1.
Эс çитмĕл çиччĕре пыратăн,
Геннадий шăллăм. Ăнсăртран,
Пĕр йывăçри тăван туратăм,
Хыпар çухалчĕ санăран.
Кĕтмен çĕртен кĕç телеграмма,
Çăхан пек, анчĕ ман тĕле.
Ăна сан ывăлу-мĕн янă
Июль уйăхĕнчи çĕрле.
«Атте куçне хупларĕ вилĕм,
Килсе çитсемĕр пытарма…»
Инкек хистерĕ илĕм-тилĕм
Инçе çула пуçтарăнма.
Эс, çар çынни, кайса тĕплентĕн
Яш чух Саратов тăрăхне.
Мана час-час аса илеттĕн,
Килсе çӳреттĕн хăш чухне.
Çула тухайрăмăр тăваттăн
Эпир, Чĕмпĕр чăвашĕсем.
Эп — чи тĕпри, тăм тивнĕ ватă,
Ытти — чи çывăх тăвансем.
Яш чух унта çитме ансатчĕ,
Çул çи билечĕн — хакĕ çук.
Çав тапхăр тĕлĕк пек ăсанчĕ
Шăп ватлăх килсе çитнĕ чух.
Çĕрле. Чӳлмек пек тулли уйăх
Çĕкленчĕ çӳллĕ тӳпене.
Пусать чĕресене чĕр хуйăх
Пире, чăваш çыннисене.
Каçар, пĕртен-пĕр шăллăм,
пĕртте
Упра пĕлмерĕм эп сана…
Пĕр шутласассăн, эпир пурте
Çак Çĕр çинче хăна кăна.
Йĕри-тавра — вăрман та улăх.
Çатма пек трасса çийĕпе
Хĕве чиксе тӳсме çук хуйăх
Ларса пыратпăр çĕрĕпе.
Саратов çулĕ питĕ вăрăм,
Сап-сарă фара çутипе
Тăватпăр çухрăм хыççăн çухрăм,
Тарланă кĕпесем йĕпе.
Ырса çитсен тухса анатпăр
Чарса кӳме-çил çуната.
Пăртакçă сывлăш çавăратпăр,
Самант—эпир татах çулта.
Каçса пыратпăр Атăл урлă
Тирпейлĕ Энгельс хулине.
Унта тахçан эп пулса курнă,
Эс, шăллăм, ырă-сыв чухне.
Хула урамĕсем пуш-пушă
Çĕрле. Ялти пек. Çул кичем.
Ларатпăр аптраса пĕр хушă -
Водитель мелне тупрĕ тем.
Ансат прибор пур — навигатор,
Вăл спутник урлă çул тупать.
Ку çеç-и, тĕлĕнсе пыратпăр:
Çын сассипех ăнлантарать.
Çулташ — Миккуль тете Миккулĕ —
Тĕлĕннипе пĕрмай шӳтлет:
— Инçе, инçе Саратов çулĕ,
Юлташ, ăна пăртак кĕскет.
Çитес çĕре çапла çитерчĕ
Пире çĕн ĕмĕрти кĕтрет.
Вĕçленчĕ тин инçе çул терчĕ, —
Пире тăван ачи кĕтет.
2.
Ман ĕмĕрте кăна мĕн чухлĕн
Ăсанчĕ çын «леш тĕнчене».
Вĕсен йышне кам тĕрĕс шутлĕ,
Палланă вилĕ чунсене?
Кашнин сăнарĕ ырă-сывă
Чĕррисенче, çаплах асра.
Хăй тĕллĕнех элеги-сăвă
Çуралчĕ çакă самантра.
Ку — ĕмĕрхи ĕç-пуç. Пĕр вĕçĕм
Пирте тăсăлакан йăла.
Çĕртен çуралнă çын. Вилсессĕн
Ăна çĕрех пытармалла.
Пĕр çакă çеç кӳренмелли те:
Кĕтмен çĕртен ир ăсансан.
Ун пеккисем халь йышлă питĕ,
Сăлтавĕ чиксĕр асăнсан.
Сиксе тухать куллен авари,
Хыпать сасартăк вут-кăвар.
Вăрçăри пек пĕтетпĕр мар-и —
Çакна та халь тӳрех калар.
Террор çине террор. Е киллер
Перет-и вăрттăн кĕтесрен.
