1
Вĕçсĕр-хĕрсĕр уçлăхра
Шурă акăш ярăнать.
Ешĕл хумлă улăхра
Сарă хĕр таçта васкать.
Йăрă, хӳхĕм кайăка
Инçетре мĕн илĕртет?
Пикене те аякка.
Мĕн утмашкăн хĕтĕртет?
Тĕлĕнсе, чĕмсĕрленсе
Ăсатать ăна вăрман,
Темшĕн хытă хĕрхенсе
Пуç сĕлтет лаштра юман.
Ылтăн çулçă шерепи
Çил вĕрсессĕн тăкăнать,
Хĕн кӳрсен усал шăпи
Хĕрĕн чунĕ тăвăнать.
Пурçăн тутăрăн çӳçи
Утнăçемĕн ухăнать,
Астивсен асап йӳççи
Хĕрĕн пуçĕ усăнать.
Айăр кӳлнĕ тăрантас
Вăшкăртса унран иртет.
«Ах, мĕн-ма-ха пурăнас?»
Хĕр чунне асап хĕртет.
Кăлтăр-кăлтăр урапа
Тикĕс çулшăн хĕпĕртет.
«Мĕншĕн-ха усал шăпа?»
Хĕр чунне асап вĕтет.
Вăрр!.. çĕкленчĕ те тусан —
Тăрантас тек инçетре.
Савнă çын улталасан
Ним те юлмĕ ĕмĕтре.
Ешĕл улăхăн хумне
Ма кăçал çава касман?
Мĕншĕн-ха çартан килне
Хĕрĕн тусĕ таврăнман?
Ахалех пурнăçĕнче
Ун хурланмалли нумай,
Çăл шевли пек куçĕнче
Хĕн-асап тĕнчи пĕрмай.
Вăл вуник çула çитсен,
Питĕ йывăр чирĕпе
Савнă амăшĕ вилсен,
Ашшĕ супрĕ ĕçкĕпе.
Усĕрскер пĕр каçхине
Çĕнĕ арăмĕпеле
Килчĕ юрласа килне
Çӳç-пуçне силле-силле.
Эх, пуçланчĕ тамаша
Савтепишĕн унтанпа!
Терт кĕртне аша-аша
Чунĕ тулчĕ хурлăхпа.
Иртĕхсе амаçури
Кулчĕ, кулчĕ сар хĕртен:
«Çĕр çăтман, тĕве хӳри,
Пăрăнасшăн тек ĕçрен!»
Пикене пуян хусах,
Хĕрĕх урлă каçнăскер,
Ăмсанса куç хывсанах
Кĕç калаçрĕ вăл чипер:
— Эс ăна качча тухсан
Турă хĕвĕнчи пекех
Тăтăш пурăнăн аван,
Савăнса, пĕр ĕçсĕрех!
Ашшĕ те, шав ӳсĕрскер,
Пулчĕ арăмĕ майлах:
— Пит аван арçын, мĕскер?..
Туй пуçлар-и ыранах?
Хĕр Сахарăн аллине
Лекĕшим сехĕрленсе?
Малтанхи ик арăмне
Леш вĕлернĕ хĕнесе.
Хĕл иртсен, çур çуталсан
Кĕтрĕ хĕр хăй каччине.
Килеймерĕ вăл çартан,
Тăкрĕ çĕмĕрт çеçкине.
Хăйĕнчен ыйтмасăрах
Хучĕç çураçса хĕре.
— Аслă турă, ан пăрах, —
Йăлăнчĕ таса чĕре.
Пурнăп-и ват усала
Çамрăклах качча кайса?
Э, çапла-и-ха?
Апла Алăк уçă, кай тухса!..
Хĕвеланăç хĕрелсен
Çиллĕ тăвăл пулатех.
Ырă шанчăк сĕврĕлсен
Тăр куççулĕ юхатех.
Çавра çил пек çаврăнса
Пурнăçра çӳрет нуша,
Илчĕ-тĕк вăл сырăнса
Хĕсĕ тăтăшах ăша.
Шурă-шурă пĕлĕте
Шухă варкăш хăвалать.
Çутă-çутă ĕмĕте
Хурлăх сĕмĕ хупăрлать.
Тарăн-тарăн çырмара
Тăрă кӳлĕ хумханать.
Каç çывхарнă вăхăтра
Савтепи унта анать.
Чăнкă-чăнкă çыранта
Кĕç тăпах хĕр чарăнать.
