереççĕ, унтан дачăран ăсатаççĕ.
Эдуард çăвар карса «Калуш тăхăнмасан...» кĕвве каласа юлать. Ытти арçынсем пуçĕсене усаççĕ.
Çитăр мучи Мĕтрие чĕнсе кăларать те иккĕшĕ «калуш ташшине» çаптарма пикенеççĕ. Самантрах ыттисем те ташша яраççĕ. Çитăр мучи Мĕтрие ыталаса ташлать.
Çитăр мучи. Ну, мĕнле, пултараятăп-и? Ку таранччен маххă паман, памăпăр та! Эх! Эх!
Петĕр Лапшин. Чарăн сиккелеме, ват супнă! Мĕн туса хутăн-ха эс, э?
Юрĕ-ха, Тимккан дачи кӳршĕрех, меллĕ пулĕ Динăпа. Йăкăначĕ вара Зинăна ăçта çавăтса кайрĕ-ши? Эх, ман дачăн пуш-пушах юлмалла-и? Мĕтрин тата хусаххăн çĕр каçмалла-и? Э? Эдик! Кала-ха тĕрĕссине, Зинăпа Динăна эс юбилярпа ман валли илĕртсе килнĕ вĕт. Тĕрĕс-и?
Эдуард. Эп хам арçын мар-им? Иккĕшĕнчен пĕрин кăмăлне çавăратăп тенĕччĕ те — пулмарĕ. Çулламан пăру пулса юлтăм.
Мĕтри (тусĕсене пырса çупăрлать). Ан пăшăрханăр, туссем, ан кулянăр. Питĕ чаплă пулса тухрĕ. Ăнмаллипех ăнчĕ арçын туйĕ. Чутах пăсса хумарăн кăна эс, Эдик. Арăм сисмерĕ. Çав паха. Савăнма та савăнтăмăр, туссем. Çапла-и?
Эдуард. Çапла, Мĕтри! Тĕп-тĕрĕс!
Лапшин. Апла тепрер яма та юрать.
Çитăр мучи. Ку вара татах та тĕрĕсрех.
Унтри. Манăн та вĕçтермелле. Каçта пулать ав.
Мĕтри. Пирĕнпе тепрер черкке шаккамастăн-и?
Унтри. Çитет, пичче. Ывăнтăм. Ыран валли вырăн хăварас. Эсир хăвăрах пуçтаркалăр ĕнтĕ кунта. Эп вĕçтерем. Ыранччен (тухса утать).
Юлнă хăнасем сĕтел патне пыраççĕ.
Мĕтри. Çитăр мучи, пĕтĕм влаçа каллех сана памалла пуль. Ирччен тăр-ха, хаклă çыннăм, хуралта. Иртнĕ каçхи пек. Эпир вара кунта йĕрке тăвăпăр та саланăпăр кил тăрăх.
Çитăр мучи Хăв та каятăн-и?
Мĕтри. Çук, хам кунтах çĕр каçасшăн. Хăнасене ăсататăп та кĕрсе выртатăп.
Çитăр мучи. Апла пулсан юрĕ. Кĕрсе выртас умĕн сĕтел çине çур кĕленче лартса хăварма ан ман вара.
Кĕвĕ янăрать. Мĕтрипе хăнасем сĕтел çинчи апат-çимĕçе пуçтараççĕ. Кил хуçи хăнасене хапха патне çити ăсатса ярать.
Петĕр Лапшин. Мĕтри, эс ан ман вара. Тăрук арăм тĕрĕслеме тытăнсан кала: «Петĕр юбилейре пулнă, пушмакне манса хăварнă».
Мĕтри. Тĕрĕслесех çӳрет пуль. Пĕрремĕш хут мар-иç...
Мĕтри пахчине кĕрет, унтан — пӳртне. Çитар мучи сетел çинчи эрех кĕленчине кĕрсе илет, каска çине ларса ĕçет...
Çиччĕмĕш курăну
Ир. Кайăксем юрлаççĕ. Хапха уçах. Каска çинче Çитăр мучи харлаттарать. Пушă кĕленче юнашар выртать.
Хапха умне Петĕр Лапшин арăмĕ пырса тухать. Икĕ аллинче пĕрер тарăн калуш.
