Вĕçет тусан, кун шăрăх.
Юхса анать пит тăрăх
Тăварлă, йӳçĕ тар.
Тӳпе сенкер те çӳлĕ,
Хĕвел хĕртет хĕрӳллĕн.
Типет чĕлхе, çăвар.
Имшер, сап-сарă курăк.
Çĕр типĕ, тĕл-тĕл çурăк,
Хĕрсе тĕпреннĕ вăл.
Вĕри тăрать çанталăк,
Çук çумăр вăтăр талăк,
Типе пуçланă çăл.
Юман пăхать салхуллăн,
Ун çумĕнче шур хурăн
Турат усса тăрать.
Çĕре пуç тайнă тулă.
Хир варринче хăюллăн
Тырккас çеç шăхăрать.