Час-часах эп килĕп-ха Чăваш çĕрне-шывне,
Эп илĕп хам юратăва хампа пĕрле.
Çут çăлтăр пулăп та çутатăп тӳпене,
Пуласлăх çулĕ ăçтине кăтартăп сĕм çĕрле.
Ман юрату яланах упрĕ халăха,
Тăван чĕлхешĕн пулĕ Кункăш-кайăк.
Çап-çут пуласлăхпа çыхса аваллăха,
Тăванлăха çĕн вăй вăл парĕ лайăх.
Кашни чăваш ман çăлтăра курса,
Тен, тупĕ çĕнĕ çул пуласлăха утма.
Ман юрату пулăшнипе çĕн вăй тупса,
Пултарĕ пурнăçра чăвашлăха тупма.
Ман юрату чăвашлăха çĕн вăй парса,
Çĕн паттăрсем Чăвашстанра çуратĕ.
Вĕсен маттур ĕçĕсене çӳлтен курса,
Ман çăлтăр тĕнчине татах çутатĕ.
24.11.06.