Туссем, çакна та шута илĕр,
Куллен сыхланăр вилесрен.
Эрех-сăра виçеллĕ ĕçĕр,
Пач ĕçмесен тата аван.
Яш çын ан çапкалантăр ĕçсĕр,
Тымар ан ятăр наркоман.
Питех те шел, ку чух, шăна пек,
Лекет çын ун серепине.
Кун пек чухне ун çулĕ япăх,
Илсе пырать масар çине.
Епле пулсассăн та пит йывăр,
Май çук пачах та хăнăхма
Çухатăва тӳсмешкĕн. Тăвăр
Чуна тухсассăн ăсатма.
3.
Пăтравлă шухăш кун памарĕ,
Йăлтах вăл илчĕ канăçа.
Куннехинче ман шăллăм мар-и
Тĕпрен хускатрĕ ăс-пуçа.
Çак самантран ик паллă дата —
Çуралнă кун та вилнĕ кун —
Питех кĕске хушша, чухлатăр,
Ĕмри хĕсĕнсе юлчĕ ун.
Асли кайсан калатпăр: ватă!..
Кĕçĕнреххи кайни начар.
Пире эс тăлăха хăвартăн,
Мĕскер çитмерĕ-ши, каçар!
Çапла кăна кĕскен каларăм
Эп тупăк умĕнче сăмах.
Тен, пысăк пулчĕ манăн парăм?
Иртни куç умĕнче чистах.
Вăрçă ачин тумхах кун-çулĕ
Пурин те пулнă пĕрешкел.
Йывăртарах та пулнă пулĕ
Пире аттесĕр мĕнешкел.
Атте мал ĕмĕтлĕ çын пулнă.
Ялта вăл Яковлев ĕçне
Çӳле çĕклесшĕн вăйне хунă,
Манман вăл хăйĕн тивĕçне.
Çуран урапапа çӳренĕ
Тĕлĕнтерсе ял çыннине.
Пурне те туртнă шкул тӳремĕ,
Унта çын тупнă çĕннине.
Шкул пахчинче хăяр та кишĕр
Акса ӳстернĕ ачасем.
Кам ашшĕ-амăшĕсĕр, килсĕр, —
Пĕр танлăн çитĕннĕ вĕсем.
Пухтел вăрманĕнче экскурси
Ирттернĕ эртелпе çулла.
Чи аякри е çывăх кӳршĕ
Иленнĕ чунĕпе шкула.
Атте яла илсе çитернĕ
Чайковский, Шуберт кĕввине:
Каç кӳлĕм патефон итленĕ,
Ун тĕлĕнтермĕш çатмине.
Бизе «Карменĕпеле» хутăш
Утёсов Леонид сасси…
Каçса кайса тăнланă тантăш
Ун чухнехи Чăвашкасси.
Питех те шел, атте ăсаннă
Вăй питти халлĕн, çамрăкла.
Ăна ватти-вĕтти ăмсаннă,
Ял-йыш манмасть ăна çаплах.
Сывпуллашма капланнă халăх,
Куççуль ялтрать кашни питре.
Кĕрет-тухать — яр уçă алăк,
Çапах та пăчăччĕ пӳртре.
Эп, пиллĕкри ача, ларатăп
Пĕр çӳлĕк çийĕнче, залра.
Юнашарри — Геннадий шăллăм,
Çав хĕсĕк, хурлă самантра.
Атте выртать. Ун куçĕ хупă.
Хӳхлет анне те асанне.
Аттен çĕн «çурчĕ» — хăтлă тупăк
Туртать пурне те хăй енне.
— Кĕнекине хума ан манăр, —
Хушать сасартăк асанне, —
«Леш тĕнчере» Юман1 вулатăр
Тумхах кун-çул кĕнекине.
Яланлăхах çакна астурăм:
Джек Лондон томĕ кĕнеки.
Ăсатнă çулĕ пулчĕ вăрăм
Ялти йăла-йĕрке пирки.
Тăван ялне кайса пытарчĕç
Ăна, чун туртнă Ирçелне.
Унта çитмешкĕн ансат марччĕ
Шыв-шур кĕрленĕ çуркунне.
Мĕтрик тете — аттен чăн тусĕ
Колхоз урхамахне кӳлсе,
Илсе кайма çитернĕ тӳсĕм,
Пытарнă йĕркине пĕлсе.