Тĕттĕм авăр аялта
Сив нӳхреп пек курăнать.
«Пур кун-çул — хура вăрман,
Малашрийĕ — паллă мар.
Çамрăк ĕмĕр иртрĕ ман,
Сӳнчĕ чĕремри кăвар.
Ах, çапах çут тĕнчерен
Уйрăлмашкăн питĕ шел.
Илĕртет пире куллен
Ешĕл курăк та хĕвел...»
Вăшăл-вăшăл çӳресе
Çил ачи вĕçкĕнленет.
Пăшăл-пăшăл пуплесе
Ешĕл хурăн чӳхенет.
Ун вылянчăк кăтрине
Сар пике савса сăнать,
Хăй юратнă каччине
Хурлăх витĕр асăнать.
«Ухливанăм, Ухливан,
Мĕншĕн мантăн-ха мана?
Пурпĕр, пурпĕр эп, айван,
Манаймарăм-ха сана!
Таврара çӳрет сăмах
Эсĕ авланни çинчен.
Çиçĕм евĕр, пĕрмаях
Тăрăнать вăл чĕререн».
Юн пек хĕрлĕ анăçра
Хĕмленсе хĕвел анать.
Хĕн килнишĕн пурнăçра
Хĕрĕн чунĕ хурланать.
Çиллĕ тăвăл асăхсан
Ывăнать те чарăнать.
Терт çĕленĕ пĕр сăхсан
Çын ялан вутра çунать.
Ма ытла хаяр тĕнче,
Ма кун-çул асап парать?
Тĕксĕм авăр куçĕнче
Хĕр çăлăнăçне шырать.
— Тамăкри пекех кун-çул:
Мĕн-ха, мĕн-ха ман кĕтес?
Шурă хурăн, сывă пул,
Сывă пул, тăван кĕтес!..
Çӳллĕ чăнкă çырантан
Хатĕрленчĕ хĕр сикме,
Кăмăлĕ тăвăннăран,
Сивĕ авăрти сĕме.
Хĕр хускалнă самантра
Тытрĕ аллинчен такам, —
Пуçĕнче — хура кăтра,
Пĕвĕпе патвар, тăлпам.
Яш — кĕтӳçĕ, Эскетен, —
Тин палларĕ сарă хĕр.
Çăмăлрах пулать йĕрсен,
Ан вăтан манран эс, йĕр.
Кӳршĕ ял каччи ăна
Лăплантарчĕ пуплесе.
Çил тĕртмест пек хурăна
Ывăнчĕ-шим тĕрлесе?
Авăн уйăх, кĕркунне—
Тĕллĕн çулçă сарăхать.
Тĕлленсен те тӳпене
Тертлĕ чун çĕртрех çунать.
Улăх урлă улăхсан
Уйрăлать яш ал тытса.
Савтепи тăрсан-тăрсан
Утрĕ шухăша путса.
Аслă ялăн пахчинче
Улмуççин улми нумай.
Мĕншĕн терт пурнăçĕнче
Тамалмасть вăл çуннă май.
Панулмийĕ йывăртан
Улмуççийĕ тайăлать,
Тăтăш хуйхă пуснăран
Хĕр чĕрийĕ касăлать.
Хĕрлĕ питлĕ панулми
Татăлса çĕре ӳкет.
Мĕншĕн хĕнлĕх уйрăлми
Пикепе пĕрле çӳрет?
Каç пулсассăн тӳпере
Пин-пин çăлтăр çутăлать,
Ыратуллă чĕрере
Ырă шанчăк çуралать.
Çутă çăлтăр ушкăнне
Кĕмĕл уйăх хăпарсан
Манчĕ пурнç юшкăнне
Илĕртӳллĕ хĕр аран.
Тухрĕ те вăл çул çине,
Кĕчĕ те автопăса
Кайрĕ мăн хула енне
Ĕметпе хăюлланса.
Алхасать-и çил ачи,
Вилĕм куçлă-и хĕн-хур?..
Ĕмĕт — пурнăç тыткăчи,
Вăл пулсассăн çын та пур!
* * *
Çĕрĕпех те кунĕпех
Çиллĕ тăвăл тулашать,
Тем пирки çилленнĕ пек
Такампа тек тавлашать.
Унăн урмăш хумĕпе
Хуçăлчĕ сап-сар чечек.
Ма чармарĕ-ха тӳпе?
Мĕншĕн пулчĕ ку инкек?
Урăм-сурăм тăвăлпа
Çĕр кĕрешрĕ кун та çĕр.
