Килте никам та çук.
Ăçта аннем?
Çунан кăмакинне
юшкине тайнă,
кив кăççата ав
тăхăннă манне.
Эп килессе пĕлсех
ăçта вăл кайнă?
Вут умĕнче яланхиллех чукун,
ташла-ташла унта
вĕрет яшкийĕ.
Ăна çисессĕн уçăлатчĕ чун,
Вăл маншăн юлчĕ
ĕмĕрлĕх ăш килĕм.
Тин вăранатăп. Вилнĕ-çке кукаç,
аннеçĕме те эп хамах пытартăм.
Мĕне аса илтертĕн-ши ку каç?
Кăтартрăн тĕлĕкре, аннем,
ху тартăн.
Пĕр вăтăр çул калла пулни асра:
Мускав енчен Вăрнарăма çитетĕп.
Выртать аннем унта пульницара.
Пĕр апельсин шуратрăм —
çитеретĕп...
Ун пулчĕ пуль çимийĕ юлашки.
Аннем, кукаçăм... — пурĕ çĕре кĕнĕ.
Паян çиес килет чукун яшки.
Çук кăмаки те, çук пĕçерекенĕ...