Геннадий шăллăм ларнă савăк:
Аттен вĕр-çĕнĕ çĕлĕкне
Уртса ташланă вăл пĕр авăк —
Çапла калатчĕ асанне.
Вăл ирĕкре кăна шутланнă
Атте ăсаннă çулхине.
Чылайăшне эп хам та маннă,
Мĕн курнине, мĕн илтнине.
4.
Атте вилсессĕн çĕнĕ тапхăр
Пуçланчĕ пирĕн пурнăçра.
Анне ăна-кăна пăхмасăр
Çыру ярать Ялавăра.
Ялавăр — унăн тăван ялĕ.
Унта — пĕчченçĕ амăшĕ.
Пире вăл кирлĕ питĕ халĕ, —
Аннен пур тăлăх кил-йышĕ.
Хуйхи-суйхи пирки каланă.
«Чултан та йывăр ман сăмах», —
Тесе аннемĕр тархасланă
Кукамая пире пăхма.
Кун-çулĕ унăн та тăварлă,
Çавах тинкернĕ малалла.
Çуртне хупса хурса хăпарнă
Вăл Атăл тăрăх тăвалла.
Çапла пирĕн пата вăл çитнĕ,
Самаях аякри яла.
Çапла майпа чиперех ӳснĕ
Эпир ун хӳттине пула.
Çулла пире илсе каятчĕ
Хăйпе пĕрле Ялавăра.
Ун ĕмĕчĕ унта кăначчĕ,
Вăрманлă-шывлă таврара.
Пире те килĕшетчĕ ялĕ, —
Юхать çăлкуçĕ шарласа.
Курнать çырман шап-шурă чулĕ:
Ялавăр шывĕ тап-таса.
Çыран хĕррипеле хăвалăх
Ларать тӳлеккĕн чӳхенсе.
Ача-пăча — хаваслă халăх —
Вылять ырмасăр киленсе.
Алапала сĕрет-и пулă
Е юхтарать-и пăрахут —
Яра куна хаваслă кулă…
Çак ырлăх килмĕ тепĕр хут.
Çитсен лара-тăра пĕлместчĕ
Тирпейлĕ ватă кукамай.
Ир-каçăн пахчаран кĕместчĕ —
Акатчĕ кавăн вăл нумай.
Пирĕн валли алпа çĕлерĕ
Хĕп-хĕрлĕ ситцăран кĕпе.
Кĕске труси те пултăр терĕ —
Ырми ĕçлерĕ çĕрĕпе.
Пеття тяти, тăван, яш каччă
Кунтах пурнатчĕ, кӳршĕре.
Вăл пăрахут та туса пачĕ
Геннадипе иксĕмĕре.
Хăма татки касса кăларчĕ,
Пăта çапса хăма çине,
Хыçне хитрешĕн вырнаçтарчĕ
Пуш вазелин курупкине.
Çапла пире вăл савăнтарчĕ,
Çук, кичем марччĕ унпалан.
Тантăшсемпе те паллаштарчĕ,
Çӳрерĕ пирĕнпе ялан.
Кулатчĕ, калаçатчĕ ăшшăн,
Çавăнтанпа ăна курман.
Кĕçех вăрçа ăсаннă хыççăн
Тяти килне таврăнайман.
Кунта хăй евĕр калаçаççĕ:
«Пăшол», «пăто» та «кăмоко»2.
Эпир «пăшал» тесен кулаççĕ,
Ку вăл пуçламăш кăна-ха.
Кукамая кунта чĕнеççĕ
Ансатăн «павăшки» тесе.
Çăп-çăмăл вырăсла пуплеççĕ
Чăвашлипе килĕштерсе.
Кĕçех эпир те хăнăхатпăр
Ялавăрла перкелешме.
Сăмахсăр юрă та юрлатпăр
Хаваслăн вăхăт ирттерме:
«Роййеге роййе,
Роййеге роййе!..»
Каçхи хаваслă янкăс юрă —
Вĕçĕ хĕррисĕр ик йĕрке.
Тĕлли-паллисĕр, урăм-сурăм
Вăл юрататчĕ ирĕке.
Ларса çитмен çав ирĕк сасă
Кĕрхи автанăн сассине
Аса илтернĕ пулĕ кăсăк,
Çунат сарсассăн ял çине.