Тарье (дачăна пăхкаласа). Çакăнтахчĕ пек Солнцевсен дачи. Ейпух çаках. Петĕр пĕрре илсе килсе кăтартнăччĕ. Халь ӳкĕнтĕр. Тăрă шыв çине кăларатăпах. Юбилейре пулнă пулать-ха, пушмакне пăрахса хăварнă-мĕн. Мыскара, мана ухмах вырăннех хурать.Тек хăтăлса юлаймĕ. Пĕр-пĕр майра хывса юлнă ĕнтĕ пушмакне. Халь пăкки шанать. Пушмакĕ тупăнмасан хăйне килтен кăларса перетĕп: çитет мана улталаса! (Пушмакшыраса шалалла кĕрет.) Пăх-ха, мĕн чухлĕ калуш, кунта шуйттан çухалса кайĕ. Тен, Петĕр чăнах пăтраштарса тăхăннă? Ӳсĕрехчĕ çав, ӳсĕрехчĕ... Киле мĕнле çитнĕ-ши? Нивушлĕ пушмакĕ тупăнĕ? (Пушмак шыраса пӳрт хыçнелле кĕрсе каять.)
Зинăпа Дина пырса тухаççĕ.
Зина. Юрать кĕсье телефонĕ пур, унсăрăн сана тупаймастăмччĕ.
Дина. Хам та çавнах калатăп-иç.
Зина. Эдикăн телефонĕ ма хуравламасть-ши?
Дина. Пире илтмелле марах кӳпсе лартрĕ-ши? Тарăхрĕ ĕнтĕ...
Зина. Эпир урăх арçынсемпе кайнăшăн кӳренчĕ-ши?
Дина. Ну, кăна майлаштарăпăр-ха. Хăй çеç чĕрĕ-сывă пултăр.
Зина. Купăсне çеç ан çухаттăр. Унсăрăн унпа пĕрле калыма çӳресси пĕтет вĕт.
Дина. Кунтах-ши вĕсем?
Зина. Кунтах пулмасăр: пăх-ха, пĕр япала вырăнта мар. Тăн çухатичченех ĕçнĕ-ши? Хапхана та хупман вĕт. Атя-ха кăштах йĕрке тăвар.
Зинăпа Дина калуш пухма тытăнаççĕ. Пӳрт хыçĕнчен Тарье тухать. Пĕр хушă пĕри те çăвар уçаймасть.
Тарье. Камсем эсир?
Зина. Эс кам? Мĕн туса çӳрен?
Дина. Мĕн ухтаран?
Тарье. Эсир хăвăр камсем? Мĕн шыратăр?
Зина. Эпир шыратпăр-и?
Тарье. Курмастăп пулать. Ман ав ирĕксĕртен шырамалла. Упăшка пушмакне.
Дина. Кам вара сан упăшку?
Тарье. Ухмаха ан перĕр. Ман упăшка сумлă çын, Петĕр Лапшин. Дмитрий Дмитриевичăн çывăх тусĕ.
Зина. Тусĕ?
Тарье. Тусĕ е ĕçкĕçĕ? Парап сире ман упăшкаран кулма (калушĕпе юнать, хăратанçи туса хĕрарăмсем тапăнасран хӳтĕленме хатĕрленет).
Зинăпа Дина тата Тарье хирĕçме тытăннă вăхăтра хапха умне Мĕтри арăмĕ Верук çитсе тăрать. Вăл виçĕ хĕрарăм тавлашăвне шарламасăр итлесе тăрать. Юлашкинчен чăтăмĕ пĕтет.
Верук. Пăх-ха вĕсене, çын килĕнче хуçаланаççĕ. Ман упăшка ятне янратаççĕ. Виçĕ еркĕн пĕр харăс килсе çитнĕ-и? Пайлаймарăр-и?
Шăв-шава илтсе Çитăр мучи сиксе тăрать, чупса кĕрет.
Верук. Акă тепĕр катемпи тупăнчĕ. Мана ирттерсе ямарĕ ĕнер, кунта вара, пăх-ха, еплерех туй пырать.
Çитăр мучи. Ăнланаймарăм-ха, хăш пĕлĕтрен татăлса антăр эсир? Эстрада çăлтăрĕсем мар пуль? Мĕтри Мĕтрич вĕсене чĕнме саккас паман.