Аркатуллă асаппа
Çунчĕ, çунчĕ сарă хĕр.
Çил кĕрлевĕ тăплансан
Анчĕ сарă кун ăшши.
Куççульне тăксан-тăксан
Хĕр асапĕ иртĕ-ши?
2
Сарă тыррине пухсан
Уй кулянчĕ пушанса.
Ылтăн çулçине тăксан
Хурăн ларчĕ хурланса.
Улăх тĕксĕм те кичем,
Сĕм вăрман та çап-çара.
Юмансен турачĕсем
Чанккама та хуп-хура.
Çурçĕр çилĕ — сивĕ çил
Вĕрчĕ, килчĕ сивĕтсе!
Тӳперен хĕл илчĕ пил
Вĕçĕм чăтăмсăр кĕтсе.
Ялсенче, хуласенче
Пурте хатĕр хĕллене.
Ăшă, хатлă çуртсенче
Вăл хăратмĕ çынсене.
Сивĕ çил илсе килет
Шурă çурçĕр юррине,
Чӳречесене тĕрлет
Хĕл юмахĕн эрешне.
Йăлтăр-ялтăр юр пĕрчи
Ярăнса çĕре анать.
Ашкăнуллă Хĕл мучи
Шурă кĕрĕк тăхăнать.
Мамăк юр кавир витет
Уйсене, улăхсене,
Тăтăш тултарса хĕвет
Варсене, çырмасене.
Кӳлĕсен, юханшывсен
Çийĕ шăннă пăрланса,
Вĕсене те кунсĕрен
Юр хуплать хулăмланса.
Вĕлтĕрти юр пĕрчисем
Явăнаççĕ таврара,
Калăн, шурă лĕпĕшсем
Çаврăнаççĕ вăйăра.
Сар хĕр евĕр сар хĕвел
Пĕлĕт хыçĕнчен пăхать.
Ун мехеле — пуш кушел:
Таврара хĕл асăхать.
Юр пĕрчи — тӳпе çеçки —
Сывлăшра чĕлтĕртетет.
Кун куллин таса ĕлки
Ялкăшса çĕре ӳкет.
Хуласем тата ялсем
Пурте шурă тыткăнра.
Çĕкленӳлĕх те хĕлхем
Пур куçра, кашни чунра.
Хĕл мучи этемсене
Тимлĕрех пулма хушать.
Сивĕпе çил ачине
Пил те ирĕклех парать.
Çил кĕресшĕн çын хĕвне
Хĕвĕшет те хĕсĕнет,
Сивĕ пит çăмартине
Чĕпĕтет те хĕретет.
Хĕл-асамçă алхасать
Чăрсăр пĕчĕк ачалла,
Кусăрка пулса кусать
Хупласа мĕнпур çула...
Сар хĕвел, кăвак тӳпе,
Аялта шап-шур кавир, —
Куç тулли илĕртӳпе
Ялкăшать кăна уй-хир.
Айлăмри хура вăрман
Анаслать ыйăхĕнче
Çуллана-ши хушăран
Тĕсесе тĕлĕкĕнче?
Анлă улăх варринче
Шурă урхамах юртать,
Çăмăл çĕн çуни çинче
Ватă çын ларса пырать.
Çутă ирĕке савса
Ут пуçне ухса илет.
Янкăр инçете пăхса
Вата юрă ĕнĕрлет...
Чаплă уйăх — шур раштав:
Çын чунне уçать, çутать.
Кĕтнĕ пек темле уяв
Çут тĕнче тасан ялтрать.
Юр çусассăн çутăрах
Шурă Шупашкар хули.
Унăн анĕ пĕрмаях
Пурнăç шавĕпе тулли.
Сарлака урамĕнче
Каччă шӳчĕ, хĕр кулли,
Хĕм вылять куçĕсенче:
Çутă юрату палли!
Çакă пысăк хулара
Савтепи халь пурăнать.
Ĕçсĕр пулнă вăхăтра
Вĕренмешкĕн хыпăнать.
Ăс пухсассăн малалла
Пулĕ вăл вĕрентекен.
Чăрсăрлан, тĕпче, вула! —
Пур пекех хĕтĕртекен.
Йăрă пурнăç урапи
Çаврăнать те çаврăнать.
Сăхă самана таппи
Ун тавра арпашăнать.