Васкавлă вăхăт иртнĕçемĕн
Ансат ача-пăча юрри
Асрах паян. Ырă çемĕ —
Çав тăрса юлнă мĕн пурри.
Куçса килесшĕнччĕ анне те
Пирĕн пата Ялавăра.
Куçмашкăн ансат марччĕ питĕ
Ун чухнехи саманара.
Сасартăк вăрçă кĕр-кĕрлерĕ
Çĕршыв кĕтмен-туман çĕртен.
Ку — урăх тапхăр йĕр йĕрлерĕ,
Ачалăх уйрăлчĕ пиртен.
Вут-вăрçă пысăк пăнчă лартрĕ
Аннен çут ĕмĕчĕ вĕçне.
Ăна вăл каялла ăсатрĕ
Туса пыма атте ĕçне.
Ун хыççăн эпĕр кăптăр-кăптăр,
Кĕнекери Чукпа Гек пек,
Мăн Атăл тăрăх хăпаратпăр
Асран кайми павăшкипе.
5.
Атте ытла ир çĕре кĕчĕ,
Кил-çурт туса ĕлкĕреймен.
Ялта çаплах ларать вĕр-çĕнĕ
Çурт евĕр çĕкленсе кермен.
Ăна тивмен пач ĕмĕр çилĕ,
Çаплах ларать çул хыççăн çул.
Ку пулнă пирĕн атте килĕ,
Хăй Яковлев çĕкленĕ шкул.
Унта учительсем валли те
Хăварнă уйăрса хваттер.
Яла килсессĕн вĕсем пурте
Çемьеллĕ пурăннă чипер.
Çавăнтанпа чылай йыш кӳнĕ
Çак шкул Чăвашкасси ялне.
Килсе тĕпленнĕ пĕр кĕр кунĕ
Кунта аттепеле анне.
Шăп çирĕм çул ытла эп ӳснĕ
Геннадий шăллăмпа пĕрле.
Унпа эпир тертне те тӳснĕ,
Чысне те курнă темелле.
Ахальтен мар мана хама та
Чĕнетчĕç Шкул Тули тесе.
Ялта çаплах çӳрет ку ятăм
Ытарлă шухăш пĕлтерсе.
Епле пулсассăн та пайланă
Пурне те тантăшсемпе тан.
Тăван çĕршыв ыйтсассăн панă
Мĕн кирлине йăлт хамăртан.
Ĕç-пуç яланах ытлă-çитлĕ
Ялта ача-пăча валли.
Ăçта ĕç хушнă — унта çитнĕ
Черчен вăрçă ачи алли.
Кĕреплепе туранă утă,
Аслисемпе пĕрле хирте
Çумланă çум е каснă вутă,
Ир-каçăн пулăшнă килте.
Хире пучах пухма çӳренĕ,
Ырмасăр сĕтĕрнĕ кĕлте.
Пĕрле пухатчĕ шкул тӳремĕ
Пире каллех хура кĕрте.
Кĕреçепе çĕр чавнă иккĕн
Вун пилĕк соттăх лаптăка.
Ăмăртмалла ĕçленĕ вичкĕн
Тăварлă тар тăка-тăка.
Кĕçех пуçланчĕ «курăк çулĕ»,
Аптраса çитнĕрен йăлтах
Çур анана е вир, е тулă
Акма пуçланăччĕ ялта.
Пĕр-икĕ хут эпир те тунă
Ун пек — кун пек эксперимент,
Сар вир те акнă, акнă тулă —
Терт курасси çапах пĕтмен.
Çулла пучах пулса çитсессĕн
Илетчĕ тинкене çерçи.
Чарма май çук вăл иленсессĕн —
Ăна та кирлĕ тыр пĕрчи.
Эпир çерçи туйне çуйхатнă
Канмасăр иккĕн ик енчен.
Çапах та сахал мар çухатнă
Пучахсене тыр пиçиччен.
Шкул пахчинче ӳссе ларатчĕ,
Çăра туратлă хурама.
Ун тăрринчен питех аванччĕ
Çерçисене хăвалама.
Çаплах питех те пулнă меллĕ
Ялавăр юррине тăсма.
Самантлăха вăл çут хĕвеллĕн
Килетчĕ пирĕн асăма:
«Роййеге роййе,
Роййеге роййе!..»
6.
Хаяр та юнлă вăрçă хыççăн
Вĕçлерĕ кун-çулне анне.