Верук. Паман тетĕн? Кусем эппин мĕн шăршлама килнĕ?
Тарье. Каçарăр та, кам пултăн эс? Лăплан-ха кăштах.
Верук. Пĕлместĕр-и? Эпĕ -Дмитрий Дмитриевичăн саккунлă арăмĕ.
Тарье. Эпĕ вара — Дмитрий Дмитриевичăн тусĕн арăмĕ.
Верук. Тусĕн арăмĕ? Ăçта вара вăл тус. Шалта-и?
Тарье. Çук, шалта мар, килтех юлчĕ. Эп вăл вăраниччен çĕрле тăхăнса пынă калушне пушмакĕпе улăштарма килтĕм.
Верук. Хăв пушмак пăру мар-и-ха эс? Упăшкун пушмакне ма кунта шырамалла сан?
Тарье. Ĕнер кунта пулнă вăл. Ытлашши персе лартнă та пушмакне çухатса хăварнă.
Верук. Туй тунă эппин кунта. Кусенчен хăшне вара Дмитрий Дмитриевич хуп хушшине хупнă?
Зина. Мĕнле хуп хушшине?
Верук. Çак тарана çитсе пĕлместĕр пулать. Туйра та пулман тесшĕн-и?
Дина. Нимĕнле туй пирки те пĕлместпĕр эпир.
Верук. Эппин кунта мĕн шыратăр?
Дина. Хамăрăн купăсçăна.
Верук. Мĕншĕн кунта шырамалла ăна?
Зина. Эпир ăна кунта леçсе хăварнăччĕ те...
Верук. Туя туй пек тума-и?
Шăв-шава илтсе пӳртрен Мĕтри вăранса тухать.
Мĕтри. Çитăр мучи, мĕн сиксе тухнă? Кам шавлать? (Арăмне асăрхать.)Ай-уй, Верук, эс кунта мĕн тăван?
Верук. Упăшкана шырама килтĕм те, хам пеккисем тĕлне пырса тухрăм. Пĕри ав пушмак шырать, теприсем те купăс, те купăсçине шыраççĕ. Палламастăн-и пĕрне те?
Мĕтри. Çук, палламастăп. Çитăр мучи, эс палламастăн-и?
Çитăр мучи. Çук, палламастăп.
Мĕтри. Апла пулсан ма кĕртрĕн? Хăвала та кăларса яр.
Çитăр мучи. Пурне те-и?
Мĕтри. Пурне те...
Çитăр мучи Верук патне пырать, хăвалама тытăнать.
Мĕтри. Куна ан тĕкĕн. Вăл ман арăм.
Çитăр мучи Тарье патне пырать, хăвалама тытăнать.
Мĕтри. Куна та ан тĕкĕн. Вăл Петĕр Лапшин арăмĕ.
Çитăр мучи Зинăпа Дина патне пырать, хăвалама тытăнать.
Мĕтри. Кусене те ан тĕкĕн. Вĕсем Эдикăн юрăçисем.
Çитăр мучи. Хăвна хăваласа ямалла-им тата?
Верук. Во, во, туй каччине тасатмалла кунтан!
Мĕтри. Мĕнле туй каччине?
Верук. Ĕнер туй туман-и вара кунта? Пурте пĕлеççĕ, эс пĕлместĕн. Пăх-ха, мĕнле чаплă салют панă тата туй ячĕпе, калуш çумăрĕ тăкăннă çӳлтен. Эрне каялла кăна кам та пулсан пĕр мăшăр парнелĕ-ши теместĕн-и? Кам пит юратать сана çапла?
Мĕтри. Верук, мантăн-им? Ĕнер ман юбилей пулнă. Юлташсем парнелерĕç.
Верук. Юлташсем тетĕн... Радиопа саламлаканни вара кам пулчĕ? Савни-и? (Мĕтри шарламасть, тăна кĕрсе пырать). Вăл сан юратнă юрруна та пĕлет.
Мĕтри. Çук, Верук, нимĕнле савни те çук ман (арăмĕ патнерех пырать).
Арăмĕпе упăшки калаçнă май пахчана пĕрин хыççăн тепри Унтри, Тимкка, Янраш Кули, Вăрăм Ахванеç, Пасар Насарĕ, Йăкăнат кĕреççĕ.