Пурпĕрех пуласлăха
Туртăнать пике чĕри,
Ĕнте халь яланлăха
Ирĕк çутипе вĕри
Хулăн кĕрĕк çухави
Утнă майăн силленет,
Чуп тăвать те хĕл сивви
Хĕрĕн пичĕ хĕрелет.
Икĕ чакăр куçĕнче
Çутă çăлтăр ялтăрать,
Çинçе пилĕкĕ çинче
Çивĕт вĕçĕ вылянать.
Мăн лавкка чӳречинчен
Тинкерет сенкер сентре:
Хӳхĕм хĕр утать хуллен, —
Шухăшпа вăл инçетре.
Илĕртмест-и ирĕкпе
Çӳл тӳпе кăйкăрсене?
Килĕшмест-и сăнĕпе
Сарă хĕр каччăсене?
Мона Лиэа куллипе
Çиçĕнсен çӳхе тути
Кăмăлĕ çемçелнипе
Танланмасть-и яш утти?
Хĕллехи тӳпе çĕре
Тăтăшах савса тĕсет.
Сарă йĕкĕт сар хĕре
Юратуллăн тинкерет.
Сар пикен пушмакĕсем
Шаклатаççĕ пуснăçем.
Сарă каччăн куçĕсем
Сапалаççĕ çут хĕлхем.
Çăлтăр çывăх курăнать, —
Хăй патне инçе-инçе. —
Кăлăх хĕршĕн яш çунать, —
Урăххи ун чĕринче.
Темĕнрен кула-кула
Хĕр васкарĕ пăрăнса.
Каччăн çулĕ — малалла, —
Кайрĕ ассăн сывласа.
Çӳллĕ сăрт çывăхĕнчен
Селĕм кĕвĕ илтĕнет.
Ĕмĕтсен инçетĕнчен
Пикене телей чĕнет.
Хутлă хумлă тинĕсре
Ирĕк мар-и карапа?
Ирĕкленмĕ-и чĕре
Кĕвĕ кӳнĕ çунатпа?
Хĕрĕн чунĕ кайăк пек
Туртăнать халь вĕçеве.
Пурнăç, ĕмĕт... пĕтĕмпех
Сыпăнать пек пĕр тĕвве!
Савтепи... — палланă сас
Кĕç янрарĕ çывăхрах.
«Мĕн ку?.. Туйăнчĕ пулас».
Çаврăнчĕ те хĕр... Чăнах!
Йăрăс пӳлле Ухливан
Çул çывăхĕнче тăрать.
Чун-чĕри пăлханнăран
Куçĕ çулăм пек ялтрать.
Ухливан?!! Епле?.. Салам.
Савтепи!.. Салам... Эс тем!..
Юрĕ, ĕç пур-ха, каям...
Хĕр çапах тăрать — илем!
Çынсене тĕлĕнтерсе
Пĕр-пĕрне пăхсан-пăхсан
Çамрăк йĕкĕт чĕм илсе
Чĕлхеленчĕ чи малтан.
Эс телейлĕ пулă-ха
Халь çемьеллĕ пурнăçра?
Мĕн сунас-ха? Пит паха
Пурăнсассăн савнăçра...
Мĕн, куласшăн-им манран?
Ма калатăн эс ун пек?
Чарăн. Эп качча тухман,
Уйрăлмасть манран инкек.
Э... апла!.. Анук мана
Суйнă-и вара йăлтăх?
Эх, камалсăр айвана
Тем те кĕтĕ тăтăшах!
Ай, юптарчĕ вăл хитре
Эс качча кайни çинчен,
Пурнăç сӳнчĕ чĕремре
Пĕтемпех ĕненнĕрен.
Кайрăм шур Шупашкартан
Эп яла çитмесĕрех
Çурçĕр тинĕсĕ таран,
Саншăн çунтăм пурпĕрех!
Савтепи, каçар мана,
Айăп пур пулсан — каçар!
Юрататăп эп сана,
Сансăр пурнăçăм — типшар!
— Юрĕ, эпĕ каçарсан
Арăму вара мĕнле?
Арăм?!! Эпĕ авланман,
Ха... ытла тăлăнмелле!
Халăхра çӳрет хыпар
Эсĕ авланни çинчен.
Терес мар вăл, тăрĕс мар,
Эпĕ яланах пĕччен.
Сарă хĕр куçĕсенче
Çиçрĕ сар хĕвел шевли.
Ах, епле хитре тĕнче,
Вăл юратупа тулли!
Таврана хупларĕ сĕм,
Çăлтăрсем çӳл тӳпере.
