Юратрăм харăс ик хĕре —
Пĕлмерĕ канăçа чĕре.
Пĕрне йăпатрăм çурçĕрччен,
Чуптурăм теприне ирччен.
Кил çук кушак пек, çĕр каçа
Çӳрерĕм эп касран каса.
Ĕнер ирпе ик хĕр пĕрле
Килсе те кĕчĕç ман киле.
Ик куç тулли ик хура хĕр
Хăшне калас:
— Эс тух! Эс кĕр!
Ик арăмпа ман пĕр пӳртре
Пурнассинчен хăрать чĕре.
Усал хылар утпа çӳрет,
Ялйыш пĕлсен, пит-куç пиçет.
Атте-анне, ах, сисиччен,
Мĕнле хăпас ку хĕрсенчен!
Тăр-тăр сиксе чĕтрет шăмшак
Мĕн тумалла! Унччен-и ак...
Çат! çупрĕç те мана питрен,
Хĕрсем тасалчĕçĕ пӳртрен.