Верук. Пĕр-пĕр хаклă парне те ярса пачĕ пулĕ-ха.
Мĕтри (арăмне çупăрлама хатĕрленнĕскер шарт сиксе пăрăнать). Çук-çке, çук.
Верук. Радио саламĕнче каламарĕç-и вара?
Мĕтри. Эп нимĕнле радио та илтмен, пĕлместĕп.
Верук. Ĕнерхи юбилейунта хĕрарăмсем те пулман теесшĕн-и?
Мĕтри. Çук. Мĕнле тупăшнă, çавăн пек — арçынсем çеç пулнă.
Верук. Эппин эс çĕнтертĕн пулать?
Мĕтри. Каçар та, сăмаха тытрăм. Путевка мана тивет!
Верук. Канма каятăн эппин. Пĕчченех-и? Е пĕр-пĕр савнийӳпе.
Мĕтри. Тупа турăм-çке çĕнĕ пурнăç пуçлатăп тесе.
Верук. Суеçтерме те пăрахатăп терĕн?
Мĕтри. Çапла.
Верук. Халĕ пĕр сăмах та суеçтермерĕн эппин?
Мĕтри шарламасть. Верук тăрук мунча умĕнчи курупкăна асăрхать.
Верук. Ку тата мĕн япали? Темĕнле чаплăскер пек.
Пурте ĕнерхи курупкăна палласа илеççĕ. Шыв сыпнă пек тăраççĕ. Мĕтри курупка патнелле туртăнса темиçе утăм тăвать те вăйĕ пĕтнĕн чарăнать. Верук хитре хутпа чĕркенĕ курупкăна йăтса варрине тухать.
Верук. Ну, Мĕтриçĕм, каласам, мĕн пытарнă-ши кунта? Уçман та иккен ăна...
Мĕтри (кăшт шарламасăр тăрать). Ăçтан пĕлем ĕнтĕ эп çын япалине. Такам манса хăварман-ши?
Верук (йĕкĕлтесе). Чăн-чăн уяв пулнă вара сирĕн ĕнер. Кашниех мĕн те пулсан манса хăварнă. Пĕри — пушмакне, теприсем — купăсçине, парне манса хăваракан та тупăннă...Мĕтриçĕм, эп сана хăвна ĕмĕрлĕхех юратнă дачунта манса хăварасран хăрамастăн-и? Пурăн, юптарури пек, юрласа та ташласа. Юрласа та ташласах çур ĕмĕрӳ иртнине сисмерĕн те. Ывăлупа хĕрӳ çитĕнсе çитрĕç, кĕç-вĕç хăйсем йăва çавăраççĕ.
Мĕтри. Верук, халăх пухăнчĕ, ытлашши ан шавла-ха. Камит кăтартма килмерĕн ĕнтĕ эс.
Верук. Курччăр, пĕтĕм халăх куртăр-савăнтăр пирĕн арçынсене пăхса. Епле маттур вĕсем! Пĕр эс çеç-им маттурри хаклă çыннăм? Пăхăр-ха унталла, пăхăр-ха кунталла! Мĕтри, санран та ирттере кен çук-и? Ăмсанмастăн-и?
Мĕтри. Тем ан калаç-ха... Хăнасем кĕтсе ывăнчĕç пулĕ, апат-çимĕç хатĕрлеме вăхăт мар-и?
Верук. Чим-ха, чим, малтан тĕрĕслĕх вĕçне тухар-ха. Никам та хирĕç мар-и?
Арçынсем чĕнмеççĕ. Хĕрарăмсем хăюсăррăн: «Хирĕç мар...»
Верук. Арçынсене мĕн пулнă?
Çитăр мучи. Мухмăрла вĕсем, кинĕм
Верук. Эп кин пулса тăтăм-и? Ĕнер кунта урăххине кин туман-и-ха эсир?
Çитăр мучи. Тăваймарăмăр çав.
Верук. Мĕн чăрмантарчĕ вара?
Çитăр мучи. Мĕтри Мĕтрич чăрмантарчĕ.
Верук. Чăнах-и?
Çитăр мучи. Чăн сăмахăн суййи çук.
Верук. Эх, тамаша, шел апăршасене, радиопа саламлакан савнисем те килсе çитеймерĕç-и?