Иккĕш çеç чун варлисем,
Иккĕш çеç пек тĕнчере.
Хĕр асапĕ вĕçĕнче
Тӳрĕ çул выртать çунса.
Утрĕç уйăх çутинче
Икĕ çамрăк çавтăнса.
3
Шăтăртатрĕ шартлама,
Çавăрттарчĕ çил-тăмак.
Ачасем ав выляма
Виçĕ кун хушши тухман.
Халĕ шавлă эртелпе
Улăхаççĕ кĕрт çине.
Шурă юр чăмăрккипе
Перкелеççĕ пĕр-пĕрне.
Каллĕ-маллĕ машинсем
Вирхĕнеççĕ çулпала,
Тротуар çинче çынсем —
Унталла та кунталла...
Юр çăвать лапка-лапка:
Ачасемшĕн — тем пахи!
Шурă хурăн — тăпăлкка,
Тăпăлкка хула çăки.
Çӳллĕ çурт чӳречисем
Тинкереççĕ тĕлĕнсе:
Урамра — таса илем,
Ăрăм кайнă ӳсĕнсе.
Сапăр хĕллехи тĕнче
Савăнать çуталнипе.
Савтепин ик куçĕнче
Сар хĕвеллĕ çӳл тӳпе.
Вĕл... вĕçет те мамăк юр
Çаврăнса çĕре ӳкет.
Çумĕнче савнийĕ пур:
Хĕрĕн чунĕ хĕпĕртет.
Кассăн-кассăн çил тухсан
Яшăн шарфĕ вĕлкĕшет.
Икĕ чун телей тупсан
Виççемĕшĕ кӳлешет.
Икĕ ырă тантăшне
Катаран сăнать Анук.
Тулна кĕвĕçӳ ăшне,
Уншăн халĕ канăç çук,
Амсанатчĕ тахçанах
Харсăр хĕр сар пикене.
Кăтартмастчĕ çав-çавах
Хăй килĕштерменнине.
Ăмсанатчĕ кĕвĕç чун
Сарă хĕрĕн илемне,
Кăн-кăвак куçне те ун
Ылтăн хумлă кăтрине.
Ырă йекĕт Ухливан
Юратсан Савтепине
Тухнă пек хайхи тăнран
Туйрĕ шуй Анук хăйне.
Сарă каччă килнĕ чух
Чыслăн çар хĕсметĕнчен
Курчă те ăна Анук
Сăмахларĕ темĕнччен.
— Кайрĕ Савтепи качча
Хĕсĕк куçлă Сахара.
Çуратать кĕçех ача,
Туйĕ шавлăччĕ вара...
Савнă хĕрĕн юлташне
Ма ĕненмĕ Ухливан?
Ун кăварлă шухăшне
Вăл пĕлме пултарайман.
Çавăрасшăн яш пуçне
Çунчĕ якăлти пике.
Пĕтĕм астарулăхне
Ячĕ ирсĕр ирĕке.
Чун çунтармăш еркĕнле,
Çыпçăнасшăн яш çумне
Куç пăванçă çĕленле
Тăтăш тухрĕ ун умне.
Çук, пăхмарĕ хĕр çине
Ăшă куçлăн Ухливан.
Шурă Çурçĕр инçетне
Кайрĕ вăл Шупашкартан.
Ун çинчен шутланă май
Çукчĕ хĕрĕн куляну.
Каччă хулара нумай,
Чунĕнче шав выляну.
«Юратать-и вăл яша?» —
Шухăшлать Анук хăш чух.
Ăшах чуншăн, тамаша,
Тарăн туйăм хуме çук.
Икĕ тантăшне çавах
Тилмĕрсе Анук сăнать.
Мамăк юр ӳкет шавах,
Сывлăшра çавăрăнать.
Шурă юр вĕл... вĕл... вĕçет,
Шурă юр йăрр... йăрр... анать.
Шуй хĕр чунĕ кĕвăçет,
Шуй хĕр чунĕ ăмсанать.
Çырмари пăр айĕнче
Тĕттĕм авăр тĕлĕрет.
Чăркăш хĕрĕн куçĕнче
Вĕчĕх çулăм тĕлкĕшет.
Алла-аллăн тытăнса
Икĕ çамрăк çывăхран
Шăкăл-шăкăл калаçса
Ак иртеççĕ Анукран.
Курчĕç-ши, курмарĕç-ши?
Халь вĕсемшен пурпĕрех.
Виççĕмĕшĕ — ытлашши,
Вăл вĕсемшĕн çук пекех.