Пире ӳстерчĕ пĕччен пуççăн,
Çухатрĕ хăйĕн сывлăхне.
Анне вилсен кун-çулăн терчĕ
Туллин тиенчĕ ман çине.
Вăтам пĕлӳ парса çитеттĕм
Аран-аран Кенечине.
Ăна çапла чĕнсе калатчĕ
Ыр-сывă асанне килсен.
Эпир çисе ӳсмен кулачă,
Çырлахнă мĕн пуррипелен.
Шутларăмăр апла-капла та.
Çыр заявлени çар шкулне, —
Тесе сана ун чух ăс патăм
Аптранă, май пулман енне.
Ун чух çар тумĕ хисепреччĕ,
Куç хывнă салтака хĕрсем.
Патшалăх хапăл вĕрентетчĕ
Офицера тухас тесен.
Тен, ăслăлăх пулайнă çывăх
Сана. Май çукчĕ вĕренме.
Тен, пулнă-тăр манра та çылăх.
Сăлтав, тен, пулнă кӳренме.
Халь тин ку калани те уссăр.
Туймасăр пурнăç тутине
Яш чух эпир чылайăш ăссăр,
Пĕлместпĕр йăнăш тунине.
Ман пурччĕ хамăн пысăк туртăм,
Çырса тăраттăм хаçата.
Ăна пула синкер те куртăм,
Нуша хăпмарĕ хыçалтан.
Салтак нуши йывăртарах, тен,
Ăна пĕлместĕп эп, курман.
Питех те шел, сана пĕрре те
Сăввăмсенче эп асăнман.
Ик-виç сăмах çырни сыхланнă
Килти альбом çинче кăна.
Халь аса илтĕм, чун çыхланнă,
Сана ăсатнă кун, ăна:
«Кĕрхи çилсем çулçа лăсканă,
Сив çумăр çунă вăхăтра
Килтен ăсантăн эс, тăванăм,
Ялан тăратăн асăмра.
Ыталаса чуптăваймарăм,
Йĕре пĕлмерĕм, иçмасса.
Куççуль юхать тумлам-тумламăн,
Ăна чармастăп халь тытса.
Хăрса саралнă çулçă евĕр,
Такси мала васкать, васкать…
Татах тĕл пулăпăр-ха эпĕр
Килсен черетлĕ отпуска.
1956 çулхи сентябрĕн 23-мĕшĕ, кăнтăрла 12.30 сехет.
Аслă Нагаткин ялĕ».
7.
Асап килет çарта та тĕрлĕ.
Ăна эс пĕлнĕ ху кăна.
Сана шăпа илсе çитернĕ
Океан урлă Кубăна.
Çар чаçĕн аслă лейтенанчĕ,
Унта карьера эс туман,
Пулман çар пуçлăхĕн таланчĕ,
Анчах хăравçă та пулман.
Ракета вĕçтермешкĕн пĕлнĕ.
Хăрушă атом пушарне
Хыпма паман, ăна сӳнтернĕ,
Çĕнтернĕ вăрçă кризисне.
Унта эс сывлăхна çухатнă,
Кайран отставкăна тухсан
Ансат ĕçре чунна йăпатнă,
Ӳстернĕ ывăлна пăхса.
Çар тивĕçне эс пурнăçланă,
Пултарнă, май килнĕ таран.
Тек таврăнмарăн хĕр куçланă,
Яш чух тĕпленнĕ хуларан.
Ку – урăх çемĕ, урăх тапхăр,
Татах вăл тăсăлчĕ вăрах,
Халь урăх çĕршывра пурнатпăр,
Чылайăш юлтăмăр хăрах.
Мĕнех? Каçар пĕртен-пĕр
шăллăм,
Калас сăмахăм çак кăна.
Тек каламасăрах ку паллă:
Çын — капăр Çĕр çинчи хăна.
Ăна шеллетпĕр ир кайсассăн,
Пуçа усатпăр çĕрелле.
Асли кĕçĕннинчен юлсассăн
Татах питех кӳренмелле.
Çын кайнă хыççăн ырă ячĕ
Юлать-ха. Чăнлăх пур кунта.
Чечек çыххи ӳссе хăпарчĕ
Эс канлĕх тупнă вырăнта.
2011 ç., утă уйăхĕн 20-23-мĕшĕсем.
Шупашкар — Чăвашкасси.