Çитăр мучи. Саламĕ пулнă та саламлаканнине пĕлеймерĕмĕр.
Верук (курупкăна çĕклесе). Ку вара ăçтан килсе ӳкнĕ?
Çитăр мучи. Почтальон килсе панă.
Верук. Мĕнле почтальон?
Çитăр мучи. Эп йĕркеллĕ пĕлсе юлаймарăм çав.
Верук. Апла иккен. Шалта вара мĕн-ши?
Пурте шăп тăраççĕ.
Çитăр мучи. Кинĕм, пар-ха хама, тĕрĕслесе пăхам. Тем амакĕ сиксе ан тухтăр тата. Инкек курса ларар мар. Пĕр-пĕр террорист ярса паман-ши? Мĕтри Мĕтриче курайманскер.
Верук. Тен, çырмана кайса пемелле ăна? Мĕтрие кирлĕ пулас çук вăл. Ĕнертенпе уçса пăхма шутламан та. Мĕтри, ма чĕнместĕн?
Мĕтри. Мĕне кирлĕ вăл мана? Ыйтса илмен вĕт эп. Парса яр Çитăр мучине. Тен, ăна юрăхлă пулĕ?
Çитăр мучи. Вăт, вăт. Калап-иç (айккинелле пăхса). Эх, ĕнерех ма йăтса каймарăм ăна, сăмах-юмах пулмастчĕ, тытса пăхрăм вĕт, ма каялла хутăм-ши? (Курупка патнепле туртăнать.)
Верук. Чим, чим, тен, уçсах пăхăпăр?
Мĕтри (хăюлланса пырать). Юрĕ, Верук, çитет курнăçланса. Çынна култарар мар. Кайран, хăнасем кайсан...
Верук. Ай-яй, Мĕтри, ĕлĕкхиллех чееленесшĕн-и? Никаких. Халех, çак самантрах тăрă шыв çине кăларатпăр сана.
Мĕтри. Тупнă тăрă шыв çине кăлармалли. Выляса ярасран шикленсе камит кăтартатăн-и? Путевкăсăр тăрса юласран хăратăн-и? Кирлех пуль вăл мана. Çĕнтертĕн тесе шутла эппин. Путевка сана пултăр. Килĕшрĕмĕр-и?
Верук. Нимĕнле путевка та кирлĕ мар мана. Сана тĕрĕслес тесе çеç тавлашрăм. Пĕртен-пĕр хурав çеç пар мана, вара хăпатăп. Кам пулчĕ сана радиопа саламлаканни? Кам вăл-сана пуринчен ытла юратакан хĕрарăм? Çăкăр-тăварĕ хире-хирĕç пулĕ-ха?
Мĕтри. Нимĕнле хĕрарăм та çук ман. Чăннипе юратакан çын хăйĕн туйăмĕ пирки пĕтĕм тĕнче илтмелле кăшкăрса çурес çук. Хăв çапла каламастăнччĕ-и? Такам шӳтлеме пăхнă ĕнтĕ.
Верук. Нумай-и вара сан ун пек шӳтлекен? Атя-ха черетпе аса илер.
Мĕтри. Çук ман, никам та çук.
Çитăр мучи (урлă-пирлĕ кускалать. Пăшăлтатать). Пуçа килсен пусма çинче те йытă çыртать çав. Мĕнле пулăшам-ши? Мĕн шутласа кăларам?
Верук. Пăрахрĕç-и вара хĕрарăмусем юратма? Эх, апăрша! Пултарайми пултăн пуль çав? Хăв та никама та юратмастăн-и?
Мĕтри. Верук, чарăн-ха, хăнасенчен намăс.
Верук. Кала тĕрĕссине, вара чарăнатăп. Кам юратать сана, хăв кама юрататăн?
Мĕтри именсе пуçне усать, питне сăтăркалать.
Çитăр мучи (Верукпатне пырса тăрать), Кинĕм, эп пĕлетĕп, веçех пĕлетĕп. Калас-и?
Верук. Кала.
Çитăр мучи. Ярса пар-ха малтан, атту хăюлăх çитмест.
Верук. Хăвăн аллу çук-им? Яр та ĕç.