Çук, хăратмĕ вĕсене
Ун ылханĕ халĕ тин.
Ахальтен-им çĕр çине
Юр пăрчи ӳкет пин-пин?
Шурă-шурă юр пĕрчи
Вĕл... вĕçет хавасланса,
Икĕ чунăн хăтĕнчи
Юрату пек тап-таса.
Пурнăç çулĕпе утса
Тупрĕç-тупрĕçех телей.
Вĕсене халь юрласа
Саламлать пекех Орфей.
Тулнă ырă юрăпа
Икĕ чуншăн çут тĕнче.
Юрă, юрату, тупа,
Ĕмĕт вăйĕ вĕсенче.
* * *
Юрату кӳрет асап,
Юрату телей кӳрет.
Вăл — мал ĕмĕтлĕ карап —
Малаша шав вирхенет.
Самана тинĕсĕнче
Яланах вăл ишевре.
Шурă парăс айĕнче
Икĕ савакан чĕре.
Кĕвĕçӳн шуй çилĕсем
Шав çурасшăн парăсне.
Ăмсанун шуй хумĕсем
Путарасшăн карапне.
Çук, вăл парăнасшăн мар,
Талпăнать малтан-мала.
Ĕмĕт куçĕнчи ытар
Çутнă умĕнчи çула.
4
Аслипе ма кĕçĕнни
Пурнаймасть килĕшӳре?
Имĕш, киввипе çĕнни
Татăлми кĕрешӳре.
Пурнăç юхăмĕ васкать
Çул тупса улшăнура.
Ватлăх иртнине упрать,
Пуласси — çамрăклăхра.
Савтепи çунса савать,
Маннă ашшĕн хатарне.
Чунĕ ăнтăлса сарать
Çутă ĕмĕт çунатне.
5
Çутă туйăмпа çунса
Ашшăн-ăшшăн кулакан
Сарпике пек савăнса
Çур çывхарчĕ аякран.
Чăркăш çил-тăман кĕвви
Таврара тек илтĕнмест.
Шатăрр... шартлама сивви
Каялла халь килеймест.
Тинкерет те кӳлене,
Сĕм вăрман каш... каш... кашлать.
Унăн ешĕл катрамне
Кăнтăр çилĕ ачашлать.
Сар хĕвелĕн саламне
Кунсерен çур салатать,
Ырă пурнăç асамне
Иксĕлми хăват хушать.
Уй-хирте ыраш калчи
Йăлтăр симĕс хĕмленет,
Сăрам ялĕн укăлчи
Ун хумне куллен чĕнет.
Туй килет, ав, туй килет! —
Сасă илтĕнет ялта.
Хăюне вĕлкĕштерет
Шурă «Атăл» чи малта.
Кĕчĕ те уй хапхинчен
Иртрĕ шыв пек шавласа.
Карчăк пăхрĕ хыçĕнчен
Пӳрт чӳречине уçса.
Сар пахчалăк умĕнче
Халăх кĕпĕрех тăрать.
Шавлă ушкăн тĕлĕнче
Шурă «Атăл» чарăнать.
Çĕнĕ мăшăр кĕç тухать
Хурçă утăн ăшĕнчен.
Ак туй халăхĕ пăхать
Ун çине темччен-темччен.
Савтепи шур кĕпепе,
Шур пĕркенчĕк пуçăнче.
Ялтăрать сенкер тӳпе
Икĕ пысăк куçĕнче.
Йăм хура костюмпала
Ухливан татах маттур.
Мĕн тăвать çынпа хула?!!
Мăшăр — шукăль те сатур!
Ашшĕ-амăшĕ хавас,
Тухнă çăкăр-тăварпа.
Хумханаççĕ те пулас, —
Мĕн тăвар? Çапла шăпа!
Яшăн ашшĕ — Эртиван —
Яштака, ĕçчен арçын. Кăмăлпа питех аван,
Кăшт мăран, сăпайлă çын.
Амăшĕ — Марье инке —
Чĕрĕ, пăрчăкан пекех.
Тем калать тĕке-тĕке
Халь упăшкине текех.
Йăлтăркка «Мерседессем»
Чарăнчĕç шур пӳрт тĕлне.
Хаклă пĕлеш-тусĕсем
Килчĕç çамрăксен туйне.
Ăшă çил вĕрет кас-кас
Хурăна хумхантарса.
Халăх туй курма хавас,
Кĕрр-кĕрлет хавхаланса.
