Саша Волкова
Тĕнче таттисĕр улшăнать...
Çи-пуçĕ сарăхнă
кĕрхи вăрманăм каш кашлать...
Те тĕсшĕн тарăхнă?
Çил-тусăмпа вăл тавлашать:
кама кам парăнмĕ?
Тек çулçă сапрĕ сывлăша,
хуйхийĕ тарăн-мĕн.
Хывса перет кив тумтирне,
çухалтăр —
çĕтĕлнĕ.
Пĕр тумтирех мĕн ĕмĕрне
никам та сĕтĕрмĕ.
Çара вăрманăм, хĕпĕрте,
шансах тăр уçăмлăн:
сив çил кассан та çурçĕртен,
эс пулăн çулçăллă.