Çитăр мучи. Çук, эп ĕçкĕç мар вĕт. Хуçинчен мĕнле иртес?
Верук. Хуçи, пулăш эппин шанчăклă хуралçуна. Ытти хăнусене те ан ман.
Мĕтри сĕтел çине сăра-эрех кăларса лартать. Çитăр мучи патне пырать.
Мĕтри (пăшăлтатса). Шăплан-ха эс, пĕтĕм ĕçе пăсса хуран.
Çитăр мучи (пăшăлтатса). Мĕтри Мĕтрич, ан чĕтре. Якши пулать, пĕтĕм çылăха хам çине илеп...
Мĕтри. Ан ухмахлан...
Верук. Эй, Çитăр мучи, сăмахна манса каймарăн-и?
Çитăр мучи. Çук-ха, çук...
Верук. Кала эппин.
Çитăр мучи. Калап, вара мĕн. Сапрастă. Радиопа Мĕтри Мĕтриче эп саламланă! Вăт!
Верук. Мĕнле эс? Мучи саламлать тесе каламарĕç-çке.
Çитăр мучи. Вара мĕн? Эп юри хĕрарăм ячĕпе саламларăм.
Пурте хытса тăраççĕ. Верук та пĕр хушă çăвар уçаймасть.
Çитăр мучи. Юри турăмăр эпир. Шӳтлесе.
Верук. Камсем вара эсир, шӳтçĕсем?
Çитăр мучи. Эпир-и? Мĕтри Мĕтричпе иксĕмĕр. Мĕтри хăй астарчĕ. Атя-ха, тет, арăма кĕвĕçтеретпĕр. Укçине те хăех пачĕ, сăмахĕсене те вăлах çырчĕ.
Верук. Чăнахах-и? Мĕн тума кĕвĕçтересшĕн вара вăл арăмне?
Çитăр мучи. Ĕненмест тет, çавăнпа.
Верук. Мĕне ĕненмест тет?
Çитăр мучи. Мĕтри Мĕтрич вăл арăмне питĕ юратап тет. Ман Верук — чи юратнă хĕрарăм тет. Ун пекки урăх çук тет. Атя-ха пĕрре кĕвĕçтеретпĕр тет. Тен, вăл та мана ĕлĕкхилле савма пуçлĕ тет. Вăт, лартăмăр та çыртăмăр. Çырăва радиона леçсе патăм... Ĕнер вуласа пачĕç.
Верук. Апла иккен-ха... Апла иккен... Чăнах та юратап терĕ-и?
Çитăр мучи. Ей пух (хĕрес хывать).
Верук. Ура пуçпах каларĕ-и?
Çитар мучи. Кăшт çеç сыпнăччĕ. Иккĕн çур литр çеç пушатнăччĕ.
Верук (кулса ярасран чăтса). Апла ку парнене те хăвăра хăвăрах ярса паман-ши?
Çитăр мучи. Хамăрах.
Верук. Каллех арăмĕ кĕвĕçтĕр тесе-и?
Çитăр мучи. Ç-о-ок, ытти арçынсем ăмсанччăр тесе.
Верук. Укçине хăех пачĕ-и?
Çитăрмучи. Хăех.
Верук. Хăвăра хăвăр? Мĕн парнелерĕр вара? Пули-пулми япала пулас çук ĕнтĕ.
Çитăр мучи. Халь тинех никама та ăмсантараймăпăр ĕнтĕ. Кинĕм, пар курупкана, хурал пӳртне кайса хурам.
Верук. Э-э, алла пĕр лекнĕ япалана вĕçертеп-и? (Упăшкине сăнаса пăхать.) Мĕтри, мĕн шарламастăн? Юратнă хĕрарăму... Çук, Çитăр мучи хăвна мĕн парнеленине пĕлес килмест-и? Чăнах та тĕрĕссине калать-и мучи? Кала, эппин? Мĕн унта, курупкăра?
Мĕтри. Виçерен иртсе кайрăн эс, Верук. Чарăн ĕнтĕ. Митингри пекех калаçатăн (пăрăнса кайма тăрат).
Верук. Ан курен ĕнтĕ, Мĕтри, пурин те чăнлăх вĕçне тухас килет-çке. Çапла-и?
Хĕрарăмсем.Тĕрĕс, çапла.