Ашшĕ-амăш аллинчен
Астивсессĕн çăкăра
Килнелле темçен çемçен
Чĕнчĕç çĕнĕ мăшăра.
Юр пек щурă катанпир
Сарчĕç сарă инкесем.
Ун çинче хĕвеллĕ ир
Эрешлерĕ ĕлкесем.
Пир çине хуллен пусса
Утрĕ ярăнса сар кин.
(Мĕн пăхатăн хăраса?
Телейӳ тараймĕ тин!)
Шухă кăйкăр пек маттур
Юнашар кулса утать.
Çамрăк чунсенче халь çур
Савăк туйăм вăратать.
Çĕмĕрт шурă шупăрпа
Авалхи пике пекех,
Хурăн симĕс тутăрпа
Курăнать илемлĕрех.
Кассăн çил вăйланнипе
Ешĕл хурăн авăнать,
Икĕ çамрăк туйĕпе
Халĕ халăх савăнать.
Çывăхрах хура çăхан
Кранклатса вĕçсе иртет.
(Кай-ха, кай-ха эс кунтан:
Халăх савнăç çеç кĕтет!)
Шура пӳртĕн хăтнелле
Халăх йышлăн чыхăнать.
Ашшĕ паракан пиле
Мăшăр çĕкленсе тăнлать.
— Арçынна — ака-суха,
Кил-вучах — хĕрарăма.
Авалтан çак чăнлăха
Халăх пĕлнĕ упрама.
Çирĕп çемьери тĕрек —
Килĕшӳ те юрату.
Савăр пĕр-пĕрне пĕр пек, —
Пултăр пурнăçăр тату.
Аллăрта кунсеренех
Ĕçĕр тăтăр выляса.
Çемьере те кулленех
Йышăр пытăр хушăнса!
Пил сăмахĕ калама
Çитрĕ амăшне черет.
Вăл пуçларĕ пăлханма,
Куçĕ ун куççулленет.
Сĕм вăрман, хура вăрман
Аякра та — курăнмасть.
Пурăнать унта пăлан,
Никамран та хăрамасть.
Тем илес пек инçетрен
Хăпарса пăхать сăртран.
Ун чĕрнийĕ кĕмĕлрен,
Мăйракийĕ ылтăнран.
Унăн ылтăн мăйракин
Тăхăр юплĕ ик турат.
Эсĕ те, ман сарă кин,
Пит нумай ача çурат.
Ачасен ыр куллипе
Тăтăш ăшăнтăр кил-çурт.
Ан пăрах пире, тӳпе,
Ан пăрах пире, хĕрт-сурт.
Ачамсемĕр, хушшăра
Ан кĕрейтĕр сивĕ çил.
Ыр курмашкăн пурнăçра
Пирĕнтен сире пехил!
Малалла пил сăмахне
Тăсрĕç хурăнташĕсем,
Пачĕç иккĕшне парне
Асăнмалăх хăнасем.
Кĕрр... кĕрлерĕ кĕреке
Савăнса кула-кула,
Черккери çут эрехе
Пурте хапăл пулмалла!
Сар çăка алтăрĕнчен
Шурă кăпăклă сăра
Умлăн-хыçлăн астивсен
Хум чупмасть-и кăмăлра?
Туй арăмĕсен юрри
Вăйлăнрах илтĕнсенех,
Хĕрнĕ хăнасен ури
Туртăнать ташша тӳрех.
Вутăш сăнлă пикесем
Йăл... кулаççĕ савăнса.
Шухă чунлă йĕкĕтсем
Киленеççĕ сăнаса.
Мăнтăр пӳллĕ мăн кĕрӳ
Куç хĕсет пикесене:
Те ахаль çапла хĕрӳ,
Те эрех хуплать ăсне?
Арăмĕ, чарлан пекскер,
Айккинчен ăна чышать.
Пулмалли çинчен чипер
Тарăхса астутарать.
Шавлă туй та савăк туй,
Халăх шăнăçмасть пурте.
Калăн, аслă акатуй
Пăлханать халь ку тĕлте.
Ухливан эрехпеле,
Савтепи сăрапала
Тухрĕç кил хушшинелле:
Çынсене сăйламалла!
Купăс, шăпăр, параппан
Янратаççĕ таврана.
Туй юрри янрать ян... ян...
Пурте хапăлах ăна.
Эй, туссем, ташлаттарас
Халĕ çĕнĕ мăшăра!
Илтенет хаваслă сас
Юрă юхнă хушăра.
Парăнать те Ухливан
Тытăнать кĕç ташлама.
Эх, ташлать вара аван,
Пулмĕ, пулмĕ хурлама!
Савтепи ташша тухать
Акăш евĕр ярăнса,
Савнăçлăн пуçне ухать
Илĕртӳллĕ йăлл... кулса.
Эх, ташши, чăваш ташши —
Тĕлĕнтермĕш, шеремет!
Ĕмĕт кайăкĕн ишши
Пикере халь сисĕнет.
Яш кĕтӳçĕ — Эскетен —
Аякран сăнать ăна.
Куç илмест вăл сар хĕртен,
Илнĕ лешĕ тыткăна.
Яш кĕтӳçĕ савăнать
Хĕр телейлĕ пулнăран,
Хушăран кăшт кулянать
Ыр чĕрийĕ çуннăран.
Сарă кун уçлăхенче
Тĕксĕм пĕлĕт пухăнать.
Самантрах ун хыçĕнче
Сар хĕвел те çухалать.
Савăк халăх хушшинче
Кам-ха ку? Пуçтах Сахар!
Унăн хĕсĕк куçĕнче
Сĕврĕлми хаяр пушар.
Кĕç вăл хăйĕн хĕвĕнчен
Кăларать кăске пăшал,
Ухливанăн чĕринчен
Ак тĕллет унпа усал,
«Тек тăраймăн çул çине!» —
Мĕлтлетет ун пуçĕнче.
Майĕпен хĕсет куçне,
Ун пӳрни курок çинче...
Яш кĕтӳçĕ барс пекех
Сикрĕ кĕç ун çинелле.
Хăшĕ-ха тĕреклĕрех?
Хăçанччен вăй виçмелле?
Çил вăйланчĕ те кас-кас,
Хуçрĕ хурăн таррине.
Керĕсс!.. илтĕнчĕ те сас,
Яш йăванчĕ çĕр çине.
Тăвăлри мăн тинĕс пек
Халăх кайрĕ пăлханса!
Мĕн-ха ку? Мĕнле инкек? —
Тăчĕ Тăтăш шавласа.
Хăвăрт тытрĕç Сахара
Икĕ çамрăк ик енчен.
Вăл халь тăвăлран кăра,
Хĕм сапас пек куçĕнчен.
Ӳкнĕ Эскетен патне
Савтепи чупса пырать.
Асăнать яш ун ятне,
Шăппăн-шăппăн йыхăрать.
Акă икĕ çут куçне
Вăл ĕмĕрлĕхех хупать.
Хăйĕн çамрăк пурнăçне
Хĕр телейĕшĕн парать.
Çиçĕм хĕçĕ ялтăрать,
Аслати кĕмсĕртетет.
Çумăр чашлатса çăвать,
Çил ачи йĕрсе çӳрет.
* * *
Сĕм вăрман çывăхĕнче
Пурччĕ пĕр лаштра юман.
Урăм-сурăм кунсенче
Тăвăлпа вăл хуçăлман.
Тĕксĕм пĕлĕт каплансан
Çумăр çурĕ шарласа.
Тăруках аçа çапсан
Кайрĕ мăн юман çунса.
Çил вĕрсен, шав хумханса
Кашш... кашлать хура вăрман.
Авăнать вăл ахлатса:
Асĕнчен тухмасть юман!
6
Çу мухтавĕн юррине
Шăратаççĕ кайăксем.
Выртрĕç вилтăпри çине
Чĕрĕ хӳхĕм чечексем.
Канлĕ çывăр, Эскетен,
Çăмăл пултăрччĕ тăпру.
Тухмĕ пирĕн чĕререн
Санăн çутă сăнару.
Савтепин ик куçĕнче
Тăр куççулĕ — çут ахах.
Ухливан ун çумĕнче
Кулянуллă — шăпăртах.
Анчĕç масартан хуллен
Айлăмри мăн çул çине.
Çу илемĕ пур енчен
Тинкерет халь çаксене.
Эскетен — вĕсен ăчи —
Аташса малта чупать.
Куçĕнчи асам ĕнчи
Çĕнĕлĕхсемпе пуять.
Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем
Ярăнаççĕ çывлăшра.
Шăнкăр-шăнкăр çăлкуçсем
Ялкăшаççĕ çырмара.
Илĕртет ĕлккĕн тĕнче,
Пурнăç çӳлĕ илĕртет.
Ахальтен-им чунсенче
Çутă ĕмĕтсем чĕртет?