Арçынсем шарламаççĕ.
Верук. Арçынсем шыв сыпнă-им?
Арçынсем. Пирĕн киле васкамалла.
Верук. Юбиляр парнине курас килмест-и вара? Уçса пăхмастпăр-и?
Хĕрарăмсем. Уçар, уçар!
Верук. Юрĕ эппин (курупкăна уçать те унтан пĕр мăшăр тарăн калуш туртса кăларать).
Арçынсем çăмăллăн сывласа яраççĕ. Мĕтри кăмăлĕ те улшăнать. Çитăр мучи ташша ярать: «Каларăм-и, каларăм-иç».
Верук. Ну, юбиляр, йышăн парнӳне. Тăхăнса пăх, виçеллĕ парне туяннă-и сан шанчăклă хуралçу?
Мĕтри (калушсене илет, тăхăнма пикенет). Ай-уй, тем хучĕ пур шалта. Инструкци пулĕ-ха.
Калуш ăшĕнчен хуçлатнă хут листи кăларать, шăппăн вулама тытăнать.
Верук. Сасăпах вула, пирĕн те пĕлес килет, мĕнле инструкци чиксе панă сана Çитăр мучи.
Мĕтри чĕнмест. Верукун аллинчи хута туртса илет, вулама пуçлать.
Верук. Ай-уй, пит чаплă инструкци-çке! «Санаторно-курортная карта... Солнцев Дмитрий Дмитриевич... Сочи...» Путевка мар-и вара ку?! Мĕтри, сан ятупа!
Çитăр мучи йăпшăнса тарма хатĕрленет.
Верук. Çитăр мучи, ку путевкăна туянма та Мĕтри хăй укçа пачĕ-и?
Çитăр мучи шарламасть.
Верук. Хушаматне çыртармалла марччĕ хăть. Эпир Мĕтрипе путевкăлла тавлашнăччĕ. Вăл хăй выляса янине йышăнчĕ ав. Путевка улăштарса чăрманма тивет ĕнтĕ халь. Эх, ахаль те вăхăт çук...
Мĕтри Верука итленĕ май тепĕр калушран хуçлатнă хут туртса кăларать. Сыпăкăн-сыпăкăн вулама тытанать.
Мĕтри. Санаторно-курортная карточка... Город Сочи... Солнцева Вера Владимировна...
Мĕтрин пуçĕ çаврăнса каять, вăл каска çине ларать. Çитăр мучи чупса пырса путевкине ярса илет.
Çитар мучи (Верука). Вера Владимировна эс вĕт, кинĕм? Тĕрĕсех-и?
Верук. Тĕрĕсех. Эпĕ — Солнцева Вера Владимировна.
Çитăр мучи. Куратăн-и, сан валли те путевка пур. Эс вара ахалех упăшкунтан туртса илесшĕн.
Верук. Ку путевкăна туянма та Мĕтри укçа пачĕ-и? Ну пуян-çке вăл.
Çитăр мучи. Вăлах пачĕ. Арăм тĕлĕнсе йăванса кайтăр терĕ. Юбилей хыççăн пĕрле канма каятпăр терĕ. Эпир, мĕн, пĕчĕк ачасем-имтет пĕр путевкашăн тупăшма. Малашне арăмран пĕр утăм та уйрăлмастăп тет. Маншăн унран хакли, ун пек юратни çук тет.
Верук. Суеçтерместĕн-и эс, мучи? Чăнах çапла каларĕ-и?
Çитăр мучи. Чăн сăмахăн суйи çук. Çĕрĕпе сан çинчен калаçса лартăмăр. Ир енне тин выртса çывăрнă... Вăт! Ĕненмесен хăйĕнчен ыйт.
Верук (упăшки патне пырать). Тĕрĕсех калат-и мучи?
Мĕтри (тăрăшсах калуш ăшĕсене ухтарать. Юрă ĕнĕрлет) Калуш тăхăнмасан мĕн тăхăнас-ха ман, калуш тăхăнмасан...
Верук. Тăхăнмасăр. Мĕн чухлĕ калуш кунта сан. Тăхăн та тăхăн. Хăш мăшăрĕ чаплăрах, суйла та суйла.
Мĕтри (юлашки мăшăра аллинчен ямасть. Кăкăрĕ çумне çупăрлать). Пурте чаплă та, ку тата чаплăрах. Чаплăрах та хаклăрах.
Мĕтрипе Верук хапха умнерех тухаççĕ.
Мĕтри. Верук, ку парнене эс ярса панă вĕт. Эп пĕтĕмпех ăнланса илтĕм...
Верук (кула-кула упăшкине ыталаса илет) Çитăр мучи терĕр-иç. Хăнасем ав пурте ĕненсе пăрахрĕç.
Мĕтри. Анкă-минкĕленсех кайрăм эп... Кам чиксе хунă вара путевкăсене калуш ăшне?
Верук. Пирĕн хушаматсене те çырса хунă-çке.
Мĕтри. Ия, тĕрĕсех, такам шутласах тунă ку япалана. Тем сисе пуçпарăм-ха... Эс хăв туман-и?
Верук. Мĕтри, эс çавăн пекех айван-и? Мĕне кирлĕ мана?
Мĕтри. Ну-ка, ну-ка, йышăн-ха. Пăх-ха, куçусем епле чеен çиçеççĕ.
Верук (чăтаймасть. Кулса ярать). Эх, Мĕтри. Мĕтри... Ĕнер хăвăр арçын туйĕ туса ухмахлантăрта, эп те санран юлас темерĕм. Тăхăнтарам-ха куна терĕм... Шĕлепке мар, калуш. Эс тахçанах тарăн калушшăн çунаттăн вĕт. Тавçăрса илет пуль терĕм, хама кĕсье телефонĕпе уява чĕнсе илессе кĕтрĕм...
Мĕтри. Тăхăнтартăн та вара! Каçар, тархасшăн. Тăна кĕртрĕн, куçа уçрăн! Юрăпа та эсех саламларăн-и?
Верук. Эпех! Лена хĕрĕм радиона кайса укçа тӳлерĕ те — пулчĕ те.
Мĕтри. Парне илсе килекен почтальон ăçтан тупăнчĕ?
Верук. Хамăр ывăла палламарăн-и? Мăйăх çыпăçтартăмăр та...
Мĕтри. Пит сăнаса пăхаймарăм çав, сассине уйăрса илеймерĕм...
Верук. Эх, художник! Çитет ĕнтĕ юттисене сăнаса. Çывăх çыннусенчен уйрăлмалла мар нихăçан та, вара никама та, никампа та пăтраштармăн! Тĕрĕс-и?
Мĕтри. Тĕрĕс пуль çав...
Верук. Астăватăн-и эс эпир иксĕмĕр сан юратнă юрруна юлашки хут хăçан пĕрле юрланине?
Мĕтри. Çук... Атя пĕрле юрлар...
Верук. Калуш тăхăнмасан...
Мĕтрипе Верук юрă пуçлаççĕ. Хăнасем вĕсем патне пырса юрра пĕрле тăсаççĕ. Пурте тарăн калушпа. Çитăр мучи киленсе дирижер пек аллисемпе хăлаçланать. Унтан куракансем еннелле çаврăнать, вĕсене пĕрле юрлама сĕнет.
Çитăр мучи. Куртăр-и, Мĕтри Мĕтриче мĕнле тăна кĕртрĕç. Пере пĕлмен ал туйи пуçа пырса тивет çав. Сехре хăппи-сехремет темерĕн. Юрать эп пур. Пĕтеретчĕç вĕт ятлă-сумлă çынна, тепĕр çемье арканатчĕ. Малашне Мĕтри Мĕтрича тата хытăрах сыхлама тивет ĕнтĕ.
Верук. Хуралпа сыхласа юратăва упрайăн-ши?
Çитăр мучи. Ничево! Хама шанăр! Малашне эп ирĕк памасăр кунта пĕр çын ура ярса пусаймĕ. Хам сыхлăп сире! Манран ыйтмасăр Мĕтри Мĕтрич те, Верук кинĕм те хапхана уçаймĕ. (Çитăр мучи хапха алăкĕсене хупать. Çăрапа питĕрсе илет. Уççине кĕсйине чикет. Çĕнĕ калушĕсемпе киленсе юрă юрлать.)
Калуш тăхăнмасан, мĕн тăхăнас-ха ман... (куракансене пĕрле юрлаттарать).
: Чаршав